Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.1 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленине эсир пӗлетӗр пуль-ха. Инспекторсем ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлисене кӑна мар, уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗнчисене те хаклаҫҫӗ.

Кӑҫалхи ҫур ҫулта тата пӗлтӗр тӗрӗсленине шута илсен мухтанмаллиех ҫук. Уйрӑм хушма хуҫалӑха аталантарма, уйрӑм ҫурт-йӗр тума тесе илнӗ ҫӗрсене хакланӑ та вӗсене тӗллевлӗ усӑ курманни сисӗннӗ. Пӳрт лартма тесе илнисенчен хӑшӗсем ҫинче пӗр хуралтӑ та хӑпартман иккен. Унтан та ытларах — ӗҫе пуҫӑнас тӗлли-палли те ҫук иккен: никӗсне те яман, стройматериал та кӳрсе килмен. Хушма хуҫалӑха аталантарма тесе илнӗ ҫӗрсем те хӑшӗсем хыт хура айне пулнӑ-мӗн. Чи кӑсӑкли кунта — пӗрне хурласа теприне мухтаймасси. Кӑлтӑксем кашни районтах тупӑнаҫҫӗ-мӗн.

Ҫӗре тӗллевлӗ усӑ курманни саккуна пӑсни пулнине кура вӗсен хуҫисене явап тыттарма — штрафлама — йышӑннӑ. Тӗрӗслеве малашне те ирттересси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.

 

Чылай чухне пирӗнтен ытларӑхӑшӗ масар ҫине Ҫимӗк умӗн кайса тирпейлет. Патӑрьел районӗнчи Тури Тӑрмӑш ялӗнче пурӑнакансем ҫӑва сӑваплӑ вырӑн тесе шухӑшланӑран ӑна кирек хӑҫан та типтерлӗ тытса тӑма ӑнтӑлаҫҫӗ. Акӑ вӗсем виҫӗм кун, ялӗпех шӑматкунлӑха тухнӑ. Ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Евгения Сергеева йӗркелесе ертсе пынӑ.

Ҫӑва ҫинчи курӑка вунӑ ҫынтан тӑракан ушкӑн тиеме хутшӑннӑ. Ҫак ял ҫыннисем Сергей Николаев тата Алексей Сахаров хӑйсен техникине — пӗри мотоблок, тепри трактор — уйӑрса пулӑшнӑ.

Сӑнсем (8)

 

Паян Вӑрнар районӗнче депутатсен пухӑвӗн йышӑнӑвӗн проекчӗсенчен пӗрне, район Уставӗпе ҫыхӑннине, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑрнарсем районӑн тӗп документне улшӑну кӗртмелле. Кун пек тума Устава вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн пӗтӗмӗшле принципӗсем ҫинчен калакан саккунпа килӗштерсе тӑмалла тӑвассипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Ҫапла вара депутатсем йышӑнсан Уставӑн 24-мӗш статйи 7.1 статья хутшӑнӗ. Унта Вӑрнар район пуҫлӑхӗн полномочийӗсене Раҫҫей Президенчӗ шанмасан пӑрахӑҫлаттарма май пурри пирки каланӑ. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗн шанӑҫӗнчен тухас мар тесен район пуҫлӑхӗн те, унӑн мӑшӑрӗн те, ачисенчен те укҫа-тенкӗпе ытти пурлӑха ют-ҫӗршыв банкӗсенче тытма юрамасть. Ют ҫӗршыври укҫа-тенкӗпе усӑ курни те ӗҫ вырӑнӗпе сыв пуллашасси патне илсе ҫитерӗ.

Сӑмах май, кунта тепӗр саманта та палӑртса хӑвармалла. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Устава ҫапла йышӑну кӗртесси вӑрнарсене кӑна пырса тивмест. Пурте пӗр ҫӗршывра пурӑннине кура ун пек улшӑнусем кашни муниципалитетах пырса тивесси пирки тӗшмӗртме йывӑр мар.

 

Хӗллехи Акташкасси
Хӗллехи Акташкасси

Ҫулла кӑҫал пирӗн тӑрӑха шӑрӑх ҫанталӑкпа килчӗ. Ҫурҫӗр енчи районсенче лару-тӑру ытлашшиех япӑх мар пулин те ҫавах та унта та шыв ҫителӗксӗррипе аптӑраҫҫӗ.

«Хыпар» хаҫат (паянхи кӑларӑм) пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗрпӳ районӗнчи Акташкассинче те шыв ыйтӑвӗ ҫивӗч. Пачах та шывсӑр мар-ха — 20 метр тарӑнӑш икӗ пусӑ пур. Акташкассисене вара скважина юрӑхсӑра тухни, ӑна халӗ те юсаманни пӑшӑрхантарать иккен. 1992 ҫулта туса лартнӑ хыҫҫӑн 5–6 ҫултан вӑл типсе ларнӑ имӗш. Кайран, хӑвсамӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ унашкал лару-тӑрура япала майӗпен-майӗпен юрӑхсӑра тухать. Кунта та юсаман.

2004 ҫулта Л. Анисимов пенсионер шыв пӑрӑхне юсас тӗлӗшпе ӗҫе пикеннӗ иккен — проектне хатӗрленӗ, тӗрлӗ кантура ҫыру ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра патшалӑхран пулӑшу илес тесен ӗҫе пӗр-пӗр программӑна кӗртмелле. Ял халӑхӗ тӑрмашнӑ, министерствӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Анчах та, 2005 ҫултанпах строймин ӗҫченӗсем «хушма укҫа» тупӑнасса кӗтеҫҫӗ имӗш. Пӗлтӗр тата проект кивелни пирки пӗлтернӗ пулать — хутсене ҫӗнӗрен хатӗрлемелле имӗш, вара 2017 ҫулхи программӑна кӗртме шанӑҫ тупӑнӗ.

Шыв ялта кирлех.

Малалла...

 

Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекен (халӗ те унтах-ши, пӗлейместпӗр) Ксения Глунцовӑна тӗрлӗ телешоусене кӑмӑллакансем палласа ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Вӑл Андрей Малаховӑн «Пусть говорят» кӑларӑмне те хутшӑннӑччӗ, «Давай поженимся» шоура вара каччӑ шыранӑччӗ, «Прямой эфир» кӑларӑма кайнӑччӗ.

Нумаях пулмасть хайхи Турцие ҫитнӗ. Ҫук-ха, телекӑларӑмра ӳкерӗнме мар, канма кайнӑ. Анчах пике унти Вӑтаҫӗр тинӗсре шар курнӑ иккен. Ӑна уринчен акула евӗр пулӑ ҫыртнӑ имӗш. Унта 30 доллар тӳлесе тухтӑрсенче пулӑшу илнӗ-мӗн. Халӗ пикене Шупашкарти тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ, халӗ ун сывлӑхӗшӗн хӑрушши ҫук-мӗн. Ҫапах та хӗр Андрей Малаховӑн кӑларӑмне каяймасси пирки пӑшӑрханать иккен, мӗншӗн тесен ӑна авӑн уйӑхӗнче телешоуна чӗнме пулнӑ имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/64129.html
 

Тӗпчевҫӗсем «Чӑвашавтодор» предприятин директорӗ Александр Волков 43 миллион тенкӗ ытла вӑрланӑ тесе шухӑшлани пирки эпир хыпарланӑччӗ. Ун чух ӑна икӗ уйӑхлӑха арестленӗччӗ.

Волкова хӳтӗлесе ваккат ӑна ирӗклӗ ҫӳреме урӑхла майпа чарма ыйтса аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ-мӗн, анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ку ыйтӑва тивӗҫтермен иккен.

«Чӑвашавтодорӑн» гендиректорне хӳтӗлесе предприятире алӑ пусас компани пуҫланнӑ имӗш. Унта Волков ерсте пынӑ вӑхӑтра организаци епле ҫитӗнӳсем туни пирки каланӑ-мӗн. Предприятире тӑрӑшакан 1 400 ҫынтан хальлӗхе 500-шӗ алӑ пуснӑ иккен. Ӗҫрен хӑтарассипе хӑратса ал пустарни пирки сарӑлнӑ сас-хурана «Чӑвашавтодорӑн» пресс-служби сивленӗ иккен.

 

Радиоҫыхӑну енӗпе пирӗн республика юлашки 20 ҫул хушшинче Раҫҫейри пысӑк ӑмӑртусене хутшӑнман-мӗн. Кӑҫал вара айккинче юлас темен. Утӑн 20–21-мӗшӗсенче Чулхула облаҫӗнчи Городец хули ҫывӑхӗнче иртнӗ Раҫҫей чемпионтне ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 13 ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче — Раҫҫейӗн спорт маҫтӑрӗсем иккӗн, тӗнче класлӑ маҫтӑрсем пилӗккӗн, спорт маҫтӑрӗсем тӑххӑррӑн.

8 сехете пынӑ ӑмӑрту вӑхӑтӗнче республика ушкӑнӗ радиона юратакан пӗтӗм тӗнчери ҫынсемпе 1 065 хутчен радиосеанс ирттернӗ. Руслан Владимиров вара спорт маҫтӑрӗн виҫине тултарнӑ.

 

Ыран, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Григорий Моклаков ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Вӑрӑмах мар ҫак материалта унӑн юррисен ячӗсене асӑнса каймӑпӑр. Вӗсене вӑл 1956 ҫултах кӗвӗлеме пуҫланӑ. Унччен вара, вӑрҫӑ ҫулӗсенче, тӑван Вӑрмар районӗнче окоп чавнӑ ҫӗрте бригадир та пулнӑ, пушар хуралӗн пуҫлӑхӗнче те тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑрать. Анчах ҫапӑҫу хирӗнче нумай пулаймасть вӑл. Сӗм суккӑр пулса тӑван киле таврӑнать. «Интернатрах юлас-и?» — тесе ыйтса ҫырса янӑ иккен вӑл госпитальте выртнӑ чух. Анчах ӑна тӑван килте чунтан кӗтнине пӗлтернӗ. Савнӑ хӗрӗ те ҫавнах систернӗ. Сӑмах май, мӑшӑрӗпе вӗсем 10 ача ура ҫине тӑратнӑ.

Тӑван ялта, Кавалта, ӑна клуб заведующине лартаҫҫӗ. Пулӑшуҫӑ пулма саккӑрмӗш класра вӗренекен Вася Долгова шанаҫҫӗ. 1950 ҫулта Григорий васильевич Мускав облаҫӗнчи Загорск хулинче музыка шкул-интернатне вӗренсе пӗтерет, баянист пулса тӑрать. Тӑван ялта вӑл пысӑк хор йӗркелет. 1952 ҫулта ӑна районти культура ҫуртне халӑхпа ӗҫлекен инструктор пулма куҫараҫҫӗ.

Малалла...

 

Вырӑнти Ленин ячӗллӗ хуҫалӑхра чылай ҫул тӗп бухгалтерта тӑрӑшнӑ Милиция Павлова ҫак кунсенче тӑван, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗн, хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек тата ытти савӑнӑҫлӑ пулӑмпа асра юлӗ утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ ял уявӗ. Хӑйсен ылтӑн туйне кӑҫал паллӑ тӑвакан Николайпа Анфиса Квасовсене, ӗмӗр каҫалӑкне чӗрӗк ӗмӗр пӗрле такӑрлатакан Хураськинсемпе Падюковсене те саламланӑ. Василий Тимукова вара общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Евграфов Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.

Хурамалсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Чугаров та, ветерансен районти канашӗн ертӳҫи Н.Н. Кузыков та пырса ҫитнӗ.

Уява вырӑнти тата Шупашкартан пынӑ артистсен концерчӗ малалла тӑснӑ. Тата, паллах, спорт мероприятийӗсем.

 

Хӑш чухне, тӗслӗхрен пульница килсессӗн учрежденийӗн регистраци уйрӑмӗнче страховани полисӗ, страховани свидетельстви е паспорт ыйтаҫҫӗ. Хӑш чухне вара ҫак документсенчен пӗрне манни те пулать. Вара ҫакна пула ҫыннӑн мӗн палӑртнине тӑваймасӑрах каялла тавранма тивет. Ҫакӑн пек пулӑмсенчен вара малашне ятарлӑ Универсаллӑ электрон карти хӑтӑлтармалла имӗш.

Республика ҫыннисем ҫак карттӑна алла илме тытӑнни ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Паянхи куна вара УЭКа илнӗ ҫынсен йышӗ икӗ пине яхӑн ҫитнӗ, 800 ҫын вара картта паракан меллӗхе туйса илме та ӗлкернӗ.

Республикӑра универсиаллӑ картӑна илес текенсем валли 8 пункт ӗҫлет. Шупашкарта УЭК валли кирлӗ документсене медицинӑн информаципе аналитика центрӗнче, перекет банкӗн икӗ уйрӑмӗнче тата Мускав районӗн социаллӑ сыхлав пайӗнче йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта карттӑ илес текенсен хулари социаллӑ сыхлавне тата «Совет союзӗн урамӗ, 7» адреспа вырнаҫнӑ Перекет банкне кайма тивӗ. Канашпа Улатӑр хулинче заявленисене социаллӑ сыхлав пайӗнче йышӑнаҫҫӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3409, 3410, 3411, 3412, 3413, 3414, 3415, 3416, 3417, 3418, [3419], 3420, 3421, 3422, 3423, 3424, 3425, 3426, 3427, 3428, 3429, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...