Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, чӳкӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Кун пирки конгресӑн сайчӗ пӗлтерет. Ларура пӑхса тухнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри VIII Аслӑ Пухӑвӑн йышӑнӑвӗсене редакциленӗ хыҫҫӑн тепӗр хут сӳтсе явса ҫирӗплетесси пулнӑ. Президиум пайташӗсем Чӑваш Республикин патшалӑх тата вырӑнти органӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытса чӑваш халӑхӗн хӑйевӗрлӗхне, йӑли-йӗркине, культурине тата чӗлхине малалла аталантарас енӗпе малашне те тӗллевлӗ ӗҫлемеллине, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи тата урӑх ҫӗршывсенчи чӑваш наципе культура ушкӑнӗсемпе ҫыхӑнӑва анлӑлатмаллине, пӗрлештернӗ ӗҫ планӗ тумаллине палӑртнӑ. Ларӑва пухӑннисем Конгресӑн тӗп ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеме 11 комитет туса хучӗҫ. Вӑл шутра — чӑваш ялне аталантарас, халӑх сывлӑхне сыхлас, ӑна социаллӑ хӳтӗлев парас, культура, вӗрентӳ шайне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекеннисем. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ ушкӑнсене пӗрлештерме, сӑмахран, ҫамрӑксен тата хӗрарӑмсен ыйтӑвӗсене ҫӗклеме, ятарлӑ комитетсем пулӗҫ. «Чи кирли — эпир кунта калаҫни сӑмах купи кӑна пулса ан юлтӑр. Ҫанӑ тавӑрса пуринпе те ҫураҫуллӑ ӗҫлемелле», — ларӑва вӗҫленӗ май ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов ҫапарах сӑмахсем каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗпӗр чӑвашӗсем ҫинчен Г.Дубров каласа парать Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ анлӑ ларӑвӗ муниципалитетӑн бюджет тытса тӑракан Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗнче иртрӗ. Ӑна пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Георгий Тусли уҫрӗ. Ларӑва правлени пайташӗсемсӗр пуҫне районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ шкул ачисем, тӑван ен историйӗпе культури енӗпе наукӑпа тӗпчев ирттернӗ ҫамрӑксем, вырӑнти ҫыравҫӑсем хутшӑнчӗҫ. Ларура ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ: Чӑваш Наци Конгресӗн VIII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисем ҫинчен, Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче иртнӗ «Чӑваш культурин кунӗсем» ҫинчен тата районти шкул ачисем хушшинче чӑвашлӑха упраса хӑварасси тата вӗсен пултарулӑхне аталантарасси ҫинчен. Пӗрремӗш ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗн делегачӗ Виталий Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл конгресс съезчӗ мӗнле иртни тата унта йышӑннӑ резолюцисен пӗлтерӗшӗ ҫинчен туллин ӑнлантарса пачӗ. Пухӑннисем ЧНК кӑларса тӑракан «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра пичетленнӗ резолюцисемпе паллашрӗҫ тата конгресс ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ кӗнеке-альбомпа паллашрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӑсталанӑ япаласем «Атӑлҫи ООШ» ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитмен ачасен ушкӑнӗнче кӗр кунне халалласа алӑпа ӑсталанӑ япаласен куравне йӗркеленӗ иккен. Хайхисене вара ҫутҫанталӑкран илнӗ ӗскерсемпе усӑ курса ӑсталанӑ — тӑпрӑпа та, тӗрлӗ патак-туратпа та, ҫулҫӑпа та. Кавӑн вӑррисенчен ӑсталанӑ ҫурт тӑрри уйрӑмах илӗртӳллӗ пулса тухнӑ. Ҫак ӗҫе хастар хутшӑннӑ ачасене асӑнмасӑр хӑварма ҫук ӗнтӗ — хаклавҫӑсем Лукин Ярославӑн¸ Чадайкин Никитӑн, Яруков Михаилӑн, Флегентова Софьйӑн ӗҫӗсене уйрӑмах пысӑк хак панӑ. Ашшӗ-амӑшне те тав сӑмахӗ каланӑ — ачисене ӗҫе хӑнӑхтарнӑшӑн, кӳлепесене ӑсталама пулӑшнӑшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче кӑҫалхи ҫулла пушар тухни пирки хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтернӗччӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӑшӗсем хытах шар курнӑ, теприсем — кӑштах. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫынсене резерв фончӗн шучӗпе кӗмӗл уйӑрса пулӑшмалла пулнӑ. Виҫӗ хваттерте пурӑнакан ҫынна ҫапла вара кашнин пуҫне 10-шар пин тенкӗ памалла тунӑ. Ытти хӑваттерте пурӑнакансене вара пурлӑх пӗтӗмпех е пӗр пайӗ сая кайнине саплаштарма 100-шер тата 50-шар пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Малтанхи виҫӗ хваттертисене вара ҫак тупра лекмен. Шывпа хӑш-пӗр япала юрӑхсӑра тухнипе шар курнисем капла лару-тӑрупа ҫырлахма пултарайман — прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Республика прокуратури кӑлтӑка пӗтерме асӑрхаттарса Чӑваш Енӗн финанс министрӗ ячӗпе хут ҫырса панӑ. Ҫапла вара маларах асӑннӑ виҫӗ хваттерти ҫынсем валли тепӗр 240 пин тенкӗ уйӑрмалла тунӑ. Ҫынсене уйӑрса хӑварнӑ тесе Финанс министерствинче тӑрӑшакан яваплӑ пӗр специалиста вара дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 1960-мӗш ҫулта археологсем «Хула ҫучӗнче» ӗҫленӗ самант Хӗрлӗ Чутай районӗнче пӗр фермер авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑнта пӗве тума тытӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ӑна район администрацийӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курма тесе ҫӗр тара панӑ. Фермер ҫав ҫӗр ҫинче пӗвелеме шут тытнӑ. 100 тӑваткал метр ытла чавса тӑкнӑ вӑл. Тӑприне ҫырмана кайса пенӗ. Анчах пӗве тӗлӗ «Хула ҫучӗ» текен вырӑна лекнӗ иккен. Асӑннӑ археологи палӑкӗн ӗмӗрӗ пӑхӑр тапхӑрӗн вӗҫӗ тата тимӗрпе усӑ курма пуҫланӑ тапхӑрӗн пуҫламӑшӗ еннелле ҫывӑх иккен. Археологи палӑкне сиен кӳнӗ тапхӑра палӑртассипе халӗ прокуратура ҫине тӑрат-мӗн. Фермер тӗлӗшпе археологи обьектне сиен кӳнӗшӗн тата хӑй тӗллӗн хуҫаланнӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ шӑматкун Ҫӗрпӳ районӗн «Ҫавал» опт базин лаптӑкӗнче чӑваш уявӗ «Кӗр сӑри» иртнӗ — ӑна йӗркелессипе базӑн директорӗ Александр Васильев ҫине тӑнӑ. Уява фольклор ушкӑнӗсем хастар хутшӑнчӗҫ — районтисем те республикӑрисем те. «Кӗр сӑри» ирттерме килнӗ юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑна мар, хӑнасене тивӗҫлӗ кӗтсе илме пултарассине те кӑтартрӗҫ — вӗретӗ сӑрапа сӑйларӗҫ, апат-ҫимӗҫе пӗҫерес ӑсталӑха вӗрентрӗҫ. Сӑмах май уявра ӑмӑрту та пулчӗ — килти сӑрана кам тутлӑрах вӗретнипе тупӑшрӗҫ. 1-мӗш вырӑна Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗнчи «Ямаш» ансамбль тивӗҫрӗ. 2-мӗш вырӑна та ҫав тӑрӑхрисемех тухрӗҫ — «Ҫавал» фольклор ушкӑнӗ. Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ял тӑрӑхӗнчи «Шурварпа» Рынкӑ ял тӑрӑхӗнчи «Пилеш» ансамбльсем виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Уяв эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗпе вӗҫленнӗ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Авалхи чӗрчунӑн реконструкцийӗ Тибет тӑрӑхӗнче ӑсчахсем ҫухалнӑ чӗрчун шӑмми-шаккине тупнӑ — шӑп ҫав авалхи йӑхран хальхи барссемпе леопардсем пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тупнӑ шӑмӑ пайӗсем — ҫав шутра япӑхах мар сыхланса юлнӑ янах шӑмми те пур — виҫӗ чӗрчунӑн пулнине палӑртнӑ. Нью-Йоркри естействеллӑ историн Америка музейӗн тӗпчевҫисем пуҫ шӑммине сӑнласа панӑ: вӑл ҫитӗннӗ чӗрчунӑн имӗш; янах шӑммин ҫӳлти пайӗнче виҫӗ шӑл сыхланса юлнӑ — ун тӑрӑх вӑл мӗн ҫисе пурӑннине палӑртма пултарнӑ. Авалхи Panthera blytheae, иккен, хальхи леопардсем майлах пулнӑ. Пысӑкӑшӗпе вӑл сӑрт-ту барсӗнчен (Uncia uncia) пӗчӗкрех, тӗтреллӗ леопардпа (Neofelis nebulosa) пӗр шайра пулнӑ. Сӑрт-ту барсӗ те, тӗтреллӗ леопард та пысӑк кушаксен йӑхне кӗреҫҫӗ. Маларах ҫав йӑхӑн шӑммисене Африкӑра ҫеҫ тупнӑ, ҫапла май пысӑк кушаксем 3,8 миллион ҫул каялла шӑп ҫав тӑрӑхран тесе шутланӑ. Тибетра тупнӑ шӑмӑсем вара 4,42 миллион ҫулта пулни палӑрнӑ (ҫак пӗтӗмлетӳ патне тӗрлӗ майпа тӗпченӗ хыҫҫӑн тухнӑ). Хӑш-пӗр пайӗ вара тата та аслӑрах — 5,95 миллион ҫулта — пулни те сисӗннӗ. Тупнӑ шӑмӑсем хальхи чӗрчунӑннисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑманнипе вӗсем чи пӗрремӗш пысӑк кушаксем пулманнине кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Карачура вӑрман хуҫалӑхӗ Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри вӑрман лаптӑкӗн 26 пин ытла гектерӗнче хурт-кӑпшанкӑ хуҫаланать. Чи хӑруш лару-тӑру вара 16 пин гектарта иккен. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗпе танлаштарсан ку виҫе 7,2 пин гектар сахалтарах-ха та, анчах хӗпертемелли ытлашшиех ҫук имӗш. Сӑмахран, юман тата катӑркас ҫулҫӑпӑран лӗпӗшӗ (выр. листовертка) Вӑрнар, Етӗрне, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗсенче уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ. Сиен кӳрекен хуртсемпе кӗрешме республика 25 миллион тенкӗ ыйтнӑ имӗш, анчах ыйтнине тивӗҫтермен. Ҫавах та вӑрман хуҫалӑхӗ укҫасӑр лармасть — 2014–2016 ҫулсенче вӑрмана имҫамлама федераци хыснинчен 20,7 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку «кӗмӗлпе» пурӗ 16 пин гектар лаптӑка сапма пулать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарти музыка училищине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма паллашнӑ. Коллектива тата студентсене унпа республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов паллаштарнӑ. Тӳррипе, паллаштарнӑ тени тӗрӗсех те мар, мӗншӗн тесен директор пуканне йышӑннӑ Наталья Яклашкина музыка училищинче тӑрӑшакансемшӗн ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл дирижер ӗҫне хӑнӑхтаракан тата хор класӗн преподавателӗ пулса тӑрӑшнӑ. Наталья Морисовна Чулхулари патшалӑх консерваторийӗнче ӑс пухнӑ. Ятӗнчен вулакан ӑнланчӗ-тӗр — ҫӗнӗ директор Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин ертӳҫин тата дирижёрӗн Морис Яклашкинӑн хӗрӗ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш лирики ҫинчен кӗнеке кун ҫути курнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ха. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Надежда Ильина кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларасшӑн ҫине тӑнӑ ҫын пирки каласан, вӑл Вӑрнар районӗнчи Мӑньял-Элмен ялӗнче ҫуралнине, 2002 ҫулта «Хальхи вӑхӑтри чӑваш лирикин поэтика тӗнчи» ятпа диссертаци хӳтӗленӗ. 2003 ҫултанпа гуманитари институтӗнче литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать. Виҫӗ пайран тӑракан «Чӑваш лирики (1960–1990 ҫулсем)» монографин пӗрремӗш пайне хальхи чӑваш поэзийӗн критика тӗлӗшӗнчен тишкерессине халалланӑ. Иккӗмӗш пйаӗнче 20 ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче поэтсен пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ильина Петр Эйзин, Любовь Мартьянова, Петӗр Яккусен, Алексей Аттил, Георгий Федоров, Михаил Сунтал, Марина Карягина тата Надежда Сельверстрова сӑввисене тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |