Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче ҫул сарнине иртен-ҫӳрен асӑрханах ӗнтӗ. Туса пӗтерсен автомоболистсене лайӑх пулать-ха. Хальлӗхе вара ҫуран ҫӳресен пылчӑкра ҫӑрӑлма тивет. Ҫула сарас ыйтупа ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫул юсакан «Чӑвашавтодор» предприятин яваплӑ ӗҫченӗсене вӑл электромеханика колледжӗнче вӗренекенсенчен ҫӑхав ҫитни пирки пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем хӑмаран ҫапса тунӑ кӗпер евӗр каҫӑпа алтса хунӑ шӑтӑк урлӑ ҫӳреме тивнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн. Каҫӑ шанчӑклипе шанчӑксӑррине хула тӳри хӑй тӗрӗсленӗ. Коллеждра вӗренекенсем ахальтен пӑшӑрханманнипе килӗшнине палӑртнӑ. Ҫӗрле ун пек ҫӳреме пушшех хӑрушӑ иккен. Автоҫула тӑвакансем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме шантарнӑ. Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ юсав ӗҫне графикран юлса пурнӑҫлани пирки те аса илтернӗ. Юсавҫӑсем инженери сечӗсене куҫарма тивнипе тӑсӑлса кайнипе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха. Тӳре вара ӗҫе виҫӗ сменӑпа йӗркелесе хӑваласа ҫитме хушнӑ. Иван Яковлев тата Мир проспекчӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул ҫаврине ҫитес уйӑхра тума пуҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Уҫӑ ҫыру страници «Время Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вӑхӑчӗ) интернет-хаҫатра Валерий Туркай Республика Элтеперӗ патне янӑ уҫӑ ҫырӑва пичетленӗ. Чӑваш халӑх сӑвӑҫи, Михаил Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ыртӑвӑмлӑх фончӗн ертӳҫи, Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни Валерий Туркай «Хыпар» хаҫатӑн шӑпишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ. Уйрӑмах ӑна чӑваш халӑх хаҫатне 23 ҫул хушши пӗр ҫын ертсе пыни, пӗлтӗртенпе пур чӑваш хаҫачӗ те пӗр ҫын аллине лекни (редакцисене пӗрлештернине Валерий Туркай «чӑваш халӑхне, чӑваш литературипе культурине хирӗҫ тунӑ преступлени» пек хаклать) пӑшӑрхантарать иккен. Хӑш-пӗр авторсене пичетлеменни, издательство холдингӗн ертӳҫи редакци автотранспорчӗпе хӑйне кирлӗ пек уҫа курни — ҫивӗч ыйтусем пулса тӑраҫҫӗ имӗш. Хӑйӗн ҫырӑвне Валерий Туркай «Тата хӑҫанччен А. Леонтьев «Хыпарпа», чӑвашла тухса тӑракан ытти хаҫат-журналпа хуҫаланать?» текен ыйтупа вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Тавӑшкасси вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Тавӑшкассинче ку конкурса чӑвашла тӑхӑр кӗнеке хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Г.Г.Кабаковӑн «Пурнӑҫ хакӗ», А.П.Казановӑн «Ырату», Анатолий Кипечӗн «Тамӑкри ачан сасси», М.З.Крыловӑн «Пурнӑҫ сыппи вӑрӑм», В.Р.Кузьминӑн «Вӗҫев», С.Л.Павловӑн «Тӗтре», Н.А.Петровскаян «Тухатмӑш», Улька Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Юхма Мишшин «Анатран хӑпарать шурӑ пӑрахут» кӗнекисем. Конкурсра чи нумай сасӑ пухса ҫак тӑрӑхра, Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Михаил Крыловӑн «Пурнӑҫ сыппи вӑрӑм» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вулакансене ҫак хайлав питӗ килӗшнӗ-мӗн. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак кӗнекере Михаил Зиновьевич халӑх ӑс-хакӑлӗ, кӗҫӗннисем аслисене хисеплени ҫинчен каласа кӑтартать, ӗлӗкхи каларӑшсене илсе кӑтартать. Хайлавӑн тӗп шухӑшӗ — ырӑ усала яланах ҫӗнтерни. Аслӑ ӳсӗмрисем ҫак кӗнекене ҫамрӑксене вулама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Музей урамран пуҫланать тесе шухӑшлаҫҫӗ канашсем. Ҫавӑн пиркиех унти аваллӑх управҫисем музей тавралли территорие усӑ курма тӗллев лартнӑ. Ҫапла вара экспонатсем этнографи залӗнче кӑна упраннӑ пулсан урамра «Чӑваш картишӗ» кӗтес йӗркелесшӗн. Ку шухӑш патне пӗлтӗр уҫнӑ «Юрату, шанчӑклӑх тата ҫураҫу сакӗ» йывӑҫ скульптура композицийӗн авторӗ Геннадий Захаров ҫитсе тухнӑ. «Чӑваш картишӗнче» хресчен пурнӑҫӗн йӑлари пурнӑҫне кӑтартасшӑн. Унта вырӑнти халӑх авал мӗн ӗҫлесе пурӑннине, унӑн культурине, ӳнерне кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне халӑхӑн хальхи вӑхӑтри пурнӑҫне те ҫутатӗ вӑл. Хальлӗхе вара Канашри таврапӗлӳ музейӗ «Музее экспонат парнеле» акци ирттерессине пӗлтернӗ. Этнографи кӗтесӗ валли ҫӑл пури, ӗҫ-хӗл хатӗрӗ, килти хатӗр-хӗтӗр пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Юмахри сыпӑк Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче нумаях пулмасть «Конёк-Горбунок» юмахӑн премьери пулчӗ. Ун чух ҫитсе курайманнисене черетлӗ хут акан 8-мӗшпе 10-мӗшӗсенче чӗнеҫҫӗ. Петр Ершов хайлавӗ тӑрӑх ухмах Йӑванпа унӑн тусӗ ҫинчен калакан хайлав тӑрӑх юмаха театрӑн тӗп режиссёрӗ Иосиф Трер (Дмитриев) лартнӑ. Лайӑхран та лайӑх вырӑс юмахӗсен чун-чӗмне, йӑли-йӗркине кӑтартакан спектакле пӗчӗк куракансем кӑсӑклансах пӑхнине пӗлтереҫҫӗ. Юмаха Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Иосиф Дмитриев лартни пирки каларӑмӑр ӗнтӗ. Художникӗ — Ольга Ежкова, хореографӗ — Алина Михайлова, кӗввине Михаил Смирнов композитор ҫырнӑ. Юлашкинчен асӑнни спектакль валли пуҫласа кӗвӗ ҫырнӑ. |
Культура
![]() Сергий Радонежский ҫветтуй Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 15:00 сехетре Чӑваш наци музейӗнче Сергий Радонежские халалланӑ «Чӗррисене чӗнетӗп» курав уҫӑлӗ. Ку — музейпе Шупашкар епархийӗн пӗрлехи ӗҫӗ. Экспозицие Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнине халалланӑ. Курав килекенсене Сергийӑн иконографийӗпе паллаштарӗ. Авалхи вырӑс культурипе ӳнерӗн Андрей Рублев ячӗллӗ музейри тата Сергиев-Посадри заповедник музейӗнчи турӑшсен копийӗсем пулӗҫ. Курав 1380 ҫулхи Куликово уйӗнчи ҫапӑҫура Сергий Радонежский мӗнле пӗлтерӗш йышӑннине каласа кӑтартӗ. Экспозицие манах пӳлӗмӗ евӗр йӗркелӗҫ, ҫавнӑнпа куракансен ҫав вӑхӑта куҫ умне кӑларма, манах пурнӑҫӗпе паллашма май пулӗ. Кунтах Сергий Радонежскин вӗренекенӗсемпе паллаштарӗҫ. Проектпа килӗшӳллӗн вырсарни шкулӗсенче ача-пӑча ӗҫӗсен куравӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Муниципалитетсен административлӑ регламенчӗсене сӑнаса пыракан ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Улатӑрпа Йӗпреҫ районӗсен тата Шупашкар хулин муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳрессипе, тӗрӗсрех, ҫӗре тара парассипе ҫыхӑннӑ ӗҫлӗ хучӗсене тӗрӗсленӗ. Асӑнӑн районсен адмрегламенчӗсем Конкуренцие калакан саккунпа килӗшсе тӑманнине асӑрханӑ. Шупашкар хула администрацийӗн регламентӗнче те кӑлтӑк тупӑннӑ. Ӗҫ ушкӑнӗ муниципалитетсене ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Сӑмах май, Мунипалитетсен административлӑ регламенчӗсене сӑнаса пыракан ӗҫ ушкӑнӗ ҫӗнӗ орган темелле. Ӑна нарӑс уйӑхӗнче кӑна йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ усламҫӑсене пулӑшу кӳнӗ чух администраци тӗлӗшӗнчен чӑрмав кӳрессине пӗтересси-мӗн. Йыша Усламҫӑсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн аппарачӗн, Юстици тата Экономика министерствисен, Шупашкар хула администрацийӗн элчисем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Пуху саманчӗ Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пулас волонтерсемпе РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пуху ирттернӗ. Мероприятире наркотик хуташӗсене тӗнче тетелӗнче сарни пирки калаҫнӑ. Малашне волонтерсемпе пӗрле «шурӑ вилӗме» сутакан сайтсен мониторингне йӗркелесшӗн. Пухӑва хутшӑннисем наркомани витӗмӗ пирки видеоролик пӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн РФ наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ ҫумӗнче сайт уҫма сӗннӗ. Унта кирек мӗнле волонтер те наркотик саракансем, унпа туслисем пирки информаци кӗртме пултарӗ. Пухура Чӑваш Республикин «Хисеплӗ волонтерӗ» ята памашкӑн ҫирӗплетнӗ. Чи хастаррисене тав хучӗсемпе чыслӗҫ, вӗсем волонтер кӗнекине тивӗҫӗҫ, тӗрлӗ съездсемпе конференцие хутшӑнма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрне районӗнче «Ачам валли — сӑпка юрри» конкурс иртнӗ ҫеҫ — кун пирки ОРТ федераци телеканалӑн корреспонденчӗсем пӗлнӗ. Етӗрнесен конкурса тепӗр хут йӗркелеме тивнӗ. Етӗрне район администрацийӗн ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Яранская каланӑ тӑрӑх, Мускав журналисчӗсем ҫак конкурс пирки «Советская Чувашия» хаҫатран пӗлнӗ-мӗн. Статья кӑҫалхи пушӑн 22-мӗшӗнче тухнӑ. Конкурса ОРТ телеканал журналисчӗсем валли ятарласа ҫӗнӗрен тума тивнӗ. Вӑл хальхинче те ЗАГС пайӗнчи хӑтлӑ залра иртнӗ. Никама та ӳкӗтлемелле пулман: пурте пухӑнса хаваспах юрланӑ. Унтан журналистсем Етӗрне хулинче пурӑнакан нумай ачаллӑ Семеновсем патне ҫитнӗ. Вӗсен виҫӗ ача ӳсет. Унтан Мускав ҫыннисем ачасен «Пилеш» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Альбина Краснова патне кӗнӗ. Эппин, кӗҫех Етӗрне районӗнчи ашшӗсемпе амӑшӗсен сӑпка юррисене пӗтӗм Раҫҫей илтӗ! Хӑҫан? Хальлӗхе паллӑ мар-ха. Журналистсем сюжет хӑҫан эфира тухасси пирки маларах пӗлтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ — «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ятлӑ конкурс пуҫарни пирки пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Хыпара тӗрлӗ шкулсене ҫитерме тӑрӑшрӑмӑр. Ак, малтанхи ӗҫсем ҫите пуҫларӗҫ те ӗнтӗ. «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса чи пӗрремӗш Муркаш районӗнчи Ҫатракасси шкулӗн ачисем хутшӑнчӗҫ теме пулать. «Шкул ТВ» каналта эсир Александр Ильин Яков Ухсайӑн «Чӑваш чӗлхи» сӑввине вуланине тата Анастасия Алексеева Любовь Мартьяновӑн «Чӑвашла» сӑввине илемлӗ шӑрантарнине курма пултаратӑр. Александр — 7 класс ачи, Анастасия вара 5-мӗш класа ҫӳрет. Ачасен ертӳҫи: чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Никитина Людмила Валериановна. Ҫавӑн пекех аслисем хушшинче Олег Михайлович Цыпленков Петӗр Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑвва тата Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул-интернатӑн ӗҫченӗ Антонина Андреева Владимир Андреевӑн «Чӑвашла пуплер» сӑвва вуланисемпе паллашма пулать. Эсир те хутшӑнсан ҫак ӑмӑрту чӑн та пысӑк шайра пулӗ! Ан вӑтанӑр, ырана ан хӑварӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |