Культура
Ӗнер пирӗн ҫӗршывра политика репрессийӗнче шар курнисене асӑнмалли кун пулчӗ. Ҫавна май Чӑваш наци музейӗнче «Репрессиленӗ Чӑваш Ен фотографӗсем» курав уҫӑлнӑ. Ун пеккине йӗркелесси кӑҫал кӑна пуҫламан иккен — вӑл 1997 ҫултанпа пырать. «Вӗсене ятран аса илер» циклпа йӗркелекен курава хальхинче, ав, фотографсене халалланӑ. Экспозицисем иртнӗ ӗмӗрӗн 20–40-мӗш ҫулӗсенче репрессиленӗ Ю.А. Зайцев, Л.Г. Гаврилов, В.А. Егоров, В.И. Иванов, Д.Ф. Пылаев, В.В. Милютинский, М.С. Хузяханов фотографсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ. Курава тӑратнӑ материалсемпе ҫынсем пуҫласа паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Ватӑ хурӑн историйӗ» премьера кӑтартнӑ. Ӑна Серби режиссёрӗ Амела Вученович лартасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Пуканесен художникӗ те кунти художник мар — Тольяттинчен килнӗ Елена Бабкина. Композиторӗ вара хамӑр патриех — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин. «Мана сирӗн актёрсемпе тата «лартакан цехсемпе» ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулчӗ», — тенӗ Амела Вученович. Спектакльте Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Алевтина Тимофеева, Юлия Мельник, Светлана Кокшина, ҫавӑн пекех Алина Каликова, Людмила Казимир, Станислав Крылов, Дмитрий Львов выляҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Раҫҫейӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пуҫласа професси стандарчӗ йышӑннӑ. Хальлӗхе вӑл виҫӗ професси ҫыннисене пырса тивет: шкул ҫулне ҫитменнисемпе тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан педагогсене, патент парассипе тӑрӑшакансене тата социаллӑ ӗҫченсене. Стандарта йышӑниччен вӗсене ҫак ӗҫре тӑрӑшакансемпе пӗрле сӳтсе явнӑ-мӗн. 2013–2018-мӗш ҫулсенче пӗтӗмпе 800 професси стандарчӗ йышӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Вӑрнар районӗнчи Кӳльхӗрринче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ФАПсене унта та кунта уҫаҫҫӗ те ку хыпарпа никамах та тӗлӗнтереймӗн. Инҫе ҫӗре тухтӑр патне кайма ҫулланнӑ ҫынсене вырӑнта тухтӑр ҫурчӗ пурри лайӑх лайӑх ӗнтӗ. Унтан та ытларах — шурӑ халатлисем ӑш кӑмӑллӑн пуплесен аван. Юрӗ, ку вӑл чунри пулчӗ тейӗпӗр. ФАПа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова хӑй пырса ҫитнӗ. 35 ҫул ытла фельдшерта ӗҫленӗ Эмма Софроновӑна сӑмах панӑ та, вӑл ҫынсем валли мӗнпур услови туса панине палӑртса хӑварнӑ. «Кашни ҫемьере виҫӗ ачаран кая мар ҫуралтӑр», — хушса хунӑ вӑл юлашкинчен. Ҫӗнӗ тухтӑр ҫуртӗнче ҫынсене Ираида Туйкина фельдшер йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Раҫҫейре инфляци виҫи 5,3 процентпа танлашмалла. Ҫакна ҫӗршывӑн Статистика служби пӗлтернӗ. Юпан 22–28-мӗшӗсенче инфляци виҫи 0,1 процент пулнӑ. Уйӑх пуҫланнӑранпа вара хаксем 0,5 процент хӑпарнӑ. Пӗлтӗрте те ҫак тапхӑрта япалапа тӗрлӗ пулӑшу ҫавӑн чухлӗ хакланнӑ. Анчах ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен тытӑнса юпа уйӑхӗ вӗҫӗччен вара ун чух 5,7 хӑпарнӑ иккен. Ку эрнере чӑх ҫӑмарти уйрӑмах хакланнӑ — ӑна туянма халӗ 3,8 процент ытларах кӑларса хумалла. Кӗр ҫитнӗ май сӗт-ҫу таврашӗ те хӑпарать. Хӑйма, тӑпӑрч, сӗт, услам ҫу тата сыр 0,3–0,6 процент хакланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах сахӑр песукӗ 0,6 процент йӳнелнӗ, чӑх какайӗ, тип ҫу тата хуратул — 0,2 процент. Пахча-ҫимӗҫе илсен, вӗсен хакӗ пӗр пекрех тытӑнса тӑрать темелле. Шӑл суханпа ҫӗрулми кӑна 1,1 тата 1 процент хакланнӑ. Панулми вара 0,4 процент йӳнелнӗ, купӑста — 0,2 процент. Бензин 0,1 процент хакланнӑ, дизель топливи — 0,7 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан пӗр арҫынна руль умне правасӑр ларнӑшӑн урам шӑлма янӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен тӗлне вӑл маларах та ҫакланнӑ-ха. Ҫул-йӗр правилине пӑснине кура ӑна правасӑр хӑвармалла та тунӑ. Вӑл пур — ним пулман пекех руль умне ларса тухнӑ. «Renault» машина хуҫине суд нумаях пулмасть 150 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Тӳре йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртсе арҫынна «Жилкомсервис-1» текен предприятие тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама вырнаҫтарнӑ. Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн пресс-секретарӗ Антон Антонов пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн халӗ урам шӑлма тата территорие хӑтлӑх кӳрессипе ытти ӗҫе пурнӑҫлама тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Хаҫат-журналти хӑш-пӗр пӗлтерӗве ӗненсен темле амака та ҫӗнтерме пулать. Ун валли темех те кирлӗ мар тейӗн. Сӑмахран, вӗрсе суракан патне кай та ӗҫӗ-пуҫӗ те пӗтнӗ. Аптӑранипе теприсем тем тума хатӗр ҫав — ӗненеҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнче саккун кӑларакансем оккультизмпа асамлӑ пулӑшу тенине сывлӑх сыхлавӗ ҫинчен калакан саккунта ҫирӗплетесшӗн. Саккун проектне РФ Патшалӑх Думине ҫитернӗ. Оккультизмпа асамлӑ пулӑшу шутне медицина пӗлӗвӗ илмен ҫынсем организмӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне кура сипленине кӗртеҫҫӗ иккен. Профессилле мар пулӑшӑва медицина ӗҫченӗсем е медицина организацийӗсем пӑхса тӑнипе кӳмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен асӑннӑ проект авторӗсем. Ҫавӑн пек аппаланакан ҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулмалла. Ӑна федерацин субъекчӗн ӗҫ тӑвакан влаҫӗ памалла. Ҫапах та асӑннӑ пулӑшӑва пурне те кӳме юрамасть. Ҫавсен шутне онкологи, инфекци чирӗпе, наркоманипе, психикӑн йывӑр чирӗсемпе аптӑракансене, ҫиеле юлнӑ хӗрарӑмсем ҫав тапхӑр кӑткӑссӑн пыракансене, СПИДпа чирлисене, операци тумаллисене кӗртнӗ. Асӑннӑ пулӑшӑва саккуна пӑсса кӳрекенсене 2 пинтен тытӑнса 10 пин тенкӗ таран штрафлассине пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Юлашки ҫулсенчи Паркинсон синдромӗпе чирлекенсем ҫамрӑкланса пыраҫҫӗ иккен. Унпа хальхи вӑхӑтра 40 ҫула ҫитменнисем те аптӑраҫҫӗ. Ҫак амак асаплантараканнисем — ҫынсен 0,5 проценчӗ иккен. Специалистсем ку цифра ытла та пысӑк теҫҫӗ. Паркинсон чирне сиплеме ятарлӑ центрсем уҫасси тӗнчери тухтӑрсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар иккен. Ун йышшисенче чире палӑртнинчен тытӑнса ӑна сиплесси таранах тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш чухне ҫӗршывӗпе ҫавӑн пек пӗр центр пулсан та ҫителӗклӗ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ ҫӗре пирӗн респбуликӑра ятарлӑ пӳлӗм уҫмалла. Кун пирки Шупашкарта «Неврологин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа парктика конференцийӗ вӑхӑтӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пай пуҫлӑхӗ Наиля Зинетуллина пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Тин пӗҫернӗ ҫӑкӑртан сухари туни преступленипе танах тесе шухӑшлать иккен РФ Патшалӑх Думин аграри ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Николай Панков. Сӑмах кунта суту-илӳ предприятийӗсем ҫӑкӑр савучӗсене сутӑнман ҫӑкӑр таврашне самай тавӑрса пани пирки пырать. Вӑтамран 8–10 процент таран таврӑнать иккен. Хӑш-пӗр ҫимӗҫе вара пӗрре пиллӗкмӗш пайӗ таранах каялла илсе пыраҫҫӗ. Кун пек хӑтланни ҫӑкӑр пӗҫерекенсене ансат мар лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкерет-мӗн. Вӗсем суту-илӳпе аппаланакансен нимӗнле план та, яваплӑх та ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Суту-илӳ ӗҫ-хӗлне патшалӑх енчен тӗрӗслесе тӑрасси ҫинчен калакан федераци саккунне улшӑну кӗртнӗ май ӳлӗмрен лавккасен сутӑнса пӗтмен ҫӑкӑрпа тӗрлӗ булкӑна ҫӑкӑр завочӗсене 5 процентран ытла тавӑрса пама юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкартан Питӗр хулине самолетпа каяс текен пассажирсен 13 сехет кӗтме тивнӗ. Ҫавӑншӑн республикӑри транспорт прокуратури самолет хуҫи тӗлӗшпе («Руслайн» авиакомпани) дминистративлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Авиакомпани ҫапла вӑрах кӗттернине саппас самолет пулманнипе сӑлтавланӑ. Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах халӗ, Турра шӗкӗр, самани улшӑнчӗ те пур ҫӗрте те ҫирӗп йӗрке пирки калаҫаҫҫӗ. Ку вӑл авиакомпание те пырса тивет, паллах. Суд «Руслайна» 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |