Раҫҫейре
![]() Шупашкар / Н. Плотников сӑнӗ Адыгей Республикинче ҫак вӑхӑтра туризмпа ӗҫлекен федераллӑ агентство йӗркеленӗ туристсен наци продуктне тӗнче шайӗнче анлӑ сарас меслетлӗхӗн пӗтӗм Раҫҫей канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енрен те унта пирӗннисем кайнӑ. Ӗнер канашлӑва уҫнӑ — тӗрлӗ тӳре-шара хӑйсен сӑмахне каланӑ. Ҫавӑн пекех кӑсӑклӑ проектсен хӑтлавӗсене те ирттернӗ. Чӑваш Енрен килнӗ делегатсем «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» круиз маршручӗн проектне кӑтартнӑ. Ӑна хатӗрлекенсем ҫак ҫула Вӑтам ӗмӗрхи историпе ҫыхӑнтарнӑ имӗш — ҫак ҫулпа хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ тӑрӑхсенчи купсасем ҫӳренӗ, вӑл ҫул Скандинавинчи ҫӗршывсене Хӗвелтухӑҫри патшалӑхсемпе пӗр ҫыхха тӗвӗлеме пултарнӑ. Пирӗн тӑрӑхра вара, темиҫе ҫул пӗрлешнӗ вырӑнта, купсасем каннӑ, ыттисемпе тӗл пулса суту-илӳ тунӑ. «Аслӑ Атӑл ҫулӗ» круиз маршрутне «Этникӑлла Чӑваш Ен» туристсен кану кластерне те кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() Мӑрат шкулӗ Ҫак вӑхӑтра Куславкка тӑрӑхӗнчи Энтри Пасар шкулӗ ҫеҫ мар 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Кӗҫ-вӗҫ ҫавраҫул тултарнине Комсомольски районӗнчи Мӑрат шкулӗ те уявламалла. Ку шкула 1913 ҫулта Герасимов Никита Герасимович пуҫарӑвӗпе уҫнӑ, вӑл малтанлӑха Афанасий Горшков ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Нумай вӗрентеймен ҫав вӑл, часах хупӑннӑ. 1918 ҫулта ҫеҫ вара ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ. Ун чухне те вӗренӳ уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче иртнӗ. Пӗрремӗш шкул ҫуртне 1930 ҫулта хута янӑ — халь унта историпе таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫак шкула таврари ачасем те ҫӳренӗ — Шурутран, Кармалтан, Тукайран. 1934 ҫулта ӑна тулли мар вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. 1959 ҫултанпа вӑл сакӑр клас вӗренмелли шкул шутланнӑ. 1984 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧАССР Министрсен Кабинечӗ хушӑвӗпе вӑл вӑтам шкул пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра шкулта 143 ача вӗренет. Кунта 20 вӗренӳ пӳлӗмӗ, спортзал, акт залӗ, 80 ача лармалӑх апатлану пӳлӗмӗ, компьютер класӗ пур. Ҫавӑн пекех шкулта тренажерсен пӳлӗмӗ те, ӑсталӑх лаҫҫи те, медицина пӳлӗмӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Раштавӑн 18-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культура ҫуртӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фольклор фестивалӗ иртрӗ. Кӑҫал вӑл саккӑрмӗш ҫул пухӑнчӗ ӗнтӗ. Фестивале районти 13 ушкӑн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хаклав пайташӗсен йышӗнче районти культурӑпа спорт пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, вӗренӳ пай пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев, администрацин культурӑпа спорт енӗпе ӗҫлекен эксперчӗ Алина Михуткина тата Валентина Грачева пулчӗҫ, вӗсем уява хутшӑннӑ фольклор ушкӑнӗсен ҫӳллӗ шайри ӑсталӑхне палӑртрӗҫ. Кашни коллектив хӑйнеевӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать, кашниех пултаруллӑ, артистсенчен пӗрре те кая мар! Уява Хӗрлӗ Чутайри шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Рябинушка» (чӑв. Пилеш) ача-пахчине ҫӳрекенсем уҫрӗҫ. Шӑпӑрлансем чӑваш вӑййисене вылярӗҫ, хӑйсен уҫӑ сассисемпе хитре юрӑсем юрласа куракансене савӑнтарчӗҫ. Кӑҫалхи фестивале пӗрремӗш хут Мӑн Этменти «Савӑнари» ушкӑн та хутшӑнчӗ. Куракансем кашни номерех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламларӗҫ. Хаклав пайташӗсем уява пӗтӗмлетнӗ май пӗрремӗш вырӑна Пантьӑк ял тӑрӑхӗнчи «Сӑр таппи» фольклор ансамблӗ, иккӗмӗш вырӑна Хӗрлӗ Чутайри «Ҫартмас» тата Штанаш ял тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» ансамблӗсем йышӑннине пӗлтерчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Спорт
![]() Хоккейла вылямалли вырӑнсем хуласемпе район центрӗсенче кӑна мар, ялсенче те йӗркеленеҫҫӗ. Терӗссипе пӗр-пӗр посёлокрах унашкалли ҫук пуль, Комсомольски районӗнчи Исемпелре вара кӑҫал туса лартнӑ. Хӑйсем укҫипе, хӑйсен аллипе ӑсталаса лартнӑ. Катокне, сӑмахран, Кӗҫӗн Пӑлари шыва насуспа уҫласа шӑнтса лартнӑ. Хоккей лаптӑкӗнче каҫхине те выляма май пур — «Чӑвашпромэнерго» ӗҫченӗсен бригади (ертӳҫи юнашар ялтан, Тӗвенешрен) ятарласа ҫутӑ та карса тухнӑ. Ялти хастарсен ӗҫне кура Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн администрацийӗ те айӑккинче тӑман — спортпа туслисем валли хоккей тумтирне туянса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ӗнерпе паянпа Шупашкарта Чӑваш Енри композиторсен союзӗн XII съезчӗ иртет. Вӑл ӗнер Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче уҫӑлнӑ. Паян ҫак пӗрлешӳре 12 композитор: Юрий Григорьев, Николай Казаков, Лариса Быренкова, Андрей Галкин, Анатолий Никитин, Валентина Салихова, Лолита Чекушкина, Анита Лоцева, Татьяна Гордеева, Татьяна Полковникова, Олег Трифонов тата Юрий Эриванов, ҫавӑн пекех 6 музыковед: Михаил Кондратьев, Александр Осипов, Светлана Макарова, Ирина Данилова, Татьяна Эррэ тӑрать. Чӑваш композиторсен союзне 1940-мӗш ҫулта пуҫарса янӑ. Пӗрремӗш кунхине композиторсем ҫӗнӗ хайлавсене итленӗ. Паян вара професси музыка жанрӗсене аталантарассине сӳтсе явмалла тата отчетпа суйлав пухӑвне ирттермелле. Пӗрлешӗве паян Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков ертсе пырать. Кама малашне ертӳҫӗ пултарассине съезд татса парӗ. ХУШНИ: Анатолий Никитин композитор каласа панӑ тӑрӑх ҫак союзӑн ертӳҫи пулма Николай Казаковах хӑварнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ҫӗнелнӗ пысӑк зал Чылай вӑхӑт юсавра пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ пысӑк зала уҫма хатӗрленет. Кун пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтерет. Театра юсама 2012 ҫулта 8 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫав укҫана ӑшӑтмалли тытӑма, канализаци, шыв пӑрӑхӗсене, ҫивиттие ылмаштарма янӑ. Кӑҫал та юсав ӗҫӗсем малалла пынӑ май пысӑк зала юсаса пӗтернӗ. Ҫак тӗллевпе хыснаран 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «Кӗмӗл» курав залне те пысӑклатма май панӑ. Ҫапах та театра пӗтӗмӗшле ҫӗнетсе пӗтермен-ха — ӑна ҫитес ҫул та юсӗҫ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ен хыснинче 2014 ҫул валли тепӗр 10 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те вӑл тупра та ҫитмест. Мӗнпур ӗҫе тӗплӗн пурнӑҫлама 32 миллион тенкӗ кирлӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессин хакӗсене сӳтсе явнӑ чух Леонид Офаринов депутат хутсен хакӗ хӑш чӗлхепе пичетленине кура уйрӑлса тӑнине асӑрханӑ. Чӑваш Енре патшалӑх чӗлхи иккӗ иккенне пӗлетпӗр. Апла тӑк хутсене хӑть чӑвашла, хӑть вырӑсла яма юрать. Анчах вӗсене пичетлессин хакӗ Етӗрне хулинче хӑш чӗлхене суйланинчен килет иккен. Вырӑсла пичетлеме чӑвашлинчен икӗ хут йӳнӗрех: вырӑсла — 10 тенкӗ, чӑвашла — 20. Леонид Офаринов депутат ҫак йышӑнӑва мӗне кура тунине ӑнланманнине палӑртнӑ. «Халӑх тарҫи» асӑрхаттарнипе Хула пухӑвӗн депутачӗсем килӗшнӗ — ик чӗлхепе пичетлесен те пӗр пек тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Раҫҫейре
![]() Регион пуҫлӑхне отставкӑна ярасси вӑл е ку субъектра патшалӑх парӑмӗ ӳссе кайнинчен ытлах килмест тесе шухӑшлать иккен Глобализаци институчӗн центрӗн ертӳҫи Михаил Нейжмаков. Сӑмахне ӗнентерсе пама вӑл Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнатторне Павел Ипатова отставкӑна янине илсе парать. Влаҫа Ипатов ертсе пынӑ вӑхӑтра патшалӑх парӑмӗ ӳссе кайнӑ пулнӑ иккен-ха, ҫапах та пуҫлӑх пуканне пушатма тивнин тӗп сӑлтавӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин вырӑнти пайташӗсемпе пӗр чӗлхе тупайманнипе тата федерацин витӗм кӳрекен тӳре-шарипе пӗр чӗлхе тупайманнипе ҫыхӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Олимп ҫулӑмне йышӑнакан хуласенчен Шупашкарӑн 95-мӗш вырӑн пулӗ. Кунта вӑл раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫитессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна чукун ҫул вокзалӗнче кӗтсе илӗҫ те Олимп вӑййине виҫӗ хут хутшӑннӑ, пӗринче кӗмӗл призер, тепрехинче чемпион пулса тӑнӑ Елена Николаевана тыттарӗҫ. Олимп ҫулӑмӗн Чӑваш Енри эстафетине 162 ҫын хутшӑнӗ. Ҫак пулӑма асра юлмалла тӑвас тесе тӗрлӗ хулапа ялта тӗрлӗ майсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Челепи хулинче, ав, тӗве ҫине хӑпарса ларнӑ ҫын ӑна тытса пынӑччӗ. Шупашкарта ун пек чӗрчунсем ҫук. Тепӗр тесен ҫынсем туса кӑтартнӑ япалана тепӗр хутчен усӑ курни интереслех та мар-тӑр. Пирӗн патри эстафетӑна лашана тата Хӗл Мучине явӑҫтарӗҫ. Лашине хуралҫӑсем сыхласа пырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Музейри туйӲнер
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш ӳнер музейӗнче «Халӑх туйӗ художник куҫӗпе. Символсем, йӑла-йӗрке, сӑнарсем, хальхи вӑхӑт» ятпа курав ӗҫлет. Вӑл иккӗмӗш хутри икӗ зала йышӑнать. Тивӗҫлипе темелле. Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн диреткорӗ Юрий Исаев калашле, «Туй вӑл — пӗр ҫемье уявӗ кӑна мар. Вӑл этемлӗхӗн те, мӗншӗн тесен туйра аталану вӑйӗ пур». Проекта пурнӑҫа кӗртме тахҫанах шухӑшласа хунӑ-мӗн. Кун пирки куравӑн кураторӗ Генадий Иванов-Орков Рита Кириллова журналистпа калаҫнӑ чух пӗлтернӗ. Урӑхларах тӑвас шухӑш та пулнӑ-мӗн. Анчах ку вӑл малашнехи утӑмӑн пуҫламӑшӗ кӑна иккенне шута илсен кӑсӑклӑ проектсем татах пулӗҫ-ха. Раштавӑн 25-мӗшӗнче, сӑмах май, регионсем хушшинчи «Халӑх туйӗ художник тата тӗпчевҫӗ куҫӗпе» ятлӑ музей конференцийӗ иртмелле. Сӑнсем (34) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Магницкий Василий Константинович, паллӑ чӑваш ҫутта кӑлараканӗ, историкӗ, этнографӗ вилнӗ. | ||
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |