Культура
![]() Тем тесен те, халӗ ялти клубсене халӑх ытлах пухӑнасшӑн мар. Ӗлӗк культура ҫурчӗсем кӗрлесе ҫеҫ тӑнӑ. Шел те, халӗ ун пек мар. Тӗнче тетелӗ аталанни, кашни килтех компьютер-телекурав пурри витӗм кӳретех ҫав. Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра ялӗнчи халӑха культура ҫуртне илӗртме пӗлеҫҫӗ. Унта драма куржокӗ ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӗсем премьерӑпа сцена ҫине тухнӑ. Ял ҫыннисем Георгий Ирхи сценарийӗпе хатӗрленӗ «Лар, аннеҫӗм, юнашар» спектакльпе киленнӗ. Спектакле Елена Владимирова (кӳрши), Марина Иванова (аслӑ хӗрӗ), Лина Никандрова (Олеся, аслӑ хӗрӗн ачи), Марина Макарова (вӑтам хӗрӗ), Татьяна Иванова (тӑван мар йӑмӑкӗ). Тӗп роле — анне сӑнарне — Земфира Африканова калӑпланӑ. Артистсем хӑйсен пултарулӑхне май килнӗ таран кӑтартнӑ. Куракансем шывланнӑ куҫемпе сцена ҫинчи ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Пушӑн 4–5-мӗшӗсенче Хусанти культурӑпа ӳнер университечӗ ҫумӗнче вокалистсен «Сандугач-Соловей» халӑхсем хушшинчи I конкурс иртнӗ. Конкурса пуҫарма М.Джалиль ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи оперӑпа балет театрӗн примадонни Винера Ахатовна сӗннӗ. Паллӑ артистсем, педагогсем, режиссёрсем, пултарулӑх ушкӑнӗсен ертӳҫисем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Австралипе Китай сценин ӑстисем жюри пулнӑ. Жюри председателӗ — Раҫҫей тата Тутарстан халӑх артистки, Г. Тукай ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ, хисеплӗ профессор, 2 орден кавалерӗ В.А.Ганеева. Конкурса Раҫҫейри, ют ҫӗршыври 50 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫивӗч кӗрешӳре Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Максим Карсаков II степень лауреачӗ пулса тӑнӑ. Маттур! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти хӗрӗн полицейскин аллине чӗрнепе чавнӑшӑн штраф тӳлеме тивӗ. Сахал мар… 10 пин тенкӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр влаҫ представительне сиен кӳнӗшӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле хайхискер Шупашкарти пӗр кафере ӳсӗр пулнӑ, хӑйне йӗркеллӗ тытман. Вӑл кафе ӗҫченӗсемпе тата унта пынисемпе киревсӗр сӑмахсемпе калаҫнӑ. Лешсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем часах вырӑна ҫитнӗ. Йӗркене пӑснӑ хӗре машинӑна лартнӑ, лешӗ унта пӗр полицейскин аллине чавса пӗтернӗ. Эрех ӑсран тайӑлтарать ҫав. Ҫакна пулах хӗрӗн кӗсйинчен 10 пин тенкӗ кӑларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Елена Загорская тунӑ сӑн Пушӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта, Юханшыв урамӗнче Чечняра паттӑрла вилнӗ Алексей Владимиров ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫамрӑк ҫак ҫын ҫутҫанталӑк илемӗпе нумай киленеймен — 20 ҫултах пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Алексей Николаевич 1974 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. Ҫак хулари ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Баранов каланӑ тӑрӑх, училищӗрен вӗренсе тухсан салтака кайнӑ. Ӑремпура лекнӗ. Ҫулталӑкран ӑна Самар облаҫӗнчи Черноречье поселокне янӑ. 1994 ҫулта Алексей Ҫурҫӗр Кавказа лекнӗ. Ҫав ҫулхи Ҫӗнӗ ҫулхи каҫхине Алексей Владимировӑн полкӗ Грозный хулинче пульлисем айне лекнӗ. Полкри мӗнпур салтак тенӗ пекех пуҫ хунӑ. Вӗсен йышенче — Алексей Владимиров та. 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатне ентешӗмӗр хыпарсӑр ҫухални пирки пӗлтернӗ. Амӑшӗ Юлия Николаевна ывӑлӗсене ҫухатнӑ ытти хӗрарӑмпа пӗрле Грозный тата Ростов хулисене 5 ҫул ҫӳренӗ, хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шыранӑ. 5 ҫултан Алексейӑн ӳтне палланӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара илсе килсе йӑлапа килӗшӳллӗн пытарнӑ. Мемориал хӑмана ҫакнӑ ҫӗре 11-мӗш шкул вӗренекенӗсем те пынӑ, паттӑра хисеплесе пӗр минут шӑп тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 2019 ҫулта Шупашкар 550 ҫул тултарӗ, 2020 ҫулта Чӑваш Ене туса хунӑранпа пӗр ӗмӗр хыҫа юлӗ. Ҫавна май республика юбилейсене хатӗрленет. 2015–2017 ҫулсенче 32 объекта ҫӗнетме палӑртнӑ. Ҫавӑнпа федераци хыснинчен 5,55 ытла миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. 2015 ҫулта 552 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, 2016 ҫулта — 2,19 миллиард тенкӗ, 2017 ҫулта — 2,8 ытла миллиард тенкӗ. Республика хыснинчен те пулӑшу пулӗ. ЧР культура министрӗн ҫумӗ Алла Манилова каланӑ тӑрӑх, юбилее хатӗрленес ӗҫ планпа килӗшӳллӗн пырать. «Этническая Чувашия» (чӑв. Этникӑлла Чӑваш Ен) инвестици проекчӗ пысӑк хака тивӗҫнӗ. Республика ҫыннисем спортпа туслашнине, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ ҫитӗнӳсем тунине палӑртнӑ. Юбилейсене паллӑ тӑвассине РФ Президенчӗ Владимир Путин ырланӑ, ҫавна май 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Хушу алӑ пуснӑ. 2016–2020 ҫулсенче Шупашкарти 28 культура объектне, 6 спорт сооруженине, транспорт инфраструктурин 6 объектне, сывлӑх сыхлавӗн хӑш-пӗр объектне ҫӗнетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Тетелти «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн юстици министерствин вырӑнти управленийӗ «Ирӗклӗх» наципе культура ҫӗкленӗвӗн обществине регистрацилес темен. Игорь Михайлов юрист каласа панӑ тӑрӑх ҫакна Уставра темиҫе йӑнӑш тупнипе сӑлтавланӑ. Ытти чухне унашкал кӑлтӑксене тупсан министерство хутсене юсама тавӑрса панӑ пулсан, ку хутӗнче вӗсем тӳрех обществӑна пӑрахӑҫланӑ. Юрист шухӑшӗпе ку йышӑну политикӑпа ҫыхӑннӑ. «Ирӗклӗх» йӗркелӳҫисем ҫак пӗрлӗхе туса чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартнӑ имӗш. Ҫывӑх вӑхӑтра пӗрлӗх йӗркелӳҫисем юстици министерсвин йышӑнӑвне хирӗҫле тавӑҫ тӑратасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пушӑн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Унта хутшӑннӑ хӗрсем чӑваш халахӗн йӑли-йӗркине, историне, культурине пӗлеҫҫӗ-и? Тӗрӗсленӗ. Вӗсем пултарулӑх конкурсӗсем витӗр те тухнӑ. Хӗрсем чӑваш халӑхӗн наци ҫимӗҫне хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ, наци тумне тӑхӑнса тухнӑ. Малтан район администрацин пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков конкурсҫӑсене тата куракансене саламланӑ. Районти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ З.Г. Петрова та уявпа саламланӑ, алӑ ӗҫӗсен «Илем тӗнчене ҫӑлать» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Жюри пикесен пултарулӑхне, тумне, юрлас-ташлас пултарулӑхне, наци колоритне хакланӑ. 8 пике илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ, хӑйсемпе паллаштарнӑ, конкурссенче ӑс ҫивӗчлӗхне, талантне тӗлӗсленӗ. Кашниех хӑйне евӗрлӗхепе уйрӑлса тӑнӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн «Трак ен пики — 2014» ята Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Мария Козлова ҫӗнсе илнӗ. Упи вӑтам шкулӗнчи Анна Васильева «Вице Трак пики» пулнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире Александра Яковлева ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи Ирина Ришко — «Хӳхӗм пике», Карай вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Анастасия Алексеева — «Ҫепӗҫ пике», Алманч ял тӑрӑхӗнчи Анастасия Филиппова — «Ӑс пике», Трак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Кристина Иванова — «Кӑмӑллӑ пике», ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Тимофеева — «Сӑпайлӑ пике». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 17 мӑнукӗн, 21 мӑнук ачин тата мӑнук ачин 1 ачин камран тӗслӗх илмелли пирки пуҫ ватмалла та мар. 100 ҫул тултарнӑ асламӑшӗнчен! Ҫӗрпӳ районӗнчи Янтуш ялӗнче ҫуралнӑ Феодосия Степановӑна район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, социаллӑ пай пуҫлӑхӗ Алевтина Шорикова, Сӑнав ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Данилов 100 ҫулхи юбилейпе саламланӑ. Пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ кинемее РФ Президенчӗн саламлӑ ҫырӑвне панӑ. Феодосия Степанова ӗмӗрӗпех ялта пурӑннӑ. Вӑл ҫамрӑк чухне колхозра ӗҫленӗ. Хастарскер ӗҫрен хӑраман, яланах малтисен ретӗнче пулнӑ. Хӗр хӑйсен ялӗнчи каччӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫамрӑк ҫемье ача-пӑча ҫуратнӑ, ҫӗнӗ пӳрт ҫӗклеме тытӑннӑ. Анчах вӗсен ӗмӗтне вӑрҫӑ татнӑ. Нимӗҫем тапӑнсанах упӑшкине фронта илсе кайнӑ. Феодосия Степанова икӗ ачипе тата варти пепкипе туса пӗтермен пӳртре юлнӑ. Пӗтӗм йывӑрлӑх ун ҫине тиеннӗ. Тылра арҫын алли ҫитмен. Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӗр ҫывӑрмасӑр ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗ фронтран таврӑнни уншӑн чи пысӑк телей пулнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен иккӗшӗ те тӑван колхозра вӑй хунӑ, 7 ача ҫуратса ӳстернӗ. Тӑватӑ ывӑлӗ те ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, чи лайӑх механизаторсен, водительсен, бригадирсен йышӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Архив кунне уявланӑ май Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче уҫӑ алӑксен кунне ирттернӗ. Ҫак кун аваллӑхпа, тӑван ен историпе, культурипе, йӑлипе паллашма, пӗлтерӗшле документсене хӑйсен куҫӗпе курма пултарнӑ. Уҫа алӑксен кунне килнисем валли архивра экскурси ирттернӗ. Унта Чӑваш Енре архив мӗнле йӗркеленни пирки, вӑл республикӑри историри тӗрлӗ тапхӑрта епле аталанни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ӑслӑлӑх-справка аппарачӗн тата информаци-шырав уйрӑмӗн ӗҫченӗсем хальхи оборудованин ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. М.В.Порфирьева ӗлӗкхи хутсене сыхласа хӑварасси пирки, архив докуменчӗсене реставрацилесси ҫинчен каласа панӑ. Архив директорӗ Г.В.Ертмакова массӑллӑ информаци хатӗрӗсене панӑ интервьюра архив ҫӗршыври обществӑпа политика пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Вӑл ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ пама, халӑха тӑван енӗн историйӗпе паллашма пулӑшать. Архивра хальхи информаци технологийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. 2007 ҫулта ятарлӑ сканер туяннӑ. Пӗлтӗр «Описьсен электрон реестрӗ» программа туяннӑ. Вӑл пулӑшнипе ӗҫсен описьне архив сайтӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра кирек кам та хӑйне кирлӗ ӗҫе архива пымасӑрах саккас пама пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗн историйӗ пуян. Вӑл хӑйӗн ӗҫчен ҫыннисемпе те мухтанма пултарать. Вӗсем район кун-ҫулӗнче сахал мар йӗр хӑварнӑ. Трак ен историне кӗрсе юлнӑ ҫынсен ячӗсене республикӑра, Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипе те пӗлеҫҫӗ. Вӗсем хуҫалӑхра ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ, ҫӗршыв сумне ҫӳле ҫӗкленӗ. Ҫакнашкал ҫынсем — мухтав. Ҫамрӑксен вӗсенчен тӗслӗх илмелле. Трак енсем ҫакнашкал ҫынсене пӗр тӗвве пухса кӗнеке кӑларасшӑн. Чӑваш Енри хӑш-пӗр район кунашкал кӗнеке кӑларнӑ ӗнтӗ. «Эппин, эпир мӗнрен кая?» — теҫҫӗ красноармейскисем. Ҫук, Трак енре сумлӑ кӗнекен тухман мар. Вӗсем «Трак ен» (2000 ҫул), «Дюди и судьбы» (2005 ҫул) кӗнекесене кун ҫути кӑтартнӑ. Халӗ вара Трак енре район историйӗпе культури, унӑн паллӑ ҫыннисем пирки энциклопеди хатӗрлесшӗн. Вӑл пуян пулӗ. Кӗнеке чылай ҫул каялла историе кӗрсе юлнӑ фактсене, район культурипе экономикин аталанӑвне ҫутатӗ. Унта районта ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем туса тӗнчипе чапа тухнӑ ҫынсен кун-ҫулӗ те кӗрӗ. Кӗнеке шкул ачисемшӗн те, аслӑ ӳсӗмрисемшӗн те усӑллӑ пулӗ. Трак енсем кӑк тымарӗсене шыраса тупса, аталану ҫул-йӗрне тӗпчесе хӑйсен историне ҫырма тӗллевленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |