Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑл е ку тавара сӗнекенсем хӑйсен продукцине сутассишӗн темле те юптарма хатӗр. Ҫапларах хаклама пулать-тӗр Шупашкарти К. хушаматлӑ уйрӑм усламҫа. Правур хӗрарӑм ҫакмалли текен мачча сутса «кӗмӗл» туса пурӑнать. Хӑйӗн таварне рекламӑлас тесе вӑл реклама хаҫачӗсенчен пӗринче пӗлтерӳ пичетленӗ. Кунта саккуна пӑсни ҫук-ха. Анчах усламҫӑ-хӗрарӑм: «Пирӗн йӳнӗрех!» тесе ӗнентернӗ. Анчах пӗлтерӳсене тавар туянакансем кӑна мар, ӑна сӗнекенсем те асӑрхасах тӑраҫҫӗ. Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленине К. реклами чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманни пирки систерекен тупӑннӑ курӑнать, мӗншӗн тесен асӑннӑ служба ӗҫченӗсем реклама чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Суйса хыпарланӑшӑн хӗрарӑм-усламҫа административлӑ майпа явап тыттарма, тепӗр майлӑ каласан, штрафлама, йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Коммуналлӑ тӳлевпе вӑхӑтра татӑлманнисене пени ытларах тӳлеттермелле тӑвасшӑн. Хальлӗхе ку — саккун проекчӗ шайӗнче кӑна-ха. Ӑна ҫӗршывӑн Патшалӑх Думине ҫитернӗ-мӗн. Саккуна ырласан пени виҫи хальхи 6 процентран 18-а ҫитӗ. Енчен те парӑмсемпе вӑхӑтра виҫӗ хут таран татӑлмасан пение 15–20 процент таран тӳлеттермелле тӑвас шухӑша палӑртаҫҫӗ иккен. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри форумра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Павел Качкаев пӗлтернине «Российская газета» хыпарланӑ. Маларах асӑннӑ саккун проектӗнче тепӗр саманта та пӑхса хӑварнӑ — яваплӑха ӳстересси хӑйсен тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа пыман предприятисене те пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумай ачаллисем тесенех теприсем: «Ӗлӗк ним укҫи те паман, пурнӑҫӗ те йывӑр пулнӑ, пӗрех ҫуратнӑ. Халӗ укҫашӑн ҫуратаҫҫӗ», — теҫҫӗ-ха. Апла-и, капла-и, патшалӑх кӳрекен ҫӑмӑллӑхпа мӗншӗн усӑ курас мар? Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхпа регионти саккунсем ҫуккипе усӑ курайманнисем те пур. Тӗслӗхрен, пирӗн Чӑвашра та чӑрмав сисӗнет. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пӑхса хӑварнӑ ытти ҫӑмӑллӑхпа пӗрлех нумай ачаллисен, сӑмахран, ачисене шкулта тӳлевсӗр апатлантарма ирӗк пур. Шупашкар хулине илсен, ун пек майпа сахал тупӑшлисем кӑна усӑ кураяҫҫӗ. Тата... пурте мар — сахал тупӑшлисенчен 15–30 процентӗнчен ытла мар. Ҫак йӗркене «Шупашкар хулинчи муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсене апатлантарассине йӗркелесси» положенипе пӑхса хӑварнӑ. Федералсем нумай ачаллӑ ҫемьесене тата вӗсем епле ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарнине вырӑнта йышӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ иккен. Нумай ачаллӑ кил-йышсене палӑртакан саккун, ытти хӑш-пӗр регионти евӗрех, пирӗн патра та ҫук-мӗн. Ҫапла вара Раҫҫей Президенчӗ 1992 ҫулта йышӑннӑ Хушура нумай ачаллисене тӳлевсӗр апатлантармалла текен ҫӑмӑллӑх пурнӑҫа кӗреймест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн ача-пӑча вулавӑшӗнче шапӑрлансем «Верить в чудеса», «Веселая карусель» кӗнекесен авторӗпе Светлана Гордеевӑпа тӗл пулнӑ. Светлана Гордеева сӑвӑсем, калавсем ҫырать, хӑш-пӗр кӗнекене хӑйех илемлетет. Унӑн «Верить в чудеса» кӗнеки авторӑн ӳкерчӗкӗсемпе пичетленнӗ, «Чи нумай вуланакан кӗнеке — 2008» конкурсра ача-пӑча литератури йышӗнче 2-меш вырӑна тивӗҫнӗ. Светлана Гордееван пултарулӑхне Раҫҫей шайӗнче те палӑртнӑ. 2011 ҫулта ача-пӑча литературин «Пегас» конкурсӗнче вӑл 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Светлана Гордеевапа «Кӗнекене чӗререн вула!» девизпа ачасен тӗл пулӑвне республикипех ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Тутарстанра 2011 ҫулта пулса иртнӗ инкек пирки экспертсем. Авари ҫӗрле, юсама пуҫланӑ ҫул ҫинче пулнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМӗн министрӗ Сергей Семенов ларса пыракан машина ҫул хӗрринчи хӑйӑр ҫине кустӑрмапа лекнипе автомашина ҫул айккине вӗҫсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руле министр тытса пыман, водитель. Машинӑна шар кӑтартнӑшӑн Чӑваш Енӗн ШӖМӗ ҫул юсакан «Свиягадорстрой» обществӑран 844,554 пин тенкӗ шыраса илме Тутарстанӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче унти тӳре тавӑҫа тивӗҫтерме, тӑкака саплаштарма килӗшнӗ-ха. Анчах строительсем ҫакӑн пек йышӑнупа килӗшмен, Самарта вырнаҫнӑ Вунпӗрмӗш арбитраж апелляци судне ҫитнӗ. Самарти тӳре Чӑваш Енӗн ШӖМ тавӑҫне 419,866 пин тенкӗлӗх тивӗҫтерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне эксперта тӳленӗ 2,4 пин тенке тӳлеттермелле тунӑ. Суд йышӑнӑвне автотехника экспертизи витӗм кӳнӗ-мӗн. Экспертсем юсав пыракан вырӑнта 40 километр хӑвӑртлӑхпа пыма асӑрхаттарнине водитель пӑхӑнсан инкеке сирме пултарнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та тӑкак шайне айӑплин шайне кура, тепӗр майлӑ каласан, ҫуррине кӑна саплаштармалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ача-пӑча кӗнекин эрни Трак шкулӗнчен пӑрӑнман. Унта Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне те паллӑ тунӑ. Ӑна пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Шкула Любовь Петрова та ҫитнӗ. Вӑл — Чӑваш писателӗсен тата Писательсен халӑхсем хушшинчи пӗрлешӗвӗн союзӗсен членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ. Трак шкулӗнчи акт залӗ иртенпех савӑнӑҫпа тулнӑ. Вӗренекенсем сӗтелсем ҫинче выртакан кӗнекесене тимлӗн пӑхнӑ, тишкернӗ. Хӑйне евӗр куравра Любовь Алексеевна Петрова сӑвӑҫӑн, прозаикӑн кӗнекисем те пулнӑ. Тӗлпулура Любовь Петрова хӑйӗн пӗрремӗш сӑввисене вуланӑ. Вӑл вӗсене 6-мӗш класрах ҫырнӑ. Вӗсем — анне, вӗрентекен, ачасем, юрату ҫинчен. Поэтесса ачасене тимлӗ итленӗшӗн тав тунӑ. 3-мӗш класра ӑс пухакан Александрӑпа Игорь ӑна сӑвӑсем парнеленӗ. Вӗренекенсем Любовь Петрована пултарулӑх каҫалӑкӗнче ҫитӗнӳ тума ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ял тарӑхӗсенчи культура учрежденийӗсен чи лайӑх ӗҫченӗсем хушшинче иртнӗ республика конкурсне 25 ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне 12-шне кӗртнӗ. «Муниципалитетри культура учрежденийӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» ята Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ялӗнчи Культура центрӗнчи историпе таврапӗлӳ халӑх музейӗн ертӳҫи Герман Ларшников тивӗҫнӗ. Герман Николаевич, Васанти шкулта историпе тӑван ен культурине вӗрентекенскер, 1986 ҫулта ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен кружокне йӗркеленӗ. Кружока ҫӳрекенсем тӑрӑшнипе 1990 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ялта таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленнӗ. Ҫав ҫулхинех наци йӑлисене тата тӑван ен историне пропагандӑланӑшӑн музее халӑх ятне панӑ. Ҫав ҫулхинех Герман Николаевич музей ҫумӗнче ачасен «Мерчен» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗ. Раҫҫей, республика шайӗнче иртнӗ конкурссене хутшӑннӑ ушкӑн ҫитӗнӳ нумай тунӑ. 2002 ҫулта «Мерчене» халӑх ятне панӑ. Герман Ларшников ертсе пыракан фольклор ушкӑнӗ чӑваш халӑх ӳнер пултарулӑхне, наци йӑлине чылай ҫул пропагандӑлать, анатри чӑвашсен йӑли-йӗркине, юррисене ҫӗнӗрен чӗртме тӑрӑшать. Васанти таврапӗлӳ халӑх музейӗ районти культура вучахӗ, методика центрӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Промтрактор» АУО лапамӗсенче тырпул вырмалли «Агромаш» комбайнсене пухма тытӑннӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче «Трактор завочӗсем» концернӑн ҫак продукцийӗ Чӑваш Енӗн кӑна бренчӗ пулмасса шанаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр: пӗлтӗрхи кӗркунне Красноярскри комбайн завочӗ Шупашкара куҫнӑ. Ҫӗпӗрти комбайн тӑвакан 100 ытла специалист Шупашкар ӗҫченӗсене ҫӗнӗ продукцие алла илме пулӑшнӑ. Ҫавна май «Промтрактор» лапамӗсенче кӑҫал хальхи йышши, пысӑк технологиллӗ производство йӗркеленнӗ. Ку ҫулталӑкне 2 пине яхӑн машина кӑларма май парать. Ҫӗнӗ комбайнсене Красноярскри «Елисей» паллӑ модельсемпе килӗшӳллӗн хатӗрлӗҫ. Анчах ӑна ҫӗнетӗҫ. «Агромаш 4000» 4-мӗш класлӑ, 250 лаша вӑйӗллӗ комбайн пулӗ. Сехетре 12–14 тонна тырпул вырса илӗ. Чӑвашри пӗрремӗш «Агромаш 4000» комбайнпа пушӑн 26-мӗшӗнче паллаштарӗҫ. Ҫав кун Шупашкара тӗрлӗ регионтан ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӗп хула пысӑкланнӑ май ҫӗнӗ чарӑнусем тӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗринне вара, киввисене, ячӗсене улаштараҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗ «Ветерансен ҫурчӗ» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ пирки йышӑну алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн малашне Университет урамӗнчи ҫав чарӑну «Мичман Павлов урамӗ» ятла пулӗ. Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна тумашкӑн ҫынсем хӑйсем ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Ҫын куҫӗнчен пӑхмалла ан пултӑрччӗ», — тесе кукамай калани халӗ, ҫулсем кайнӑ май, тӑтӑшах аса килет. Ҫапла, пӑхтарасси те, пӑхасси те ҫӑмӑл мар ҫав ӗнтӗ. Теприсем, ав, ваттисен ҫурчӗсене лекеҫҫӗ. Паян эпир унта мӗн сӑлтав ҫитернине тишкерме сӑлтав лартман та ытлашши шала кӗрсе каймӑпӑр. Шупашкар районӗнче те пур ваттисен ҫурчӗсем. Тӳррипе, халӗ вӗсене раснарах калаҫҫӗ-ха — вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм. Темле ҫавӑрттарсан та тӗллевӗ пӗр ӗнтӗ: вӑй-халӗ чакнисем вӗсенче хӳтлӗх шыраҫҫӗ. Ҫын куҫӗнчен пӑхманнисем те пур-ха: килте пурӑнма май ҫуккипе унта куҫса кайнисенчен хал пуррисем асӑннӑ уйрӑмсен хушма хуҫалӑхӗнче — пахчара, выльӑх патӗнче — тӑрмашаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе калаҫса чуна уҫаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ районти Кӑрмӑшри уйрӑма уҫнӑранпа 100 ытла ҫын хӳтлӗх тупнӑ. Паян унта 22-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем валли вулавӑш та пур. Уяв чухне саламлама шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекенсем тата вырӑнти художество пултарулӑх коллективӗсем пыраҫҫӗ. Ҫак уйӑхра унта, сӑмахран, А.Г. Григорьев 70 ҫул, А.Н. Фомина 75 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Уява юбилярсен тӑванӗсене те чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |