Тӗнчере
![]() Сицилин (Итали) тухӑҫ енчи ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Этна вулкан каллех вут-хӗм кӑларма пуҫланӑ. Иртнӗ уйӑхсемпе танлаштарсан вӑл самай хӗрӳлленнӗ иккен. Италири геофизикӑпа вулканологин наци институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кратертан тухакан лава ҫухрӑм тӑршшӗ таран тӑсӑлнӑ. Этна лава пӗрӗхтерме пуҫлас умӗн иртнӗ уйӑхра икӗ хутччен «вӑранса» пӑхнӑ — вӑл ӗҫлеме пуҫланине сӑнавҫӑсем чӳкӗн 17-мӗшӗнче тата 28-мӗшӗнче асӑрханӑ. Этна вут-хӗм кӑларнине хальхи вӑхӑтра Катанипе Таориминӑран сӑнама пулать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Екатеринбург чӑвашӗсем «Уральские самоцветы» наци культурисен фестивалӗнче Аякри чӑвашсем пӗр-пӗринпе тӗл пулнине, тӗрлӗ уяв ирттернине пӗлтерме яланах кӑмӑллӑ. Екатеринбургри чӑвашсем те пухӑнасшӑн. Хальхинче вӗсем ун пек тӗлпулӑва раштавӑн 23-мӗшне палӑртса хунӑ. Ун чухне вӑл тӑрӑхри чӑвашсем «Сурхури–2013» уяв ирттерме шухӑшланӑ. Ӑна йӗркелекенни — «Екатеринбургри чӑвашсен автономийӗ» обществӑлла пӗрлешӳ. Уяв 12 сехетре пуҫӑнмалла. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тата уяв вырӑнне уҫӑмлатас тесен Вероника Александровна Филиппова (Павлова) ятлӑ хастар чӑвашпа 8-904-386-74-73 номерпе ҫыхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вӗсене кӑна мар, ытти ӗҫре тӑрӑшакана та, тивӗҫлӗ канурисене те. Ара, Вӑрнар районӗнче хӑй тӗллӗн вӗреннӗ авторсен «Виҫ Ҫавал ҫаврисем» районти фестивалӗ иртнӗ-ҫке. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ. Фестивале пуҫаракансем ун чухлӗ ҫын хутшӑнасса малтанласа шутламаннине пытармаҫҫӗ. Конкурса хӑй тӗллӗн вӗреннӗ 24 поэтпа композитор пухӑннӑ. Маларах вӗсенчен чылайӑшӗн хайлавӗ район хаҫатӗнче пичетленнӗ иккен. Культура ҫурчӗсемпе вулавӑшсенче вӗсен пултарулӑх каҫӗсем иртнӗ. Ҫапах та пурне те пухса район шайӗнче унччен йӗркелемен. Конкурса хутшӑннисен хушшинче Вӑрнар район администрацийӗ тӗслӗх вырӑнне Ярмушкӑри ял тӑрӑхӗн специалистне Лиана Григорьевӑна илсе кӑтартнӑ. Вӑл кӑҫал пуҫласа сӑвӑ ҫырма тытӑннӑ. Упнер ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Нина Тикинева вара хӑй сӑввисене юрра хывать иккен. Вӑрнар почтамчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Раиса Малышева та сӑвӑсем ҫырать, хитре юрлать теҫҫӗ. Санарпуҫӗнчи выльӑх тухтӑрӗ Борис Леонтьев та сӑвӑ ҫырать. Кайри Тукай ялӗнче пурӑнакан, кӑҫал «Вӑранр пики» ята тивӗҫнӗ 20 ҫулти Татьяна Степанова республикӑри «Кӗмӗл сасӑ» фестивальте куракансене килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫал ҫӑмарта хакланса кайнине ӑна лавккара илекенсем сисрӗҫ ӗнтӗ. Сутакансемшӗн лайӑх ҫакӑ, анчах укҫа парса илекенсене «ҫыртать». Ара, кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫӑмарта 14 процент хакланнӑ, ҫурла–юпа уйӑхӗсенче хак 35 процент хӑпарса кайнӑ. Раҫҫейӗн кайӑк-кӗшӗк союзӗнче ҫакна сезонлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ, комбикорм хакланнипе тата суту-илӳ предпрятийӗсем самай ӳстерсе сутнипе сӑлтавланӑ. Ҫапах та ытти апат-ҫимӗҫпе танлаштарсан ҫӑмартана специалистсем ытлашши питӗ хакланаканнисен шутне кӗртмеҫҫӗ. Ҫапах та монополипе кӗрешекен служба ҫак ҫимӗҫ хакланнин сӑлтавне тӗрӗсленӗ май Иваново облаҫӗнчи кайӑк-кӗшӗк фабрикисем тата Пушкӑртстанри курттӑм туянакансемпе пысӑк сутуилӳ сечӗсем хака каварлашса хӑпартнине асӑрханӑ. Ҫакна ҫирӗплетсе парсан вӗсене штрафлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗнӗ ҫула ватти-вӗтти те темӗнле хумханупа, тен, шанчӑкпа та пулӗ, кӗтет-тӗр. Ача-пӑчана уяв кӑмӑлӗ ытларах парнелес шутпа тӗрне районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр Хӗл Мучин ӑсталӑх лаҫҫине уҫнӑ. Унта пыракан ачасем ёлка капӑрлатмалли теттесем хатӗрлеҫҫӗ, юртан тӗрлӗ кӳлепе ӑсталаҫҫӗ. «Ҫӗнӗ ҫул валли капӑрлатмаллисем хатӗрленӗ май ачасем юмах тӗнчине лекнӗн туяҫҫӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Хыпар ятне курсанах хӑшӗсем «Ӑҫтан шухӑшласа кӑлараҫҫӗ тульккӑш», — тесе тарӑхасси пирки иккӗленӳ ҫук. Вӑтам тени мӗнпур ҫыннӑн шалӑвне тӗпе хунипе пухӑнать те тӗлӗнмеллиех ҫук. Кунта, паллӑ ӗнтӗ, пуҫлӑхсен ӗҫ укҫийӗ те, урам шӑлаканӑн та кӗрет. Ҫапла вара Чӑваш Енри уйӑхри шалу вӑтамран 18 пин те 859 тенкӗ те 70 пуспа танлашнӑ. Ку вӑл — кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче. Финанс отраслӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 30 пин тенкӗрен ытларах иккен, патшалӑх управленийӗнче 29 пин тенкӗрен иртнӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫийӗ яланхиллех пысӑк мар: вӗсем вӑтамран 10-шар пин тенкӗ илнӗ. Атӑлҫи федераци округне илсен, пирӗн патринче пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илекен регионсен шутӗнче Киров тата Чӗмпӗр облаҫӗсем, Мари Элпа Мӑкшӑ Республики. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Экспорт пулӑшӑвӗ кӳрекен центр пӗчӗк тата вӑтам предпряитисене сайтсене акӑлчанла куҫарса парас кӑмӑллӑ. Ҫакна вӑл тӳлевсӗрех тӑвӗ. Ҫапла туни ют ҫӗршыв инвесторӗсене илӗртме тата пирӗн патри организацисен продукцине ют ҫӗршыва сӗнме май парасса шанаҫҫӗ. «Аталаннӑ мӗнпур организаци сайтне темиҫе чӗлхипе куҫараҫҫӗ», — ӑнлантарнӑ центр. Чӑваш Республикин экспорт пулӑшӑвӗн центрне 2011 ҫулта йӗркеленӗ иккен. Унӑн тӗллевӗсен шутӗнче регионӑн ят-сумне ӳстерессипе инвестици илӗртӳлӗхне сарассине асӑнмалла. Акӑлчанла куҫарни аванни иккӗлентермест. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енри предприятисенчен чылайӑшӗн чӑвашла варианчӗ ҫуккине шута илсен ӳлӗмрен, тен, ку кӑлтӑка та пӗтерӗҫ-и?.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ ҫыннӑн влаҫ пирки манса каймалла. Ҫакӑн пек саккун проектне ҫак кунсенче Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ. Кун пек йышӑнӑва либерал-демократсем кӑна хирӗҫ пулнӑ, вӗсем ӑна ку саккун ҫӗршывӑн конституцине хирӗҫленипе сӑлтавланӑ. Пӗлтӗр вара ҫак саккуна тата ҫирӗпрех йышӑнма пӑхнӑ иккен. Ҫӗршывӑн «халӑх тарҫисем» ун чухне йывӑр е уйрӑмах йывӑр преступленишӗн айӑпланнӑ ҫыннӑн нихӑҫан та депутата та, мэра та, кӗпӗрнаттӑра та, президента та суйланма юрамасть тесе йышӑнма пӑхнӑ. Анчах ҫӗршывӑн Конституци сучӗ ӑна пӑрахӑҫланӑ. Суда айӑпланнӑ ҫын ҫулне «ҫӑварлӑхлани», пӗр енчен, тӗлӗнмелле тӗрӗс пек. Анчах хӑш-пӗр эксперт шучӗпе ку вӑл политика тӗлӗшӗпе айӑпланнисене ура хурас тени пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Associated Press хыпарлав агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Китай вӗҫтерсе янӑ «Юйту» (чӑв. «Уйӑх мулкачӗ») уйӑхҫийӗн куҫаканӗ (лунохочӗ) тӗрӗс тӗкел Уйӑх ҫине анса ларнӑ. Вӑл кӑна мар, ӳкернӗ пӗрремӗш сӑнсене те ярса панӑ имӗш. Вӗсене Китай патшалӑх телекуравӗ тӳрӗ эфиртах кӑтартнӑ теҫҫӗ. «Юйту» Уйӑх ҫине «Чанъэ-3» космос аппарачӗ ҫинче Асамат кӗпер кӳлмекӗн кратерне (Ҫумӑрсен Тинӗсенче вырнаҫнӑ) аннӑ. Вӑл унта пурӗ 3 уйӑх ӗҫлемелле. Аппарата энергипе хӗвел батарейисем тивӗҫтерӗҫ, ҫавӑн пекех ун ҫинче навигаци тата панорама камерисем, рентген тата инфрахӗрлӗ спектрометрсем пур. «Чанъэ-3» карапа раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫтерсе янӑччӗ. Ку карап Китайӑн Уйӑх программинчи иккӗмӗш тапхӑр шутланать. Виҫҫӗмӗшӗнче, сӑмахран, вӗсем Уйӑх тӑприне Ҫӗр ҫине илсе килесшӗн. Уйӑх ҫине пӗр-пӗр хатӗре ӑнӑҫлӑ лартма пултарнӑ патшалӑхсен речӗнче Китай — виҫҫӗмӗш. Унччен ку ҫитӗнӗве СССР тата АПШ тунӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Йӗпреҫ райповӗн ҫурчӗ Йӗпреҫ районӗн потребительсен обществин Смычка ялӗнче вырнаҫнӑ лавккине 300 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ. Хайхи тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ку лавккара срокӗ пилӗк уйӑх каяллах тухнӑ консервӑсене сутнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне кунта сутӑнакан хӑш-пӗр сӗт-ҫу таварӗн, пельменӗн тата котлетӑн сутмалли вӑхӑчӗ уйӑх каялла иртсе кайнӑ пулнӑ. Ҫапла май лавккан юрӑхсӑр тавар сутнӑшӑн административлӑ явап тытма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |