Ял хуҫалӑхӗ
![]() Фундамента капсула янӑ самант Юлашки ҫусенче фермӑсем пӗтсех пыраҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вите-сарай ишӗлсе аннӑ. Етӗрнесем ҫӗнӗ ферма хута янине ырламаллах. Ӑна Мӑн Пакӑш ялӗнче тума тытӑннӑ. Етӗрне районӗнчи Мӑн Пакӑшра «Раҫҫей аталанӑвӗ — ял аталанӑвӗ витӗр» проект пурнӑҫланать. Сӗт-тавар фермине шӑпах унпа килӗшӳллӗн хута янӑ. Етӗрне район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн тӗп специалист эксперчӗ Зоя Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑн Пакӑшри ферма 200 пуҫ валли пулӗ. Унта 10 ӗҫ вырӑнӗ уҫма палӑртнӑ. Ферма чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче фундамента асӑнмалӑх капсула хунӑ. Строительство пуҫланиччен Тарасий атте кӗлӗ вуланӑ, пулас ферма вырӑнне ҫветтуй шывпа сапнӑ. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн пулӑшма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пилотсӑр вӗҫекен аппарат ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва ӳкерет Ӗнер Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва онлайн меслечӗпе кунӗн-ҫӗрӗн пӑхса тӑма пултарать иккен. «М-7 федреаци ҫулӗ ҫинче ҫул-йӗр ҫинчи инкек уйрӑмах нумай пулса иртекен тата вӗсенче ҫынсем вилекен вырӑнсем пур», — тесе палӑртнӑ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Тӗслӗх вырӑнне вӑл Ҫӗрпӳ ункине, Канаша хӗвелтухӑҫ енчен пырса тӑракан вырӑна, Ишлей ҫулне илсе кӑтартнӑ. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ҫул-йӗре татти-сыпписӗр пӑхса тӑрса васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн диспетчер службине хыпарлаяҫҫӗ-мӗн. Сывлӑх сыхлав министерстви шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав аппарат васкавлӑ пулӑшу машининчен маларах ҫитсе лару-тӑрӑва тӗрӗс хак параять. Ҫапла вара епле пулӑшу кирлине, сӑмахран, васкавлӑ пулӑшу миҫе машинине ямаллине, пӗлтереет. Ку вӑл медпулӑшу кӳрессин пахалӑхне лайӑхлатма май параять имӗш. Пилотсӑр вӗҫекен аппарат инкек вырӑнне тӗллеттерет. Модельне кура хайхи 3 сехетрен пуҫласа 4 сехет таран вӗҫсе ҫӳрет. Хӑй мӗн курнине 50 ҫухрӑм таран инҫӗшне пӗлтерет. Радиоуправлени меслечӗпе унпа 90 километр инҫӗшӗнчен йӗрлесе тӑма пулать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Саха (Якути) Республикин «Бичик» кӗнеке издательстви нумаях пулмасть «Раҫҫей халӑхӗсен юратнӑ юмахӗсем» кӑларнӑ. Унта пирӗн ҫӗршыври тӑхӑр халӑхӑн халӑх сӑмахлӑхӗ кӗнӗ. Унта пирӗн халӑхӑмӑрӑн юмахӗсенчен пӗри, тилӗ ҫинчен калаканни кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Надежда Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, юмах кӗнекине кӑларакансене вӗсем темиҫе юмах ярса панӑ. Якутсене чӑваш эрешӗсене тӑхӑнса ташлакан тилӗ уйрӑмах кӑмӑла кайнӑ. Пушкӑрт, удмурт, чӑваш, эвенк, вырӑс, дагестан, калмӑк, тутар юмахӗсен пуххине ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Ӑна тӑваткал форматпа кӑларнӑ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствин лавккисенче те сутаҫҫӗ. |
Культура
![]() Вӑрмарти центрӑн 18 ҫул тултарман ачасен диагностика тата социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн воспитанникӗсем каникул вӑхӑтӗнче вырӑс халӑх юмахӗн инсцинировкине хатӗрленӗ. Вӑл «Йӑвача — ҫӗнӗлле» ятлӑ пулнӑ. Ачасем рольсене хӑйсемех суйланӑ. Юлташӗсемпе хутшӑнма юратакан Ангелина карчӑк рольне калӑпланӑ. Шӑпӑл-шапӑл мар Максим старик пулнӑ. Чи хаваслӑ Павлик мулкач ролне суйланӑ. Ӑслӑ Камилла тӑмана рольне вылянӑ. Чее тата сӑн ӳкерӗнме кӑмӑллакан Ирина тилӗ пулнӑ. Базилио кушак аҫипе йӑвачана Дима калӑпланӑ. Ачасем юмах репетицине кӑна хутшӑнман. Вӗсем хӑйсен сӑнарӗсем валли маскӑсем те хатӗрленӗ. Юмах инсцинировки пысӑк шайра иртнӗ. Ыттисем те кӑмӑллӑ юлнӑ. Пӗчӗк артистсем «Йӑвача — ҫӗнӗлле» юмаха Аслӑ Чак ачисене кӑтартма тӗв тунӑ. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ака уй ӑхӗн 2-мӗшӗнче ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗнче ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна аутизмпа аптӑракан ачасене халалланӑ. Ҫак куна ахальтен суйламан: акан 2-мӗшӗнче аутизм пирки информаци сармалли кун. Шупашкарта аутизм ыйӑвне пӗрремӗш хут хускатнӑ. ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Ольга Зайцева юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре ҫак чирпе аптӑракан ачасен йышӗ ӳснине пӗлтернӗ. Халӗ ҫакнашкал 79 шӑпӑрлан шутра тӑрать. Ҫивӗч тепӗр ыйту — аутизмпа чирлӗ ачасен реабилитацийӗ. Ҫавра сӗтелре ҫак чире маларах тупса палӑртни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман психотерапевчӗ Елена Клинина пӗлтернӗ тӑрӑх, сиплевпе реабилитаци курсне ача 5-6 ҫулта чухнех тытӑнмалла. Аутизм тӗппипех сипленменни паллӑ-ха, анчах хальхи технологисемпе усӑ курса ачана хӑйӗн кӑмлӑлне контрольлеме, хӑранипе кӗрешме вӗрентме пулать. Псхотерапевт хальхи вӑхӑтра аутизм чир мар, ҫыннӑн хӑйне евӗр аталанӑвӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫавра сӗтелре аутизмпа чирлӗ ачасене вӗрентесси, воспитани парасси пирки те калаҫнӑ. Ҫакнашкал ачасене пӑхса ӳстерекен амӑшӗсем хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, сӗнӳсем панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Надежда Бабкина руль умне те ларнӑ Нумаях пулмасть Шупашкарта «Раҫҫей юррисем» фестиваль-марафон вӗҫленчӗ. Надежда Бабкина чӑваш тата ытти халӑхпа пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта, хӑш-пӗр районта савӑнчӗ. Надежда Георгиевна Шупашкарта пулнӑ май Трактор историйӗн музейне ҫитсе курнӑ. «Трактор завочӗсем» концерн» ҫак кӗтменлӗхрен тӗлӗннӗ, хаклӑ хӑнана хисеплесе ЧЕТРАТ40 бульдозерӑн макетне парнеленӗ. Т40 бульдозер копине «Промтрактор» АУО специалисчӗсем 1:43 масштабпа хатӗрленӗ. Надежда Бабкина ҫак парнене пысӑк хак панӑ, вӑл ӑна 4 ҫулти мӑнукне парнелеме шантарнӑ. Юрӑҫ каланӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер ҫак тракторпа мӗн тумаллине пӗлетех. Тен, пурӑна киле профессионал бульдозерист пулма шухӑшлӗ. Артистка тахҫан хӑй те трактор рулӗ умне ларнӑ-мӗн. Шкулта вӑл гусеницӑллӑ техникӑпа каяссипе зачет тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Республикӑра ача-пӑча валли тӗрлӗ конкурс час-часах йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче шапӑрлансен ӳкерчӗкӗсен конкурсне пуҫарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ӗҫӗ канихвет чӗркенӗ хут ҫинче пулӗ. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ — пушар хуралӗн професси уявӗ. Ҫавна май РФ чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ачасен «Ачасем — хӑрушсӑрлӑхшӑн!» ӳнер конкурсӗ йӗркеленӗ. Конкурс йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнтернӗ ӳкерчӗке уяв умӗн Шупашкарти пӗр кондитер хапрӑкӗ кӑларма палӑртнӑ канихвет хучӗсем ҫине вырнаҫтарӗҫ. Ӳкерчӗксен конкурсне ача пахчине ҫӳрекенсене, шкулсенче тата ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсене, интернатсенче, ача ҫурчӗсенче пурӑнакансене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе, пылак ҫимӗҫемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ют чӗлхерен кӗнӗ ҫак сӑмах кӗнеке ҫинчен каласа паракан кӗске ролик тенине пӗлтерет. Буктрейлер пулӑшнипе Шупашкарта ҫынсене кӗнеке вулама астарасшӑн. Вӑл е ку кӗнеке ҫинчен кӗскен кӑна каласа кӑтартакан роликсене республикӑн тӗп хулинчи общество транспортӗнче янӑратасшӑн. Ҫак акцие йӗркелес шухӑша Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ вулавӑшӑн тӗп тытӑмӗпе реклама агентствисенчен пӗри тытнӑ. Кӗнекепе паллаштаракан роликсене вулавӑш ӗҫченӗсем хӑйсем хатӗрлӗҫ. Буктрейлерсене вулавӑш сайтӗнче, халӑх тетелӗсенче те сарӗҫ. Хальлӗхе икӗ кӗнеке пирки реклама янӑрать иккен. Вӗсенчен пӗри Евгений Водолазкинӑн «Лаврӗ» пирки пулсан, тепри — чӑваш ҫыравҫин, Сергей Павловӑн «Хаяр ытам» кӗнеки ҫинчен. Ҫывӑх вӑхӑтра тата ытти кӗнеке пирки буктрейлерсем янӑратма тытӑнӗҫ. Вӗсен шутӗнче яппун поэзийӗн пуххи те пур-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер Канашра Культура ҫулталӑкне халалласа ача-пӑчан республика шайӗнчи харӑсах пилӗк фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗнче» ятпа чӑваш тӗррин конкурсне йӗркеленӗ, «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фольклор ушкӑнӗсене пухнӑ, хореографи ушкӑнӗсем «Салам, Тӗнче» ятлине пуҫтарӑннӑ, художество ӳнерӗ енӗпе ӑмӑртакансем «Черчен чечексене» пырса ҫитнӗ, юрӑ ӑстисем — «Уҫӑ саслӑ ачалӑха». Асӑннӑ мероприятисене культура ҫурчӗсенчи, вӑтам пӗлӳ паракан тата тата ӳнер шкулӗсенчи ачасем пухӑннӑ. Канаш районӗсем те айккинче юлман. Унти Сиккассинчи, Энтрияльӗнчи, Шелттӗмри, Янкӑлчри, Аччари, Ҫеҫпӗлти, Вӑрӑмпуҫри тата ял тӑрӑхӗсенчи, районти Культура ҫуртӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ. Фестивале йӗркелекенсем ачасем хушшинче тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине чӗртсе тӑратма тата сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Раҫҫейӗн Правительстви федераци пурлӑхне 2014–2016-мӗш ҫулсенче приватизацилессине прогноз планне ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫавӑнта республикӑри икӗ объект: Шалти ӗҫсен министерствин типографийӗ тата Шупашкарти юханшыв порчӗ кӗнӗ. «Акцийӗсем федераци харпӑрлӑхӗнчи акционер обществисене приватизацилени федераци хыснине укҫа кӳрессине ӳстерме, компанисене рынока кӑларма тата корпоратив управленийӗн меслетне ылмаштарма май парать», — тенӗ-мӗн РФ Правительствин сайтӗнче. «Время Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вӑхӑчӗ) информагентство асӑрханӑ тӑрӑх, приватизаци планне тӗрлӗ хулари аэропортсемпе юханшывсен порчӗсем кӗнӗ. Патшалӑх хӑш-пӗр банкри тата 20-е яхӑн издательствӑпа типографири хӑйӗн тӳпине те — акцисене — сутса яма шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |