Спорт
![]() Нарӑсӑн 15–16-мӗшӗсенче Йӗпреҫ районӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ аэродром патӗнче сноукайтинг енӗпе республикӑри ӑмӑрту иртмелле. Спортӑн ҫак енӗ виндсерфинга, серфинга и вейкбординга пӗрлештерет темелле. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене тикӗс мар вырӑнсемпе — хирсемпе вӑрмансем, ҫырма-ҫатра урлӑ — тупӑшма тивӗ. Пӗтӗмӗшле инҫӗш 40 ҫухрӑмпа танлашмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тупӑшу икӗ дивизионта иртӗ: йӗлтӗрпе тата сноубордпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хальхи вӑхӑтра медицина чылай вӑйлӑ аталанать. Пӗчӗк виҫепе тата вӑхӑтсӑр ҫуралакансене те ҫӑлса хӑвараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах кашни тӑваттӑмӗш ача ашшӗ-амӑшӗ пӑхса ҫитерейменнине пула вилет иккен. Ку цифрӑна нумаях пулмасть республика шайӗнче иртнӗ канашлура Сывлӑх сыхлав министерствин амӑшӗсемпе ачисене пулӑшу кӳрес енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Нина Емельянова палӑртса хӑварнӑ. Кипкери ачасен вилеслӗхӗн кӑтартӑвӗ пирӗн республикӑра пӗлтӗр 4,8-па танлашнӑ. Ахаль ҫыншӑн ку вӑл уҫӑмлӑ цифрах мар-ха. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫакӑ аван кӑтарту пулнине палӑртать — ҫак енӗпе Чӑваш Ен шӑпӑрлансем вилессипе пӗчӗк цифрӑллӑ виҫӗ регион шутне кӗртнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Хавал» ларӑвӗ Республикӑн наци вулавӑшӗнче иртнӗ эрнере «Хавал» перлӗхӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем чӑваш чӗлхин ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Хальхинче ларӑва Халӑх пуҫарӑвӗн комитечӗн координаторӗ Игорь Михайлов, вӑл — юрист, блогҫӑ, хутшӑннӑ. «Чӑваш патшалӑхӗ — кирлех-ши вӑл?» тема тавра калаҫнӑ май хастарсем республикӑн тӗп саккунӗнчен Чӑваш Ен патшалӑх шутланни пирки калакан ӑнлава кӑларса пӑрахнине аса илнӗ. Ҫапла йышӑнӑва 2012 ҫулхи ҫуркунне, Конституцие улшӑну кӗртнӗ чух, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем кӗртнӗ. Игорь Михайлов каланӑ тӑрӑх, апла йышӑну тӑвиччен ӑна халӑхпа сӳтсе явман. Саккун проекчӗ пирки ӑнлантарса паракан хутра та, профильлӗ комитетӑн ларӑвӗ валли хатӗрленӗ хутра та «патшалӑх» сӑмаха илсе пересси пирки асӑнни пулман-мӗн. «Патшалӑх» сӑмахсӑр юлнине Игорь Михайлов «патшалӑх переворочӗпе» танлаштарнӑ. «Патшалӑх» сӑмахсӑр тӑрса юлни юридици тӗлӗшӗнчен темле витӗм кӳмест-ха, анчах республикӑн политика тӗлӗшӗнчен вырӑн йышӑнассинче вара пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапла тума Мускавран сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тӗнче тетелне тухни, кашни ача аллинче карас телефонӗпе хальхи вӑхӑтри ытти хатӗрсемпе усӑ курни вӗренӳре кансӗрлет тетпӗр-ха та, анчах хӑш чухне вӑл та кирлӗ. Сусӑр ачасене карас интернечӗ вӗренӳре пулӑшмалла та. Кун пирки республикӑн Информаци политикин министерстви пӗлтерет. Ачасене килте ларса пӗлӳ тӗнчине кӗме карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗри май туса панӑ. Вӗрентӗвӗн ҫӗнӗ тытӑмӗ хальлӗхе Чӑваш Енри 55 ял-хулара вӑя кӗнӗ. 3G модемсем тата роутерсем пулӑшнипе ачасем онлайн меслечӗпе видеоуроксенче лараҫҫӗ, учительсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ, экзамен та ҫаплах тытӗҫ. Ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен оператор сигнал вӑйлӑрах пултӑр тесе ачасене ятарлӑ антеннӑсем тӳлевсӗр валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри ача-пӑча клиникинче пӑралуксӑр ӗҫлекен ультрасасӑллӑ диссектор килсе ҫитнӗ. Килсе ҫитнӗ кӑна мар-ха. Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне унпа икӗ операци тума та ӗлкӗрнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хирургинче унтан ирттерекен аппарат тӗнчере те ҫук. Пирӗн республикӑри пульницӑсенчен ӑна пуринчен малтан хута янӑ иккен. Ҫӗнӗ йышши хирурги приборӗ шалти органсен тӗртӗмне асӑрханса уйӑрма май парать. Ультрасасӑ вара тӗртӗмсене массаж та тӑвать, юн ҫаврӑнӑшне те лайӑхлатать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Республикӑн тӗп хулинче киосксемпе кӗрешӳ пуҫарнӑ. Тӳресем пӗлтернӗ тӑрӑх, саккунлӑ майпа вырнаҫтарманнисене сӳтеҫҫӗ. Кӑҫал кӑна тӑватӑ киоска пуҫтарса кайнӑ. Хула администрацийӗ ӑҫтисене те пӗлтерет: вӗсем — Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт, Эгер бульварӗнчи 51-мӗш, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 24-мӗш, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 101-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерсем. Пӗлтӗр 35 киоска сӳтнӗ, 2012 ҫулта — 54, 2011 ҫулта — 140. Ҫав вӑхӑтрах хула влаҫӗсем Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче «Епле суту-илӳ киоскӗсем кирлӗ?» сасӑлав ирттерни пирки аса илтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республикӑн тӗп хулинче ҫӳп-ҫап контейнерӗсене улӑштарас ӗҫ малалла пырать. Ӑна пӗлтӗр пуҫӑннине тӗп хулара пурӑнакансем асӑрхарӗҫ-тӗр. Йӑлари хытӑ каяша турттаракан хулари чи пысӑк предприятисенчен пӗри, «Спецавтохозяйство» хӑйӗн балансӗ ҫинчи мӗнпур контейнертан 35-е яхӑн процентне ҫӗнетнӗ иккен, «Таса хула» — 38 процент ытларах, «Экоцентр» — 100 проценчӗпех. Ҫав вӑхӑтрах «Эткер» тата «Вертикаль» предприятисем ылмаштарма та тытӑнман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Ыран, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, 17 сехетре «Сӗтев» хаҫат Шупашкарти филармонире хӑйӗн юбилейне ирттерӗ. Мероприяти канашлу евӗрлӗ иртӗ, хыҫҫӑн — савӑнӑҫлӑ концерт. Канашлу ячӗ — «Чӑваш Енӗн экономика, социаллӑ тата политика аталанӑвӗн альтернативла ҫулӗ». Меропритие йӗркелекенӗ — Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Андрей Кулагин. Тӳлевсӗр. Уява пурне те йыхравлаҫҫӗ. |
Хулара
![]() Ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑм ҫуратнӑ тесе хыпарлать Шупашкарти «Элара» завод професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ пирки. Ӑна иртнӗ нарӑсӑн 8-мӗшӗнче ирттернӗ. Ӑмӑртӑва асӑннӑ савутра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне «Авионика» МНПК» акционерсен уҫӑ обществинче, «Темп» тата «Инстэл» фирмӑсенче вӑй хуракансем хутшӑннӑ. Професси ӑсталӑхӗн конкурсне «Элара» заводӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне йӗркеленӗ. Ӑмӑртура радиоэлектроника аппаратурин тата приборсен 32 монтажникӗ, 22 фрезеровщик, 16 токарь, хими анализӗн 18 лаборанчӗ, 17 водитель, 16 маляр. 14 инженер-конструктор, трафарет, шкаласемпе платӑсем хатӗрлекен 10 ӑста хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑ. Кун йышши конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынине те палӑртаҫҫӗ. Унта студентсем те хаваспах тупӑшнӑ. Вӗсем — Шупашкарти электромеханика коллеждӗнче монтажника вӗренекенсем. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне «Эларӑра» монтажникра ӗҫлекен С.Д. Фёдорова, В.Ю. Чернов фрезеровщик, Ю.Б. Смелов токарь, Т.Г. Андреева лаборант, С.Н. Козлов водитель, О.Г. Маркова маляр, М.А. Краснов инженер-конструктор, Л.В. Кузьмина трафарет ӑсти тата ыттисем кӗнӗ. |
Персона
![]() Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хор артисчӗ, илемлӗх ертӳҫин пулӑшуҫи, труппӑна ертсе пыракан Анатолий Фёдоров 70 ҫул тултарать. Ҫак ҫулсенче ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ театрта вӑл 1966 ҫултанпа ӗҫлет. Паян та ӑста чылай спектакле ертсе пырать. Вӗсенчен самайӑшӗнче — «Флория Тоска», «Борис Годунов», «Риголетто», «Трубадур», «Севильский цирюльник», «Летучая мышь», «Сильва» — вӑл хӑй вылять. Анатолий Федоров республикӑра тата ҫӗршывра иртекен пысӑк мероприятисене йӗркелеме те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |