Раҫҫей спорт министерстви пуҫарса янӑ «Эпӗ спорт суйлатӑп» пӗтӗм Раҫҫей акцине паян Чӑваш Республики те хутшӑннӑ. Ҫак акци теллӗвӗ — ачасемпе ҫамрӑксене спортпа туслаштарасси. Ҫак кунсенче республикӑри спорт шкулӗсенче «Уҫӑ алӑксен кунӗсем» иртеҫҫӗ. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем валли мастер-классем, кӑтартуллӑ вылявсем, ашшӗ-амӑшсен пухӑвӗ, АҪСШ чи хастар тренерсемпе «ҫаврака сӗтӗлсем» ирттереҫҫӗ. Тренерсемпе спорт шкулӗсен ӗҫченӗсем кӑмӑл тӑвакансене кирлӗ инфомаципе тивӗҫтерӗҫ тата спорт учрежденийӗсене ачасене илессипе малтанхи йышӑнӑва тӑвӗҫ. Планланӑ тӑрӑх «Эпӗ спорт суйлатӑп» акци пынӑ вӑхӑтра республика таврашӗнче 200 ытла яхӑн мероприяти ирттерме палӑртнӑ, вӗсенче вара 30 пин яхӑн ача хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ку инкек Омск облаҫӗнчи Пысӑк Уки ялӗ ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ пулнӑ. Чӑваш Республикинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын асӑннӑ тӑрӑхра ытти ӗҫченсемпе пӗрле вӑрман каснӑ. Авӑнӑн 5-мӗшӗнче, смена вӗҫленнӗ вӑхӑталла пирӗн ентеш хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Пӗрлӗ ӗҫлекенсене вӑл кӑнтӑрлахи вӑхӑтра ӑна икӗ сӑвӑслан ҫыртни ҫинчен пӗлтернӗ. Хурт-кӑпшанкӑсене пула хавшанӑ арҫына тӳрех урапапа район пульницине илсе кайнӑ. Шел пулин те ентеш пурнӑҫне упраса хӑварма май лекмен, вӑл пульница ҫитмесӗрех ҫул ҫинче вилсе кайнӑ. — Ҫирӗплетмен верси тӑрӑх арҫын анафилактика шокне пула вилсе кайма пултарнӑ. Чӑн сӑлтавӗ вара суд-медицина экспертизине ирттерсен паллӑ пулӗ, — пӗлтерет Омск облаҫри йӗрлев управленийӗн ӗҫченӗ Лариса Болдинова. Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа йӗрлев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ, ун тӑрӑх вара процессуллӑ йышӑнӑва ҫирӗплетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулин тӗп стадионӗнче массӑллӑ «Ҫӑлтӑрпа зарядка» иртнӗ. Сывлӑха ҫирӗплетекен меропритие сывлӑхлӑ пурнӑҫа кӑмӑллакансем — ача пахчин шӑпӑрланӗсем, шкул ачисем, студентсем, сывлӑха сыхлакан, вӗренӳ, обществӑлла организаци отраслӗсен ӗҫченӗсем — хутшӑннӑ пулнӑ. «Ҫӑлтӑрпа зарядка» массӑллӑ мероприятие Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов уҫнӑ пулнӑ. Вӑл пурне те спортпа туслӑ пулма, сывлӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма чӗнсе каланӑ. Сывлӑха ҫирӗплетекен акцие хутшӑнакан 2 пин ҫынна бокс спорт тӗсӗн Тӗнче, Европа чемпионӗ Валерий Львов тата хӑйӗн вӗренекенӗсемпе хулана ҫитнӗ республикӑри спорт-сывлӑха ҫирӗплеткен аэробикӑпа фитнесӑн федераци президенчӗ Оксана Дьячук килни хытах савӑнтарнӑ. Вӗсем тӗрлӗ хусканусем кӑтартнӑ, зарядкӑна пуҫтарӑннӑ халӑх вара ҫав хусканусене туса пынӑ. Ҫанталӑкӗ те паян Ҫӗрпӳ хулан ҫыннисене савӑнтарас тенӗ. Хӗвел ӑшшипе зарядкӑна хутшӑнакансем эрнелӗхе хастарлӑха пухнӑ. Юлашкинчен вара ҫынсем ҫакӑн йышши акцийӗ час-часах ирттермелли ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хула кунне халаласа хулан2-мӗш вӑтам шкулти 7«а» класс вӗренекенӗсем хушшинче таврапӗлӳ турнирӗ иртнӗ. Турнира хулари С.Я. Маршак ячӗлле 1-мӗш вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркеленӗ пулнӑ. 7«а» класс ачисем (класс ертӳҫи Рябкина Е.А.) 3 ушкӑна пайланса И.В Зубрилина вулавӑш ӗҫченӗ хатӗрленӗ ыйтусем ҫине хуравсем пама тӑрӑшнӑ. Ыйтусем вара хула пуҫланса кайнин тата хута янин историйӗпе, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хулан паттӑрлӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ. Турнир пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ачасем хулан авалхи историне лайӑх пӗлнине кӑтартнӑ, хальхи истори ҫеҫ вӗсенче иккеленӳлӗх ҫуратнӑ. Ҫапла майпа жюри членӗсем хакланӑ тӑрӑх пӗрремӗш вырӑна никама та парас темен, иккемӗш вырӑна вара «Шумерлиночка» тата «Сурские зори» ушкӑнсем пӗр-пӗрипе пайланӑ, виҫҫӗмӗш вырӑна «Черемуха» ушкӑн тивӗҫнӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упи ялӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ырӑ хыпарпа пуҫларӗ тесе пӗлтерет «Сувар» хаҫат. Тунтикун, авӑнӑн 2-мӗшӗнче, кунта ҫӗнӗ шкул ҫуртне тума пуҫланӑ. Ку вырӑнти халӑха калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ пуль. Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А. Яруткин каласа панӑ тӑрӑх шкул кӑна мар, ялта ача пахчи те, фельдшерпа аккушер пункчӗ те пулмалла. Алексей Егорович ҫӗнӗуписен ӗмӗтне пурнӑҫласа ялта ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑшӑн Тутарстанӑн Президентне Р.Минниханова, район администраци пуҫлӑхне А.Шадрикова тав сӑмахӗсем каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ял тӑрӑхӗн «Культурӑпа вулавӑш пулӑшӑвне аталантаракан центр» ҫумӗнче «Асамат кӗперӗ» ансамбль вырнаҫнӑ — ҫулӗсемпе ҫамрӑках мар пулин те чунӗсенче вӗсем хӑйсене 17 ҫултисем пекех туяҫҫӗ. Ансамбль репертуарӗнче тӗрлӗ юрӑсем пур — хальхи кӗвӗҫӗсем ҫырнисем те, халӑх юррисем те. Пурне те вӗсем пӗтӗм кӑмӑлтан шӑрантараҫҫӗ. Ушкӑн ертӳҫи — Фролова Светлана Анатольевна. Юрлаканӗсем тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекен хӗрарӑмсем: вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, пенсие тухнисем, ахаль ҫынсем. Хальхи вӑхӑтра «Асамат кӗперӗ» ҫӗнӗ юрӑсем вӗренет — ак, нумай пулмасть вӗсем Василий Лазаревич Эривановӑн «Юратсан — тавралӑх чечекре» юрӑ сӑмахӗсене вӗренчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӗнер Шупашкарти Чапаев скверӗнче «Сӗтев» хаҫат йӗркелевҫи Эдуард Мочалов черетлӗ халӑх пухӑвне ирттернӗ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтерет. Митингра Эдурад Мочалов хӑй, чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑшӑн айӑпланакан Илле Иванов журналист тата ыттисем тухса калаҫнӑ. Ку пухура та, яланхи пекех, Михаил Игнатьева тата ытти ҫӳллӗ шайри тӳре-шарана ӗҫрен хӑтармалли пирки чӗнсе каланӑ. Дмитрий Степанов хастар ҫамрӑк халӑх пухӑвне президент ята тата республикӑна патшалӑх статусне тавӑрмалли ҫинчен калакан плакатсемпе тухнӑ. «Патшалӑхпа президента каялла тавӑрар!» ҫырнисӗр пуҫне вӑл конституцине улшӑнусем кӗртичченхи статья текстне те илсе панӑ. Тепӗр плакатра вара «Президент бульварӗ пур — Президент ҫук! Патшалӑх Канашӗ пур — Патшалӑх ҫук!» ҫырса хунӑ. Митингра ку хутӗнче 100 яхӑн ҫын пухӑннӑ тесе палӑртать «Ирӗклӗ сӑмах» тетел хаҫачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
ЧПУ медицина институчӗ Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министр ҫумӗ Татьяна Богданова каласа панӑ тӑрӑх пирӗн республикӑра ӑста тухтӑрсем ҫителӗксӗр иккен. Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗсенче тухтӑрсен йышӗ ҫителӗксӗррине кура вӗсем унта куҫса каяҫҫӗ имӗш. Шупашкарта, тӗслӗхрен, пӗр-пӗр ҫын сипленме килсен кӗтнӗ тухтӑра тупаймасӑр та пултарать — лешӗ Мускавра ӗҫе пуҫӑннӑ. Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫителӗклӗ, вӗсен йышӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах. Ял тӑрӑхӗсенчи лару-тӑру кӑна кӑшт йывӑр — унта пенсие тухнӑ ӑстасем чылай иккен. Унсӑр пуҫне Чӑвашра хӑш-пӗр специалистсем ҫителӗксӗр — вырӑнти педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсем. Поликлиникӑсенче офтальмологсем, отоларингологсем сахал, стеционарсенче — хирургсем, анастезиологсем, ача-пӑча хирургӗсем, аккушер-генекологсем. Ыйту ҫивӗчех мар пулӗ те, ҫавах та министрествӑра ку тӗлӗшпе ӗҫлесшӗн — ҫулталӑкра республикӑра 300 ҫӗнӗ ӑстаҫӑ вӗренсе тухать пулсан ҫуррине те пулин малашне вӗренӳ учрежденисене тӗллевлӗ йышӑнма палӑртаҫҫӗ. Ытти тӑрӑхсене ан тарччӑр тесе вӗренсе тухакансем валли малтанах ятарлӑ ӗҫ вырӑнӗ тупса хурасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Аш-какай туса илес тӗлӗшпе мӗнле кӑна чӗрчуна ӳстермеҫҫӗ пуль — вӑкӑрсенчен пуҫласа страуссем таранах. Казахстанри пӗр усламҫӑ вара аш валли чӗрӗпсене ӳстерме шутлать. Акмола тӑрӑхӗнче пурӑнакан Сергей Букушев, иккен, унччен ытти чӗрчунсене те ҫитӗнтернӗ — кӑвакалсене фуа-гра валли, каярах шуйсене. Анчах темшӗн ӗҫӗ кайман ун. «Никамӑн та ҫук бренд йӗркелесшӗн эп», — ӑнлантарать усламҫӑ. — «Чикӗ леш енче анлӑ сарӑлнӑ япалана пирӗн таврана илсе килесси нихҫан та ман шутпа ӑнӑҫлӑ пулмӗ. Мӗн те пулин хамӑрӑннине шутласа кӑларас пулать». Чӗрӗпсене ерчетес шухӑш патне Сергей хӑйне ҫак чӗрчун ашӗпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пырса тухнӑ иккен. Ваттисен каласа панине те аса илнӗ вӑл — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче чӗрӗпсен ашӗ те апата кайнӑ иккен. Чӗрӗп ашне усламҫӑ анӑҫри патшалӑхсене сутасшӑн. Хӑй ҫӗршывӗнче туянакансем тупӑнасса шанмасть вӑл — ун шухӑшӗпе Казахстанри халӑх хӑнӑхман апата туянасшӑнах пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Алексей Леонтьев Чӑвашла пӗлтерӳ конкуренцие пӑсни ҫинчен йышӑннӑ суд пӗтӗмлетӗвӗ пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫ-пуҫ «Хыпар» хаҫата пырса тивнӗрен унӑн тӗп редакторӗпе Алексей Петрович Леонтьевпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр, унӑн шухӑшне пӗлтӗмӗр. Шупашкарти 30-мӗш автоҫул ҫумӗнчи лаптӑка тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӳпе ҫыхӑннӑ суд ӗҫӗ пирки вӑл пӗрремӗш хут илтет. Пӗлтерӳпе ҫыхӑннӑ материалсене хаҫатран ыйтни пулнӑ, анчах та редакцирен никама та суда чӗнмен, суд йышӑнӑвӗпе те паллаштарман. Кунашкал йышӑнупа Алексей Петрович, паллах, килӗшмерӗ — унӑн шухӑшӗпе — суд пӗтӗмлетӗвӗ чӑвашла хаҫатсене хӗсет (чӑн та, капла пӗлтерӳсене чӑвашла пама юрамасть пек пулса тухать). Ҫавӑн пекех «Хыпар» хаҫат ял ҫынни валли ҫеҫ тени те тӗрӗс мар — Шупашкарта кӑна унӑн тиражӗ 2300 ытла саланать. Чӑваш Республикин Конституцийӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑра патшалӑхӑн икӗ чӗлхи шутланать — чӑваш тата вырӑс чӗлхисем. Ҫавӑнпа чӑвашла хаҫатсем те пӗлтерӳ пама юрӑхлӑ пулни пӗрре те иккӗлентермест. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |