Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Тӗрлӗ сӑлтавсене пула сусӑрланнӑ, чирлекен ҫын хӑш-чухне медицина йышӑнӑвӗпе «инвалид» тейӗнме те пултарать. Ку диагноз вара ҫын пушшех «юрӑхсӑрланнӑ», обществӑна нимле усӑлӑх кӳрме пултараймасть тесе калама васкамалла мар. Шӑпан тискӗрлӗхе пула хӑйсене ҫунатсӑр кайӑк пек туякансем нумай чухне пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ, усӑллӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ.

Ҫӗмӗрле хулинче инвалидсене ӗҫпе тивӗҫтерме тытӑнни ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Республика шайӗнче вара пӗтӗмӗшле ҫак енпе лару-тӑру япӑх мар. Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫал ҫур ҫул кӑтартӑвӗпе республикӑра 659 сусӑр ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ. Ку хисепе процент ҫине куҫарсан — ӗҫе вырнаҫас текенсенчен 70% майлӑ пулать. Унсӑр пуҫне 77 инвалида вӗренме янӑ, виҫӗшне вара хӑйсен уйрӑм ӗҫне уҫма пулӑшупа тивӗҫтернӗ. 2013 ҫулта инвалидсене ӗҫе вырнаҫтарас тӗллевсемпе федераллӑ хыснаран — 6,4 миллион тенкӗ, республика хыснинчен вара — 420 пин тенкӗ уйӑрмалла тесе йышӑннӑ.

Утӑн 1-мӗшӗнчи кӑтартӑвӗсем тӑрӑх республикӑри 300 организаци 2 пин яхӑн инвалид валли уйрӑм ӗҫ вырӑнӗсене йӗркеленӗ.

Малалла...

 

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанисен ӗҫне малалла тата ҫӗнӗ критерисене кура хаклӗҫ. Унчченхисене ылмаштармӗҫ-ха. Вӗсене анлӑлатӗҫ.

Ҫак ыйтӑва Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн ҫурт-йӗр тӗп инспекторӗ Иван Никитин хула администрацийӗсен пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӑхса тухнӑ. Ҫапла вара управляющи компанисен ӗҫне хакланӑ май вӗсен парӑмне (сӑмахран, газшӑн, ҫутӑшӑн…) те, вӗсем пирки ҫынсем хула-район администрацийӗсене мӗн чухлӗ ҫӑхав ҫырнине те, тӗрӗслевҫӗсем мӗн чухлӗ асӑрхаттарнине тата ҫавсене вӑхӑтра пурнӑҫланине те шута илӗҫ. Ҫакӑнта асӑннӑ тата ытти саманта шута илсе рейтинг туса хатӗрлӗҫ.

 

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче ял урамӗсене хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑни пирки эпир пӗрре ҫырнӑччӗ-ха. Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Унта ҫӑва патне каймалли ҫула йӗркене кӗртес тенӗ. Ҫак ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗ ҫине тӑнипе пуҫӑннӑ.

Мӗн тӑвас тетӗн, пӗрисем килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ. Леш тӗнчене каясси ҫутҫанталӑкӑн вӑхӑтне, ҫул пуррипе ҫуккине пӑхса килмест-ҫке. Шӑтӑк-путӑкланса кайнӑ ҫула юсас тесе ҫыр хӑйӑрне турттарма тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне атнар ҫӑвине хӑтлӑх кӗртессипе те тимлеҫҫӗ-мӗн. Унта пырса кӗнӗ ҫӗрте карта тытнӑ, хапха тунӑ.

 

Шупашкарти тӗп пасарта тавар пахча ҫимӗҫ туянакансем унӑн пахалӑхне тӗрӗслеме пултарӗҫ. Анчах кашни кунах мар. Паян. Тата пур енчен мар. Радиологи тӗлӗшӗпе.

Республикӑн радиологи центрӗ тата Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви ҫапла пӗрлехи акци йӗркелеме шут тытнӑ. Туяннӑ ҫимӗҫе тӗрӗслеме кӑнтӑрлахи 12 сехетре тытӑнӗҫ.

 

Хальхи вӑхӑтра Вӑрнар районӗнче хӗрсех археологсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем унта авалхи ҫӑва тупнӑ. Специалистсен шухӑшӗпе вӑл вырӑнта ҫынсене пирӗн эрӑри II-IV ӗмӗрсенче пытарнӑ.

Тӗпчев ӗҫне пӗлтӗр тытӑннӑ. Ӑна пуҫлаканнисем — Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Евгений Михайловпа Николай Мясников. Масар ҫине хӗрарӑмсене пытарнӑ тесе тӗшмӗртнӗ вӗсем. Тупнӑ япаласене тата капӑрланмалли япаласене тӗпе хурсан унта пытарнӑ хӗрарӑмсем мӑкшӑ йӑхӗсем тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Пирӗн специалистсен материалӗсемпе мӑкшӑ археологӗсем те кӑсӑкланса кайнӑ иккен. Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Вӑрнар районне Мӑкшӑри патшалӑх педагогика институчӗн экспедицийӗ килсе ҫитнӗ. Йышра — историпе право факултечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен 40-е яхӑн студент. Мордваран килсе ҫитнӗ йыш та масар ҫине хӗрарӑмсене кӑна пытарнине палӑртнӑ. Экспедицие ертсе пыракан истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Валерий Гришаков шучӗпе, унта пытарнӑ халӑх Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи этногенеза самай витӗм кӳнӗ.

Халӗ археологи ӗҫне вӗҫленӗ. Анчах яланлӑха мар. Килес ҫул малалла тӗпчесшӗн.

Малалла...

 

Виҫӗ ҫултан аслӑрах мӗнпур шӑпӑрлана кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ача-пӑча пахчинче вырӑнпа тивӗҫтермелле иккен. Ҫакӑн пирки Экономикӑна ҫӗнетес тата технологи тӗлӗшӗнчен аталантарассипе ӗҫлекен канашӗн ларӑвӗнче республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов шантарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхисене 60 процентне шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳреме май килесси пирки асӑннӑ.

Ача-пӑча пахчисене ҫӗклеме тата юсама федераци хыснинчен кӑҫал пирӗн республикӑна 614,5 миллион тенкӗ килмелле иккен. Унсӑр пуҫне Чӑваш Ен бюджетран 100 миллион кивҫен илессе шанать иккен. Ача-пӑча пахчисенче хушма вырӑнсем уҫма 20 миллион тенкӗ ытла килес шанчӑк та пур-мӗн.

 

Хусана илни. Борис Чориков ӳкерчӗкӗ
Хусана илни. Борис Чориков ӳкерчӗкӗ

Владимир Путин пуҫарӑвӗпе Раҫҫей вӗренӳ системи валли историпе пӗрлехи вӗренӳ кӗнеки ҫырма пуҫлани пирки илтнӗ те пуль эсир. Мускаврисен шухӑшӗпе унта Раҫҫей империне пӗтӗмӗшле мухтамалла имӗш — ун йышне кӗме тивнине те халӑхсемшӗн ырлӑх пек кӑтартмалла тесе палӑртнӑ. Пирӗннисем яланхи пек «пурнӑҫлама хатӗр!» тесе ларнӑ вӑхӑтра тутарсемпе пушкӑртсем ҫак ӗҫе хирӗҫ тӑнӑ пулать. Чӑн та Раҫҫей кун-ҫулӗнче тавлашуллӑ самантсем сахал мар. Хӑш-пӗр пулӑм тискерлӗхне импери хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланипе ҫыхӑнтарма май пур пулсан, теприсене вара чӑн та ниепле те ӑнлантарса пама ҫук. Чылай хӑрушӑ самансене те вырӑс мар халӑхсемшӗн вӗсем ырлӑх пулнине ҫирӗплетме йывӑр.

Истори ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ хирӗҫтӑрӑва лӑплантарас тӗлӗшпе (чӑннипе вӑл унта РИО уйрӑмне уҫма пынӑ-ха) Хусана Сергей Нарышкин ҫитнӗ. Патшалӑх думин спикерӗн вырӑнне йышӑннисӗр пуҫне вӑл Раҫҫейри истори сообществине (шкулсем валли истори кӗнекине вӑл хатӗрлет) ертсе пырать. Раҫҫейри истори сообществин Хусанти уйрӑмне уҫнӑ май пулас истори кӗнекине те сӳтсе явнӑ — вӑл епле пулмалли пирки Сергей Нарышкин пӗрле ларса канашлама сӗннӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1133.html
 

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Александр Алка ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ҫавна халалласа Кӗнеке палати «Тӑван тӑрӑхӑн юрӑҫи» ятпа электрон курав хатӗрлет. Ӑна хатӗрлекенсем ӗнер сӑвӑҫӑн хӗрӗпе Вера Ходорченкопа тӗл пулнӑ.

Кӗнеке палатин ертӳҫи Александр Магарин пичет архивӗн хальхи тӑрӑмӗпе паллаштарнӑ, пичет хучӗсен фондне йӗркелессин тата упрассин вӑрттӑнлӑхӗсене ҫуса панӑ.

Тӗлпулура электрон куравӑн иккӗмӗш пайӗ пирки уйрӑмах сӳтсе явнӑ иккен. Унта Александр Алкан кӗнекисемпе брошюрисем, унӑн хайлавӗсем вырӑн тупмалла. Вера Александровна хӑйӗн енчен май килнӗ таран пулӑшма пулнӑ.

 

Вӑрнар районӗнчи Ҫӗнӗ Яхакасси ялӗнче шӑпӑрлансене ача-пӑча лаптӑкӗ туса парас тенӗ. Спонсор пулма вара Александр Михайлов ҫемйи килӗшнӗ. Вӗсен хӑйсен те виҫӗ ача. Ӗҫне пурнӑҫлама ялӗпех пухӑнса тухнӑ.

Халӗ ашшӗ-амӑшӗ те, аслашшӗ-асламӑшӗпе кукашшӗ-кукамӑшӗ те ачасем валли вылямалли ятарлӑ вырӑн пурришӗн савӑнать теҫҫӗ. Ял ҫыннисем кӑна-и, вырӑнти ял тӑрӑхӗ хӑйӗн сайтӗнче михайловсен ҫемйине чунтан тав тӑватпӑр тесе ҫырнӑ. «Сирӗн ҫемье хысни чакса мар, ырӑ ӗҫе кура тулсах тӑтӑр», — тенӗ унта.

Сӑнсем (18)

 

ЧЯХА // Н. Плотников сӑнӗ
ЧЯХА // Н. Плотников сӑнӗ

Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн ректорне палӑртмалли суйлав иртнӗ хыҫҫӑн правӑна сыхлакан органсене ҫав суйлавпа вӑл е ку енчен ҫыхӑннисем ҫыру шӑрҫаласси ӳссе кайнӑ иккен. Кун пирки Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ май шӑв-шав сӑлтавне аса илтерет.

Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ректора суйланӑ кун, ректор пулма тӑратнӑ кандидатсен шаннӑ ҫыннисене те, журналистсене те, полицейскисене те (вӗсене журналистсене кӗртменнипе ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ тесе чӗнсе илнӗ иккен) аслӑ шкула кӗме ирӗк паман иккен. Ректора суйланӑ саманта ҫутатма журналистсене кӗртменнине кура хайхисем Шалти ӗҫсен министерствипе прокуратурӑна ҫӑхавсем ҫырса янӑ-мӗн. ШӖМӗн Шупашкар хулин управленийӗн 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Филиппов журналистсене ӗҫлеме чӑрмантарнӑ факта тӗрӗсленӗ май вӑл массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пирки калакан саккуна пӗрремӗш хут шӗкӗлчеме тивнине палӑртнӑ.

Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Семенов «Российская газета» хаҫата Наци телерадиокомпанине Ял хуҫалӑх академийӗн хӑрушсӑрлӑх службин тата хуралӗн ертӳҫи тата аслӑ шкулӑн хуралҫисенчен пӗрин тӗлӗшпе полицин участокри полицейскийӗ протокол ҫырнӑ тесе пӗлтернӗ иккен.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3413, 3414, 3415, 3416, 3417, 3418, 3419, 3420, 3421, 3422, [3423], 3424, 3425, 3426, 3427, 3428, 3429, 3430, 3431, 3432, 3433, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...