Вӗренӳ
![]() Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви асӑннӑ ведомствӑн аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме йыхравлать. Ун пеккисем пилӗк аслӑ шкул таран иккен: Мускавра академи, Санкт-Петербургра университет, Воронеж, Иваново тата Екатеринбург хулисенче институтсем. Вӗсенче «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» специальноҫпа специалистсене тата бакалаврсене хатӗрлеҫҫӗ. Пӗлӗве куҫӑн майпа ӑша хывтараҫҫӗ. Вӗреннишӗн укҫа тӳлемелле мар. Вӗреннӗ вӑхӑтра тӳлевсӗр апатлантарассине, укҫа пырса пулӑшассине, ҫи-пуҫ тата вӗреннӗ вӑхӑтра пурӑнма вырӑн уйӑрса парассине пӗлтереҫҫӗ. Унта вӗренме кӗрес текенсен салтака кайма «А» ушкӑнпа юрӑхлӑ пулмалла. Пӗрлӗхлӗ экзамена лайӑх тата питӗ лайӑх паллӑпа тытнине тӗпе хураҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин аслӑ шкулӗсене 24 ҫула ҫитичченхисене йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ведомствӑран ыйтса пӗлме май пуррине ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Канашлу вӑхӑтӗнче Услам илес тесе теприсем тем тума та хатӗр. Эрех черккине путнисен чирӗпе усӑ курса теприсем, ав, спиртлӑ хатӗрсене сутаҫҫӗ. Халӑхра вӗсене «фанфурик» тенипе пӗлеҫҫӗ. Саккунӗ вӗсене сутма чармасть. Пит-куҫа тасатма тесе ҫырнӑскерсене ирӗклӗнех ярӑнтараҫҫӗ вара ун йышшисем. Вӗсене туянакансенчен ытларахӑшӗ ӑна ал-урана сӗрме туянманнине пӗлмен ҫын ҫук-тӑр. Муркаш районӗнче пӗчӗк тата вӑтам уҫсламҫӑсен инвестици вӑй-халне сӳтсе явма пухӑннӑ ларура ытти ыйтупа пӗрлех «фанфурик» темине те хускатнӑ. Сӑмах май, районӑн тӗп тухтӑрӗ В.Г. Данилов район администрацийӗнче иртнӗ пӗр планеркӑра ҫав хатӗре сутса укҫа тӑвакан усламҫӑсен хакӗ ниме тӑмасть тесех палӑртнӑ. Ҫын инкекӗпе усӑ курса укҫа тӑвакансем совеҫе сутса яманах-тӑр тесе муркашсем тем пекех шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Культура ҫулталӑкне ирттернӗ май вӗсен пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемеллех тесе шут тытнӑ май Етӗрне районӗнче ӳкерме, юрлама вӗрентекенсеме технологи учителӗсене ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пултарнӑ. Унта вӗсем «Раҫҫей гуманитари, информаци тата культура уҫлӑлӑхӗнче» темӑна сӳтсе явнӑ. Маларах каланӑ предметсене ӑша хывтаракансем ача чӑн-чӑн ҫын пулса ӳстӗр тесе мӗнле меслетсемпе усӑ курнине тишкернӗ. Ҫак ӗҫе лайӑхлатас тесен мӗн тумалли пирки те калаҫнӑ. Район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ информацире кам мӗнле доклад туни таранах асӑнса кайнӑ-ха. Ларура калаҫнин тӗп шухӑшӗ, унта калани тӑрӑх пӗтӗмлетсен, ака уйӑхӗнче музейра Н.П. Петрова тата В.Г. Петрова вӗрентекенсен куравне йӗркелесси. Тата унта хӑш-пӗр вӗрентекенӗн опычӗпе паллашма май килнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи вӗренӳ отраслӗ ачасем ҫурхи каникулта каннӑ вӑхӑтра вӗсен апатланӑвне тӗрӗс епле йӗркелемеллине сӳтсе явма шут тытнӑ. Канашлӑва Тӑрмӑшри вӑтам шкулта ирттернӗ. Унта чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен районти станцинче тӑрӑшакансем те пырса ҫитнӗ. Яваплисене вӗсем сӗтӗн тата ашӑН техника регламенчӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Выльӑх-чӗрлӗхрен продукцине епле упрамалли пирки те чарӑнса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне апат-ҫимӗҫ юлашкине тӗрӗс утилизацилесси таранах калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкартан Самара тата Ӗпхӗве самолетсем ҫӳретесси Федерацин Атӑлҫи округӗнче авиарейссене аталантарма ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ пилотлӑ проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне 200 ытла ҫын Ӗпхӗве кайса килнӗ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ направленипе самолетпа ҫула тухакан пассажирсене ҫул укҫин ҫуррине кӑна тӳлеттереҫҫӗ. Тепӗр ҫуррине федераци тата регион хысниcем хӑйсем ҫине илнӗ. Маларах асӑннӑ Ӗпхӳре нумаях пулмасть Атӑлҫи федераци округӗнчи канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Инҫе ҫула вӗсем самолетпа кайнӑ. Йыша ертсе пынӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев авиарейссем пурри аваннине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмах май, Ӗпхӗве тата Самара самолетсене субсидилесе 2016 ҫулччен ҫӳреттерӗҫ. Пушкӑртстанӑн тӗп хулине ҫитме 1 750 тенкӗрен пуҫласа 1 900 тенкӗ таран тӳлемелле, Самара — 1 400 тенкӗрен тытӑнса 4 395 тенкӗ таран. Ӗпхӗве самолет икӗ сехете яхӑн вӗҫет, Самара — сехет ҫурра яхӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Раҫҫйӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Атӑлҫи регионти центрӗн пуҫлӑхӗ Игорь Паншин генерал-лейтенант тӗл пулнӑ. Унта вӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, гражданла оборона, халӑха ҫутҫанталӑк тата техногенлӑ инкекрен сыхлас лару-тӑрӑва регионсенче тӗрӗсленин пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ. Хаклав пуш уйӑхӗн 17–26-мӗшӗсенче иртнӗ. Паньшин генерал-лейтненат Чӑваш Ене тӗрӗслевҫӗсем лайӑхпа палӑртнине пӗлтернӗ. Татса памалли ыйтусем сиксе тухсан вӗсене ҫийӗнчех сӳтсе явнӑ, тытса памалли ҫул-йӗре планласа хунӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейскинчи халӑх театрӗ Трак енри халӑха спектакльсем кӑтартнӑ хыҫҫӑн кӳршӗ районсене тухма тытӑннӑ. Канаш районӗнчи Малти Тукай ялӗ Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн чӑн-чӑн парнене тивӗҫнӗ. Трак енри артистсем Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» камитпе килнӗ. Постановка пурне те килӗшнӗ. Трак енри халӑх театрӗн ертӳҫи тата режиссерӗ Клавдия Васильева Малти Тукай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ-мӗн. Артистсене спектакль вӗҫленсен чунран тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Турай ялӗн ачисем шкула ҫӳхе пӑр тӑрӑх утаҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймӑн — шкула ҫитмешкӗн пӗве урлӑ каҫмалла. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет. Вӑрӑм пӗве Турай ялне икӗ пая уйӑрать. Шкул вара ҫуртсен леш енче вырнаҫнӑ. Ачасен е кӳршӗ ял урлӑ ҫаврӑнмалла (кун пек 3 ҫухрӑм пулать), е тӳрех пӗве урлӑ каҫмалла. Шӑпӑрлансем, уйрӑмах аслӑ классенче вӗренекенсем, кӗске ҫула суйлаҫҫӗ. Ҫитӗннисем вара ҫакна хӑраса сӑнаҫҫӗ. Малтан ачасем шкул автобусӗпе ҫӳренӗ. Халӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов каланӑ тӑрӑх, вӑл илсе ҫӳреймест. Автобуса сӗрмелли-ҫунтармалли материалсемпе тивӗҫтермешкӗн укҫа сахал уйӑрнӑ-мӗн. Николай Павлов пӗве урлӑ кӗпер хывмашкӑн та укҫа ҫуккине пӗлтернӗ. — Пӑр шӑтӑртатать, ачасем ҫапах ҫӳреҫҫӗ. Халӗ, ҫуркунне хӑш вырӑнта пӑр катӑлассине пӗлеймӗн, — тенӗ ялта пурӑнакан пӗр ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() mamainfo.com.ua сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Хулари 1-мӗш клиника пульници ҫӗнӗ йышши компьютер технологийӗ пуррипе мухтанма пултарать. Вӑл ача кӗтекен хӗрарӑмӑн кӑмӑл-туйӑмне сӑнама пулӑшать. Ҫӗнӗлӗхпе хӑҫан усӑ кураҫҫӗ-ха? Хӗрарӑм ача ҫуратас умӗнхи тапхӑрта. Уйрӑмах ку варти пепке патологипе ҫуралас хӑрушлӑх пуррисене пырса тивет. Ҫак технологие шӑпах малтан вӗсемпе усӑ курма тытӑнӗҫ. Психофизиологи хатӗрленӗвӗ пулас амӑшне кӗлетке тӗлӗшӗнчен те, кӑмӑл тӗлӗшӗнчен те хатӗрленме пулӑшӗ. Ҫӗнӗлӗх ача кӗтекенскере стреса парӑнтарма пулӑшӗ, тӗрӗс сывлама вӗрентӗ. Аппарат пулӑшнипе хӗрарӑм организмӗнчи психоэмоци йеркене кӗрет. Занятисем вӑхӑтӗнче профессионал психолог хӗрарӑмӑн психологи шайӗнчи сывлӑхне палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Канаш районӗнче терлӗ мероприяти иртнӗ. Ачча ял тӑрӑхӗнче халӑх пултарулӑхӗн «Иксӗлми Канаш ен ҫӑлкуҫӗсем» район фестивалӗпе килӗшӳллӗн черетлӗ курав пулнӑ. Аччари тата Пайкилтри ушкӑнсем концерт кӑтартнӑ. Сцена ҫинче ӳнер пултарулӑхӗн мӗн пур жанрӗ пулнӑ. Пайкилт ял тӑрӑхӗнчи Николайпа Марина Семеновсем «Юрату утравӗ» юрра шӑрантарнӑ. «Хӗлхем» вокал ансамблӗ «Край родной», «Пурнӑҫ урапи» юрӑсене, Ирина Чернова «Сарӑ кайӑк» юрра юрланӑ. Ачча ял тӑрӑхӗнчи «Шевле» фольклор ансамблӗ путарулӑхӗпе кашнинчех тӗлӗнтерет. Хальхинче те вӑл куракансене тыткӑнланӑ: халӑх юррисем шӑрантарнӑ, тӑван тӑрӑхӗнчи йӑлапа паллаштарнӑ. Ачча шкулӗнчи 3-мӗш класра вӗренекен Ангелина Лаврентьева «Авас терӗм» юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Валерий Корытников «Вӑрман кӳллинче» шӑрантарнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |