Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнче амӑшӗ 6 уйӑхри ывӑлне тивӗҫлипе пӑхман. 24 ҫулти ҫамрӑк хӗрарӑм ачин сывлӑхӗпе кӑсӑкланман, ӑна пӗчӗкскер мӗнле аталанни те пӑшӑрхантарман. Сӑра-эрех ӗҫме юратакан хӗрарӑм ачана килӗнче пӗччен темиҫе хут та хӑварнӑ. Пӗчӗкскер выҫӑ выртнӑ, ҫуртри условисем те ача сывлӑхӗшӗн хӑрушӑ пулнине палӑртнӑ. Арҫын ача тивӗҫлипе пӑхманран чирленӗ. Вӑйлах аптаранӑ пулсан та ҫамрӑк амӑшӗ ӑна пульницӑна илсе кайма васкаман. Уншӑн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ. Хӗрарӑм профессионал медиксен пулӑшӑвӗнчен туннӑ, медицина ҫыннисем киле пырсан та ывӑлӗн яхӑнне те яман. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йывӑр чирлӗ ачана пульницӑна госпитализациленӗ. Анчах хӗрарӑм ывӑлӗпе сиплев курсӗ вӗҫленичченех тухса тарнӑ. Ҫав ҫулхи юпа-раштав уйӑхӗсенче педиатр хушӑвӗпе ачана 5 хут вӑйпа госпитализациленӗ. 2014 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче пепкене район пульницинчи реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Сывлӑхӗ япӑхланса пынӑран ӑна республикӑри пульницӑн реанимаци уйрӑмне илсе кайнӑ. Ҫав хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ru.wikipedia.org сайтри сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Калинин районӗнче ейӳ сиен кӳме пултаракан вырӑнсене палӑртнӑ. Ҫак йыша «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи «Ҫар мухтавӗн монуменчӗ» те кӗнӗ. Администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ейӳ Калинин районӗнче пурӑнакансене самаях сиен кӳме пултарать. Ҫав шутра — районти культура объекчӗсене те. Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи монумент патӗнче ҫӗр ишӗлет. Ку вара палӑкшӑн хӑрушӑ. Ҫавӑн пекех Тютчев урамӗнчи 39, 41-мӗш ҫуртсене, Атӑл урамӗнчи 13, 14-мӗш ҫуртсене те хӑрушлӑх пырса тивме пултарать. Хӗвелтухӑҫ поселокӗ патӗнчи, Хӗвелтухӑҫ урамӗнчи 4,6,8,10-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнче Атӑл енчен ҫӗр ишӗлес хӑрушлӑх пур. Списока Якимов варӗ, Аш-какай комбиначӗн 7-мӗш линийӗ, Октябрь: 40 ҫул урамӗнчи 1-4-мӗш линисем, Алькеш поселокӗнчи Пионер урамӗ кӗнӗ. Мэри ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ейӳ ӑнсӑртран пуҫланать, хӑвӑрт вӗҫленет. Анчах вӑл мӗнле пуласса калама ҫук. Администраци ҫынсене ейӳре мӗнле пулмаллине ӑнлантарма тытӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче ачасен «Мӗн ҫухатма юрамасть — ҫавӑн пирки» экологи театрӗсен конкурсӗ иртнӗ. Мероприятие Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн, Красноармейски район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн ӗҫченӗсем йӗркеленӗ. Конкурса общественноҫа экологи ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас, ҫутҫанталӑка ытларах хисеплеме вӗрентес тӗллевпе ирттернӗ. Унта районти вӗренӳ учрежденийӗсенчи 10 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Кашни ушкӑнра — 10 ҫын. Жюри членӗсем пултарулӑха, костюмсене, сцена ҫинче хӑйсене тытма пӗлнине тата ыттине хакланӑ. Кашни ушкӑн валли 10 минут ҫеҫ уйӑрнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисем Алманчри шкул вӗренекенӗсем пулнӑ. Вӗсем «Вӑрманти спецназ, е Симӗс тӗнчене кам ҫӑлать» постановка кӑтартнӑ. Именкасси шкулӗ «Вӑрман шкулӗ» кӑтартса 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗн ачисем «Тӗлӗнмелле вӑрман» постановкӑпа 3-мӗш вырӑна тухнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсене пурне те номинацисенче палӑртнӑ, дипломсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйахӗн 27-мӗшӗнче ир-ирех Канашри Павлов урамӗнчи пӗр йывӑҫ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма чи малтанах Канашри медицина центрӗн хуралҫи асӑрханӑ. Центр шӑпах ҫунакан ҫурта хирӗҫ вырнаҫнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем ҫитиччен ҫурт ҫунса пӗтме тытӑннӑ, тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Стенасем ҫӗҫ ишӗлмен. Ҫулама сӳнтерсен пушарнӑйсем икӗ арҫын виллине тупнӑ. Иккӗшӗ те — бомж. ЧР Тӗпчев комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ятне-шывне тупса палӑртман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫынсем тетӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ тӗрӗслев пырать. Ку ҫурт урӑх районта пурӑнакан ҫыннӑн. Вӑл хӑш чухне ҫурта тӗрӗсленӗ. Пӗррехинче унта бомжа асӑрханӑ. Урамра ҫанталӑк сивӗ пулнӑран кил хуҫи ӑна унта хӗл каҫма ирӗк панӑ. Хӑш чухне унта арҫыннӑн пӗлӗшӗсем пынӑ. Вӗсем те — килсӗр-ҫуртсӑррисем пулнӑ. Ҫурта ҫутӑ кӗртмен, газ пулман. Бомж ҫурта ҫутса, кӑмака хутса пурӑннӑ. Следстви шухӑшӗпе пушар ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулманран тухнӑ. Кунта кӑмака айӑплӑ пулманни палӑрнӑ — инкек умӗн ӑна хутман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ларура / Н. Плотников тунӑ сӑн Маларах пӗлтертӗмер ӗнтӗ, ӗнер ЧНК Президиумӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта тӗрлӗ ыйтусем пӑхса тухрӗҫ. Чи малтанах районсенчи ЧНК вырӑнти уйрӑмӗсен ҫырнӑ Йӗрке-шывне (Положенине) сӳтсе яврӗҫ. Унти хӑш-пӗр кӑлтӑксене палӑртса ӑна пӗтӗмӗшле йышӑнас терӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ комитетсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗҫ — кунта эрех-сӑра ӗҫекенсемпе ӗҫленине те, ял уявӗсене ирттерессине те, тӗрлӗ юридици хучӗсене хатӗрлессине те (сӑмах май, ҫӗнӗ Устав хатӗр, ӑна бета-тӗрӗслев тунӑ хыҫҫӑн Президиума ҫитерӗҫ), тата ыттине те. Ларура кӳршӗллӗ республикӑсенчи наци конгресӗсем епле ӗҫленине пӑхса тухрӗҫ — вӗсем пурте тенӗ пекх хӑйсен республикисен хыснинчен укҫа-тенкӗ илсе тӑраҫҫӗ имӗш. Тухса калаҫакансем — Валерий Клементьев ҫармӑссен опычӗспе паллаштарчӗ, Константин Яковлев пушкӑртсемпе тутарсен опычӗпе — ҫав мелпе кайсан аван пулнине палӑртрӗҫ. Унсӑр пуҫне «Акатуй» уявне йӗркелесси епле пынине сӳтсе яврӗҫ. Кунта Президиум пайташӗ, вӑлах ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Казаков сӑмах илчӗ. Конгресс ларӑвӗнче ҫавӑн пекех тӗрлӗ тӑрӑхсенчи чӑвашсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлейменни пирки сӑмах сахал мар пуҫарчӗҫ. |
Ӳнер
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел салинчи культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ачасене йӑла-йӗркепе паллаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ачасен «Родничок» (чӑв. «Ҫӑлкуҫ») драма кружокӗ шӑпах ҫак енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлет. Унан ертӳҫи — М.А.Викторова. Ҫак кунсенче «Родничок» районта театр ушкӑнӗсем хушинче иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршава» хутшӑннӑ. Ачасем куракансене Татьяна Зюликовӑн «Стоит ли будить спящих красавиц?» пьесине (чӑв. «Ҫывӑракан пикесене вӑртма кирлех-ши?») кӑтартнӑ. Ҫывӑракан пикене — Аня Тимофеева, майра патшана — Диана Егорова, Шарлота фейӑна — Ксюша Тимофеева, Жанна фейӑна — Даша Гурьева, Ришар тиккине (принца) — Коля Николаев, Николя тиккине — Стас Николаев, Анри тиккине — Саша Ярхуткин вылянӑ. Ачасем ҫак спектакле конкурсра ҫеҫ кӑтартман. Вӗсем ӑна тепӗр кунхине ял халӑхне, шкул ачисене кӑтартнӑ. Ҫамрӑк актерсен ӳсӗмӗ — 7–15 ҫулсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта демографи лару-тарӑве лайӑхланать теме пулать. Ав кунта кӑҫал саккӑрмӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ. Шупашкарти Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем йӗкӗреш ашшӗ-амӑшне саламланӑ. Ачасене кунта пушӑн 26-мӗшӗнче регистрациленӗ. Арҫын ачапа хӗрача пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ Анастасия ят панӑ. Арҫын ача — Иван. Ҫемьен вӗсемсӗр пуҫне пӗр ача пур. Йӗкӗреш ҫуралсан вара вӗсем нумай ачаллӑ кил-йыш шайне лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӑрачкав районӗнче пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче донор кунӗ иртнӗ. Ҫак мероприятие районти 100 ытла ҫын хутшӑннӑ. Пульницӑна ир-ирех ҫынсем утма пуҫланӑ. Вӗсен йышӗнче — тӗрлӗ ӳсӗмрисем, тӗрлӗ профессире вӑй хуракансем. Юн памашкӑн Пӑрачкав районӗнчи чылай ял-саларан ҫитнӗ. Чирлисене пулӑшмалла, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлмалла. Кашни юн тумламӗ хаклӑ. Ҫак шухӑша асра тытакансем донор кунне хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри 25, 30, 40, 60, 80 е ытларах хут та юн панӑ. Акӑ Пӑрачкаври тӗп пульница тухтарӗсем Татьяна Гришина — 115 хут, Айшат Магомедов — 100 хут юн панӑ. Ҫак кун ҫак ӗҫе пӗрремӗш хут пурнӑҫлакансем самай пулнӑ — 17 ҫын. Республикӑри юн илекен станци Пӑрачкаври тӗп пульница администрацине ҫак мероприятие йӗркеленӗшӗн, донорсене акцие хастар хутшӑннӑшан тав сӑмахӗ каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Оля Коротина конкурса тӑратнӑ ӳкерчӗк Google компани ачасен «Google валли дудл» логотипсен конкурсне «Эпӗ космосра — ҫулҫӳревре» темӑпа ирттерет. Шупашкарти 59-мӗш шкулта 2-мӗш класра ӑс пухакан Ольга Коротина конкурса хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ. 8 ҫулти хӗрача маттур! Оля ҫурмафинала тухнӑ. Унӑн ӗҫӗ хаклав пайташӗсем 30 ӗҫрен суйласа илнисенчен пӗри пулнӑ. Пӗтӗмпе конкурса пин-пин ӗс килсе ҫитнӗ. Вӗсене ачасен ӳсӗмне кура ушкӑнсем ҫине уйӑрнӑ: 6–9 ҫулсенчисем, 10–13 ҫулсенчисем, 14–17 ҫулсенчисем. Кашни ушкӑнра жюри членӗсем чи лайӑх 10 ӗҫ суйланӑ. Онлайн сасӑлавпа килӗшӳллӗн финала 30 ӗҫрен виҫҫӗшӗ ҫеҫ тухӗ. Сасӑлав конкурс сайтӗнче пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пулӗ. Кун хыҫҫӑн жюри пӗр ҫӗнтерӳҫе палӑртӗ. Унӑн ятне ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мускаври Планетарире пӗлтерӗҫ. Логотип авторӗ ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле АПШри штаба кайса килме пултарӗҫ. Тепӗр парне: ҫӗнтерӳҫе вӗренекен класа компьютер класӗ парнелӗҫ. Асаилтеретпӗр, Оля пирӗн тӑрӑхран ку конкурсра пӗрремӗш ҫӗнтерӳҫӗ мар-ха. Унччен, виҫӗмҫул, Вӑрмар хӗрачи Аннета Прохорова хӑйӗн ӗҫӗпе ҫурмафинала тухнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сайчӗ 11:00 тӗлне Паян пӗтӗм тӗнче театр кунне палӑртать. Зорыч тете кун кӗнеки палӑртнӑ тӑрах вара Шупашкарти пысӑк театрсен сайчӗсен пысӑк пайӗ вара хӑнисене ӗҫлеменнипе кӗтсе илнӗ. Блогҫӑ пӗр Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ кӑна тӗрӗс уҫӑлнине пӗлтерет. Пӗлме: Пӗтӗм тӗнчери театр кунне 1961 ҫултанпа палӑртма йышӑннӑ. Ӑна ЮНЕСКО ҫумӗнчи пӗтӗм тӗнчери театр институчӗ йӗркеленӗ. СССР ҫав институт ҫумне 1959 ҫулта кӗнӗ. Апла-и, капла-и — Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ патшалӑх уявӗсен шайне халь те кӗртмен пулин те тӗрлӗ тӳре-шара ку уявпа яланах культура ӗҫченӗсене саламлать, тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май ҫак куна районсенче те хуласенче те уйрӑмах анлӑн палӑртаҫҫӗ. Кӑна спектакльсен йышӗ самай ӳсни ҫирӗплетсе кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |