Спорт
![]() Ачасемпе ҫамрӑксен рсепубликӑри 9-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен Дмитрий Осипов ирӗклӗ майпа 50 метра ишессипе Чӑваш Ен рекордсменӗ пулса тӑнӑ. Ара, унччен ҫав инҫӗше 21,94 ҫеккунтра ишсе тухакан пулман-ҫке. Ҫакӑн пек хӑвӑртлӑха каччӑ Хусанта иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗннӗ. Чӑваш ишевҫисен ҫавӑн пек вӑр-варлӑхӗ халиччен тӗл пулман иккен. Дмитрий Осипов 2009 ҫулта Артем Воронов тунӑ рекорда ҫӗнетме хал ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ене Олимп ҫулӑмӗ раштавӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна Чӗмпӗр енчен илсе килӗҫ. Ҫакӑн пирки ҫав пулӑма халалласа Шупашкарта ирттернӗ планеркӑра каланӑ. Ӑна шӑп та лӑп кӑнтӑрла ҫутмалла та Чӑваш Ен территорийӗнче ӑна 33 ҫухрӑм тӑршшӗ илсе каймалла. Олимп ҫулӑмне йӑтакансем хушшинче спортсменсем, тренерсем, общество ӗҫченӗсем, политиксем, «пӗр сӑмахпа каласан, хисеплӗ ҫынсем» тесе пӗтӗмлетет кун пирки «Советская Чувашия» хаҫат. Эстафетӑн Шупашкарти тапхӑрне Дмитрий Губерниев спорт телекомментаторӗн арӑмӗ пулнӑ Ольга Богословская ҫӑмӑл атлетка та хутшӑнмалла иккен. Тӗп мероприятисем тӗп хуламӑрти чукун ҫул вокзалӗ патӗнче, Хӗрлӗ лапамра, тӗп стадионта иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Театр ӗҫӗ пирки калаҫнӑ чух эпӗ, паллах, специалист пек хаклама пултараймастӑп — ун валли ман ятарлӑ пӗлӳ ҫук-ҫке. Анчах куракан евӗр хаклама ирӗк пур-тӑр. Ку вӑл Пукане театрӗн Сургут тӑрӑхӗнче иртнӗ гастролӗ пирки пӗлтерес умӗнхи хӑйне евӗр ум сӑмах вырӑнне тейӗпӗр ӗнтӗ. Тепӗр умсӑмах та пултӑр-ха эппин. Шел те, пукане театрне ятарласа хӑҫан кайнине те манма ӗлкӗрнӗ эпӗ. Анчах хӑш-пӗр уявра вӗсем вылянине курма май килет те унти артистсемпе режиссерсен пултарулӑхӗ пирки иккӗленӳ ҫук. Ӗҫе чунпа тунӑн туйӑнаҫҫӗ мана унта. Е юратса темеллеччӗ-ши?.. Ҫак кунсенче чӑваш пуканисен инҫе ҫӗрти гастролӗ вӗҫленнӗ. Сургут тӑрӑхӗнче артистсем 10 спектакль кӑтартнӑ. Унти ыркӑмӑллӑх фончӗ тата ачасен реабилитаци центрӗ пулӑшнипе сусӑр ачасем валли тӳлевсӗр спектакльсем лартса панӑ. Кашни спектакле Сургут хулипе вӑл тӑрӑхри куракансем ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Вӑл енчи артистсем вара иртнӗ уйӑхӑн 11–16-мӗшӗсенче Шупашкарта гастрольпе пулнӑччӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юрра-ҫемме чӑннипех юратакан, классикӑлла хайлавсене хаклама-йышӑнма пӗлекенсем валли кӑҫалхи ҫулла чӑннипех те паллӑ пулӑмпа асра юлӗ — ун чух орган концерчӗ иртрӗ. Патша инструменчӗ тесе хаклаканскере ахальлӗн лартасшӑн мар — Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паян каллех орган янӑрӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ҫӗршыври паллӑ органист Рубин Абдуллин пулӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче В. Букстехуден «Пассакалья», И.С. Бахӑн «Токката и фуга в дорийском ладу», «Токатта и фуга ре-минор», С. Губайдуллинан «Светлое и темное», Т. Альбинонин «Адажио» хайлавӗпе киленме май килӗ. Концертӑн иккӗмӗш пайӗнче барокко тапхӑрӗнчи кӗвӗ тӗнчине исле кӗрӗҫ. Орган тата симфони оркестрӗ пӗрле пулса И.С. Бахӑн «Страсти по Матфею» хайлавӗн сыпӑкӗсене итлеме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫсенчен ӗҫчен чӑвашсем урӑх нихӑш ялта та ҫук пуль. Кашни уйӑхра тенӗ пек вӗсем мӗнле те пулин ҫӗнӗ кӑсӑклӑ хыпарпа хыпарлаҫҫӗ. Чи лайӑххи вара — чылай ӗҫре вӗсем чӑваш йӑлине манманни. Ара, пур ӗҫе те тенӗ пекех ҫак ялти чӑвашсем нимелле тӑваҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем тепӗр сӑваплӑ ӗҫе пуҫӑннӑ — ялта «Хресчен картишӗ» этнографи музейне ӑсталама пуҫланӑ. Унашкалли Йӗпреҫ районӗнче пур, халь вара Улатӑр районӗнче те пулӗ. Пур ӗҫе вӗсем ҫитес ҫул вӗҫлесшӗн имӗш. Тунтикун, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, «Хресчен картишӗ» ҫурчӗн тӑррине витме пуҫӑннӑ иккен. Пурине вара унчченех хатӗрленӗ — нумай ҫул лартӑр тесе ятарлӑ шӗвекпе те витерсе тухнӑ. Нимелле ӗҫре ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче вӑй хуракансем те тӑрӑшнӑ, культура тата сывлӑх ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. «Хресчен картишӗ» пуян пуласса шантараҫҫӗ — ҫурта туса пӗтерсен ун валли экспонатсене килсерен пухса тухасшӑн. Хӑшӗ-пӗри пур та ӗнтӗ — музей тума йывӑҫ сухапуҫ, тимӗр акапуҫ килсе панӑ. Ҫавӑн пекех унта ал арманӗ, тӑрантас, пир тӗрмелли станок пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫак кунсенче республикӑра тӗрлӗ уяв каҫӗ ҫине-ҫинех иртнине пирӗн вулакансем те асӑрхарӗҫ-тӗр. Паян Наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенне Николай Ашмарина халалласа асӑну каҫӗ иртнӗ. Мероприятие Наци вулавӑшӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен чӗлхе пӗлӗвӗн тата словарсьен пайӗсем пӗрле пулса йӗркеленӗ. Уяв каҫне Ашмарин ҫак тӗнчерен кайнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Аса илтеретпӗр, паллӑ ученӑй Етӗрне хулинче 1870 ҫулти юпа уйӑхӗнче ҫуралнӑ, 63 ҫулта вилнӗ. Хӑйӗн вӑрӑм мар ӗмӗрӗнче Ашмарин тюрколог тата чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи, профессор тӗлӗнмелле нумай ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ: чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ, тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗнне тата ытти йӑли-йӗркине, чӑваш чӗлхин диалекчӗсене тата вырӑнти калаҫӑвӗсене тӗпченӗ. Ӑна тӗнчипе чапа кӑларнӑ ӗҫӗ вара — 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин халӑх артистки Валентина Музыкантова ӗнер хӑйӗн юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл 1948 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Елчӗкре ҫуралнӑ. Ӳнерти ӗҫ-хӗлне вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 1972 ҫулта пуҫӑннӑ. Асра юлмалла рольсем сахал мар пулнине палӑртаҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗ пирки лайӑх пӗлекенсем. Тӗлӗнмелле сисӗмлӗ, чунтан вылякан, илӗртӳллӗ теҫҫӗ. Юбилейпа саламлама республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, культура ӗҫченӗсен профсоюз председателӗ Светлана Демидова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уяв каҫӗ аса илӳсемпе пуян пулнӑ. Валентина Музыкантова ертсе пынӑ радиокӑларӑмсен, правительство концерчӗсен сыпӑкӗсем те пулнӑ. Паллах, вӑл вылянӑ спектакльсенчи тата илемлӗ фильмсенчи сыпӑксене кӑтартнӑ. Сӑнсем (45) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Шупашкарти 2-мӗш лицейра вӗренекен Владислав Скуратов телефонсенче чӑвашларан вырӑсла, вырӑсларах чӑвашла куҫарма май паракан приложени кирлине ӑнланса илнӗ. Тепӗр тесен, чӑваш чӗлхине шкулта кӑна вӗренекен ытти ача та кун пек куҫару ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑ-тӑр-ха. Владислав вара хӑй шухӑшӗ пирки ашшӗпе сӑмах хускатнӑ, лешӗ хӑйӗн пӗлӗшӗпе — программистпа — палаштарнӑ. Словаре хатӗрленӗ Александр Александрова программӑна ҫырма вӑхӑт самаях кирлӗ пулман иккен. Сӑмах базине йӗркелеме вара кӑткӑсрах тивнӗ. Пирӗн канашлура пуҫламӑш варианта тупнӑ хыҫҫӑн вӑл унӑн форматне ылмаштарнӑ, йӑнӑшсене тӳрлетнӗ. Словаре приложенисен официаллӑ интернет-магазинӗнчен илме пулать-мӗн. Унта пурӗ 8 пин сӑмах кӗнӗ. Ҫитес вӑхӑтра, пирӗн пӗрлӗх тытса тӑракан сӑмахсарсен сайтӗнчи информаципе усӑ курса ҫӗнӗ верси кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Чи кирли — смартфонта Android текен информаци тытӑмӗ пулни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Президенчӗ пулнӑ Николай Федоровӑн сайтӗнче «В ответе навсегда» (чӑв. Яваплӑхра яланлӑха /ЧХС куҫарӑвӗ/) ятлӑ мемуарне вырнаҫтарнӑ. Ӑна pdf тата doc форматсемпе вулама пулать-мӗн. Кӗнекере Федоров 1993–2010-мӗш ҫулсенчи тапхӑра аса илсе ҫырнӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, хӑй президент пулнӑ вӑхӑта. Президент суйлавне хутшӑнма ӑна Чӑваш Енрен ыйтакансем пулнӑ имӗш. Вӗсем ыйтни малтанласа айваннӑн та туйӑннӑ-мӗн. Ӑна, ҫӗршывӗпех пӗлекен-паллакан ҫынна, регион ертӳҫин пуканӗ астармӑш пулман иккен. Чӑваш Енӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленисене тата хирӗҫ шухӑш-кӑмӑллӑ пулнисене хак парса тухнӑ. 1990-мӗш ҫулсенчи чӑваш наци юхӑмне хутшӑннисене вӑл ырламасть-мӗн. Юрӗ, пӗтӗмпех уҫса парар мар. Паллашас тесен сайта кӗрсе те вулама пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн Элтеперне Михаил Игнатьева ҫынсен 44,2 проценчӗ шанать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «Раҫҫей регионӗсен социокультура аталанӑвӗ: Чӑваш Республики» проекта ирттерекенсем. Кирек епле пуҫлӑха евӗрех шанманнисем те пур: кун пеккисен хисепӗ ыйтӑма хутшӑннисенчен 32,6 проценчӗпе танлашнӑ. Сӑмах май каласан, Чӑваш Енри судсене те ҫынсен 44,2 проценчӗ шанать иккен. Влаҫӑн ытти институтне ун чухлех ӗненсех каймаҫҫӗ-мӗн. Сӑмахран, правительствӑна ыйтӑма хутшӑннисенчен 37,5 проценчӗ шанать, полицине — 30 проценчӗ, Патшалӑх Канашне — 29,3 проценчӗ. Политика партийӗсене вара пушшех те питех хаклани сисӗнмест — вӗсене 16,5 процент кӑна ӗненет. Ыйтӑма пӗлтӗрхи ҫулла республикӑри хуласемпе районсенче ирттернӗ иккен. Унтанпа ученӑйсем анкетӑсене пӗтӗмлетессипе ҫине тӑнӑ. Проект пӗтӗмлетӗвӗпе Наци вулавӑшӗнче ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтел» вӑхӑтӗнче паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |