Статистика
![]() Комсомольски район прокуратури сусӑрсен паривне хӳтӗлесе суда 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ. Асӑннӑ органта ӗҫлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, прокуратура ҫынсен социаллӑ ыйтӑвӗсене хӳтӗлессипе сахал мар тӑрӑшать. Ҫав шутра — хӳтлӗхсӗрсен правине пурнӑҫлассишӗн те. Сӑмаха ҫирӗплетме цифрӑсем те илсе панӑ. Асӑннӑ район прокуратури сусӑрсене хӳтӗлесе 86 хутчен тавӑҫпа тухнӑ иккен. Ҫав шутран 85 тӗслӗхӗнче надзор органӗ сусӑрсене реабилитацин техника хатӗрсемпе, ҫав шутра кресло-пуканпа та, тивӗҫтерме ыйтнӑ. Пӗр тӗслӗхре сусӑра санаторипе курортра сипленме путевка уйӑрма ыйтнӑ. Маларах асӑннӑ мӗнпур ҫак тавӑҫ республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине хирӗҫле. Тавӑҫсенчен 77 тӗслӗхне тивӗҫтернӗ, тӑххӑрӑшне суд ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла. Тепӗр йышӑнупа килӗшмесӗр республикӑн Аслӑ судне ҫитме тивни те пулнӑ. Ун пеккисем 18 тӗслӗх иккенне пӗлтереҫҫӗ. Маларах асӑннӑ ведомство суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа сусӑрсен ыйтӑвне твиӗҫтерет-мӗн. Прокурорӑн хӑш-пӗр ыйтӑвне суд йышӑнӑвне кӗтмесӗрех пурнӑҫлать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Килес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче 3D-принтерпа пичетленнӗ пӗрремӗш ноутбук сутлӑха тухӗ. Кун пирки The Telegraph Британи хаҫачӗ пӗлтернӗ. Халӗ кашни ҫын килти условире хӑйӗн компьютерне пичетлеме пултарать тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗш ноутбука пичетленӗ те иккен. Ӑна Pi-Top ят панӑ. Малтанхи саккассен пӗтӗмӗшле хакӗ 120 пин доллара ларнӑ. 340 доллара яхӑн тӑракан 3D-принтера туяннисем валли Pi-Top ятарлӑ комплект кӑларнӑ. Унта кӗрекен хатӗрӗн хуппин шаблонӗ 284 доллара яхӑн тӑрать иккен. Pi-Top текенскере ахаль ноутбукӑн мӗнпур функцийӗпе пуянлатнӑ-мӗн. Ноутбука тем тӗслӗ те хатӗрлеме пулать иккен, корпус ҫине унӑн хуҫин ятне те вырнаҫтарма пулать. Ҫӗнӗ йышши ноутбука шухӑшласа кӑларакансем вӑл ачасен компьютер ӑсталӑхне вӗрентме те меллӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн, мӗншӗн ӑна вӗсем хӑйсем тӗллӗн пухма та, сӳтме те пултараҫҫӗ-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫак уйӑхра «Вӑрман пуххи» республикӑри акцин черетлӗ тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Йӗркелӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӑрманти чӗр тавара пухас, вӑрмана упрас тата чӗртсе тӑратас тӗллевпе ирттернӗ. Мероприятие йыхравласа шкул лесничествисем тата экологипе биологи пӗрлешӗвӗсем пӗлтерӳсем хатӗрленӗ, ҫӑка вӑррипе йӗкел пуҫтарма чӗннӗ. Пуҫтарнине ачасем вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗсене панӑ. «Вӑрман пуххи» акции вӑхӑтӗнче пуш уйӑхӗнче ҫӑка вӑррипе 8,2 килограмм, хыр йӗкелӗ 149 килограмм пухнӑ. Ун чухнехи акцие Куславкка, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенчи ачасем хутшӑннӑ. Авӑн–юпа уйӑхӗсенче акцие хутшӑннисем юман йӗкелӗ 2299 килограмм пухе, туя вӑрри — 15 килограмм. Хальхинче Куславкка, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенчи ачасемсӗр пуҫне Вӑрнар районӗнчи тата Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулинчисем те пухнӑ. Акци пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутарти «Юманлӑх» шкул лесничестви (ертӳҫи — Лидия Краснова) ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӳскелти «Шуҫӑм» ушкӑн Хӑш-пӗр районсенчи тепӗр клуб пирки ҫулталӑкра иккӗ-виҫҫӗ уҫса хупнишӗнех заведующийӗсем шалу илсе тӑраҫҫӗ тесе каланине илтме тӳр килет-ха. Тепӗр ҫӗрте вар культура ҫурчӗсем ҫине-ҫинех тӗрлӗ мероприяти ирттерме ӑнтӑлаҫҫӗ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари информаципе культура центрӗнче, акӑ, Тӳскелти «Шуҫӑм» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе нумаях пулмасть ял халӑхне савӑнтарнӑ. Кашни юррах куракансем хапӑл туса йышӑннӑ-мӗн. Е. Разумова юррисем уйрӑмах чӗрене тыткӑнлани пирки пӗлтерет вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Кулӑшла сценкӑсем вара чунтан култарнӑ. Информаципе культура центрӗн ертӳҫи Л. Горшкова «Шуҫӑм» ушкӑна чӗререн тав тунӑ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери сахӑр диабечӗпе кӗрешмелли кун. Ӑна 1991 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери диабет федерацийӗпе Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ йышӑннӑ. Ку куна уяв тесе йышӑнмалла мар. Ӑна сахӑр диабечӗн хӑрушлӑхӗ пирки ҫынсене каласа кӑтартассине ӳстерес, чиртен асӑрхаттарас, ӑна аталанма парас мар, чирлисен пурнӑҫ пахалӑхӗпе пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстерес тӗллевпе туса хунӑ. Эрнекун Республикӑри эндокринологи диспансерӗ (вӑл Шупашкарти 139-мӗш Стрелоксен дивизи урамӗнчи 7-мӗш ҫурт) «Уҫӑ алӑксен кунне» ирттерет. «Уҫӑ алӑксен кунӗ» ирхи 8 сехетре врачсен консультацийӗнчен пуҫланать. Йышӑнура эндокринолог, ача-пӑча эндокринологӗ, невролог, офтальмолог, акушер-гинеколог, эндокринолог-подиатр пулӗҫ. Вӗсем 12 сехетчен пырӗ. Глюкоза шайне пӗлме ирхи саккӑртан пуҫласа вуннӑччен 105-мӗш пӳлӗмре юн пама пултарӗҫ. Кӑнтӑрла иртсен сахӑр диабечӗ пирки лекцисем вулӗҫ, викторина ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ял тӑрӑхӗнче нумаях пулмасть Шӑмалакра пурӑнакан Николай Андреевичпа Юлия Никитична Печковсен, Лаш Таяпари Владимир Дмитриевичпа Мария Ефимовна Михеевсен ылтӑн туйӗсене чӑваш йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн паллӑ тунӑ. Икӗ мӑшӑр каллех ҫамрӑклӑха таврӑннӑ. Вӗсем каллех хӗрпе каччӑ пулса тӑнӑ. Вӗсене сумлӑ ҫак уявпа ялӗпех саламланӑ. Культура ӗҫченӗсем вӗсем валли интереслӗ концерт программи хатӗрленӗ. Николай Андреевичпа Юлия Никитична пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнӑ. Ҫамрӑк чухне пӗр колхозра ӗҫленӗ. Кавказра нумай ҫул пурӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Вӗсем икӗ ача пӑхса ӳстернӗ. Мария Ефимовна пӗлӳ илсен Лаш Таяпана ӗҫлеме килнӗ. Вӑл вулавӑшра тӑрӑшнӑ. Кунта пулас упӑшкипе паллашнӑ. Вӗсем 3 хӗре, 2 ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. Уявра «хӗрсем» пӗркенчӗк пӗркеннӗ. Мӑшӑрсем чӑваш тумӗ тумланнӑ. Хӑнасем те уява чӑвашсен наци тумӗпе пынӑ. Сӑнсем (23) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Каҫал» ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх культурисен фестивале хутшӑннӑ. Ӑна ахальтен суйламан. Вӑл 2013 ҫулта Шупашкарта иртнӗ тапхӑрта йӑла-йӗрке культурине тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Сочире ансамбль Пӗтӗм Раҫҫейри I фестивале тата халӑх культурин куравне уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. «Каҫал» унта чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине — Каҫал тӑрӑхӗнчи туйӑн пӗр пайне — кӑтартнӑ. Фествиале Раҫҫейри 85 тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре 1500 ытла ҫын хутшӑннӑ. Унта хутшӑнакансем тата хӑнасем пурте пӗрле Раҫҫей Гимнне юрланӑ. Куравра Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Людмила Козловӑн алӗҫӗсем те пулнӑ. Фестиваль пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, «Каҫала» дипломпа чысланӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗнче Владимир Павлов, Светлана Лаврентьева, Николай Кисалов, Валерий Гаврилов, Владимир Григорьев, Николай Карпов, Петр Баринов, Александр Тарасов, Валентина Хораськина, Александра Морозова, Зоя Морозова, Валентина Константинова, Зинаида Егорова, Лидия Карзакова пулнӑ. Сӑнсем (23) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Наци телекуравӗнчи «НаоБУМ» вӑйӑ шоу сумлӑ «ТЭФИ регион» телекурав конкурсӗн финалне тухнӑ. Конкурса ҫу уйӑхӗнче тухнӑ кӑларӑма ярса панӑ. Унта республика хӑнисем — «Атал тӗлпулӑвӗсем» фестивалӗн тренерӗсем — хутшӑннӑ. «НаоБУМ» ку конкурсра пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. Пӗлтӗр, проект хут ҫинче ҫес пулнӑ чухне, Раҫҫей телкуравӗн академикӗсем шухӑша ырланӑ. Анчах парне паман. Халӗ, проекта пурнӑҫа кӗртсен, чӑваш кӑларӑмӗн Раҫҫейри чи лайӑх кӑларӑмсен йышне кӗрес шанчӑк пур. Чыслав Сочи хулинче чӳкӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта «НаоБУМ» кӑларӑмсӑр пуҫне Хабаровскри «Час у дачи» кӑларӑм (пахча пирки), Ямал-Ненецк автономи округӗнчи Надым хулинчи режиссерсем ӳкернӗ «Новый год ФМ» кӗске метражлӑ камит вӑй виҫӗҫ. «НаоБУМ» авторӗ Мария Шоклева «ТЭФИ регион» конкурса пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. 2007 ҫулта унӑн «Куча мала!» кӑларӑмӗ «Чи лайӑх ача-пӑча кӑларӑмӗ» номинацире чи лайӑххи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарта ҫӗнӗ проект пуҫланнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ ҫул картишӗ» ятлӑ. Конкурсра Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене чи лайӑх ирттерекен картише палӑртӗҫ. Проект тӗп тӗллевӗ — ҫынсен кӑмӑлне хӑпартасси, тавралӑха уяв сӗмӗ кӗртесси. Унта хутшӑнакансем картишре ирттермелли мероприятисен проектне хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене 1–10 балпа хаклӗҫ. Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Шупашкар хула администрацийӗн МИХсемпе ӗҫлекен тата ҫамрӑксен политикин управленийӗнче пӑхса тухаҫҫӗ. Конкурс раштавӑн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ятарлӑ комисси палӑртӗ. Пӗрремӗш вырӑн — 1, иккӗмӗш вырӑн — 2, виҫҫӗмӗш вырӑн — 3 пулӗ. Вӗсене дипломсемпе тата Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене ирттермешкӗн укҫапа хавхалантарӗҫ. 1-мӗш вырӑншӑн 30 пин тенкӗ парӗҫ, 2-мӗшшӗн — 20 пин тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 10 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енри музыка ушкӑнӗсем ача-пӑча пултарулӑхӗпе ӳнерӗн Пӗтӗм тӗнчери «Чунга-чанга» фестивальне хутшӑннӑ. Вӗсене унта Юрий Энтин поэт чӗннӗ. Фестивале Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи, Европӑри ачасем хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Юрий Энтин поэтӑн сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. Юрий Энтин Евгений Крылатов тата Алексей Рыбников паллӑ композиторсемпе пӗрле кино тата мультфильм валли 100 ытла юрӑ хатӗрленӗ. Поэт — конкурсӑн тӗп йӗркелӳҫи. «Чунга-чанга» 1997 ҫултанпа иртет. Вӑл ачасене юрӑпа кӑсӑкланма хӑнӑхтарать. Юрий Энтин нумаях пулмасть Чӑвашра пулнӑ. Ӑна республикӑри наци культури питӗ килӗшнӗ. Ҫавӑнпа вӑл чӑваш мифологийӗпе опера ҫырма та шухӑшланӑ. Ҫакӑ палӑрнӑ: чӑваш мифологийӗнчи Юрӑ ятлӑ Турӑ — юрӑ Турри. Юрий Энтина Чӑваш Енри пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ килӗшнӗ. Фестивальре пирӗн ҫамрӑк артистсем Юрий Энтинӑн сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсене ҫеҫ шӑрантарман. Вӗсене чӑвашла юрлама та ыйтнӑ. Гала-концертра икӗ чӑваш юрри янӑранӑ. Чӑваш ачисем ку фестивале пиллӗкмӗш хут хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем жюри асӗнче юлнӑ. Юрий Энтин вӗсене ҫитес ҫулхи фестивале те йыхравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |