Хулара
![]() Кунта сӑмах Шупашкарти шкулсем пирки пырать. «Хӑрушсӑр шкул» программӑна пурнӑҫласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан мӗнпур шкула видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ иккен. Чӗлхесӗр «хуралҫӑсем» вӗренӳ учрежденине кӑна мар, ун тавралли территорие те пӑхса тӑраҫҫӗ. Камерӑсем халь пулса иртекен самантсене ӳкернисӗр пуҫне маларах сӑнарланине те упраҫҫӗ иккен. Ҫитес ҫул вара Шупашкарти шкулсем тавралли картасене ылмаштарма тытӑнасшӑн. Территорие пырса кӗнӗ ҫӗре шлагбаумсемпе турникетсем вырнаҫтарасшӑн иккен. Ҫавсем ачасене шкулта сыхлама-асӑрхама питех те кирлӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Муркаш районӗнчи ял хуҫалӑх ертӳҫисем иртсе каякан ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн аталанӑвне тишкернӗ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р.Н. Тимофеев фермерсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курни, сӗт сутса тупӑш илни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Юлашкинчен асӑннине сутса ял хуҫалӑх предприятийӗсем 14 миллион тенкӗ ытларах тупӑш курнӑ. Пӗтӗмӗшле сӗт туса илесси хуҫалӑхсенче 10,1 процент ӳснӗ. Ку енӗпе Суворов ячӗллӗ хуҫалӑх, «Путь Ильича» агрофирма, «Герой» кооператив уйрӑмах тӑрӑшуллӑ ӗҫленине палӑртнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх чирне сарас марри пирки те канашлура сӳтсе явнӑ. Африка чуми сарӑласран ҫурасене ветеринари хучӗсемсӗр туянма юрамасть. Ветеринарсем сыснасене ирӗке кӑларма та чараҫҫӗ. Рациона апат юлашкине ярса панине те ветеринарсем ырламаҫҫӗ. Саппас ҫӑкӑр ыйтмасть те, инкек-синкек сиксе тухас пулсан ал айӗнче дезинфекцилекен хатӗрсем пулмаллине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() «Ҫуртне-йӗрне хӑпартни пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Камсем тӑваҫҫӗ-туянаҫҫӗ-ши ӑна?» — тет те пӗр пӗлӗшӗм, вӑй-хал ҫитерекенсем пурах ҫав ӗнтӗ. Пӳрт купалакансем те, хваттер туянакансем те ҫук мар. Чӑвашстат пӗлтернине ӗненсен кӑҫалхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑра 660,1 пин тӑваткал метр чухлӗ хӑпартса лартнӑ. Асӑннӑ ведомство пӗлтерни ҫине таянса республикӑн Экономика министерстви хыпарланинче сӑмах уйрӑм ҫурт-йӗр е нумай хутли пирки пынине ӑнланма ҫук, мӗншӗн тесен уйӑрса кӑтартман. Пӗлтӗрхи вунпӗр уйӑхрипе танлаштарсан, Канаш хулинче — 3 хут; Ҫӗнӗ Шупашкарта 2,2 хут; Шупашкарта икӗ хута яхӑн (91,9 процент) ытларах хута янӑ-мӗн. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗм — 31,9 процент; Пӑрачкавра — 23,8 процент, Патӑрьелӗнче — 23,4%; Комсомольскинче — 22%; Ҫӗмӗрле хулинче — 11,9%. Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Ҫӗпрӳ. Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсем те танлаштаруллӑ тапхӑртинчен ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗ Ҫӗнӗ ҫултан пирӗн ҫӗршывра 349 тенкӗ, е 6,7 процент, ӳсӗ. Ҫапла вара тупӑш пайӗ уйӑхсерен 5 554 тенке ларсан ним мар майлашса-шайлашса пурӑнма пулать тесе ӑнланмалла-тӑр ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫак укҫа виҫи 5 205 тенкӗпе танлашать. Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи тени, тӳррипе, ҫавӑн чухлӗ тупрапа шик шӑхӑрса пурӑнма ҫитессине кӑна пӗлтермест-ха ӗнтӗ. Ӑна, тӗпрен илсен, тӗрлӗ пулӑшӑва шутласа панӑ чух тӗпе хураҫҫӗ. Е тата ӗҫ укҫине ҫавӑнтан сахал тӳлеме ирӗк ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫак кунсенче «Пакша» ача пахчинче хаваслӑ пулӑм иртнӗ-мӗн. Кун пирки Шупашкар район администрацийӗ хыпарлать. Асӑннӑ учреждени Пархикасси ялӗнче вырнаҫнӑ. Унта виҫӗ ҫулхи шӑпӑрлансем валли хушма ушкӑн уҫнӑ. «Ҫӗнӗ ушкӑн — Пархикасси ялӗнче пурӑнакансемшӗн чӑн-чӑн уяв», — тенӗ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров. Ҫитес эрнере районта тата тӑватӑ ушкӑн уҫӑлмаллине те пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра Кӳкеҫре ҫӗнӗ ача-пӑча пахчи тӑвас ӗҫ малалла пырать. Тӗрлӗ сӑлтава пула вӑл унччен палӑртнӑ тӗле хута каяймарӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уявра Раштавӑн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районне кӗрекен Мӑн Этменти вӑтам шкулти кӗҫӗн ушкӑнти ачасем Ҫӗнӗ Ҫул уявне паллӑ турӗҫ. Кашниех уява хитре тумпа, тӗрлӗ костюмпа килнӗ. Вӗсем пухӑннисене тӗрлӗ вӑйӑ-кулӑпа савӑнтарчӗҫ. Хӗл Мучипе Юрпике килсен ачасем вӗсене юрласа, сӑвӑ каласа тӗлӗнтерчӗҫ. Хӗл Мучипе Юрпике кашнинех асӑнмалӑх парне пачӗ. Уяв чӑннипех ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Ку ӗҫре, паллах, ашшӗ-амӑшӗсен те, воспитательсен тӳпи те пысӑк. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнче «Ачасене — шӑккӑлат» Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи акци ирттернӗ. Вырӑнтисем ку вӑл йӑлана кӗнӗ мероприяти пулни пирки хыпарлаҫҫӗ. Ӑна сусӑр, тӑлӑхсем, юрлӑ пурӑнакан ҫемьесенчи ачасене валеҫсе парас тесе йӗркеленӗ. Акци чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 20-мӗшӗччен пынӑ. Пӗр уйӑхра 400 ытла шӑккӑлат пухнӑ иккен. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан шӑккӑлата икӗ хут ытла пухма май килни пирки вырӑнтисем хавхаланса пӗлтереҫҫӗ. Ырӑ ҫынсем пуррине палӑртма вара чӑннипех те кӑмӑллӑ. Четвертти ялӗнче пурӑнакан Елена Павлова, акӑ, 14 шӑккӑлат туянмалӑх 500 тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Пылак кучченеҫе ачасене районта ирттернӗ ҫӗнӗ ҫул уявӗнче валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Улатӑрти механика савучӗ 120 ҫул ҫитнине халалласа ӗҫ коллективӗн конференцине ирттернӗ. Кӑҫал предприяти 392 миллион тенкӗлӗх продукци (вӑл, тӗпрен илсен, чукун ҫул предприятийӗсем валли ӑсанать) сутма палӑртнӑ иккен. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫакӑ 34,2 процент нумайрах-мӗн. Шел те, цифрӑсене хальхи е танлаштаруллӑ хаксемпе илсе кӑтартни паллӑ мар. Апла-и, капла-и, ӳсӗм куҫкӗрет. Производствӑна аталантарма кӑҫал 33,4 миллион тенкӗ хывнӑ. Ҫӗнӗ йышши продукци кӑларассипе те савут ҫине тӑрать-мӗн. Конференцие хутшӑннӑ Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин предприятин тӗп директорне Валерий Вялова хула администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ, ӗҫ коллективне тата уйрӑм рабочисене те грамотӑсемпе тата Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Рабочисене республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Ефремов, «Раҫҫей чукун ҫулӗ» обществӑн Чулхулари дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Садовников тата асӑннӑ тытӑмӑн Хусан регионӗн инспекторӗ Сергей Волков та саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗнӗ шыв турулӗ 21-мӗш ӗмӗрте пурӑнатпӑр та, хӑш-пӗр ялта пусӑран шыв ӑснине пуҫласа курсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗччӗ. Ун пеккине Елчӗк районӗнчи темиҫе ялта асӑрханӑччӗ. Ҫыннисем унран пӗртте тӗлӗнмеҫҫӗ иккен. Килсерен тенӗ пек алтнӑ та кӑмӑлсӑрланнине палӑртмаҫҫӗ. Элӗк районӗнче ун пек ялсем пуррипе ҫуккине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен кӑсӑкланман та — пӗлместпӗр. Унта шыв объекчӗсем туса пӗтерес ӗҫе вӗҫленине пӗлетпӗр. Апла тӑк Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ шыв пӑрӑхӗсемпе тата башньӑпа (район администрацийӗн сайтӗнчи информацире шыв объекчӗсем тенӗ те, официаллӑ чӗлхерен куҫарсан, сӑмах пӑрӑхсемпе колонкӑсем, башня пирки пынӑн туйӑнать) кӗтсе илӗҫ. Элӗк салинчи Чечек, Ҫамрӑксен, Кӑнтӑр урамӗсенче тата Асамат ялӗнчи пролетари урамӗнче пӑрӑхсене 2,7 километр тӑршшӗ хунӑ иккен тата ҫӗнӗ колонкӑсем вырнаҫтарнӑ. Ӗҫе пурнӑҫлама 13,99 миллион тенкӗ тухса кайнӑ, ҫав шутран 8,09 миллионне республика хыснинчен уйӑрнӑ, ытти Мускавран килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нартукан уявӗнче (Самар облаҫӗ, 2013 ҫ, кӑрлач) Кӑҫал эпир ҫитес ҫул валли ятарлӑ кунталӑк (календарь) кӑлартӑмар — чӑваш уявӗсемпе. Вӗсене эпир палӑртасса палӑртрӑмӑр та, анчах чылайӑшӗ вӗсем пирки пӗлсех каймасть — епле тата хӑҫан уявланине, ӑҫта пухӑннине, камсем ирттернине. Ҫавӑнпа та пӗчӗк саспаллисемпе айӑккинче асӑнса хӑвартӑмӑр — тӗплӗрех пӗлес тесен пирӗн сайта кӗрсе пӑхмалла имӗш. Паян эпир ҫапла май Нартукан пирки ятарлӑ страница йӗркелерӗмер (вӑл кун вӑрӑмланма пуҫланӑ кун, раштавӑн 25-мӗшӗнче, пуҫланать-ҫке! Халь шӑп та лӑп Науртукан эрни пырать). Унта эсир уява мӗне тӗпе хурса уявланине, «нартукан» сӑмах епле пулса кайнине пӗлме пултаратӑр. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫак уява епле ирттерни кӑсӑклӑ-и? Йӑлт кӗртрӗмӗр — Куславкка тӑрӑхӗнчи йӗркене те, Самар облаҫӗнчине те, инҫетри пушкӑрт чӑвашӗсенне те. Унсӑр пуҫне Нартукан юррисемпе те паллашма май пур. Унта эсир Хӗл турханӗ кам иккенне пӗлме пултаратӑр, Ҫилачипе Юрпике мӗншӗн унпа пӗрле ҫӳренине. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |