Вӗренӳ
![]() Мӑкшӑ Республикин тӗп хулинче — Саранскра — мордва чӗлхипе (мӑкшӑ тата ирҫе) тата литературипе регионсен хушшинчи XVI олимпиада иртнӗ. Унта Мӑкшӑ Республикинчи вӗренекенсем, Пушкӑртри, Тутарстанри, Пенза тата Ӑренпур облаҫӗсенчи ачасем хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи шкулсенче вӗренекенсем олипиадӑна хутшӑннӑ. Екатерина Кулясова тата Дарья Солдайкина (иккӗшӗ те Пӑрачкав районӗнчи Напольное шкулӗнчен) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Республика ачисем мордва литературинче те маттур пулнӑ. Екатерина Кулясова — иккӗмӗш вырӑна, Дарья Солдайкина виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Дарья «Пултарулӑх секцинче» те 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Мария Кузнецова (Улатӑр районӗнчи Алтышево шкулӗ) 2-мӗш пулнӑ, Екатерина Кулясова — 3-мӗш. Олипиада ҫӗнтерӳҫисене Хисеп хучӗсемпе, кубоксемпе чысланӑ. Олимпиада М.Е.Евсевьев ячӗллӗ Мордва патшалӑх педагогика институчӗ ҫумӗнче иртнӗ. Ачасем ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра верентекенсем валли «Наци учебникӗ: истори, хальхи вӑхӑт, малашлӑх» семинар тата «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ялти Ҫемен Элкер ячӗллӗ шкул умӗнчи палӑк Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Йӗпреҫсем хӑйсен ентешне астӑваҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем юбилее паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ялти вулавӑшра поэт пултарулӑхӗпе пурнӑҫне уҫса кӑтартакан уҫӑ альбом тунӑ. Ҫемен Элкер — сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, публицист. Унӑн хайлавӗсене чылай чӗлхепе куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене чӑваш литературин кӗнекине, хрестоматине кӗртнӗ май ачасем юратса вулаҫҫӗ. Пысӑк Упакассисем Ҫемен Элкер ятне нихӑҫан та манмӗҫ. Поэт ҫуралса ӳснӗ урам, вӑл вӗреннӗ тата ӗҫленӗ шкул унӑн ячӗпе хисепленеҫҫӗ. Шкулта Ҫемен Элкер ячӗллӗ музей пур. Унта — сӑвӑҫӑн алҫырӑвӗсем, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗкӗсем, картинисем, хальхи поэтсен, унӑн тӑванӗсен асаилӗвӗсем. Семен Васильевич ҫуралса ӳснӗ пӳрт умӗнче асаилӳ палли вырнаҫтарнӑ. Поэт юбилейне уявлас тӗлӗшпе Йӗпреҫре чылай мероприяти иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тунтикун, нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин электронлӑ тата кино документацийӗн патшалӑх архивӗнче чӑваш киноӳкерӳҫисем пухӑннӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса перлӗх йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Пухӑва тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» канал ертӳҫи Олег Цыпленков, «КоЮр» киновидеопӗрлӗхӗн ертӳҫрисем Константин Ефремовпа Юрий Сергеев, «Салам» ТМЯП ертӳҫисем Елизавета Разумовӑпа Владимир Карсаков, «Диал» ТМЯП («Аксар» студи) элчи Иван Иванов, «Орион» видеостуди ертӳҫи Вячеслав Оринов, «Iltimerstudio» видеостуди ертӳҫи Алексей Ефремов тата патшалӑх архивӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Пуханнисем пушӑн 28-мӗш кунӗнче «Хальхи лару-тӑрура кино ӳкересси: ҫӗнӗ аталану ҫулӗсем» ҫавра сӗтелте те (патшалӑх архивӗнчех иртмелле) чӑвашла кино ӳкерес йытӑва хускатма калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Валерьян Викторов Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей парламенчӗн ҫӳлти палатин спикерӗ Валентина Матвиенко хушӑвӗпе килӗшӳллӗн аппарата вӑхӑтлӑха пӗрремӗш ҫумӗ Валерьян Викторов ертсе пырӗ. Валерьян Николаевич 1951 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче Канаш хулинче ҫуралнӑ, патшалӑх ӗҫченӗн карьерине чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тытӑннӑ. 1993 ҫулта вӑл Федераци Канашне суйланнӑ, ӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорӗпе Лев Кураковпа пӗрле депутата суйланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вице-президент кандидачӗпе Леонид Прокопьевпа пӗрле Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри калаҫнӑ тӑрӑх, суйлав умӗн Валерьян Николаевич чӑваш чӗлхине вӗренме тытӑннӑ. Хӑй халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл чӗлхене юрӑхлӑ пӗлет. Пӗрремӗш турта Викторов сасӑсен 18% пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ (Николай Федоровпа Лев Кураков хыҫҫӑн). Иккӗмӗш турта Элтепӗр вырӑнне Николай Федорова (халӗ РФ ял-хуҫалӑх министрӗ) суйланӑ. Ҫак тапхӑр хыҫҫӑн Валрьян Викторовӑн «Мускав» страници пуҫланнӑ. 1994 ҫулта Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. 1996 ҫулта РФ Президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫамрӑксен юрӑ пултарулӑхӗн «Дебют» фестивале И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ӳнерпе музыка факультечӗ йӗркеленӗ, вӑл унӑн ҫумӗнче иртет. Мӗн тӗллевпе ирттереҫҫӗ-ха ӑна? Пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртмашкӑн, Чӑваш Енри район-хуласенчи пултарулӑх ушкӑнӗсемпе, уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑну йӗркелемешкӗн. Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут йӗркеленнӗ, вӑл регион шайӗнчи статуса илнӗ. Ҫак вӑхӑтра фестиваль этрада тата халӑх юррисене шӑрантаракан 300 ытла вокалиста пӗр тӗвве пухнӑ. Кӑҫал вӑл нарӑсӑн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Гран-прие Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта 11-мӗш класра ӑс пухакан Константин Павлов тивӗҫнӗ. Ҫав шкулти ансамблех «Вокал ансамблӗсем» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен Чӑваш Енре ҫӗрсен «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура икӗ ҫул хушшинче пушӑ выртакан тата тухӑҫсӑр усӑ курман ҫӗрсен реестрне хатӗрлеме тӗллев лартнӑччӗ. ЧР Пурлӑх министерствинче иртнӗ ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, акци вӑхӑтӗнче тӗллевлӗ мар усӑ куракан лаптӑксене тупса палӑртӗҫ, вӗсене ӗҫлеттерме тытӑнӗҫ. Инвентаризаци ял-салари пушӑ ҫӗрсене пырса тивӗ. Ӗҫлӗ комиссисем тата ятарлӑ ушкӑнсем йӗркелеме палӑртнӑ. Вӗсем хуҫасӑр лаптӑксене шута илӗҫ, вӗсене пӑхмашкӑн вырӑна тухӗҫ. ЧР Пурлӑх министерстви муниципалитет халӑхне кампание хастар хутшӑнма чӗнет. Граждан хастарӗсем мӗн пур ыйтӑва уҫӑмлатма шантараҫҫӗ. Ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли пӗтӗмлетӳсем тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫал пирӗн республикӑра патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи 22 пурлӑха приватизацилесшӗн. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх министерстви пӗлтернӗ. Ҫав шутра унитарлӑ предприяти пӗрре иккен, акционерсен уҫӑ обществисен акцисен тӑхӑр «хутаҫне» сутса яма шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑх пурлӑхне сутнипе хыснана 188 миллионран кая мар тенкӗлӗх тултарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Муниципалитетсен харпӑлӑхӗнчи пурлӑх та сутлӑха тухӗ. Ун пеккисем 200 яхӑн объект-мӗн. Сӑмах хӑш обьект пыни пирки каласан, республикӑн приватизаци планне Ҫӗрпӳри ветсанутильзавод кӗнине палӑртмалла. Акционерсен уҫӑ обществисенчен тӑххӑрӑшӗн акцийӗсене сутлӑха кӑларасшӑн. Вӗсенчен иккӗшӗн: «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗн» тата Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн акцийӗсене 100 проценчӗпех сутасшӑн. Приватизаци списокӗнче «Чӑвашкредитпромбанк» та, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗ те, «Чувашская» ҫупа сыр бази те, «Чӑвашметалл» та, «Чувашия» санатори те пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр икӗ аптека та ҫӗнӗ хуҫа тупма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле хулинче пӗр усламҫӑна суд пиллӗк ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата 1 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Айӑплава арҫын ҫынсене ҫурт-йӗрсӗр тӑратса хӑварнӑшӑн тивӗҫнӗ. Хӑйӗн хура ӗҫне вӑл эрех ӗҫме юратакансене хаяр шӗвекпе хӑналанӑ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ теҫҫӗ. «Хура» риелтор 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пӗр арҫынна ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ хыҫҫӑн хӑйне 800 пин тенкӗпе хваттер сутса яма, укҫана илни ҫинчен хут ҫырма ӳкӗте кӗртнӗ. Лешӗ килӗшнӗ. Туянаканни ултавҫӑн арӑмӗ пулнӑ. Тепӗр арҫынна хваттер сутни пирки килӗшӗве ӳсӗрле хайхи лешӗ ӳсӗр чухне алӑ пустарнӑ. Ҫапла иккӗн хваттерсӗр тӑрса та юлнӑ. Ултавҫӑн авӑрне лекнисен шутӗнче тепӗр арҫын та пур иккен. Кунсӑр пуҫне хваттерсене ылмаштарма шут тытнӑ икӗ хӗрарӑм та шар курнӑ. Вӗсенчен пӗри нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ, тепри 145 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. «Хура» риелтор Ҫӗмӗрле хулин админситрацийӗнче ӗҫлекен икӗ тӳре-хӗрарӑмпа та пӗр чӗлхе тупнӑ. Вӗсене сӗтев сӗнсе хайхискер хӑйӗн мӑшӑрне аукционта ҫӗнтерме пулӑшма ыйтнӑ. Лешсем килӗшнӗ. Сӑмах май каласан, хайхисене суд 6 тата 5 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, патшалӑх службинче ӗҫлеме чарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑри 31 предприяти пӗр миллиард тенкӗ ытлалӑх продукци туса илнӗ. Кун йышшисен шучӗ юлашки ҫулсенче ӳссе пырать иккен. 2011 ҫулта хайхисен шучӗ 25-пе танлашнӑ, пӗлтӗр — 27. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, «миллиардҫӑсен клубне» хальхинче республикӑри икӗ стройорганизаци — «СУОР» тата «9-мӗш ЖБК» тата тӑватӑ промышленноҫ предприятийӗ — «Чӑвашторгтехника», ИЦ Бреслер, «Элинокс» тата ЧЭТА — кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах миллиардҫӑсен списокӗнчен туха ӳкнисем пуррине те пӗлтерет Regnum информаци агентстви. Вӗсем — «Молочное дело» тата «Перкарбонат» обществӑсем. Пӗлтӗр вӗсем продукцие миллиард тенкӗлӗхех кӑларайман. Миллиардҫӑсен шутӗнче республикӑри промышленноҫ предприятийӗсенчен 57 проценчӗ кӗнӗ-мӗн. Ҫак шутра пурте пӗлекен «Акконд», «Химпром», «Элара», Промтракторӑн темиҫе подразделенине (вӗсем халӗ кашниех уйрӑм обществӑсем шутланаҫҫӗ), ВНИИР, Чапаев ячӗллӗ савут, «Букет Чувашии» савут, «Дорисс», «Чӑвашавтоҫул» тата ыттисем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗлӗнмелле пек те, анчах Канаш районӗнчи Ӑвӑспӳрт Кипеч ялӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тӑнлавран пӗрре янклаттарса янипе пуҫ мимине чӗтретме пултарнӑ. Ахаль-махаль ҫыннӑнне те мар, йӗрке хуралҫине. Тата урамри пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре те мар — шалти ӗҫсен пайӗнче. Вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав. Каччӑна йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗр ҫӳренӗшӗн тытса чарнӑ-мӗн. Протокол ҫырма тесе хӑйсемпе пӗрле лартса кайнӑ. Полици ҫуртне ҫитсен каччӑ чӑрсӑрланнӑ — пакунлисенчен пӗрне тӑнлавран пӗрех туртса панӑ. Лешӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла шар курнӑ. Шур халатлисем сурана сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ. Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑ качча пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние икӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |