Персона
![]() «Пӗр япалана асӑрхарӑм-ха эпӗ, — терӗ паян пӗр паллаканӑм, чӑннипех пултаруллӑ ҫынна пурӑннӑ чухне те хисеплеме пӗлмеҫҫӗ, вӑл вилсен пушшех те манса каяҫҫӗ». Кӳренӳ сисӗнекен ҫак сӑмахпа килӗшсен те пулать, тавлашсан та. Анчах ҫав ҫын сӑмахне ҫак самантра Анфиса Смелова артистка ҫуралнӑранпа нарӑсӑн 15-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнине паян кӑна пӗлнӗрен аса илтӗм-ха. Каҫартӑрах ӗнтӗ вӑл… Анфиса Смелова Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 33 ҫул ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл тӗрлӗ кӑмӑллӑ хӗрарӑм рольне калӑпланӑ. Унӑн сӑнарӗ Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнчи Ҫар Мухтавӗн монуменчӗн амӑшӗнче калӑпланнине паян пурте пӗлмеҫҫӗ те пулӗ. Пуҫа тӑхӑнмаллине тата платьене театртан илнӗ, ыттине — таврапӗлӳ музейӗнче. Анфиса Смелова 1939 ҫулта Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ, Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл Николай Айзманӑн «Кай, кай Ивана» камичӗ тӑрӑх лартнӑ спектакльте 24 ҫул Вӗҫелис рольне вылянӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ 2010 ҫулта вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Лавккасем халӗ унта та кунта ҫумӑр хыҫҫӑнхи кӑмпа евӗрех ӳссе лараҫҫӗ. Тепӗр тесен лайӑх-ха ӗнтӗ: пӗр ҫӗрте килӗшмесен тепӗр вырӑнта туянма пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пӗршенерте лавкка туса лартӗҫ. Район администрацийӗ ҫӗре сутма аукцион ирттернине хыпарлать. 50 тӑваткал метр лаптӑка туянас шухӑшлисем виҫҫӗн тупӑннӑ иккен. Ҫӗрӗн малтанхи хакне 43 пин те 600 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Аукционта уншӑн Р.В. Иванова ятлӑ хӗрарӑм пек сӗнекен пулман. Вӑл ӑна пуринчен хаклӑрахпа, 63 пин те 220 тенкӗпе, туянма кӑмӑл тунӑ. Ҫапла вара ҫӗре райадминистраци ӑна сутса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кунта малтан почта ӗҫленӗ... Ҫапла шухӑшлать Шӑмӑршӑ район администрацийӗ. Ялсенче юлашки ҫулсенче хитрелетес-капӑрлатас тесе ҫынсем нумай тӑрӑшнине пӗлтереҫҫӗ унтисем. Илемлине кура вӗсем район шайӗнче чи хӑтлӑ ял-урама палӑртма йӗркелекен конкурса та хутшӑнакансем те сахал-мӗн районта. Анчах, шел те, тепӗр организаци-учрежденийӗ хӑйӗн балансӗ ҫинчи кивелнӗ ҫуртсене те хаклӑ реликви вырӑнне хурса тытать. Е вӗсем пурри ҫинчен манса кайнӑ темелле-ши? Апла-и, капла-и, анчах кивӗ япала илем кӳме пултараймасть тесе шухӑшлать Шӑмӑршӑ район администрацийӗ. Ҫакна ӗнентерме вӑл ӳркенмесӗрех кивӗ икӗ ҫурта вырӑна ҫитсех ӳкернӗ. Начаррисен шутӗнче вырӑнтисем хӑй вӑхӑтӗнче почта пулнӑ Анат Чаткасри тата Пуянкассинчи ҫуртсене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Мускаври Новински районта пурӑнакан, йӗрке хуралҫисене хӑй каланӑ тӑрӑх ниҫта та ӗҫлемен 27 ҫулти хӗрарӑма вӑрӑсем 15,5 миллион тенкӗлӗх пурлӑхсӑр хӑварнӑ. Пӗҫертнӗ япаласем хушшинче 1,7 миллион тенкӗ тӑракан ҫӳлевӗҫ кӗрӗкӗ, крокодил тирӗнчен тӑракан 18 пин евро тата 33 пин доллар тӑракан пештӗрсем (сумкӑсем), кӑш тирӗнчен ҫӗленӗ икӗ кӗрӗк, шиншиллӑран пӗр кӗрӗк (вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 55 пин долларпа танлашать), кӗрен ылтӑнран хатӗрленӗ 50 пин доллар тӑракан «Ролекс» сехет. Унсӑр пуҫне вӑрӑ шурӑ ылтӑн сехете те, 10 пин доллар тӑракан карас телефонне те, хаклӑ чултан паллӑ ҫурчӗсем ӑсталанӑ ювелир эрешсене ҫаклатса кайнӑ. 700 доллар тӑракан чӑматан та ҫухалнӑ. Унта вӑрланӑ пурлӑха чиксе тухса кайнӑ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Мӗнех... Чӑн та тар тӑкса ӗҫлесе илнӗ укҫапа туяннӑ япаласемех пулсан каялла таврӑнаҫҫех тесе шутлас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Кирилловсем сертификат илнӗ Чӑваш Енре 2011 ҫултанпа нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр параҫҫӗ. Нумаях пулмасть Куславкка хулинче пурӑнакан Павелпа Людмила Кирилловсене ҫӗр лаптӑкӗ илмелли сертификат панӑ. Сертификата ҫемьене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев тыттарнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне Куславкка районӗнче нумай ачаллӑ 44 ҫемье ҫӗр лаптӑкӗ илмешкӗн черетре тӑрать. Вӗсенчен 35-шӗ панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн, 8-шӗ вите-сарай тӑвасшӑн, 1 ҫемье дача пек усӑ курасшӑн. Хальлӗхе 43 ҫемье тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗллӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Булатовсем Нарӑс уйӑхӗ етӗрнесемшӗн «тухӑҫлӑ» иртет тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Ҫак уйӑхра районта виҫҫӗмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ. Ачасене ЗАГС пайӗнче нарӑсӑн 19-мӗшӗнче регистрациленӗ. Кунашкалли Етӗрне районӗнче юлашки 10 ҫулта пулман иккен. Хальхинче йӗкӗреш Еленӑпа Алексей Булатовсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗсен ӗкӗреш хӗрсем — Викторийӑпа Варвара — ҫут тӗнчене килнӗ. ЗАГС пайӗнчи ӗҫченсем телейлӗ ашшӗ-амӑшне ача ҫуралнине ӗнентерекен хут панӑ май чун-чӗререн саламланӑ, хӗр пӗрчисене ҫирӗп сывлӑх суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ микрорайонӗнче пӗр ҫын патне хура тумлӑ юмӑҫ пынӑ та хайхи ӑна усал вӑйсем пӑсни пирки пӗлтернӗ. Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫынна час ӗненекенсен йышшинчен пулнӑ. Ҫитменнине юнашарти темле палламан хӗрарӑмсем те калаҫӑва хутшӑннӑ. Хайхискерсем юмӑҫа хӑйсене те пӑтӑрмахсенчен хӑтарнӑшӑн тав тунӑ. Вӗсем ултавҫӑпа пӗр майлӑ пулнисемех пулнӑ-тӑр. Юмӑҫ ӑншартнине сирмешкӗн хӗрарӑмран 40 пин ытла тенкӗ илнӗ, хӑйне вара киле ылтӑн эрешсене илме чуптарнӑ. Хӗрарӑм тепӗр сехетрен вырӑна таврӑннӑ, анчах унта юмӑҫӑн шӑрши-марши те пулман. Хур курнӑскер полицейскисене шӑнкӑравланӑ. ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсен ҫакнашкал ӗҫӗсем нумайланнине асӑрхаттарать, ҫынсене асӑрхануллӑ пулма, палламан ҫынсене тата карас телефон ҫине килекен ҫырусене ӗненмелле маррине калать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑ районӗнче кашкӑрсемпе тилӗсен шутне йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑхпа та ҫыхӑннӑ. Чӗрчунсем район ҫыннисен сывлӑхне сиен кӳме пултараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирӗк панӑ мӗн пур мелпе сунара тухма юрать. Районти кирек мӗнле вырӑрта та чӗрчунсене пеме ирӗк пур, анчах федераци пӗлтерӗшлӗ сыхлакан территори ҫак йыша кӗмест. ЧР патшалӑх сунар тӗрӗслевӗ аса илтерт: чӗрчун йышне шута илмешкӗн сунара кайиччен ирӗк илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Нестӗр Янкас поэт ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Трак енри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи Информаципе кану центрӗнче сумлӑ поэта тата Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкне халалласа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков та хутшӑнчӗ. Литература каҫне пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ уҫрӗ. Вӑл Нестӗр Янкасӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сӑмах пачӗ. Тухса калаҫакан Нестӗр Янкасӑн чӑваш литертуринчи вырӑнӗ, тӑван енре поэтӑн пархатарлӑ ятне упрассипе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. Шупашкарти ентешлӗхпе пӗрле унӑн еткерлӗхне халалланӑ сумлӑ кӗнеке кӑларни, Янкас ялӗнче обществӑлла музей ӗҫлени тата поэтӑн ялӗнчи пӗр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унӑн пултарулӑхне халалласа вуншар конкурс ирттерни ҫинчен илтме кӑмӑллӑ пулчӗ. Кун хыҫҫӑн пухӑннисем 2013 ҫулшӑн пӗрлӗх ҫумӗнчи районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас енӗпе ӗҫленӗ комисси йышӑнӑвне итлерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӑмӑртура Етӗрне районӗнчи Пӑчанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иванов Анатолий Геннадьевич Чечняра пуҫне хунӑ. Пӑчанар ялӗ Кӑкшӑм ял тӑрӑхне кӗрет. Паттӑр салтака асӑнса Кӑкшӑмра кӑҫалхипе 9-мӗш хут йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва районти тӗрлӗ шкул ушкӑнӗсем хастар хутшӑнчӗҫ: Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкул спортсменӗсемпе танах Палтайри, Урпашри, Етӗрнери 2-мӗш номерлӗ, Мӑн Чурашри, Тури Ачакри тата Кивӗ Тинкешри вӑтам шкул ачисем хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисене Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ Михайлов Константин Николаевич саламларӗ. Унтан Анатолий амӑшӗ Калиса Михайловна тата Етӗрнери Афган вӑрҫине хутшӑннисен «Вӑрҫӑра сусӑрланнисем» обществӑлла организаци председателӗ Кириллов Николай Ильич ӑмӑртӑва хутшӑнакансем умӗнче сӑмах каларӗҫ. Чи малтан старта Кӑкшӑмри «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекен Алеша Иванов тухрӗ, ӑна асӑнмалӑх медаль, Хисеп хучӗ тата парне парса чысларӗҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |