Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.2 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Шупашкарти наци вулавӗшӗнче «Николай Дронник: ӳкерӳҫӗ тата кӗнеке кӑлараканӗ» ятпа ятарлӑ курав уҫӑлнӑ. Ӑна мухтавлӑ чӑваш ӳнерҫи 83 ҫул тултарнӑ ятпа уҫнӑ.

Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗн пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх витринӑсенче пухӑмӑн пӗр пайне ҫеҫ вырнаҫтарнӑ. Ыттине вара сайра тӗл пулакан тата хаклӑ изданисен пайӗнче курма пулать.

Николай Егорович Шупашкарта хӑйӗн Раҫҫейри пысӑк пухӑмӗпе паллаштарнӑ. Вӗсене ӳнерҫӗ 1980 ҫулта Париж хулинче килте пичетлеме пуҫланӑ.

Куравра ятарлӑ пухӑмпа та паллашма пулать: хӑйне евӗрлӗ портретсем, ӳкерчӗксем, документсем, ӳнерҫӗн биографийӗ, ҫырӑвӗсем, сӑнӳкерчӗксем, афиша, буклетсем.

Курав авӑнӑн 30-мӗшӗччен, Геннадий Айги залӗнче (2-мӗш хутра, 235 пӳлӗм) пырӗ.

Пӗлме: Николай Дронник 40 ҫул ӗнтӗ Францире пурӑнать. Унӑн ӗҫӗсемпе тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем паллашнӑ, вӑл «Раҫҫей статистики» документлӑ-историллӗ сборниксен тата ытти хӑйне евӗрлӗ 200 кӗнеке авторӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/64426
 

Хӗпӗртет-ҫке чун ентешсен кулленхи спортри ҫитӗнӗвӗсене сӑнаса пынӑ май. Сывлӑх енчен кӑшт хавшанисем те старта хастаррӑн тухаҫҫӗ. Тухаҫҫӗ кӑна мар, ҫӗнтерӳҫӗ ятне те тивӗҫеҫҫӗ.

Болгари ҫӗршывӗн София хулинче XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсем паян та спорт аренинче ӑмӑртаҫҫӗ. Ӗнер, утӑн 3-мӗшӗнче, тӑршшӗне сикессипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вара пьедисталӑн икӗ ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма Раҫҫей чысне хӳтӗлекен икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. «Ылтӑна» 7 метр 55 миллиметр кӑтартупа Сергей Тимонин, кӗмӗл медалӗ вара пирӗн ентеш, республикӑри ҫӑмӑл атлетика шкулӗн вӗренекенӗ Иван Пакин (тренерӗ — Светлана Морозова) ҫӗнсе илнӗ, ун кӑтартӑвӗ — 7 м 35 см. Иван Пакиншӑн ку пӗрремӗш сурдлимп медалӗ. Кӑнтӑрла вӑлах виҫҫӗлле сикессипе тӑваттӑмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫитес кунсенче пирӗн ентешӗн арҫынсен эстафета ушкӑнӗнче 4х100 метр дистанцине чупса тухмалла пулать.

Иван Пакина «кӗмӗл» ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, малашлӑхра та ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу, чӑтӑмлӑх, вӑй-хал сунатпӑр.

 

Хуласенче куллен тенӗ пек капмар ҫуртсем ӳссе лараҫҫӗ — тӗрлӗ администраци е офис ҫурчӗсем, пурӑнмалли пӳртсем тата ытти тӗслисем те. Шел те, пӗр-пӗр ҫурт-йӗре хута янипе пӗрлех ача-пӑча вылямалли лаптӑк валли те выран уйӑрасси пирки ҫурт тӑвакансем хӑш чухне манаҫҫӗ.

Вӑрнар посёлокӑн Хӗвелтухӑҫ микрорайонӗнче ачасем вылямали ҫӗнӗ лаптӑк уҫӑлнӑ. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗсемпе ачасене савӑнтарнӑ — ара ӑна уҫасса вӗсем тахҫанах чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Ҫӗнӗ ача-пӑча картишӗ Чернышевский урамӗнче вырнаҫнӑ — кунта чуччу, карусель, ача-пӑчасем валли ӑсталанӑ сӑрт пур.

Ача-пӑча вылямалли лаптӑка тума пурӗ 348 пин тенкӗ тӑкакланӑ, ӗҫе «УМК Строй» ТМЯО (Екатеринбург) пурнӑҫланӑ. Кӑҫал хута янисене шута илсен Вӑрнар хулинче ку картиш виҫҫӗмӗш пулать — тепӗр икӗ лаптӑка ҫу уйӑхӗнче «Август» АХО фирма парнеленӗ.

 

Шӑп та ҫакӑн чухлӗ тупра уйӑрма палӑртнӑ кӑҫал Улатӑр районӗнче. Кун пирки район администрацийӗнче ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ.

Мероприятие ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ Енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ комисси йӗркеленӗ. Анлӑ ларӑва ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсене, район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсене те йыхравланӑ. Район администрацийӗ Хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче хыпарланинче ҫул-йӗр ҫинчи инкексем тӗлӗшпе лару-тӑру епле иккенне асӑнман та, цифрӑсем тата тӗслӗхсем илсе параймӑпӑр. «Канашлура пӑхса тухнӑ мӗнпур темӑна анлӑн сҫтсе явнӑ», — тесе хыпарланӑ унта. Шкулсем патӗнчи, халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенчи тӑрӑм пирки ыйту уйрӑмах нумай ҫуралнӑ-мӗн. Ҫул-йӗр паллисене, выртакан «полицейскисене» тата ытти ҫавӑн йышши ӗҫе йӗркелеме 800 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Сӑнсем (5)

 

Ҫурлан 2-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Правительство членӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта Мускав–Хусан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли магистрале сӳтсе явас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Калӑпӑшлӑ ҫак проекта 2018 ҫулта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Ҫул пирӗн республика урлӑ иртӗ. Республика Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, магистраль тӑршшӗ Чӑваш Ен территорийӗнче 130 километр таран пулӗ. Аса илтерептӗр, вӑл Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем урлӑ каймалла. Яваплисен хальхи вӑхӑтра хут ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ самантсене татса парассипе ҫине тӑмалла, ҫав шутра — ҫӗр ыйтӑвӗпе ҫыхӑннисене те.

 

Ҫыхӑнусӑр каланӑн туйӑнать-тӗр ку йӗркесене вуласан. Чӑннипех ҫапла. Ӗҫӗ-пуҫӗ акӑ мӗнпе ҫыхӑннӑ. Мускаври йӗрке хуралҫисем ҫул ҫитмен хӗре Дагестан ҫынни пусмӑрланӑ тесе шухӑшланипе хайхине тытса чарас тенӗ, вӑл ӗҫленӗ ҫӗре — Матвеевски пасара — пырса кӗнӗ. Арҫынна майлӑ пулса юлташӗсемпе тӑванӗсем сиксе ӳкнӗ. Пӗр полицейские вӗсем амантмаллипех амантнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускав полицейскийӗ пасарти мигрантсене тӗрӗсленӗ те саккунлӑ мар майпа ӗҫлесе пурӑнакансем сахал маррине асӑрханӑ.

Шупашкар полицейскийӗсем те тӗп хулари мигрантсене тӗрӗслеме шут тытнӑ. Ара, пӗлсе пӗтер — регистрациленмесӗр-мӗнсӗр пурӑнакансем те, ятарлӑ ирӗк илмесӗрех кунта килнисем те пур-тӑр... Иртнӗ уйӑхра кӑна, ав, миграци саккунне пӑснӑ ют ҫӗршыв ҫыннисене 15-не тытса чарнӑ иккен. Вӗсем Таджикистанран, Узбекистанран, Арменинчен, Грузинчен тата Испанирен килнӗскерсем иккен.

 

Кӗркунне пысӑк экран ҫине «Юхха» фильм кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче унӑн хаклавӗ иртнӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Хавал» уйлӑхне пуҫтарӑннисем те ӑна курма ӗлкӗрнӗ.

Фильма Владимир Карсаков режиссёр ӳкернӗ. «Иоаким Максимов-Кошкинский хыҫҫӑн ку яхӑнччен чӑвашсен пӗр фильмӗ те ҫав шая ҫӗкленмен, — тесе хыпарлать ку пулӑм пирки Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ.

Фильмӑн тӗп шухӑшне уҫса пама васкар мар. Ӑна чӑн пурнӑҫран илнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Эпизодсене Шупашкар, Элӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче ӳкернӗ.

 

Шӑматкун Улатӑр хулинче «Янӑра, Раҫҫей кӗтесӗ» ятпа вырӑс халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртмелле.

Хӑй вӑхӑтӗнче, 1992 ҫулта пуҫарса ярсанах ӑна район шайӗнче йӗркеленӗ, кайран вӑл республика шайне тухнӑ, 2000 ҫулта вара вӑл Раҫҫей статусне йышӑннӑ. Пӗлтӗр унта тӑхӑр регионти 12 ушкӑн хутшӑннӑ. Кӑҫал Тутар, Удмурт, Мӑкшӑ республикисенчен, Мари Элтан, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен тата ытти хӑш-пӗр ҫӗртен килсе ҫитессе шанаҫҫӗ.

Фестивале хула администрацийӗн ҫурчӗ умӗнче официаллӑ майпа уҫмалла. Унтан хӑнасем «Стрелка» тата «Хӗвеланӑҫ» микрорайонсенче ятарласа йӗркеленӗ вырӑнсенче, «Янтарный» ача-пӑча уйлӑхӗнче концерт кӑтартӗҫ. Гала-концерт курас текенсен «Ӗҫ» стадиона ҫитмелле.

 

Кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енрен тухса каякансен йышӗ пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчинчен 13,2 процент нумайланнӑ. Ҫапла вара асӑннӑ ҫак тапхӑрта пирӗн республикӑран 7 103 ҫын урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, ҫавсенчен 6 891-шӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ, ыттисем чикӗ леш еннех куҫ хывнӑ.

Пирӗн пата пурӑнма вара 4 946 ҫын килнӗ иккен. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑрпа пӑхсан, хайхисен йышӗ 4,1 процент сахалрах-мӗн.

Килен-каян йышне районсемпе хуласем тӑрӑх танлаштарса пӑхнӑ та, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Пӑрачкав районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленме кӑмӑл тунисен йышӗ куҫса каякансенчен ытларах иккен. Патӑрьел, Канаш тата Етӗрне районӗсенчен вара каякансем унта пыракансенчен — нумайрах.

Информаци ятӗнче чӑваш терӗмӗр те, анчах килен-каян хушшинче ытти халӑх ывӑл-хӗрӗ те пулма пултарать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1171.html
 

Шӑмӑ чирӗпе аптӑракансем малашне Шупашкартах сипленме пултарӗҫ. Унпа 50 ҫултан аслӑраххисенчен кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм тата кашни пиллӗкмӗш арҫын аптӑрать иккен.

Асӑннӑ сывлӑх сиплев учрежденийӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Остеопороз центрне хута янӑ. Чире малтанхи паллӑсем тӑрӑхах тупса палӑртма унта ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. «Центрта тӳлевсӗрех йышӑнатпӑр, ӑна валли район пульнцисенчи терапевт ҫырса панӑ направлени кӑна кирлӗ», — тесе пӗлтернӗ диспансер ертӳҫи Татьяна Маркелова.

 

Страницӑсем: 1 ... 3398, 3399, 3400, 3401, 3402, 3403, 3404, 3405, 3406, 3407, [3408], 3409, 3410, 3411, 3412, 3413, 3414, 3415, 3416, 3417, 3418, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...