Культура
![]() Ҫитес уйӑхӑн 8–9-мӗшӗсенче Шупашкарта бард юррисен «Шупашкар–2014» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртмелле. Фестивале хутшӑнакансене маларах хамӑр патра «ала витӗр» кӑларассине пӗлтереҫҫӗ. Йӗркине тӗплӗнрех пӗлес тесен бард юррисен «Чӗрӗ хӗлхем» клубӗпе е Культура программисен республикӑри дирекцийӗпе тата Шупашкар хула администрацийӗн культура управленийӗпе ҫыхӑнма юрать-тӗр, ӗмншӗн тесен фестиваль йӗркелӳҫисем шӑпах ҫавсем шутланаҫҫӗ. Итлев пирки ҫакна хушса калама юрать-ха: фестивале хутшӑнакансене малтанхи кун Трактор тӑвакансен культура керменӗнче 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен хакламалла. Юрӑхлӑ номерпе пынисене суйласа илӗҫ. Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче вара гала-концерт пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкар аэропорчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн Ытларикунтан, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен, Самар–Шупашкар–Самар авиарейс ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫлӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн трансминӗ хыпарлать. Ку рейс нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлемелле имӗш. Кайран, вӑхӑчӗ иртсен, ӑна тӑсасси е рейса хупасси пирки шутлӗҫ пулӗ. Ҫула «Cessna 208 Caravan» самолёт тухӗ. Вӑл пӗрре май 9–13 ҫын илейрет. Чӑваш Ен минтрансӗ хыпарланӑ тӑрӑх самолёт Шупашкартан 8:35 вӑхӑтра тухмалла, 10:10 тӗлне Самара ҫитмелле. Каялла Самар хулинчен 10:55-ре вӗҫсе тухмалла та пирӗн республикӑн тӗп хулине 12:20 вӑхӑта ҫитмелле. Самара каякансем, унтан Шупашкара таврӑнакансем самолётпа тунтикун, юнкун, эрнекун тата вырсарникун вӗҫейӗҫ. Рейссене Тутарстанри Пӗкӗлмере вырнаҫнӑ «Ак барс аэро» авиакомпани тумалла иккен. Билет хакӗ 2 400 тенкӗпе танлашать. Аса илтеретпӗр, Самара вӗҫмексем (самолётсем) унччен те хутласа-ха — ун чухне ҫак рейса «Тутарстан» авиакомпани тӑватчӗ, анчах раштавӑн 25-мӗшӗнчен ӑна вӗҫме чарчӗҫ, лицензине те туртса илчӗҫ пулмалла. Хусанта самолёт персе аннӑ хыҫҫӑн унӑн вӗҫмекӗсене шӑпах «Ак барс аэро» компанине куҫарнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Эпир пӗчӗк чухне пире мӑкӑнь шывӗ ӗҫтерсе ҫывӑратса янине анне халь те калать-ха. Кайран, ӳсерехпе, ун вӑррине епле юратса ҫиеттӗмӗр. Халӗ ӳсмест вӑл пахчара. Те вӑрӑ сапиччен тӑпӑлтарнипе пӗтрӗ вӑл — пӗлместӗп. Тепӗр тесен, паян ӑна пахчара ӳстерме юрамасть. Ӑна пухакансене вара йӗрке хуралҫисем ярса илеҫҫӗ. Ара, унтан наркотик хатӗрлеме пулать иккен те… Тӑвай районӗнче пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Канашран килнӗ 25 ҫулти ача йӗрке хуралҫисене ҫакланнӑ. Ҫынсен пахчине кӗре-кӗре тухакан ҫамрӑка ялти пӗр ҫын асӑрханӑ. Ку вӑл ыр шутпах ҫӳремест тесе йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Лешсем часах вырӑна килсе ҫитеҫҫӗ. Хутаҫпа ҫырма тӑрӑх пыраканскер полицейскисене курсан тарма пикенет. Анчах пӗрех ҫакланать. Наркотикпа айкашма каччӑ уйӑх каялла тытӑннине пӗлтернӗ. Астармӑшӗ ӑша кӗрет те ӗнтӗ, пахча тӑрӑх мӑкӑнь шыраса ҫӳренӗ. Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть каччӑ тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна саккунлӑ мар майпа наркотиклӑ япалана илнӗ тата упранӑ тесе айӑпланӑ. Каччӑ ӳкӗннине, ӗҫленине, ун пирки аван характеристика пулнине кура, Турра шӗкӗр, ытлашши кӑрах явап тыттарман — 15 пин тенкӗ штрафланипе ҫырлахнӑ. |
Культура
![]() Чӑваш Енре шотланди культурин фестивалӗ кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртмелле. Вӑл кӑрлачӑн 20–26-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пулӗ. Фестиваль кӑсӑклӑ пулассӑн туйӑнать. Унта Мускаври, Воронежри, Хусанти, Чулхулари тата Шупашкарти юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнмалла. Хальхи фестиваль вӑхӑтӗнче поэзи, литература, истори, юрӑ-ташӑ ӳнерӗн каҫӗсем иртмелле. Уява вара Великобританипе Шотланди культурине, историне, акӑлчан чӗлхине вӗренекенсене пуҫтарнипе уҫӑлӗ. Унта шотланди ташшисен хусканӑвӗсене те кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Новая газета» илсе кӑтартнӑ скриншот Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров Германине мӗнле самолётпа тата кам шучӗпе тухса кайнине журналистсем пӗлесшӗн текен хыпара эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ тема пирки Regnum информаци агентстви те нумаях пулмасть статья пичетленӗ. Чӑваш Енре епле хаклани пирки чарӑнса тӑнӑ май агентство кунти политиксен шухӑшне илсе кӑтартнӑ. Вӗсен шучӗпе шӑв-шав ҫӗкленнинче ӑна курайман ҫынсен алли сисӗнет. Тепӗр тесен, ҫакна Федоров пирки аса илтермелли хӑйне евӗр утӑм тесе те ӑнланма пулать тесе шухӑшлакансем пур-мӗн. Ҫапах та ҫав шӑв-шав Федоров ят-сумне варалаймассине шанаҫҫӗ. Ведомствӑн сайтӗнче унчченхи самолета лартса массӑллӑ информаци хатӗрӗсене калаҫма сӑлтав туса панишӗн министерствӑра ӗҫлекенсене вара «вӗҫтерме» пултарӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ тӗрлӗ пулӑшупа япала хакне виҫӗм ҫулхи раштаврине тата пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫӗнчине танлаштарса пӑхнӑ та хаксем 6,3 процент хӑпарнине асӑрханӑ. Раҫҫейре ҫак цифра 6,5 процент-мӗн. Официаллӑ статистикӑна ӗненсен, апат-ҫимӗҫ хакӗ пӗлтӗр 6,3 процент чухлӗ хӑпарнӑ, ҫимӗҫ мар тавар — 4,8 процент. Инфляцие тӗрлӗ пулӑшу хакӗ ӳсни ытларах витӗм кӳнӗ теме юрать, мӗншӗн тесен пулӑшушӑн пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 9,5 процент чухлӗ ытларах тӳлеттерме тытӑннӑ. Кунта ҫутӑ, газ, коммуналлӑ пулӑшу хакӗ хӑпарнине те кӗртмелле-тӗр ӗнтӗ. Официаллӑ статистика медицина пулӑшӑвӗн, пассажир транспорчӗпе ҫӳренин, экскурсипе туризм тавраш, право пулӑшӑвӗ хакланнине ӗнентерет. Страхланишӗн, санатори-курортра каннишӗн, выльӑх тухтӑрӗнчен пулӑшу ыйтнишӗн пӗлтӗр унчченхинчен сахалтарах тӳлеттернӗ. Апат-ҫимӗҫрен пӗлтӗр ҫӑмарта уйрӑмах хакланнӑ: пурӗ — 26,6 процент. Чӑкӑт, эрех, сӗт-ҫу тавраш, ҫӑкӑр, пулӑ туянма та унчченхинчен ытларах кӑларса хума тивет. Пылак ҫимӗҫ: джем, варени, повидло, пыл, ҫӑнӑх, аш-пӑш йӳнелнӗ. Пируса йытӑ ҫимен апат теҫҫӗ те, туртакансем ӑна пӗрех туянаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Халӑх «тарҫисене» ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пӑшӑрхантарать. Депутатсене шухӑшлаттаракан тӗп самантсен шутӗнче федераци хыснинчен килекен укҫа-тенкӗ, республикӑн хӑмла отрасльне тӗкӗ кӳресси, ял хуҫалӑх продукцине туса илекен Чӑваш Енри пердприятисене федераци сечӗн лавккисем патне ҫул уҫса парасси, яла кадрсемпе тивӗҫтересси. Тухтӑрсемпе вӗрентекенсене унта илӗртес тесе патшалӑх енчен маларах йышӑну турӗҫ-ха. Ялта тухтӑрта ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ ҫамрӑк специалистсене 1 миллионшар тенкӗ ним мар кӑларса тыттараҫҫӗ. Вӗрентекенсене вара ҫурт-йӗр тума е туянма тесе илекен кредитӑн тата ҫав укҫа проценчӗн пӗр пайне саплаштарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ӗҫлекенсем ҫуккипе халтан каяҫҫӗ. Механизатор-дояркӑсем кӑна-и, инженерсемпе агрономсем, ветеринарсемпе зоотехниксем каясшӑн мар. Ял хуҫалӑх специальноҫне илекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ нумай-ха, анчах вӗсем яла талпӑнни сисӗнсех каймасть. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен специалистсене те яла ҫапла майпа илӗртсен аван тесе шухӑшлаҫҫӗ Патшалӑх Канашне депутата суйланнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗрӗссипе, унта вӗсем хӑйсен шучӗпех тухса кайнӑ-ха. Атту ятарлӑ ирӗк илмесӗр пирӗн ҫӗршыва килсе тӗпленнисене суд йышӑнӑвӗпе ирӗксӗр, ытларах чухне тата патшалӑх хысни шучӗпе тӑван енне ӑсатаҫҫӗ. Ун пеккисене иртнӗ ҫул, акӑ, 107 ҫынна кӑларса янӑ. Вӗсенчен 60 проценчӗ ҫул укҫине хӑйсем тӳленӗ. Китай ҫыннисем пирки каларӑмӑр та, хайхисем, пурӗ пилӗк ҫын, пирӗн республикӑра фильм ӳкерсе пурӑннӑ-мӗн. Темӗскер пӗлес-тӗпчес тӗллевпе пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн вӗсем пирки. Иртнӗ кӗркунне ҫакскерсене тӑван енне ӑсатнӑ. Миграци саккунне пӑсакансене административлӑ майпа та, тепӗр майлӑ каласан, штрафласа, явап тыттараҫҫӗ-ха. Тӑван тӑрӑхне кӑларса яриччен вӗсене Шалти ӗҫсен министерствин ятарлӑ приемникӗнче тытаҫҫӗ. Саккунлӑ мар майпа кунта пурӑннӑскерсен Раҫҫее тепӗр хут килес тесен пилӗк ҫул таран чӑтма тивет — йӗрки ҫапла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле иртнӗ уйӑхӑн пӗр кунӗнче полицире арҫын ҫакӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе ШӖМӗн районти пайне илсе пынӑ. Те тӗрмене хупса хурасран хӑранӑ ӗнтӗ 41-ри хӗрӗнкӗ (вӑл урах пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн) арҫын — ботинка шнурокӗпе камерӑра ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ. Халӗ ку факт пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хыпарлаҫҫӗ. Камерӑна хупнӑ чухне арҫыннӑн шнурокне кӑларса илмен тесе халӗ полицейскисене айӑплама пултараҫҫӗ. Сӑмах май, полицире ҫын хӑй ҫине алӑ хуни виҫӗм ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ. Ун чухне 29-ти арҫын шнурокпа ҫакӑнса вилнӗ. Ҫав каҫ дежурствӑра пулнӑ полицейские суд условлӑ майпа айӑпланӑччӗ. Хӑй ҫине алӑ хунӑ ҫамрӑк арҫыннӑн ашшӗ-амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн тесе 400 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юсаса ҫӗнетсен Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗ ҫакӑн пек пулмалла Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Тулаш тата шалаш енчен илемлетнипе пӗрлех вӗсене пысӑклатӗҫ. Республикӑн тӗп хулин архитектурӑпа хула тӑвӑм управленийӗ культура учрежденийӗсене сармалли проектсене пӑхса тухса «Салают» тата Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗсене пысӑклатма йышӑннӑ. «Салют» калӑпӑшӗ 3 800 тӑваткал метр чухлӗ сарӑлӗ. Хусанкай ячӗллин — 5300 тӑваткал метр. Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне картиш еннелле пысӑклатӗҫ. Ҫак тӗллевпе ун ҫумне виҫӗ хутлӑ хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. Ҫӗнӗ лаптӑка хореографи пӳлӗмӗсене тата унта ӗҫлекенсене ӗҫ пӳлӗмӗсем туса пама шухӑшлаҫҫӗ иккен. Курав залӗн калӑпӑшӗ те сарӑлӗ те ним мар пин ҫынна вырнаҫтарма май килӗ. «Салюта» вара урам енчен пысӑклатмалла. Унта та курав залӗ пин ҫын таран вырнаҫмалӑх сарӑлӗ. Унсӑр пуҫне ӑна ҫак культура учрежденине тӑватӑ хутлӑ тӑвӗҫ. Сӑмах май, Трактор тӑвакансен культура керменӗ юсав списокне кӗмен курӑнать. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӗсӗнсе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |