Чӑваш чӗлхи
![]() Ларура / Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи Ваттисен Канашӗн пухӑвӗ иртнӗ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Ӑна Виталий Станьял ертсе пынӑ. Пухура орфографи ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Доклад калаканни Денис Гордеев ҫыравҫӑ пулнӑ — вӑл ҫак йӗркене «ҫӳлтен» хушнипе (эпир пӗлнӗ тӑрӑх Патшалах Канашӗ хирӗҫ сасӑланӑ) кӗртнине, хӑй вӑхӑтӗнче халӑх ӑна хирӗҫ пулнине (ЧНК вӑл вӑхӑтра сивленӗ) палӑртнӑ. Улшӑнусем хыҫҫӑн хӑш-пӗр сӑмахсене вырӑсла куҫарнӑ чухне йывӑрлӑхсем тухни пирки, ӑнланӑвне пӑтраштарма пултарни пирки каланӑ Денис Викторович. Ку ыйтупах Виталий Станьял та сӑмах каланӑ. Хӑй докладне вӑл «Тимӗрҫӗн пуртти мӑка» ят панӑ. Виталий Петрович та малтанхи орфографи йӗрки патне таврӑнма ыйтнӑ, вӑл йӗрке академилле сӑмахсарсенче те хӑйӗн тӗрӗслӗхне кӑтартни пирки каланӑ. Ларӑва Николай Егоров профессор хутшӑннӑ. Сӑмахсене уйрӑм ҫырассине ырлакансенчен пӗри пулнӑран вӑл ҫак йӗркене хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ, анчах та ӑна итлекенсем пулман имӗш — ҫапларах пӗлтерет Тимӑр Акташ. |
Персона
![]() К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Лаврентий Таллеров ҫыравҫа асӑнса асӑну каҫӗ ирттернӗ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал вӑл 85 ҫул тултармаллаччӗ. Чӑваш халӑх писателӗ пирӗнтен пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче уйрӑлса кайрӗ. Асӑну каҫӗ валли музейҫӗсем «Чӗре хушнипе» курав хатӗрленӗ. Асӑну каҫне Чӑваш Республикин Профессилле ҫыравҫӑсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Артемьев, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Виталий Станьял, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Юлия Силэм хутшӑннӑ. Таллеров хайлавӗсенчи ҫутӑ сӑнарсем пирки Анатолий Кипеч, Ева Лисина, Денис Гордеев ҫыравҫӑсем тухса калаҫнӑ. Лаврентий Таллерова асӑнса ирттернӗ каҫа ҫыравҫӑн хӗрӗ Татьяна Максимова тата мӑнукӗ Людмила та хутшӑннӑ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Карас телефонӗпе усӑ куракансен шучӗ Чӑваш Енре 2,1 миллионран иртнӗ. Ку вӑл — 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне. Кун йышши ҫыхӑнупа усӑ куракансен йышӗ ҫур ҫулта тата тепӗр 3,5 процент хушӑннӑ иккен. Абонентсем шучӗ «пысӑк виҫҫӗнлӗх» текен операторсен уйрӑмах хушӑннӑ иккен. Чӑваш Ене карас ҫыхӑнӑвӗ сарӑлнин шайӗ 169 процента ҫитнине пӗлтереҫҫӗ. Ку цифрӑна та ҫур ҫул каяллахипе танлаштарса пӑхнӑ. Ӳсӗм 6 процент-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан, кашни абонент пуҫне 1,7 сим-карта лекет. Карас ҫыхӑнӑвӗ урлӑ тӗнче тетелне тухакансем йышӗ уйрӑмах пысӑкланса пырать иккен. Ҫур ҫулта ҫак цифра 1 миллион ытла пысӑкланса 1,75 миллион ҫынна ҫитнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӑваттӑмӗш теҫеткене ҫывхаракансемпе вӗсенчен аслисем Чӑваш радиопа «Асанне юмахӗсем» кӑларӑм пынине астӑваҫҫех ӗнтӗ. Ун чух радио- тата телекӑларӑмсене ертсе пыракансем пурте тӗлӗнмелле илемлӗ те уҫӑмлӑн, чарӑну паллисене вырӑнлӑн лартса калаҫатчӗҫ. «Асанне юмахӗсене» ертсе пыракан Вера Голубева та ҫавӑн йышши ӑстасенчен пӗриччӗ. Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Вера Голубева радиокӑларӑмӗсенче янӑранӑ юмахсенчен пухнӑ кӗнеке пичетленнӗ. Ӑна «Асанне юмахӗсем» тесе ят панӑ. Ҫӗнӗ пичет кӑларӑмне асӑннӑ радиопередачӑра янӑранӑ 18 юмах кӗнӗ. Вера Голубева пирки аса илтӗмӗр пулсан, ун пирки темиҫе сӑмахпа та пулин каласа хӑвармаллах. Вера Ивановна — РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки. 1928 ҫулта Елчӗк районӗнчи Каркалар ялӗнче ҫуралнӑ. 19 ҫулта чухне ӑна республикӑри колхоз театрӗн труппине илеҫҫӗ. Кӑштахран вӑл Чӑваш ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленӗ. Каярах пукане театрне куҫнӑ. «Ачасене юратниех ҫапла тума хистенӗ», — теҫҫӗ ун пирки. Кӗнекене хатӗрлекенсем Вера Голубевӑн сассиллӗ диска та кӗнекепе комплекта кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли кӗнеке ҫыракансен хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтерет. Унта пӗчченшерӗн те, темиҫе автор пӗр пулса та хутшӑнаяҫҫӗ. Номинацисем ҫапларах: шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав, вӑтам ӳсӗмри ачасем валли ҫырнӑ хайлав, аслӑ классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлав. Кашни номинаципех пӗрер грант пӑхса хӑварнӑ. Шӑпӑрлансем валли шӑрҫаланипе 50 пин тенке тивӗҫес шанчӑк пур, вӑтам ӳсӗмрисемпе аслисем валли ҫырсан — 75-шер пин тенке. Конкурса хут ҫине пичетленӗ тата электрон вариантлӑ алҫырӑва тӑратмалла. Ӗҫсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ҫав уйӑхӑн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Камсем ҫӗнтернине юпа уйӑхӗн ҫурринчен кая юлмасӑр пӗтӗмлетме шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чулхулара пурӑнакан Виктор Медведев ятлӑ ҫын хӑйне евӗр сӗтелҫи вӑййисем шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗсене вӑл «чӑваш шашки» тата «Шупашкар шашки» тет иккен. «Чӑваш шашкине» епле вылямаллине «Тӗлӗнмелле шашкӑ» ятлӑ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хӑтлав ирттерсех пахалаттарнӑ иккен. Кӗнеке хаклавне Чулхулара кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче йӗркеленӗ. «Чӑваш шашки» «тӳнтер шашкӑ» вӑйӑн хӑйне евӗрлӗ шутланать-мӗн. Ҫапла калани чётлӑ майпа ҫӳренӗ чух шашкӑн вӑйӑ йӗрки пӗр майлӑ иккен, чётлӑ майпа мар чухне — тепӗр йышши. «Чӑваш шашкине» йӑлана кӗнӗ шашка хӑми ҫинчех выляҫҫӗ. Унта пурӗ 32 шашка иккен. Вӗсем хурапа шурӑ тӗслӗ кӑна мар. Кӑвакпа хӗрлӗ тӗссем те пур. Шуррипе кӑвакки пӗр вӑйӑҫа лекет, хурипе хӗрли — тепӗрне. Хӑшӗ епле ҫӳрени пирки каласан, хурисемпе шуррисем малалла диагональ тӑрӑх куҫаҫҫӗ иккен, кӑваккисемпе хӗрлисем — малалла, айккинелле вертикальпе тата горизонтальпе. Юрӗ, мӗнпур йӗрке пирки ҫырса кӑтартар мар — вӗренесех тесен хӑнӑхма пулать. «Шупашкар шашки» вӑйӑ та хӑйне евӗр. Унта пурӗ 40 шашка вылять иккен. Мӗнпурӗшӗ малалла диагональпе куҫать, тепӗр ҫынӑнне горизонтальпе тата вертикальпе «ҫиет» иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрнери Культура ҫуртӗнче Культура ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа уяв ирттерчӗҫ. Уява районти культура ӗҫченӗсемпе ӗмӗрне халӑх хушшинче ирттернӗ культура ветеранӗсем, пултарулӑх ҫыннисем, районта кун ҫути курнӑ, хальхи вӑхӑтра аякра ӗҫлесе пурӑнакан пултарулӑх хӑнисем чылайӑн пуҫтарӑннӑ. Уява район гимнӗпе уҫрӗҫ, Етӗрне район гимне районти культура ӗҫченӗсен, коллективсен пӗрлештернӗ хорӗ шӑрантарчӗ. Пухӑннисене Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин саламларӗ, пурне те телей, пултарулӑхра ӑнӑҫусем, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ, культура ҫулталӑкӗнче наци культура шайӗ татах та ҫӳллӗрех шая ҫӗкленессине шанса пурне те ҫак сӑваплӑ ӗҫре малашне татах тӑрӑшарах ӗҫлеме чӗнсе каларӗ. Унтан культурӑра ку таранччен тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн районти чылай культура ӗҫченӗ республика шайӗнчи тата вырӑнти администрацин Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Уявра районти тӗрлӗ колектив хӑйӗн пултаруллӑхӗпе паллаштарчӗ: юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ «Латус», Пӗрҫырланти «Сӑр ен» фольклор ушкӑнӗ, «Отрада» фольклор коллективӗ, «Пушкӑрт» ташӑ ушкӑнӗ, вырӑс юррисене юрлакан «Калинка» халӑх ансамблӗ, «Дюймовочка» ташӑ ушкӑнӗ, баянистсен дуэчӗ «Родные напевы» тата ыттисем те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Олимп вӑййисене халалласа Олимп ҫулӑмӗн уявӗсем Етӗрне районӗнче те иртеҫҫӗ. Районта Олимп ҫулӑмне шкулсене ҫитерсе парассипе эстафета пуҫланнӑ. Ӗнер факела Етӗрнери 2-мӗш вӑтам шкул коллективӗ Пӗрҫырлан шкулне илсе килнӗ, ҫак ятпа унта уяв иртнӗ. Паян Пӗрҫырлансем ӑна Палтайри вӑтам шкул вӗренекенӗсене ҫитерсе панӑ. Унтан факел ҫулӗ Кӑкшӑмри шкул вӗренекенӗсем патне кайнӑ. Кӑкшӑмсем факела кӗтсе илме тӗплӗн хатӗрленнӗ: палтайсене спорта халалланӑ плакатсем, шарсемпе лентӑсем йӑтса салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. Шкулти аслӑ вожатӑй Л.П. Мидакова, класс ертӳҫисем ертсе пынипе Олимп ҫулӑмне хисеплӗ коридорпа тӑрса : «Ура!» — тесе хавхаланса саламланӑ. Унтан кашниех факела алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Иосифовна Александрова шкулти музей ертӳҫи: «Музей валли паха материал пулать», — тесе хаваспах ачасене сӑн ӳкернӗ. Хыҫҫӑн шкулти спортсменсем вӑй-хал культурине вӗрентекеӗ А.В. Воронов тата шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан В. |
Культура
![]() Республикӑн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче Культура ҫулталӑкне халалласа ҫитес юнкун халӑхсем хушшинчи «Культура кӗперӗ» курава уҫма палӑртнӑ. Унта Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Турцири пӗрер художникӗн ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Чӑвашсенчен курава Праски Виттин ӗҫӗсене тӑратӗҫ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Енӗн Ӑслӑлӑхпа ӳнерӗн наци академийӗн чӑн пайташӗ, Чӑваш Енӗн Петр Егоров ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ. Унӑн хисеплӗ ячӗсене тата асӑнса кайма пулать-ха, анчах кирлех-ши? Праски Витти тени те ҫителӗклӗччӗ-тӗр — ара, ун пек те ҫынсем ӑна аван пӗлеҫҫӗ. Хӑй вӑл Вӑрнар район чӑвашӗ. Тутарстанӑн тата Турцин художникӗн ӗҫӗпе те курав туллин паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн регионӗсен ҫынсем ҫутӑпа усӑ курассин виҫине пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртмалла иккен. Кун пирки Раҫҫейӗн тариф службин электроэнергетика отрасльне йӗркелесе тӑракан управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Светлана Гудкова каланӑ. «Ку вӑл социаллӑ нормӑсене ҫирӗплетнӗ пилотлӑ реионсене пырса тивет», — тенӗ иккен вӑл. Калаҫӑва пилотлӑ регионсенче ҫутӑн социаллӑ нормине пӗлтӗр усӑ курнине тишкерме йӗркеленӗ «ҫавра сӗтел» вӑхӑтӗнче пуҫарнӑ. Ҫутӑшӑн нормӑна Раҫҫейре кӑҫалтан кӗртме палӑртнӑ, шыв виҫине — ҫитес ҫултан. Социаллӑ виҫерен ытларах усӑ курсан пысӑкрах тарифпа тӳлеттерӗҫ. Ун хакне регионсем хӑйсем ҫирӗплетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |