Политика
![]() «Питӗрти политика» фонд ирттерекен рейтингра Чӑваш Ен социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхӗпе ҫӳлерех хӑпарнӑ. Кунта сӑмах иртнӗ уйӑх пирки пырать. Вӑтам тӑнӑҫлӑ республикӑсен хушшичне вӑл 6,5 балл пухнӑ. Авӑн уйӑхӗнче вара ку хаклав 0,1 балл пӗчӗкрех пулнӑ. Сӑнавҫӑсен шучӗпе ҫакна тара илнӑ пурлӑха усламҫӑсем туянас йӗркене ҫӑмӑллатни тата Чӑваш Енре пурнӑҫа кӗртме палӑртакан калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсем пирки пӗлтерни витӗм кӳме пултарнӑ. Ҫав шутра, сӑмахран, йӑлӑм енне газификацилессине, водород перекиҫӗ кӑларакан савут тӑвассине кӗртме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Республикӑра Германи кунӗсем иртнӗ чух (ун пирки эпир пӗлтернӗччӗ) наци вулавӑшӗнче те тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ-мӗн. Вулавӑш шучӗпе чи паллӑ пулӑм шутӗнче — «Сассӑр кино + чӗрӗ кӗвӗ» ятпа киноконцерт йӗркелени. Унта Алексей Айгипе Ансамбль 4'33'' хутшӑннӑ. Геннадий Айхи ывӑлӗ Алексей Раҫҫейри чи паллӑ кинокомпозиторсенчен пӗри пулнине пурте, тен, пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Вӑл — Валерий Тодоровскин «Страна глухих» тата «Любовник» фильмӗсем, Владимир Хотиненкон «Гибель империи» тата «Достоевский» сериалӗсем тата ытти валли музыка ҫыраканӗ. Наци вулавӑшне Алексей Айхи «Hard Disc» музыка дискӗ тата «ОРДА» фильм валли хатӗрленӗ саундтрека парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлева асӑнса ӑс-тӑнпа ҫыннӑн хӑйне тытмалли йӗркесем ҫинчен каласа паракан эрне иртнӗ. Студентсен конгресӗ йӗркеленӗ мероприятире студентсем Яковлевӑн халалӗнчи пилӗк темӑна сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, унта вӑл Турра ӗненесси, ҫӗршыва юратасси, вӗренмелли, ҫемьепе туслӑх, ӗҫе юратмалли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ. Яковлева халалланӑ эрнене чиркӳ ҫыннисем те хутшӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи аграрисем кӑҫал 13,5 миллион тенкӗлӗх тӗрлӗ ял хуҫалӑх техники туяннине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Нумай-и, ку сахал-и — пат татса калама хӗн. Техника хаклӑ та. 13,5 миллион тенкӗпе ытлашши мала каяймӑн тесен те пысӑк йӑнӑшах мар-тӑр. Тепӗр тесен, асӑннӑ сӑлтава пулах ун чухлӗ туянма пултарни аван темелле-тӗр. Юрӗ, ку вӑл ум сӑмах вырӑнне пултӑр-ха. Асӑннӑ «кӗмӗлпе» чутайсем 15 тӗрлӗ техника туянма хал ҫитернӗ. Тупран ытларах пайне тырӑ вырмалли комбайн (тата мӗнли пулать тетӗр-и? Выльӑх апачӗ хатӗрлемелли) туянма янӑ. Н.И. Лисаевӑн фермер хуҫалӑхӗ, ав, ҫӗнӗ техника илме 5,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, «Свобода» хуҫалӑх вара — 3,2 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта 1961 ҫулта хӑрушӑ инкек пулнине хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтермен. Ӑна аса илтерекен палӑка самана ылмашсан, 1994 ҫулта кӑна вырнаҫтарнӑ. Ҫав ҫулхи пушарта унти вӗренӳ ҫуртне ҫӳрекен 106 ачапа 4 вӗрентекен вилнӗ. Аса илтеретпӗр, ун чух Октябрьти революцие асӑнса уяв концерчӗ пынӑ. Акт залӗ пулманнине кура классене усӑ курас тенӗ. Вырӑн ытларах пултӑр тесе стенапа чӳречесем патне партӑсене куҫарса лартма йышӑннӑ. Физика пӳлӗмӗнче упранакан бензин двигателӗ пушар сӑлтавӗ пулса тӑнӑ. Бензин тӑкӑнса кайнипе ҫулӑм хыпса илнӗ. Инкек 80 ҫемьене тӗлӗнмелле хуйхӑ илсе ҫитернӗ. Инкеке асра тытнине палӑртса Хуракассинче ӗнер хурлӑхлӑ митинг ирттернӗ. Унта ял ҫыннисем, вырӑнти шкултан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Интернет-журналистикӑн ҫамрӑксен шкулӗ черетлӗ хут алӑка уҫнӑ-мӗн. Кун пирки республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтерет. Ку шкул кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ӗҫлет-мӗн. Унта хӑйне евӗр шухӑшлама пӗлекен ҫамрӑксене пӗр уйӑх хушши журналистикӑн вӑрттӑнлӑхӗсене хӑнӑхтараҫҫӗ иккен. Интернет-журналистикӑна ӑша хывас тенисене пилӗк енпе пӗлӳ парӗҫ: халӑх тетелӗ (социаллӑ сеть), монтажпа дизайн, телевиденипе радио, классикӑлла журналистика тата пресс-службӑпа мониторинг. Професси вӑрттӑнлӑхне массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем уҫса памалла иккен. Шел те, анчах кӗске информацире шкулта вӗренес текенсем ӑҫта тата камсем пухӑннине асӑнман. Ку ыйтӑвӑн хуравне ҫӳлерех асӑннӑ министерствӑран пӗлме пулать-тӗр… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Паян Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе пӗрле социалла проект тӑвас ӑсталӑхпа паллашрӗҫ. Вӗренӗве Шупашкарти «Эткер» пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Пухӑннисемпе «Эткер» центр директорӗ Панченко Наталия Леонидовна тата кунти методист Волкова Вера Александровна ӗҫлӗ тӗлпулу йӗркелерӗҫ. Семинар теми вара «Пӗтӗм Раҫҫейри «Я — гражданин России» акцин республика этапӗ валли социаллӑ проект йӗркелеме вӗренесси» пулчӗ. Шкул ачисем темиҫе ушкӑна пайланса проект теми суйласа тупрӗҫ. Наталия Леонидовна социаллӑ проект йӗркипе тӗплӗн паллаштарчӗ, кашни утӑмне тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗ. «Проект» сӑмах мӗн пӗлтерет, пӗрремӗш утӑм, иккӗмӗш... Проект ӗҫӗсенче тӗл пулакан йӑнӑшсем, проект тӗллевне тӗрӗс палӑртасси. Юлашкинчен кашни команда пухӑннисене хӑйсем хатӗрленӗ проектсемпе паллаштарчӗ: проект пӗлтерӗшӗ, суйласа илнӗ тема пирки информаци тупасси, ӑна пурнӑҫлас тесе мӗн-мӗн туни, юлашкинчен мӗн патне ҫитсе тухни — пӗтӗмлетӳ. Проектсенче ачасем ҫулсене тӗрӗс-тӗкел тытасси, шкул умӗнчи ҫула йӗркене кӗртесси, ҫутҫанталӑка варалас мар тесен мӗн тумалла, вулавӑшсенчи кӗнеке фондне пуянлатасси темӑсене проектланӑ. |
Культура
![]() Хӗрлӗ Чутайри Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Этем тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейӗнче те ӳнер каҫӗ иртрӗ. Ҫак каҫ музей сӗм ҫӗрлечченех ӗҫлерӗ. Музейре тӑрӑшакансем пухӑннисем валли пуян культура программи хатӗрленӗ. Малтанах пухӑннисем вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ зал тӑрӑх ҫӳрерӗҫ, унтан иккӗмӗш этажри художниксен картинисепе паллашрӗҫ. Кайран музей йӗркелесе янӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарскине халалланӑ кӗтесе кӗчӗҫ: унӑн ал ҫырӑвӗсем, блокночӗсем, вӑл ҫырнӑ кӗнекесем, хӑй йӑтса ҫӳренӗ пысӑк портфель, сӑнӳкерчӗксем чуна тыткӑнлаҫҫӗ. Мӗн тери пултаруллӑ ҫын пулнӑ вӑл, еплерех ырӑ ят хӑй хыҫҫӑн хӑварнӑ. Кӑҫал районта вӑл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявларӗҫ, «Тантӑш» хаҫат вӑл пухнӑ такмаксен пуххине пичетлесе кӑларчӗ. Хӑнасем чӑвашсен ӗлӗкхи тумне тӑхӑнса сӑн ӳкерӗнме пултарчӗҫ. Унсӑр пуҫне асаннесем еплерех пир тӗртнипе паллашрӗҫ, хӑйсем те пир тӗртсе курчӗҫ, ҫӑм арларӗҫ. Музей ертӳҫи Зоя Спиридонова «Пӗтӗм тӗнчери лӗпӗшсемпе нӑрӑсем» коммерци выставкипе паллаштарчӗ. Коллекцие Шупашкарта пурӑнакан Виссарион Петрович Лосманов пухнӑ. Ку коллекцире пурӗ 4 пин тӗрлӗ тӗслӗ лӗпӗшсемпе нӑрӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑн тӗп финанс документне черетлӗ хут ылмаштараҫҫӗ. Хыснан дефицитне 1 миллирад та 385,5 миллион тенкӗ тарана пӗчӗклетме палӑртаҫҫӗ иккен. Ҫапла вара дефицит 2 миллиард та 807,2 миллион тенкӗпе танлашмалла. Ку цифрӑсене Чӑваш Ен Правительствин черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Республикӑн Финанс министерстви хысна 367,8 миллион тенкӗлӗх ӳсмелле тесе палӑртнӑ. Налук тата налук мар тупӑшсен пайӗ 403,3 миллион тенкӗлӗх чакмалла мӗн-ха, анчах тавӑрса памалла мар килекен пулӑшу хисепӗ 771,1 миллион тенкӗлӗх ӳсмелле иккен. Федераци хыснинчен пӗтӗмпе 880,7 миллион тенкӗ килессе шанаҫҫӗ. Республика хыснинче тӑкаксене 1017,7 миллион текӗлӗх чакарма шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канашра пурӑнакан 30 ҫулти арҫын хӑйне арӑм пулнӑ хӗрарӑм пусмӑрланӑ тесе йӗрке хуралҫисем патне заявлени ҫырса панӑ. Ун пек хута вӑл иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ. Арӑм пулни вара ун пеккине пач та йышӑнман. Хӑй суйса пӗлтернине каярах арҫын йышӑннӑ иккен. Мӗншӗн апла хӑтланни пирки калама хӗн те, анчах йӗрке хуралҫисен шучӗпе арӑм пулни арҫын хӑйне хӗнени пирки маларах евитленишӗн тавӑрас тенӗ пуль тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Халӗ арҫын тӗлӗшпе ҫынна уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ тесе суйса пӗлтернӗшӗн пуҫиле кодексӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |