Пӗлтерӳ
![]() Раштавӑн 18-мӗшӗнче, Митта Ваҫлейне тытса кайнӑ кун, 14 сехетре Шупашкарта ӑна асӑнма пухӑнӗҫ. Тӗлпулу К. Маркс урамӗн 26-мӗш ҫурчӗ умӗнче пулать. Пурне те йыхравлаҫҫӗ. Тӗлпулу хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулавӑшӗнче 2014 ҫулта Митта Ваҫлейӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвасси тата М. Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗсене чысласси пирки пуҫарнӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. |
Республикӑра
![]() Килес ҫулхи Республика кунне ирттернӗ чух Хӗрлӗ тӳремри сценӑна епле капӑрлатасси Чӑваш Енри кашни ҫынран килме пултарать. Мӗншӗн тесен сценӑн эскиз проектне кирек кам та сӗнме пултарать. Ӗҫсенчен чи лайӑххине вара конкурс комиссийӗ палӑртӗ. Капла ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Культура министерстви йӗркеленӗ. Сӗнес тесен эскизсене ҫак уйӑхран тытӑнса килес ҫулхи пуш уйӑхӗ таранах йышӑнаҫҫӗ. Конкурса художниксем, дизайнерсем, реклама енӗпе ӗҫлекен специалистсем, ытти ӑстапа организацисем хутшӑнаяҫҫӗ. Ӑмӑрту пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен ҫак каҫӑпа www.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=12&id=1666438 пӑхма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Ҫын ӗҫленӗ чухне кӑна кирлӗ», — тенине илтме тивет чылай чух. Анчах ӗҫлекене те пур чухне те хавхалантарма пӗлмеҫҫӗ пуль тепӗр пуҫлӑхсем. Тӑрӑшнине кура хаклани вара ҫынна ҫунат хушни паллӑ ӗнтӗ. Ун пек чыса нумаях пулмасть ҫӗр ҫынни, чӑн-чӑн хресчен тивӗҫнӗ. Вӑл — Патӑрьел районӗнчи «Красное Знамя» кооперативӑн механизаторӗ Николай Глухов. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ят панӑ. Николай Иванович тӑван хуҫалӑхри ӗҫе яш чухнех кӳлӗннӗ те паян та ырми-канми вӑй хурать. Руль умӗнче вара вӑл — тӑватӑ теҫеткене ҫул яхӑн. Кирек епле техникӑна шансан парсан та ӗҫлеме пӗлет. Пӗлет кӑна мар, тӗплӗ те пахалӑхлӑ пурнӑҫлать тесе ырлаҫҫӗ ӑна вырӑнтисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ялӗсенче хӑйсенче мар-ха. Вӗсен тӗлӗнче. Хусана Мускавпа пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли ҫул тӑвасси пирки маларах эпир темиҫе те хыпарланӑччӗ. Ку ыйтӑва проектӑн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче черетлӗ хут хускатнӑ. Ӑна Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Янковский ертсе пынӑ. Аса илтеретпӗр, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс пирӗн республика территорийӗпе иртнӗ май Етӗрне, Муркаш, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каҫса кайӗ. Чарӑнӑвне Етӗрне районӗнчи Полянки тата Шупашкар районӗнчи Мӑнал ялӗ тӗлӗнче палӑртнӑ. «Сапсана» Раҫҫейре 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ тӗлне чуптарма тытӑнасшӑн. Проекта пурнӑҫланӑ чух ҫӗр ыйтӑвӗ сиксе тухма пултарать. Ҫапах та ку вӑл пысӑк чӑрмав кӑларса тӑратмасса шанаҫҫӗ. Сочинче иртекен Олимпиадӑна хатӗрлесе строительство ӗҫӗсене пуҫарнӑ чух ҫӗр ыйтӑвне хӑвӑрт татса пама пултарнине аса илеҫҫӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ тума, тен, ҫӗнӗ саккун та йышӑнма тивӗ. Ку вӑл, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, тӗпрен илсен ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ. Саккун пирки «Скоростные магистрали» акционерсен обществин ҫӗрпе пурлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен департаменчӗн пуҫлӑхӗ Ольга Гладышева палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тӳррипе, Нарспи кӑна мар. "Айтарти" Пинерпи, "Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ"-ри Улине, "Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗнчи" Эрнепи тата ытти рольсем. Кунсӑр пуҫне вырӑс классикӗсен мӗн чухлӗ хайлавӗнчи миҫе тӗп сӑнара калӑпламан-ши? Чӑваш театрӗн сцени ҫинче Нарспие нумай артист вылянӑ, анчах Нина Григорьева пекки пулманнине палӑртрӗ паян театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев. Тата вӑл кассӑна пырса "Паян Григорьева вылять-и?" - тесе ҫынсем ыйтнине, вӑл мар тӑк ҫаврӑнса кайнине аса илчӗ. "Сӗртӗнсе кӑна пӑхам-ха", - текенсем те пулнӑ иккен куракансем хушшинче халӑх юратнӑ артистка пирки. Е тата тупса илме ҫук вӑхӑтра Нина Григорьевӑна пӗр куракан Ӗренпур тутӑрне парнеленине аса илчӗ вӑл. Ҫак аса илӳсен авӑрне Валерий Яковлев Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин Нина Григорьевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ вӑхӑтра путрӗ. Нина Григорьева 1938 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 23-ре чухне вӑл Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтне вӗренсе пӗтернӗ, К. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кун пирки паян Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Ольга Голодец пӗлтернӗ. Ҫемьере иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан е усрава илсен паракан ҫав кӗмӗле тепӗр пилӗк е вунӑ ҫуллӑха тӑсса парас шухӑшлӑ. Асаилтеретпӗр, хальлӗхе ӑна 2016 ҫул вӗҫӗччен пама йышӑннӑ саккун вӑйра тӑрать. Амӑш укҫин виҫине малтанхи шайрах хӑварасшӑн иккен. Укҫа хӑй хакне ҫухатса пынине кура ӑна малашне те индексацилемелле. Миҫе ҫуллӑха тӑсса парассине килес ҫулхи утӑ уйӑхӗнче татса памалла-мӗн. Голодец палӑртнӑ тӑрӑх, амӑш укҫине малашне те ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатма ярас шухӑшлӑ. Кунсӑр пуҫне ытти вариантсем те пур иккен. Паянхи куна илсен, патшалӑх уйӑракан ҫав кӗмӗле ҫемьесен 97 проценчӗ ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама усӑ курать те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Пушкӑртан хакимӗ — Рустэм Хамитов Пушкӑртстанӑн конституци сучӗ республика пуҫлӑхне епле ят памаллине татса панӑ иккен. Малашне ӑна республикӑра Хаким тейӗҫ. Пӑхса тухнӑ вариантсем хушшинче ҫаван пекех «юғары вакил» (чӑв. аслӑ хуҫа), «башлыҡ» (чӑв. «пуҫлӑх») пулнӑ иккен, анчах иккӗмӗшне депутатсем сивленӗ — вӑл сӑмахӑн пушкӑрт чӗлхинче тепӗр пӗлтерӗш пур имӗш — ача калпакне ҫапла калаҫҫӗ. Румиль Азнабаев калашле вӗсем хӑйсен пуҫлӑхне калпак ячӗпе каласшӑн мар. «Хаким» вара пушкӑрт чӗлхинче «ертӳҫӗ», «аслӑ», «хуҫа», «тӳре» пӗлтерӗшлӗ. Хальхи вӑхӑтра икӗ республикӑсӑр пуҫне пуринче те хӑйсен пуҫлӑхӗсене Президент ячӗпе каламаҫҫӗ. Ҫак саккуна Раҫҫей Президенчӗн вырӑнӗнче Дмитрий Медведев пулнӑ вӑхӑтра йышӑннӑччӗ. Ун чухне чи малтан Ҫӳрҫӗр Капкасри республика пуҫлӑхӗсем хӑйсене Президент теме пӑрахрӗҫ, каярах ыттисем те. Пушкӑртсем те ҫак саккуна йышӑнсан пӗр Тутарстан республики ҫеҫ тӑрса юлӗ (Рустам Минниханов каланӑ тӑрӑх вӗсем те ку ыйтупа ӗҫлеҫҫӗ имӗш). Каласа хӑварас пулать, Пушкӑртстан пуҫлӑхне вырӑсла ҫавах та «Глава» тейӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫей Федерацийӗн тӗп банкӗ рубль элемне йышӑннӑ. Вӑл «Р» саспалли евӗрлӗ, аялтан йӗрпе чӗрнӗскер. Тӗп банкӑн председателӗ Эльвира Набиуллина каланӑ тӑрӑх рубль элемне вӑйпа усӑ куртармӗҫ. Ҫавах та ҫитес ҫул вӑл хут укҫара ӳкерӗнӗ, тимӗрри ҫинче те ҫапса кӑларӗҫ. Элем суйлавне раштавӑн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ имӗш. Пурӗ 280 пин ҫын хутшӑннӑ — ытларахӑшӗ (61%) ҫак палла суйланӑ пулать. Пурӗ вара 5 элемшӗн сасӑламалла пулнӑ. 8% ҫынна тӗп банк сӗннӗ нихӑш элем те килӗшмен. Халь суйланӑскере вара, каласа хӑварас пулать, унччен те хӑш-пӗр тетел лавккисем усӑ куратчӗҫ, ӑна Александр Тарбеевпа Владимир Ефимов дизайнерсем ӑсталанӑ. Артемий Лебедев студийӗ сӗннипе ҫак паллӑ самай сарӑлнӑччӗ. Тӳре-шара йышӑннӑ элеме ҫитес вӑхӑтра пускӑч хӑми ҫине те карас телефонӗсене те кӗртме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ, Хӑй пурнӑҫпе вӑл пурӑнать. Ялан малти ретре вӑл пулӗ, Ялан пурнӑҫа вӑл ҫутатать. Артист — театрӑн пӗр пӗрчи вӑл, Анчах та унсӑр ним те ҫук. Артист — хӗвел, вӑлах ҫут ҫӑлтӑр, Вӑл ҫутатать хӑй ҫуннӑ чух! Раштавӑн 7-мӗшӗнче Орининти информаципе культура центрӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кунта паян пурте пӗлекен, халӑх юратакан Оринин халӑх театрӗ 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Хӑйӗн тахҫанхи йӑли-йӗркипе Оринин — чӑннипех те театр сали. Оринин халӑх театрӗ ял историйӗнче темӗнле уйрӑм, пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Ӗлӗкех, кино та, телевизор та пулман чухнех этемлӗх театр енне туртӑннӑ. Мӗншӗн тесен театр — илӗртӳ тӗнчи, театр — туйӑмлӑх тӗнчи, театр — асамлӑх тӗнчи. Шекспир каланӑ сӑмахсене аса илсе «Оринин ялӗ вӑл хӑй театр» тесе калас килет. Чӑн та, Оринин ялӗнче театр ӗҫне хутшӑнман ҫынна тупма та йывӑр. Театр чапӗ вара тахҫанах тӑван Муркаш районӗнчен тухса пӗтӗм Чӑваш Республикипех сарӑлнӑ. |
Раҫҫейре
![]() Ҫук-ха. Аплах чӑрсӑрланма кирлӗ мар. Сӑмахӑмӑр — паян пӗтӗм ҫӗршывӗпех йышӑну кунӗ ирттерни пирки. Ӑна Раҫҫей Президенчӗн йышӑнӑвӗпе ирттерме шутланӑ. Ӳлӗмрен — кашни ҫулах, раштавӑн 12-мӗшӗнче. Чӑваш Республикин Элтеперӗн администрацийӗнче ҫынсене Шупашкарти Президент бульварӗнче 10-мӗш ҫуртри 1-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ятарласа ҫырӑнма кирлӗ мар. Каяс текенсен паспорт кӑна пулмалла. Йышӑну кӑнтӑрлахи 12 сехетрен тытӑнса каҫхи сакӑр сехетчен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |