Ҫутҫанталӑк
![]() Кашни ведомство хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫласа пырать те республикӑн сунарпа пулӑҫсен ӗҫ-хӗлне сӑнаса-йӗркелесе тӑракан патшалӑх служби чӗрчунсен тӗнчине те пӑхса тӑрать. Халӗ унӑн ӗҫченӗсем Чӑваш Енре тилӗ нумайланса кайнине асӑрханӑ. Тем те шухӑшласа кӑлараҫҫӗ пуль тесе тӗлӗнме кирлӗ мар — кашни хӑй ӗҫне пурнӑҫлать-ҫке. Хайхи служба 1 000 гектар сунарҫӑ лаптӑкӗ пуҫне миҫе тилӗ тивнине шутланӑ та йыш пысӑккине асӑрханӑ. Ведомствӑн сайтӗнчи кӗске информацире тӗплӗнех каламан та, анчах те шӑп та лӑп Ҫӗрпӳ районӗнче кӑна ҫав чӗрчунсем капашсӑр йышланса кайнӑран, те хальлӗхе ҫав района суйласа илнӗ, анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен унта тилле кирек епле майпа та тытма чармаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Гуманитари институчӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем чӑваш орфографине ылмаштарассине хирӗҫ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать. Чӑваш чӗлхин правилисене ылмаштарас сӗнӗве (вӗсем, сӑмахран, хутӑш сӑмахсене пӗрлех ҫырмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ) Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсен ушкӑнӗ пуҫарнӑччӗ. ЧНК Шурсухалӗсен канашӗн кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче ку ыйтупа Денис Гордеев паллӑ ҫыравҫӑ тухса калаҫнине тӗнче тетелӗнчи видеоматериалсем тӑрӑх та паллашма май килчӗ. Ӑна Федор Мадуров скульптор, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Виталий Станьял чӗлхеҫӗ тата ытти паллӑ ҫын ырласа йышӑннине палӑртнӑччӗ. Пухӑва, сӑмах май, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсенчен хӑшӗсем те пухӑннӑччӗ. Ӑслӑ ҫынсем калаҫнине тӑнласа лараканскерсем вӗсем хушша-хуппа кӗмерӗҫ. Орфографие ылмаштарассине Николай Егоров чӗлхеҫӗ хытах хирӗҫлерӗ. Пуху хыҫҫӑн хастарсем ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов патне ҫыру та янӑччӗ. Лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш парламенчӗн хӑшӗсем конгресс хастарӗсен шухӑшне ӑнланса йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уяв саманчӗ Етӗрне районӗнчи Палтайри вӑтам шкулта Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен уявӗ умӗн шкулти тӗрлӗ кружокри вӗренекенсем ҫемьене халалласа «Пухӑнтӑмӑр, ай-хай, тӑвансем» ятлӑ уяв ирттерчӗҫ. Шкулти «Шанчӑк» фольлор ушкӑнӗ Н.В. Серебрякова ертсе пынипе «Тух-ха, Ванюк, урама», юрӑпа пухӑннисене уява чӗнчӗ. Улаха килнӗ аннесемпе асаннесем ку ансамбль юррисене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. «Юнисс» таврапӗлӳ кружокне ҫӳрекенсем Т.Н. Андреева ертсе пынипе пухӑннисене музейри экспонатсемпе паллаштарчӗҫ: уйран ҫӳпҫипе тата кӗнчелеҫҫи ҫинчен каласа пачӗҫ. Чылай ҫамрӑк юлашки вӑхӑтра кӗнчеле арлама пултараймасть, хӑнасем ҫӑм арласа кӑтартрӗҫ. Шкулта «Телемикс» телевидени (ертӳҫи — Г.В. Мурзина) ҫемье ҫинчен фильм кӑтартрӗ. Атликасси ялӗнче клуб ертӳҫи пулса 30 ҫул ытла тӑрӑшнӑ Лидия Ивановна Матвеева ҫемье ӑшши ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 7 ача амӑшӗ Рыбакова Раиса Венедиктовна «Сӑр ен» ансамбле хаваспах хутшӑнать, вӑл крючокпа ҫыхас ӑсталӑхпа паллаштарчӗ, хитре юрӑ шӑрантарчӗ. Ҫемьере килӗшӳ пулсан ҫемье телейлӗ, ҫӗр ҫине кашни этем телей курма ҫуралать, пурне те ҫемье ӑшшине туйса ҫитӗнме пил парса пухӑннисем пурте пӗрле «Пухӑнтӑмӑр, ай-хай, тӑвансем» юрӑпа уява вӗҫлерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Пушӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 9-11-мӗш классенче вӗренекен ачасем тата студентсем валли тӗнчери ӳнер културипе II республика олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Комсомольски, Канаш, Муркаш районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем, Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн, Сӗнтӗрвӑрринчи 11-мӗш училищӗн студенчӗсем хутшӑннӑ. «Професси пӗлӗвӗ паракан шкулсен студенчӗсем» номинацире Анастасия Павлова (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Антон Романов (Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи) 2-мӗш вырӑн илнӗ. Анна Ивановӑпа Екатерина Николаева (иккӗшӗ те Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен) 3-мӗш пулнӑ. «Шкулта вӗренекенсем» номинацире Ульяна Василькова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази) чи маттурри пулнӑ. Ҫав хулари 2-мӗш шкул вӗренекенӗ Виктория Анисимова та 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Татьяна Трофимова (Шупашкарти 28-мӗш шкул) 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрсем Черниговри хӗрлӗ ялавлӑ 76-мӗш сывлӑш-десант гварди дивизин 104-мӗш полкӗн 6-мӗш ротине нихӑҫан та манмӗҫ. Паттӑр салтаксем Чечняри Аргун ҫурӑкӗ витӗр айлӑма, унтан Дагестана тухма тӗллевленнӗ боевиксен ҫулне пӳлнӗ. Ку ӗҫ 2000 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Салтаксем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ, 2,5 пин бандита тытса чарнӑ. Ротӑри 90 ҫынран 6-шӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 22-шне Раҫҫей Паттарӗн ятне панӑ. 69 салтака тата офицера Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Ҫак пулӑма асра тытса Улатӑрта «Астӑвӑм ҫурти» акци иртнӗ. Ӑна Чечня Республикинче салтак десантниксене халалланӑ. Ҫак акцие «Федор Ушаков таса чунлӑ ҫар ҫынни ячӗллӗ дружина» ҫар-патриот клубӗ йӗркеленӗ. Каҫхине клуб воспитанникӗсем Д.В.Макаров ертсе пынипе стройпа Воинсен обелискӗ патне утнӑ. Кунта мероприяти иртнӗ. Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеп караулне тӑнӑ. Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ салтаксен кашнин ятне вуланӑ. Акцие хутшӑнакансем алӑра ҫунакан ҫурта тытса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Украинӑра пулса иртекен ӗҫсем пирки кашниех пӗлет пулӗ. Крымри хирӗҫтӑрура шар курнӑ вырӑс халӑхӗ валли Чӑваш Енре ырӑ кӑмӑллӑх пулӑшӑвӗ йӗркелӗҫ. Хальлӗхе республика правительствинче укҫа-тенке ӑҫта ямаллине шухӑшлаҫҫӗ: социаллӑ сферӑна-и, ятарлӑ адреспа-и. Кун пирки паян Михаил Игнатьев влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра каланӑ. Крымра халӗ Чӑваш Енрен тухнӑ 2,5 пин ҫын пурӑнать. ЧР Элчелӗ палӑртнӑ тӑрӑх, министерствӑсемпе ведомствӑсене ҫынсем Крым ҫыннисене мӗнле пулӑшмалли пирки ыйтма пыраҫҫӗ. Пӗрисем укҫа тӗлӗшӗнчен, теприсем тумтир парса пулӑшасшӑн. — Тумтир тӗлӗшӗнчен пулӑшу ытлах кирлӗ мар. Укҫа-тенке илес пулсан, малтан ӑна Крыма кама ярса памаллине палӑртмалла. Вӑл социаллӑ блок е харпӑр ҫынсем пулӗҫ, — тенӗ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова. Михаил Игнатьев чӑваш халӑхӗ ыттисен хуйхинчен аякра юлманнипе палӑрнине, нимелле пулӑшнине каланӑ. Аса илтеретпӗр: РФ Президенчӗ Владимир Путин Украинӑра пурӑнакан вырӑс чӗлхиллӗ халӑха пулӑшмалли ҫинчен чӗнсе каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Авангард» редакцие чысланӑ самант Паян паллӑ чӑваш сӑвӑҫи Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 106 ҫул ҫитрӗ. Ӗнер вара, пушӑн 4-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗн аслӑ пӳлӗмӗнче Митта Ваҫлей премийӗн лауриачӗсене чысларӗҫ — «Ҫак юрра эп ахаль мар юрларӑм...» савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Аса илтеретпӗр, ку премие пӗлтӗр Патӑрьел районӗн «Авангард» хаҫачӗн редакцийӗ, Тольяттири «Шанчӑк» чӑваш наци культура автономие ертсе пыракан Глухов Алексей Петрович, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче чӑваш чӗлхе кафедрин доценчӗ Иванова Надежда Григорьевна тивӗҫнӗ. Савӑнӑҫлӑ уявра шкул ачисемпе вӗрентекенсем — Надежда Григорьевнӑна чысланӑранах пуль вӗсем зал туллиехччӗ — Митта Ваҫлейӗн сӑввисене вуласа пачӗҫ, ун лирикипе кӗвӗленӗ юрӑсене юрласа пачӗҫ, инсценировкӑсем кӑтартрӗҫ. Вӗсене кайран Митта Ваҫлейӗн фончӗ тав хучӗсемпе чысларӗ — чыслаканӗсем вара маларах ҫак премие тивӗҫнисем пулчӗҫ. Сӑнсем (100) |
Кӳршӗре
![]() Тӗлпулура / ЧНК сайтӗнчи сӑн Ҫак кунсенче ЧНК ӗҫтешӗсем кӳршӗлле Мари Эл республикине кайса килнӗ — кун пирки конгресӑн сайчӗ хыпарлать. Йошкар-Олана кайнӑ чӑвашсем Мари Элӗн культура, пичет тата национальноҫсен ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗпе Галина Ширяевӑпа, Пӗтӗм мари Канашӗн (ҫарм. «Мер Канаш») председателӗн ҫумӗпе тата «Марий сандалык» (чӑв. Ҫармӑс тӗнчи) журналӑн шеф-редакторӗпе Валерий Мочаевпа тӗл пулса перлехи ыйтусене сӳтсе явнӑ, кӳршӗллӗ республикӑн аталанӑвӗпе, ҫармӑссен наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ. Малашне тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли пирки, Раҫҫей тулашӗнче пурӑнакан ентешӗсене манмалла марри ҫинчен калаҫса татӑлнӑ. Чӑваш наци конгресӗ те, Пӗтӗм мари Канашӗ те тӑван халӑха упрама, унӑн интересӗсене хӳтӗлеме йӗркеленӗ организацисем. Хальхи вӑхӑтра чӑвашсемпе ҫармӑссенчен нумайӑшӗ тӑван республикӑсен тулашӗнче пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче халиччен пулман япала пулса иртнӗ. Унта пӗрисен ҫемйинче виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ытти ҫӗрте апла тӗслӗхсем пирки пӗлтереҫҫӗ-ха. Ҫӗмӗрле администрацийӗ хула историйӗнче пӗрремӗш хут тесе палӑртать. Пепкесем ҫут тӗнчене нарӑсӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Паян вӗсене амӑшӗ, Елена Кочергина, гражданла актсене шута илекен пайра ҫыртарттарнӑ. Хӗрӗсене хӗрарӑм Алина тата Виктория ят панӑ, ывӑлне — Алексей. Алина хӗвел пайӑрки тенине пӗлтерет-мӗн, Виктория — ҫӗнтерӳҫе, лӑпкӑлӑха, виҫсе хаклама пӗлнине, Алексей — хӳтӗлевҫе. Виҫӗреш ҫуратнӑ хӗрарӑм унччен ывӑл пулнӑ. Халӗ вӑл — тӑватӑ ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ревизи пирки ирттернӗ канашлура Шупашкарта гражданла хӳтӗлев объекчӗсене тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Кун пирки тӗп хулара иртнӗ канашлура пӗлтернӗ. Гражданла оборонӑн хӳтлӗх сооруженийӗсене ҫынсене харӑссӑн пӗтерекен хӗҫ-пӑшалтан пытанма хӑй вӑхӑтӗнче тунӑ. Кӑҫал ҫавсене яваплисем тӗрӗслесе тухӗҫ. Ҫавсене халӗ мӗнле тӗллевпе усӑ курнине те палӑртӗҫ. Кайран ҫавсен паспорчӗсене хатӗрлеме тытӑнӗҫ. Гражданла хӳтӗлевӗн тата инкеклӗ лару-тӑрун объекчӗсене ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ревизилеме тытӑнӗҫ. Ӗҫе утӑ уйӑхӗччен вӗҫлеме шухӑшлаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 100 ытла сооружение пахаламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |