Персона
![]() «Наградӑсемпе Хисеп хучӗсен сумӗ чакса пыраҫҫӗ», — тесе шухӑшлать пӗр тусӑм. «Лайӑх пӗлӗш-юлташ пулсан часах тивӗҫейӗн. Ҫук тӑк висле каясла ӗҫлесен те айккинче юлӑн», — касса татать вар вӑл. Юрӗ, пӗлӗшӗмпе тавлашас тӗллев лартмастӑп-ха ҫак материалта. Ҫапах та чӑннипех тивӗҫлисем пур тесе ҫирӗплетме май паракан тӗслӗхсенчен пӗрне илсе кӑтартасах килет. Маттур ар-хӗре республика Элтеперӗн ятарлӑ стипендийӗпе хавхалантарнине пӗлетпӗр-ха. Ҫавсенчен пӗри — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет ташлаканӗ Дмитрий Абрамов. Абрамов Пермьри хореографи училищинче ӑсталӑха алла илнӗ. Оперӑпа балет театрӗнче вӑл 2007 ҫултанпа ӗҫлет. Ун пирки ӗҫтешӗсем сцена илемӗ тесе хаклаҫҫӗ. Каччӑ хальхи постановкӑсенче те, классикӑра та пултарулӑхпа палӑрать-мӗн. Унӑн репертуарӗ пирки каласан, «Сарпике»-ри Сартивана, «Шопениана»-ри Поэта, «Ромео и Джульетта»-ри Ромео тата Бенволио тата ытти нумай-нумай роле асӑнмалла. Ҫамрӑк ӑста оперӑпа опереттӑсенчи арҫын ролӗсенче те пултарать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш прозаикӗ, поэчӗ, драматургӗ, публицисчӗ, сатирӑпа юмор ӑсти Аркадий Ӗҫхӗл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртмелле. Ҫав тӗле музейҫӗсем «Сӑввӑмсенче хӗвел нумайшӑн…» ятпа курав хатӗрлӗҫ. Унта сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекесемпе, хутсемпе паллашма май килӗ. Вӑл 1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫхӗл «Канаш», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Илемлӗ литература», «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ. Чӑваш писателӗсен союзне ертсе пынӑ. Литературӑри ӗҫ-хӗлне иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пуҫланӑ. 1935 ҫулта вӑл «Ырӑ кун» ятпа сӑвӑ пуххи кӑларнӑ. 1944 ҫулта «Ӑмӑрткайӑк» поэма ҫырнӑ хыҫҫӑн Ӗҫхӗл ячӗ анлӑ сарӑлнӑ. Хайлавра вӑл Совет Союзӗн Паттарӗ, чӑваш лётчикӗ Федот Орлов ҫинчен ҫырнӑ. Аркадий Ӗҫхӗл 50 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗпе эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() В. Уканеева ӳкернӗ сӑн Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксу, Ҫарӑмсан, Нурлат, Чистай тата Элкел районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ. Мероприяти Аксу районӗнчи Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулӗнче иртнӗ. Унта «Вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерессинче чӑваш этнокультурин компоненчӗсемпе усӑ курасси» темӑпа калаҫнӑ. Семинара йӗркелесе ирттерес тесе Аксу районӗнчи Информаципе методика центрӗ тата Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗсем хытӑ тӑрӑшни пирки хыпарлать Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш наци конгресӗ ҫӗнӗ медаль ӑсталасшӑн иккен — «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ятлине. Ятарласа конкурс та пуҫарнӑ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ ӳнерҫӗсем, геральдистсемпе ювелирсем кӑна мар, ахаль халӑх та хутшӑнайрать — медаль эскизне нарӑcӑн 24-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле те конкурс комиссине кӑтартмалла. Пушӑн 1-мӗшӗ тӗлне камӑн ӗҫӗ ҫӗнтернине палӑртмалла. Ӑмӑрту йӗркипе туллин ЧНК сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Шупашкарта медицинӑри каяшсене тирпейлекен участок уҫӑлнӑ. Ӑна Васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пульницӑн поликлиникипе юнашар хута янӑ. Унта ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе пысӑккисӗр пуҫне экологи хӑрушсӑрлӑхӗ енчен те лайӑххине палӑртаҫҫӗ. Центра хута яма республикӑн Сывлӑх сыхлав минситерствипе пӗрле Мускаври «Киль» медицина компанийӗсен ушкӑнӗ 40 миллион тенкӗ ытла укҫа хывнӑ иккен. Ҫулталӑкра медучрежденисенче 6 пине яхӑн медиицна хатӗр-хӗтӗрӗн юлашки пухӑнса каять-мӗн те, центр уҫӑлни чӑннипех те аван ӗнтӗ. Вӑл пӗр цикл вӑхӑтӗнче. Тепӗр майлӑ каласан, 30-60 минут хушшинче, 150 килограма яхӑна тирпейлеет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш наци конгресне хирӗҫ нумай хутлӑ бизнес-центр хӑпартма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗлӗх пирки республикӑн Строительство министерстви хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Усламҫӑсен центрне Воробьев композиторсен урамӗнчи 5-мӗш «а» ҫурт вырӑнӗнче хӑпартӗҫ. Унччен ҫав тӗлте икӗ хутлӑ ҫурт ларнӑ. Халӗ вӑл вырӑна карта тытса ҫавӑрнӑ та теҫҫӗ. Бинес-центр тӗллӗн-тӗллӗн ултӑ, вырӑн-вырӑнпа ҫичӗ хутлӑ пулмалла. Усламҫӑсен центрне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле туса пӗтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Николай Фёдоров ларса килнӗ самолёт Нумай пулмасть Николай Фёдоров Президент пуканне йышӑннӑранпа 20 ҫул ҫитнӗ. Аса илме: пӗрремӗш хут ӑна 1993 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра суйланӑ. Хайхи экс-Президент ҫак куна Шупашкарта анлӑ палӑртнӑ тет. Республикӑн тӗп хулине вӑл кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче вӗҫсе килнӗ. «ПроГород» хаҫат ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх Мускавран Шупашкара вӗҫсе килмех пӗр ҫур миллион патнелле тӑкакланӑ. Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх министрӗн вырӑнӗнче ӗҫлекен Николай Фёдорова «Dexter» самолёт Шупашкар аэропортӗнче 3 кун кӗтнӗ тет. Ку ӑна 460–624 пин тенке кайса ларнӑ пулать. Ҫавӑн пекех тӗп хулари чукун ҫул вокзалӗ ҫумӗнчи ресторанта ӗҫкӗ-ҫикӗ иртнӗ тет — унта Фёдоров ушкӑнӗ пухӑннӑ пулать. Пӗр 30 ҫына яхӑн пулнӑ, кашни ҫын пуҫне апат вӑтамран 6–10 пинлӗх ларнӑ теҫҫӗ. Сӗтел ҫинче чи хаклӑ йышши эрехсем, йӳнӗ мар апат-ҫимӗҫ ларнӑ. Хӑнасен шутӗнче малтан ҫурт тӑвӑм министрӗ пулнӑ Владимир Филатов, социаллӑ хӳтӗлевӗн экс-министрӗ Владимир Мидуков, ҫавӑн пекех ун вӑхӑтӗнче спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов, пӗр хушӑ культура министрӗ пулса ӗҫленӗ Наталья Володина тата ыттисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ арҫынсен 9-мӗш колонийӗнче хӑрушсӑрлӑх пайӗнче кӗҫӗн инспекторта ӗҫленӗ 24 ҫулти арҫын шӑпине ҫывӑх вӑхӑтра унти район сучӗ татса парӗ. Тӗрмере йӗрке тума тивӗҫ арҫын унта ларакансем валли карас телефонӗсем илсе кӗртсе панӑ иккен. Тепӗр тесен, тӗрмере ларакансем ун пек хатӗрсемпе усӑ курни вӑрттӑнлӑхах мар-тӑр-ха. Телефонсем тӗрмене хӑйсем тӗллӗн утса кӗрейменни паллӑ ӗнтӗ. Апла тӑк ку инспектор ҫакланнӑ тесе шухӑшламалла-ши? Апла-и, капла-и, кӗҫӗн инспектор саккуна пӑснӑ фактсене икӗ хутчен тупса палӑртнӑ: пӗрремӗшӗнче вӑл пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче телефон илсе кӗнӗ, тепӗр хутӗнче — юпан 7-мӗшӗнче. Малтанхи хутӗнче вӑл ыр кӑмӑллӑхшӑн 3 пин тенкӗ тӳленипе «ырӑ» ӗҫ тума килӗшнӗ. Иккӗмӗш хутӗнче 4,4 пин тенкӗ тӑракан бензопӑчкӑ парсан пулӑшма килӗшнӗ. Халӗ инспектора сӗтев илнӗ тесе айӑпласси пирки ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче 28 ҫулти арҫын шӑнса вилнӗ. Арҫын виллине кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ҫынсем асӑрханӑ. Тӗпчевҫӗсем вилӗмре криминал палли ҫуккине асӑрханӑ. Ӑна юлашкинчен сывӑ курнӑ ҫын — унӑн паллакан хӗрӗ. Арҫын ирхи виҫӗ сехетре ун патӗнчен килен кайнӑ пулнӑ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменни пирки каламан та, анчах вӑй питти арҫын хула варринче шӑнса вилни ытла та тӗлӗнтерет . Вӑл Студентсен урамӗнчи карта ҫумне тӗршӗнсе ларнӑ иккен. Маларах Канашра килсӗр-ҫуртсӑр икӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Вӗсем кивӗ пӗр ҫуртра ҫӗр каҫма юлнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Швейцарире Израиль ҫыннине Менаше (Михаил) Гольдельмана «хура археологипе» аппаланнӑ тесе шухӑшланӑран арестленӗ иккен. Гольдельман Хасар тата Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ аваллӑхне тӗпчекен эксперт шутланать-мӗн. Ҫак ыйтупа ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсем эксперт евӗр те явӑҫтараҫҫӗ иккен. Пирӗн ҫӗршывра вара ун пирки преступник тесе шухӑшлаҫҫӗ. Айӑплавҫӑсен шучӗпе, хайхи Хасар хулисен пуянлӑхне — хӗҫ-пӑшала, ылтӑн савӑт-сапана, виле ҫинче усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре — саккуна пӑсса чавса кӑларса пурӑнакан ушкӑна ертсе пынӑ. Мула вӑл чикӗ леш енче сутса, пуянлӑха вӑл хӑйӗн машинин алӑкӗ хыҫне пытарнине палӑртаҫҫӗ. Хасар каганачӗн пуянлӑхне туянакансен шутӗнче Раҫҫей олигархӗсем те пур теҫҫӗ. Гольдельман пирӗн ҫӗршывра ҫуралнӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл Израиле куҫса кайнӑ. Кайран вӑл Лондона ҫитнӗ. Раҫҫей ӑна тӑван ҫӗршыва тавӑрса пама ыйтни усӑ кӳмен. Анчах Швейцарире ӑна тинех тытса чарнӑ. Гольдельмана тытма унпа пӗр шухӑшлӑ ҫын (ӑна тӑватӑ ҫуллӑха хупмалла тунӑ) тӗпчевҫӗсене пулӑшма килӗшни те витӗм кӳнӗ. Израильте вара Дэн Шапира текен хӗвелтухӑҫ тӗпчевҫипе суд пырать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |