Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ аукционсене ӳлӗмрен он-лайн меслечӗпе ирттерме пуҫлать. Кун пирки республикӑн тӗп хулин Пурлӑх управленийӗн комитечӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗлӗхе «Уҫӑ хула» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май хута ямалла иккен. Аукционасене он-лайн меслечӗпе йӗркелени суту-илӗве уҫҫӑн ирттерме май памалла. Ун йышши пирвайхи аукцион ыран, ирхи 10 сехетре, пуҫӑнмалла. Хӑҫан епле аукцион иртессипе ӳлӗмрен хулан сайтӗнче, www.чебоксары.рф, адреспа паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи Турханта Афганистан вӑрҫине хутшӑннисен обществӑлла организацийӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ. Официаллӑ цифрӑсем вӑл вӑрҫӑра 15 051 совет салтакӗ вилнине пӗлтереҫҫӗ. 417 хыпарсӑр ҫухалнӑ е тыткӑна лекнӗ. Ҫӗмӗрле ҫар ӗҫ комиссариачӗ урлӑ Афган вӑрҫине лекнисенчен Иван Кириллов, Григорий Антонов, Владимир Маскин, Анатолий Максимов вилнӗ. Евгений Сергеев хыпарсӑр ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлери уйрӑм — республикӑра йӗркеленнӗ 17 уйрӑмран пӗри иккен. Ӑна 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пуҫарса янӑ. Ертӳҫӗ пулма малтанласа Ю.В. Кузьмин афганеца шаннӑ. Каярах ертӳҫӗ тивӗҫне С.Л. Калашников, Г.Л. Альцев, В.Г. Ефимов пурнӑҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра ушкӑн 30 ытла ҫынна пӗтӗҫтерет. Шӑматкунхи отчетпа суйлав вӑхӑтӗнче Александр Горбунов кандидатурине пӗр саслӑн ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кун пирки Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ пӗлтерет. Телефонсене тӗрмен промышленноҫ зонине кӗрекен «ГАЗ» машинӑра асӑрханӑ. Телефонсене тата сим-карттӑсене, телефонпа усӑ курма кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре керамблок айне хумалли йывӑҫ хатӗр варринче асӑрханӑ. Ку факта административлӑ протокол шӑрҫаланӑ иккен. Маларах Ҫӗрпӳри 9-мӗш колонире ӗҫлекен кӗҫӗн инспектор тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхискер тӗрмере ларакансене телефонсем илсе кӗртсе панишӗн пӗррехинче 3 пин тенкӗ укҫа, тепрехинче бензопӑчкӑпа илнӗ тесе хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ляпис Трубецкой» текен Белоруссири панк-ушкӑн Шупашкарта, «Олимп» концерт залӗнче, концерт кӑтартнӑ. Республикӑн тӗп хулине килнӗскерсем чӑвашсен ялавӗпе асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Концерта панк-ушкӑн нарӑсӑн 6-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Килме вӑл иртнӗ ҫулхи кӗркуннех палӑртнӑ пулнӑ иккен, анчах ун чух солист чирлесе ӳкнипе ҫитеймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Калинин районӗнче пурӑнакан 36 ҫулти арҫын хӑйӗн йӗкӗреш тӑванне пӗр черкке шурӑ эрехшӗн мӑйӗ тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе тирсе пӗтернӗ. Суранланнӑ арҫын тепӗр кунне пульницара вилсе кайнӑ. Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр тӑвансем сӗтел ҫинче ларнӑ пӗр черкке шурӑ эрех пирки тавлашса-хирӗҫсе кӗрсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри, шар кураканни, ҫуттине ҫавӑрса хунӑ иккен. Черечӗпе вара унӑн пулман-ши — тепри ҫавӑншӑн урсах каять. Часах иккӗш хирӗҫсе каяҫҫӗ. Черккесӗр юлни алла ҫӗҫӗ ярса илет те тӑванне темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикет. Нумаях пулмасть суд пулса иртнӗ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗреймен пулин те епле йышӑнни паллӑ: тӑванне суранлатнипе вӗлернӗ арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатмалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хаҫатсенче «кафере ӗҫлеме официантсене шыратпӑр» текен пӗлтерӳ хыҫҫӑн кайса чӑвша хӗрарӑмӗсем Самар хулинчи преступниксен аллине лекнӗ. Унта вӗсене ирӗксӗр лартса кайнӑ имӗш. Лере хайхисене хӑйсен ӳтне сутса пурӑнма хистенӗ. Тарма хӑтланакансене тытса пырнӑ, хӗненӗ иккен. Преступниксен аллине чӑваш хӗрӗсем кӑна мар, Самартан та, Чӗмпӗр облаҫӗнчен те лекнӗ. Пӗтӗмпе 27 пикерен кая мар пулнӑ теҫҫӗ. Интим салонне Толльятти хӗрарӑмӗ, 32 ҫулти Наиль Нурдинова текенскер пуҫарнӑ пулать. Йыша тата темиҫе ҫын кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри йӗрке хуралҫисен ушкӑн пирки информацие пӗлтерме килӗшнӗ. Ӑна ултӑ ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупса хума йышӑннӑ. Ыттисене тӑхӑр ҫултан пуҫласа виҫҫӗччен кирпӗч шутлама ӑсатнӑ. Икӗ преступника тӗрмене хупмасӑр явап тыттарнӑ. Ушкӑна пухнӑ хӗрарӑма 11 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ольга Вилухина. Хӗрарӑм биатлонистсем паян пире тепӗр медальпе савӑнтарчӗҫ. Унччен конькипе тупӑшакан Ольга Граф бронза медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Халӗ, ав, тепӗр Ольга медальлӗ пулса тӑчӗ. Вӑл та Ольга, анчах Вилухина биатлонистка. Спринта Екатерина Шумиловӑна тепӗр спортсменка ӑнсӑртран йӗлтӗрпе лектерчӗ те чупнӑ ҫӗрте персе анчӗ, туйине те хуҫса пӑрахрӗ, винтовки те ванса кайрӗ. Финиша вӑл 60-мӗш ҫитрӗ. Ольга Зайцева — 28-мӗш. Бронзӑна илеймӗ-ши тесе шаннӑ Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Яна Романова 19-мӗш вырӑна тухрӗ. Пӗрремӗш вырӑнта — Словаки биатлонистки Анастасия Кузьмина. Тӗрӗссипе, вӑл Раҫҫей спорстменкиех-ха, Словакишӗн ӑмӑртать. Бронза медале Украина биатлонистки Вита Семеренко ҫӗнсе илчӗ. |
Тӗнчере
![]() Нумай пулмасть кӑна кӑна Раҫҫей спортсменӗсем пуҫласа медале тивӗҫрӗҫ. Ӑна илсе килекенни — конькипе тупӑшакан Ольга Граф. Вӑл 1983 ҫулта Омск хулинче ҫуралнӑ, национальноҫӗпе — нимӗҫ. Ӑмӑртӑва пуҫламӑшӗнчен пуҫласа пӑхакансем Юлия Скокова ҫӗнтерессе те малтанласа шанчӗҫ-тӗр. Ара, тупӑшӑва вӑл та начар мар пуҫларӗ-ҫке. Анчах кайран старта вӑйлӑраххисем тухрӗҫ. Ҫапла вара Юлия Скокова 9-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Екатерина Шихова — 21-мӗш. Ылтӑн медаль хуҫи — Голланди спортсменӗ Ирен Вюст. Виҫӗ пин метра вӑл 4.00,34 минутра чупса тухрӗ. 4.01,95 минутра ӗлкӗрнӗ Чехи спортсменӗ — Мартина Сабликова кӗмӗл медаль хуҫи. Арҫынсен скиатлонӗ те питӗ хумхантармалла иртрӗ. Шел те, пирӗн Максим Вылегжанин финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗ, ҫапла вара ӑна бронза лекмерӗ. |
Хулара
![]() Республикӑн тӗп хули «МИПИМ–2014» текен курава пуҫласа хутшӑнма хатӗрленет. Асӑннӑ мероприяти кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртет иккен, Шупашкар вара унта пуҫласа хутшӑнать. Францире иртекен курава тӗрлӗ сферӑра ӗҫлекенсем — куҫман пурлӑх, инвестици рынокӗсенче тӑрӑшакансем, девелоперсем, архитекторсем, патшалӑх служащийӗсем, финансистсем — хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкар экспозицийӗ Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ экспозицийӗпе пӗрле вырӑн тупӗ. Чӑвашсемсӗр пуҫне унта тата тепӗр 24 регион кӗнӗ. Шупашкар кӑтартакан тӗп самантсен шутӗнче Йӑлӑма, Лакрей вӑрманӗпе Шупашкара 500 ҫул парка юсаса ҫӗнетмелли, Хӗрлӗ лапама, «Ҫӗнӗ хула» тата Сад микрорайонсене хӑтлӑх кӗртессин проекчӗсене тӑратасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче республикӑн чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчахӗсене палӑртнӑ. Конкурса 35 ҫула ҫитичченхи 9 ученӑй хутшӑннӑ. Вӗсен вӑтам ҫулӗ — 32-33 иккен. Конкурса виҫӗ номинаципе ирттернӗ. Естествӑллӑ ӑслӑлӑхсен енӗпе чи лайӑх ӑсчах ятне хими ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Алексей Ерёмкин тивӗҫнӗ. Органика хими енӗпе вӑл 60-а яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ иккен. Техника ӑслӑлӑхӗсен енӗпе физикӑпа математика кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн математика тишкервӗн кафедра заведующийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Тихонов ҫӗнтернӗ. Социогуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе юлашикнчен асӑннӑ аслӑ шкулта педагогикӑпа яковлевоведени кафедрин доцентӗнче тӑрӑшакан Игорь Кожанов мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |