Раҫҫейре
![]() Краснодар крайӗнче тӗнчери чи ҫӳллӗ чуччу уҫӑлнӑ. Ӑна «Skypark AJ Hackett Sochi» тӗлӗнтермӗшсен паркӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫакӑнса тӑракан тӗнчери чи вӑрӑм «SkyBridge» кӗпер ҫинчен ярӑнакансем Адлер районӗнчи Ахштырь ялӗ патӗнчи 500 метр тӑршшӗ ту хушӑкӗ урлӑ темиҫе ҫеккунтра ярӑнса иртейӗҫ. «SochiSwing» аттракционпа усӑ куракансем 170 метр ҫӳллӗшне ярӑнса хӑпарса каяйӗҫ. Ун йышши чуччусем тӗнчере татах пур-ха. Анчах ҫӳллӗшӗпе Сочи ҫывӑхӗнчине ҫитмеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Зеландири Невис юханшыв ҫинчи чуччу унччен чи ҫӳлли шутланнӑ-ха, анчах вӑл «SochiSwing» аттаркционтан 50 метр лутрарах. Тӗнчери чи ҫӳллӗ чуччуна кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче вырнаҫтарнӑ. Анчах унпа ярӑнтарма чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑна тытӑнӗҫ. Аттракционпа харӑсах икӗ ҫын усӑ курайӗ. «Skypark AJ Hackett Sochi» тӗлӗнтермӗшсен паркӗ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Ҫӳллӗшӗнчи ун йышши парксем Раҫҫейре пулман. Асӑннӑ парк тӗнчери ҫавӑн йышши кану комплексӗсене тытса тӑракан «AJ Hackett» компани йышне кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Красноармейски районӗнчи краеведени музейӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа «Асамлӑ тӗрӗ-ҫӗвӗ тӗнчинче ӑсталаннӑ Трак ен ҫи-пуҫӗ» темӑпа ал ӑстисен куравӗ уҫӑлчӗ. Чаплӑ курав тесен те йӑнӑш пулмӗ. Курава тӑратнӑ кашни экспонат куҫа илӗртет, чунра ырӑ туйӑм ҫуратать. Курса киленме те, пӑхса тӑранма та май ҫук. Асатте-асаннесен авалхи ҫи-пуҫӗнчен пуҫласа паянхи илемлӗ тумтир таранах паллашма пулать унта. Ҫавсене йӑлтах халӑх алли ӑсталанӑ, тӗрлӗрен тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ. Мӗн чухлӗ ӑсталӑх, пултарулӑх, тӑрӑшулӑх, чӑтӑмлӑх, хастарлӑх, ыркӑмӑллӑх, чунлӑх палӑрса тӑрать ҫав япаласенче. Кашни япали – пысӑк пуянлӑх. Харпӑр хӑй илемлетсе ӑсталанӑ ӗҫсене нимӗнле укҫапа та виҫме май ҫук. Вӗсене ӑшӑ куҫпа та чунпа ҫеҫ хаклама пулать. Кашни япалинех юратса тунӑ. Ҫавӑнпа илемлӗ те вӗсем, ҫавӑнпа чуна тыткӑнлаҫҫӗ те. Музей ӗҫченӗ Валентина Аркадьевна Тихонова Трак енри ал ӑстисемпе калаҫса, кашни япалишӗн яваплӑха хӑй ҫине илсе ҫак курава йӗркелеме пултарнӑ. Экспонатсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ вӑл: эстетика тӗлӗшӗнчен те паха, содержани енчен те пуян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Уҫӑ алӑксен кунӗнче Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑри ача-пӑча ҫурчӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Кунашкалли Чӑваш Енре пӗрремӗш хут пулнӑ. Мӗн тӗллевпе ирттернӗ-ха ӑна? Тӑлӑх ачасене ҫемье хӳтлӗхӗ, ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине тупма пулӑшас тӗллевпе. Ҫемьене шӑпӑрлан илме шухӑшланӑ ҫынсем пурте ача ҫуртӗнче пурӑнакан тӑлӑхсемпе, ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачасемпе паллашма пултарнӑ. Ача ҫуртӗнче кун кунлакан шӑпӑрлансем аслисем валли концерт хатӗрленӗ, хӑйсен пултарулӑх ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем пулас ашшӗ-амӑшӗ валли оригамирен мӗн те пулин тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. Шупашкарти ача ҫурчӗн директорӗ Маргарита Павлова пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне уҫӑ алӑксен кунӗ уйӑхсерен иртӗ. Сӑмах май, Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, ача ҫурчӗсене хупасси патне ҫитме пултарать. Ку шӑпӑрлансене ҫемьене чылаййӑн илнине кӑтартать. Сӑнсем (17) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чи илемлӗ пикесен конкурсне ирттересси модӑна кӗчӗ темелле-ши — ӑна кашни тӑрӑхрах ирттереҫҫӗ. Чӑваш Енре те кӗҫех «Чӑваш пики» конкурс пулӗ. Ку кӑна мар — республикӑра хӑлха илтмен хӗрсен хушшинче те чи илемлине палӑртӗҫ. «Шӑпӑрт Чӑваш Ен» мисӗ» конкурс Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ — сусӑрсене пулӑшасси, вӗсен йышӗнчи чи пултаруллисене палӑртасси. Конкурса патшалӑх, коммерци, общество организацийӗсене сусӑрсен ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас тӗллевпе те ирттереҫҫӗ. Конкурсҫӑсем хӑйсен артист пултарулӑхне, спорт енӗпе аталаннине, сцена ҫинче тытма пӗлнине кӑтартӗҫ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Унта пурне те тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Аса илтерер: ку конкурса Чӑваш Енре 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унта хӑлха илтмен 15-17 ҫулсенчи пикесем хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Монополипе кӗрешекенсем Шупашкар хула администрацийӗ пӗр усламҫӑна хӑйӗн ӗҫне пуҫарса яма вырӑн уйӑрса пама ыйтнине тивӗҫтерменнине палӑртнӑ. Монополипе кӗрешекенсем патне хайхи ҫын ҫынсене урапапа тата лаша ҫине лартса ярӑнтарас шухӑш тытнине пӗлтернӗ. Анчах хула администрацийӗ тивӗҫлӗ аукцион ирттерсе ҫавӑн пек вырӑна палӑртма васкамасть-мӗн. Монополипе кӗрешекенсем кун ура хума юрамасть тесе хула администрацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртсе хула администрацийӗн вырӑн уйӑрса пама раштавӑн 26-мӗшӗччен конкурс ирттермелле. Тата, паллах, ҫав вырӑн ӑҫта пулмаллине палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ «Интерейтинг» агентство. Фермерсен танлашӑмне (рейтингне) вӗсем федераллӑ округсем тӑрӑх ирттереҫҫӗ. Ку хутӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лару-тӑрӑва тӗпченӗ. Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Чӑваш Ен юлашки йӗркене йышӑннӑ — пирӗн республикӑра 13 фермер кӑна юлнӑ пулать (5 ҫултан ытларах ӗҫлекеннисене кӑна шута илнӗ). Агенство пирӗн тӑрӑха унччен ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫын ертсе пынине те палӑртнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министрӗ те пирӗн тӑрӑхран-ха. Пирӗнпе кӳршӗлле облаҫсемпе республикӑсене пӑхас пулсан фермерсен йышӗ Чулхула облаҫӗнче чи нумаййи: унта вӗсем 787 таранах. Вӗсем хыҫҫӑн Тутарстан пырать — кунта 281 фермер вӑй хурать. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ республикинче сахал мар — 216 фермер. Ыттисенче: Мари Элте пурӗ 51 фермер, Чӗмпӗр облаҫӗнче — 110. Танлашӑмри вырӑнсене фермер хуҫалӑхӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе танлаштарса йӗркеленӗ. Чи ҫӳллӗ вырӑна йышӑнакан Ӗремпур облаҫӗ ку тӗлӗшпе 2,07 пухнӑ — фермер хуҫалӑхӗсем вӑл тӑрӑхра пысӑк ял хуҫалӑх предпритисен шутӗнчен икӗ хут кӑна сахалрах. Пирӗн тӑрӑхра вара 50 хут патнелле — 49,92. Ял хуҫалӑх предприятисен йышӗ пирӗн патра 649 иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑха тата экономика объекчӗсене ейӳрен хӳтӗлес тӗллевпе Ҫӗрпӳ районӗнче Ҫавал юханшывӗнче хӳтӗлев дамбисене тума тытӑннӑччӗ. Ҫак кунсенче ӑна туса пӗтернӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, 5,8 ҫухрӑмлӑ икӗ дамбӑна хута янӑ. Кунсӑр пуҫне – ейӳ шывне кӑлармалли виҫӗ шлюз, куҫса ҫӳрекен виҫӗ насос станцийӗ, электроснабжени сечӗсем. Халӗ подрядчиксем строительство тата монтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Ҫавна май ҫывӑхри тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ӗҫ пырать. Проект 204,9 миллион тенкӗлӗхе ларнӑ. 171,42 миллион тенки — федераци хыснинчен. Дамбӑсем Ҫӗрпӳ тата ун ҫывӑхӗнчи ялсене ейӳрен хӳтӗлӗҫ. 267 ҫуртри 1000 ытла ҫын текех ҫуркунне шар курмӗ. ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Евгений Юшин ку проект питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Ейӳ 939 миллион ытла тенкӗлӗх шар кӑтартма пултарать. Халӗ 203 гектар ҫӗр лаптӑкӗшӗн хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулӑн кун кӗнекийӗ Ҫурлан 22-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен «CREATIV» агентство сайтӗнче Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ сайчӗсен «Инноваци технологийӗсем» конкурс иртнӗ. Конкурса 200 ытла ӗҫ ярса панӑ. Вӗсенчен 108-шӗ тӗрӗслеме тивӗҫ пулнӑ. Ҫав йыша Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулти 9-мӗш «в» класс блогӗ те кӗнӗ. Ӑна обществознани вӗрентекенӗ, аслӑ категориллӗ учитель Лариса Колоколова ертсе пырать. Конкурсра жюри пайташӗсем сайта мӗнле тунине, мӗнле информаци вырнаҫтарнине, ҫыхӑну епле йӗркеленине, унта мӗн чухлӗ ҫын кӗрсе тухнине тата ыттисене пахаланӑ. Ҫак кунсенче конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулти 9-мӗш «в» класс блогӗ «Вӗрентекен валли — сайт» номинацире черетлӗ хут виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчи ҫул тӑваткалӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн Кӗҫӗр, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар патӗнчен Шупашкар енне каякан ҫула хупӗҫ. «Шупашкар–Сурски» автоҫул ҫинчен Шупашкара Лапсар енчен кӗме 23 сехетре чарса лартӗҫ. Анчах яланлӑха мар. Ыран ирхи 4 сехетчен. Ҫула вӑхӑтлӑха хупни унти чукун ҫул ҫинчи шпалӑсене ылмаштарнипе ҫыхӑннӑ. Лапсар патӗнче ҫула вӑхӑтлӑха хупни республикӑн тӗп хулине ҫав вӑхӑтра лекеймессине пӗлтермест. М-7 «Атӑл» ҫулпа Хыркасси патне ҫитсе унтан та пӑрӑнма пулать. Е тата Кӳкеҫ енне каякан ҫул ҫинчен пӑрӑнса кӗме май пур. Кунсӑр пуҫне Карачура патӗнчен пӑрӑнсан та Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамне хӑвӑрт лекейӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Килес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилӗмсӗр Константин Иванов поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Историе вӑл сӑвӑҫ пек кӑна мар, драматург евӗр те, прозаик, куҫаруҫӑ, фольклорист, живописец пек те кӗрсе юлнӑ. Константин Иванов — хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине пуҫарса яраканӗ. Унӑн пултарулӑхӗ тӗнче культуринче пысӑк вырӑн йышӑнать. Маларах асӑннисене шута хурса ҫитес ҫула республика Элтеперӗн Хушӑвӗпе Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗҫ. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ поэт хайлавӗсем тӑрӑх маркӑсӑр почта открытки валли ӳкерчӗксен конкурсне ирттерессине пӗлтерет. Ӑна Раҫҫей Почтин республикӑри филиалӗпе йӗркелеҫҫӗ. Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ авторсен ӗҫӗсемпе почта 100-шер открытка кӑларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |