Кӳршӗре
![]() Вырсарни шкулӗн ҫурчӗ / «Кукӑль Урамӗ» проектран Пӗлтӗрсене эпир Ӗпхӳри чӑваш вырсарни шкулӗн ҫуртне сутса яма шухӑш тытни пирки пӗлтерсеччӗ. Юнкун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ та имӗш — ҫурта Нефтекамск хулинчи усламҫӑна Марат Хафизова сутса янӑ. «Коммерсант-Уфа» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуртшӑн ыйтнинчен икӗ хут пысӑкрах хак панӑ — пурӗ 5,23 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ пулать. Ҫапла май ҫурта 25 ҫуллӑха Марат Хафизова тара парӗҫ. Аукционра пурӗ тӑваттӑн хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче малтан «Лукойл-Уралнефтепродукт» топ менеджерӗ пулса ӗҫленӗ Марат Хасановӑн компанийӗ те пулнӑ имӗш. Аса илтеретпӗр, аукционра ҫӗнтерекене ҫурта 25 ҫуллӑха тара парӗҫ, хакӗ — пӗр тӑваткалшӑн 1 тенкӗ. Пӗтӗмӗшле ҫурт 728 тӑваткал метр йышӑнать. Марат Хафизовӑн халь икӗ ҫул хушшинче ҫак ҫурта юсаса ҫӗнетме тивӗ. Ун хыҫҫӑн ҫуртӑн 1-мӗш хучӗ — 187, 7 тв. м. — Чӑваш вырсарни шкулне куҫмалла. Ытти лаптӑкпа ҫӗнӗ хуҫа хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарӗ — офиссем йӗркелеме, усламҫӑсене тара пама. Хальхи вӑхӑтччен вара пӗтӗм ҫуртпа Чӑваш вырсарни шкулӗ усӑ курнӑ. Ку ҫурта 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен. Революциччен унта Ӗпхӳри кӗпӗрнен земство управленийӗ, Уес училищи вырнаҫнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫитӗнсе пыракан ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тата вӗренекенсен патриотла ӑнланулӑхне йӗркелес тӗллевпе Йӗпреҫ районенчи Пучинкери вӑтам шкулта шкулта кашни ҫулах халӑх хушшинчи хӳтӗлевпе спорт ӗҫӗн уйӑхлӑхне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та вӑл кӑрлачӑн 23-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 23-мӗшӗччен пырӗ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче шкулта хӑюлӑх урокӗсем, класс сехечӗсем, ҫар тата тӑван ҫӗре хисеплес темӑпа конкурссем, ҫавӑн пекех тӗрлӗрен савӑнӑҫлӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ. Акӑ, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче «Янӑра, салтак юрри — 2014!» юрӑ фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫалхипе 7-мӗш хут пуҫтарчӗ вӗренекенсене ҫак фестиваль. Шкулӑн пуху залӗ 6 урок хыҫҫӑн ачасен хаваслӑ сассипе тулчӗ. Кунта вӗренекенсемсӗр пуҫне вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, ӗҫ ветеранӗсем те килнӗ. Сцена ҫине умлӑн-хыҫлӑн 1-мӗш класра вӗренекенсенчен пуҫласа 11-мӗш класра вӗренекенсем хӑпарчӗҫ, тӗрлӗ вӑхӑтри салтак юррисене шӑрантарчӗҫ. Кашни класӑн хӑйӗн тумӗ: пӗрисем — моряксем, вӗсем тинӗс салтакӗсен юррине юрларӗҫ, теприсем — летчиксем, вӗҫевҫӗсен юррине юрларӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем — танкистсем, пограничниксем тата ытти те. |
Пӗлтерӳ
![]() Ҫитмелли ҫул / 2ГИС Пӗлтӗр иртнӗ «Чӑваш йӑмри» литература конкурсӗнче мала тухнисене эпир Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче 11 сехетре чыслӑпӑр. Сире парнесемпе чыслӑпӑр — вӗсем пирӗн яланхилле сахал мар пулӗҫ — картинсем, кӗнекесем, кунталӑксем (календарьсем). Юрӑ тӑхтавӗсене хӑйӗн пултарулӑхӗпе Муркаш районӗнчи «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ тултарӗ. Литература музейӗпе паллашас кӑмӑл пур пулсан 10 сехет тӗлне ҫитме пултаратӑр — сире валли музей ӗҫченӗсем ятарлӑ экскурси ирттерӗҫ. Литература музейӗ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта лекес тесен сирӗн вокзалтан «Мода ҫурчӗ» е «Республика тӳремӗ» чарӑнӑва ҫитмелле. «Мода ҫуртӗнче» ансан сирӗн ҫул урлӑ каҫса ҫӳлелле хӑпарма тивӗ. Тӗплӗнрех ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ. Вокзалтан 1, 4, 12 троллейбуспа, 15, 23 автобуспа, 31, 35, 36, 40, 41, 44, 50 маршруткӑпа ҫитме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Унан гобеленӗсем чӑваш ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗнӗ. Вӑл халӗ те хӑйӗн живопиҫӗпе тӗлӗнтерме пӑрахмасть. Ӳнер музейӗнче чӑваш халӑх ӳнерҫин Раиса Терюкаловӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Музей залӗсем Раиса Терюкаловӑн ӗҫӗсемпе илемленнӗ: портретсем, натюрмортсем, чечек композицийӗсем, гобеленсем. Ӳнерҫӗн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл тееймӗн. Ача чухне йывӑр чирпе нушаланни ӑна самаях хур кӳнӗ. Ҫапах ку пултарулӑхне пырса тивмен. Раиса Терюкалова Шупашкарти ӳнер музейӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл хӑй вӑхӑтӗнче хатӗрленмесӗрех кӗнӗ, мӗншӗн тесен унӑн путарулӑхне асӑрхамасӑр хӑвараймӑн. Унтан вӑл Ленинградри Михунин ячӗллӗ аслӑ ӳнер-промышленноҫ училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Чӑваш Ене усӑ кӳрессишӗн талпӑннӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче темиҫе ҫул ӗҫленӗ. Унӑн ӳнер музейӗнче упранакан гобеленӗсем — чӑн-чӑн шедевр. Раиса Терюкалова портретсем ӳкерме кӑмӑллать. Ытларах хӗрарӑмсене сӑнарлать. Курава музей фондӗнчи ӗҫсене ҫеҫ тӑратман. Унти харпӑр ҫын пуххинчи чылай ӳкерчӗк вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Республика шайӗнче иртнӗ конкурса пӗтӗмлетнӗ. Хула тата ял тӑрӑхӗсем ҫулталӑкӗпех «Чи хӑтлӑ тӑрӑх» ята илессишӗн тупӑшнӑ. Халӗ ҫӗнтерӳҫӗсем раҫҫей шайӗнче тупӑшма пултарӗҫ. Пӗтӗмпе 11 заявка пулнӑ. Пӗрремӗш категорире 2-ӗн пулнӑ, унта Вӑрнар ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш категорире 3-ӗн хутшӑннӑ, 1-мӗш вырӑна Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ тивӗҫнӗ. Тӑваттӑмӗш категорире хутшӑнакан нумайрах пулнӑ. Чи маттурри ятне Вӑрмар районӗнчи Чупай ял тӑрӑхӗ илнӗ. Конкурсҫӑсем ҫулталӑкӗпех тӑрӑшнӑ. Комисси ял е хула тӑрӑхӗнче тӗллевлӗ программӑсем мӗнле пурнӑҫланнине, строительство мӗнле пынине, пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсене пӗтернине, тавралӑха мӗнле илемлетнине хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсем хушшинче 1 миллион тенкӗ пайлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ушкӑнӗ Европӑра гастрольте пулнӑ. Чӑваш ташӑҫисем чикӗ леш енчи халӑха «Акӑш кӳлли», «Щелкунчик», «Ҫывӑракан пике», «Дон Кихот» постановкӑсем лартса кӑтартнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Европӑра ҫулҫӳревре темиҫе уйӑх пулнӑ. Вӗсем Германири, Польшӑри, Швейцарири, Италири, Австрири хуласене нимӗҫ импасариовӗ чӗннипе ҫитнӗ. Чӑваш артисчӗсем тӗрлӗ лапамра вылянӑ: ӗлӗкхи пысӑк театрсенчен пуҫласа спорт лапамӗсем таранах. Пирӗн артистсен пултарулӑхне чикӗ леш енчи халӑх хапӑлласах йышӑннӑ. Хӑсене ҫирӗп тытма пӗлекен нимӗҫсем те ура ҫине тӑрса алӑ ҫупнӑ. Итальянсем те артистсене кӑмӑллӑн йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет труппин илемлӗх ертӳҫи, тӗрлӗ конкурс дипломанчӗ Данил Салимбаев каланӑ тӑрӑх, ушкӑн ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫланӑ, пултарулӑха ҫӳллӗ шайра кӑтартнӑ. Уйрӑмах Андрей Субботин, Марианна Чемалина, Анна Серегина палӑрнӑ. Анасатасийӑпа Дмитрий Абрамовсен дебючӗ те тӗлӗнтернӗ. Дани Салимбаев гастроль артистсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта кӗҫех Лаврентий Таллеров тата Анисим Асламас ячӗллӗ урамсем пулма пултарӗҫ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗнче комисси ларӑвӗ иртнӗ, унта урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн ытти ҫурт-йӗре мӗнле ятсем памаллине сӳтсе явнӑ. Шупашкарти ҫуртсем ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнине час-часах кураймӑн. Чӑваш Енре вара паллӑ ҫын сахал мар пурӑннӑ. Халӗ ҫак лару-тӑрӑва ылмаштарма вӑхӑт ҫитнӗ-мӗн. Кӑҫал — Культура ҫулталӑкӗ-ҫке-ха. Дзержинск урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫинче кӗҫех асӑну хӑми ҫакмалла. Ӑна паллӑ патшалӑх ӗҫченне Леонид Прокопьева халаллӗҫ. Вӑл пурнӑҫӗн юлашки кунӗсене ҫак ҫуртра ирттернӗ. Асӑну хӑман эскизне конкурс ирттерсе суйланӑ та ӗнтӗ. Унта Владислав Немцевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Хӑмана гранитран тӑвӗҫ, брельефа — пӑхӑртан. Тӗп вырӑн Леонид Прокопьевӑн сӑнӗ йышӑнӗ. Тепӗр хӑмана Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫтарма пултарӗҫ. Вӑл Совет тапхӑрӗнче ЧР Культура министерствине ертсе пынӑ Ида Кочеткова ячӗпе пулӗ. Ӑна хисеплесе Шупашкарти ҫӗнӗ пӗр урама та ят хума палӑртнӑ. Ларура чӑвашсен паллӑ композиторне Анисим Асламаса, халӑх поэтне Лаврентий Таллерова та ҫапла хисеп тума сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Анатолий Артюшкин ӳнерҫӗ ӗҫӗсем Ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗн Культурӑпа кану центрӗнче Культура ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ лару иртрӗ. Унта пухӑннисем тӗрлӗ куравпа паллашрӗҫ: архив материалӗсемпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ кӗнекесен, тӗрлӗрен ал ӑстисен, Анатолий Артюшкин художник картинисен куравӗсемпе. Уява район пуҫлӑхӗ Александр Степанов уҫрӗ, район администрацин культура енӗпе ӗҫлекен Александр Самсонов юрӑҫа асамлӑ уҫӑ тыттарса культурӑшӑн татах та ытларах тӑрӑшса вӑй хума чӗнсе каларӗ. Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров районти ушкӑнсем ку таранччен тунӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Уява культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Васильевна Казакова хутшӑнчӗ, культурӑшӑн тӑрӑшнӑшӑн темиҫе ҫынна наградӑсем парса хисеп турӗ. Уявра ҫавӑн пекех чылай культура ӗҫченӗ райадминистраци Хисеп хутне тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тав хутне тивӗҫ пулчӗҫ. Унтан уяв концерчӗ пуҫланчӗ, районти тӗрлӗ ялтан пухӑннӑ ушкӑнсем: фольклор ушкӑнӗсем, ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем, Культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи хор тата ытти чылай артист пухӑннисене хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштарчӗҫ. |
Культура
![]() Культура ҫулталӑкне кашни районта уйрӑммӑн уҫаҫҫӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшӗнче, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче, унашкал мероприяти Елчӗк районӗнчи Патреккелте иртнӗ тесе пӗлтерет Тимӗр Акташ журналист. Ҫакнашкал мероприятисене илес пулсан ӑна кӑшт уйрӑмтарах хатӗрленӗ иккен — хӑнасене чейпе хӑналакан сӗтелсем кӗтсе илнӗ. Инҫех те мар — алӗҫ ӑстисен куравӗ. Юнашар тенӗ пек — «Елчӗксем литература тӗпелӗнче» кӗнеке куравӗ. Культура ҫулталӑкне уҫма район пуҫлӑхӗ Николай Миллин ҫитнӗ, ҫак мероприятие уҫнӑ хыҫҫӑн вӑл районта палӑрнӑ культура ӗҫченӗсене тав хучӗсемпе чысланӑ. Культура ҫулталӑкне уҫни пысӑк концертпа вӗҫленнӗ. Кунта Тӑрӑм ял тӑрӑхӗнчи «Алмантай» фольклор ушкӑнӗ те, Андрей Шадриков эстрада юрӑҫи те пулнӑ. Уйрӑммӑн, паллах, Патреккел халӑх хорне асӑнса хӑварас пулать — хӑнасене вӗсем тивӗҫлипех йышӑнчӗҫ. Сӑнсем: Тимӗр Акташ сӑнӗсем (6), официаллисен 1-мӗш пайӗ (21), официаллисен 2-мӗш пайӗ (31), официаллисен 3-мӗш пайӗ (38) |
Культура
![]() Республикӑра Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ кӗнекесен куравӗ йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӑрахмарӗҫ. Хӗрлӗ Чутай вулавӑшӗн ача-пӑча уйрӑмӗнче те ҫак кунсенче 2012-мӗш ҫулта ачасем валли пичетленнӗ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ республикӑри халӑх ытларах кӑмӑлланӑ чӑвашла тата вырӑсла пичетленнӗ кӗнекене тупса палӑртасси. Ӑна валли ятарласа «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкра чи нумай вуланакан кӗнеке) конкурс йӗркеленӗ. «Ача-пӑча тӗнчи» курава 30-а яхӑн 2012-мӗш ҫулта пичетленнӗ тӗрлӗ автор кӗнеки кӗнӗ. Ача-пӑча уйрӑмӗнчи Олимпиада-2014 тата Культура ҫулталӑкне халалланӑ кӗнеке-журнал куравӗпе та вулакансем хаваспах паллашаҫҫӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |