Ҫул-йӗр
![]() Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрле тӳремре сусӑрсем валли туса кӑларнӑ ятарлӑ автобус хӑтлавӗ пулнӑ. Транспорта кӳмепе хӑпармалли хатӗрпе тивӗҫтернӗ. Вӑл салонра ытлашши вырӑн йышӑнмасть. Оборудовани малти алӑк патӗнче вырнаҫнӑ, автобус чарӑнсан урамалла тухать. Транспортра кӳмесемпе ҫӳрекенсем валли ятарлӑ вырӑнсем пур. Автобусра сасӑллӑ сигнализаци те пур. Вӑл пулӑшнипе водитель сусӑр е ахаль ҫын тухма хатӗрленнине пӗлме пултарать. ЧР Транспорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автобус кирек мӗнле сийлӗ ҫулпа та кайма пултарать. Хальлӗхе общество транспорчӗн маршручӗсемпе пӗр ятарлӑ автобус ҫеҫ ҫӳрӗ. «Ансат тавралӑх» программӑпа килӗшӳллӗн республика валли ҫакнашкал тӑватӑ автобус туянма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Митингри самант Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчисенчи хаксем пирки чылай шавларӗҫ, митинга та тухрӗҫ. Хула администрацийӗн сайтӗнче ашшӗ-амӑшӗн ача пахчине ҫӳрекен шӑпрлансемшӗн тӳлемелли ҫинчен калакан хушӑва улшӑнусем кӗртни пирки пӗлтернӗ. Ку икӗ пункта пырса тивнӗ. «Тӳлеврен ашшӗ-амӑшӗ ҫырнӑ заявление, ун ҫумне ҫирӗплетнӗ документсене тӗпе хурса хӑтараҫҫӗ» пункт вӑйне ҫухатнине пӗлтернӗ сайтра. 2.6 пунктпа килӗшӳллӗн халӗ шӑпӑрлан ача пахчинче ҫак сӑлтавсене пула ҫук-тӑк — укҫа тӳлеттермеҫҫӗ: а) ача чирленӗ (медицина справки кирлӗ); б) ашшӗ-амӑшӗ канура чухне ачи пӗрле чухне (ӗҫрен ҫакна ҫирӗплетекен справка тата заявлени кирлӗ); в) карантин пулсан; г) ача пахчине юсав ӗҫӗсем ирттермешкӗн хупнӑ пулсан. Икӗ ача амӑшӗ ҫак улшӑнусене йышӑнсан савӑннӑ-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, ку ҫивӗч ыйтӑва уҫӑмлатнинче малалла тунӑ утӑм. Официаллӑ хушӑва Ҫӗнӗ Шупашкарти мӗн пур ача пахчине, ашшӗ-амӑшне пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Дмитрий Семкин (варринче) Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн вырӑсла юрӑҫи Дмитрий Семкин чӑваш чӗлхиллӗ программа хатӗрленӗ. «Упрар юрӑ-кӗвӗ пуянлӑхне» концерт ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ. Унта чӑваш композиторӗсен тенор валли хатӗрленӗ хайлавӗсем янӑрӗҫ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, программӑна хатӗрленӗ чухне Дмитрий Семкинӑн хӑйӗн чӑвашла калаҫӑвне якатма тивнӗ. Артист каланӑ тӑрӑх, вӑл вырӑсларан чӑвашла май килне таран хӑйех куҫарать. Унӑн шухӑшӗпе чи кирли — пахалӑхлӑ калаҫу. Паллах, сӑвӑсенчи шухӑш та пӗлтерӗшлӗ. Концертра Александр Васильвӑн, Анисим Асламасӑн, Геннадий Хирбюн тата ытти композиторӑн хайлавӗсем шӑранӗҫ. Дмитрий Семкин — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2002 ҫултанпа ӗҫлет. Унӑн репертуарӗнче вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен 200 ытла хайлавӗ, романссем, эстрада юррисем, вырӑс халӑх юррисем… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Драма кружокӗн артисчӗсем Маларах, хамӑр ача чухне, шкул ачисем спектакль лартни те кӑсӑклӑччӗ. Халӗ профессилле театрсене хӑнӑхса кайнӑ та вӗсене те хӑш чух тиркевлӗ куҫпа пӑхатпӑр мар-и?.. Ҫапах та хӑй тӗллӗн вӗреннӗ маттурсем сцена ҫине тухма килӗшни хӑйех паха темелле-тӗр. Ӳркенмеҫҫӗ, вӑхӑт тупаҫҫӗ, тӑрӑшаҫҫӗ. Халӑх театрӗсем пурри аванах ӗнтӗ. Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче, ав, акан 1-мӗшӗнче Вӑрман Енӗшри драма кружокӗ Николай Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Киле май — кинӗ» камите лартнӑ. Зал тулли куракан пухӑннӑ-мӗн унта. Вӑхӑтлӑха сцена ӑстине ҫаврӑннӑ ҫынсене ҫынсем ура ҫине тӑрсах алӑ ҫупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Тысяча и одна ночь» балета Шупашкарта лартакан Давид Авдыш (сулахайри) Евгений Плющенкон хореографӗ те пулнӑ Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ кӑҫал ака уйӑхӗн 22–26-мӗшӗсенче иртет. Ӑна Фикрет Амировӑн «Тысяча и одна ночь» спектакль премьери уҫмалла. Ӑна пирӗннисем Санкт-Петербургри специалистсемпе пӗрле лартаҫҫӗ иккен. Асӑннӑ балет чӑваш сценишӗн ҫӗнӗ мар-ха. Пуҫласа ӑна 1989 ҫулта лартнӑ. Хальхинче ӑна ҫӗнетсерех кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл классикӑлла версирен уйрӑлса тӑмалла-мӗн. Балета сцена ҫине кӑларма балетмейстер пулса либретто авторӗ Давид Авдыш тата Анна Устинова ятлӑ ҫамрӑк художник хутшӑнмалла. Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче Адольф Аданӑн «Корсар» балетне курма май килӗ. Ӑна ҫармӑссен Э. Сапаев ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӑстисем кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче маларах асӑннӑ «Тысяча и одна ночь» балета хуласемпе районсенче пурӑнакансене кӑтартӗҫ тесе хыпарлать REGNUM информагентство. Те вырӑна тухса кӗрӗҫ ӗнтӗ, те район-хуларан куракансене ятарласа пухӗҫ – калама хӗн, мӗншӗн тесен ӑна уҫӑмлатман. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Петр Чайковскин «Лебединое озеро» балечӗ килентерӗҫ. Одетта тата Одиллия ролӗсене Раҫҫей халӑх артистки, Пысӑк театр солистки Мария Аллаш калӑплӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ачасем куравпа паллашаҫҫӗ Ҫак ятпа Пӑрачкаври ӳкерчӗк галерейинче Чӑваш ӳнер музейӗн филиалӗн — Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗ куҫса ҫӳрекен куравӗн хӑтлавӗ иртнӗ. Курава уҫнӑ май художник пултарулӑхӗ ҫинчен фильм кӑтартнӑ. Пултарулӑх ҫыннипе маларах асӑннӑ центр заведующийӗ Владимир Бамбурин та паллаштарнӑ. Сӑмах май, Владимир Бамбурин — художник, график, йывӑҫ касакан ӑста. Вӑл Элли Юрьев геральдист пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Аса илтеретпӗр, Элли Михайлович — Чӑваш Республикин Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн авторӗ, литературӑпа ӳнер енӗпе Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни. Юрьева живопись, тӗрлӗ графика, геральдика, эмблема, вексилиографи, шрифт, орнамент тата медаль ӳнерӗсен, фотографика енӗпе пултаруллине палӑртаҫҫӗ. Куравпа чи малтанах Пӑрачкаври вӑтам шкулта вӗренекенсем паллашнӑ. Ҫав кунах пичет графики енӗпе мастер-класс йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Экскурси вӑхӑтӗнче Хулари ачасен ҫурхи каникулсем иртсе те кайрӗҫ ӗнтӗ, ялтисен вара тин ҫеҫ пуҫланчӗҫ. Ҫак кунсене Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем усӑллӑ ирттерес шутпа тӗп хуламӑра ҫул тытрӗҫ. Малтанах вӗсем Трактор историйӗн музейне ҫитсе курчӗҫ. Кунта курмалли-тӗлӗнмелли пайтах: авалхи вӑхӑтри суха пуҫӗнчен пуҫласа хальхи хӑватлӑ тракторсемчченех! Вӑхӑт ҫинчен мансах ҫӳрерӗҫ ачасем экспонатсем хушшинче. Ҫӳрерӗҫ ҫеҫ мар, кӑмӑла кайнӑ тимӗр утсем ҫине ларса та курчӗҫ! Унтан «Мадагаскара» ҫул тытрӗҫ: пин-пин ҫухрӑмра вырнаҫнӑ утрав ҫине мар ӗнтӗ, паллах, 3D форматлӑ кино курма кинотеатра. Малалла ҫул хальхи вӑхӑтри историн архивне выртрӗ. Кунта та тӗлӗнмелли нумай пулчӗ. Ачасем документсене еплерех упранине хӑйсен куҫӗсемпе курма пултарчӗҫ, чылай сӑнӳкерчӗксемпе паллашрӗҫ. Ҫур ӗмӗр каялла тунӑ хамӑр ял ҫыннисен сӑнӳкерчӗкӗсене курса тӗлӗнчӗҫ. Уйрӑмах паллӑ ентешӗмӗр Андриян Николаев сӑнӗсем кӑсӑклантарчӗҫ. Экскурсие яланхилле Атӑл хӗрринче вӗҫлерӗҫ ачасем. Ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа килелле ҫул тытрӗҫ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Аччакасси ҫамрӑкӗсен пултарулӑхӗ Ака уйӑхӗн 1-мӗшне пӗрисем Кулӑш кунӗ теҫҫӗ. Теприсем нумай шухӑшласа тӑмаҫҫӗ — Ухмах кунӗ теме кӑмӑллаҫҫӗ. Чи пахи — кӑмӑл-туйӑма шӳтпе ҫӗклеме тепӗр сӑлтав пурри. Юлташсене тыттарса выляса-кулнинче ним япӑххи те ҫук ӗнтӗ. Шӳте ӑнланакан ҫынпа пулсан пушшех те аван. Канаш районӗнчи Аччакассинчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫамрӑксене кулӑ е кулӑшла сӑн-пит ӳкерме ыйтнӑ. Вӗсене пӑхсан хӑв та кулса ярӑн теҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Чӑн та, кам епле пултарать, ҫавӑн пек ӳкернӗ ҫамрӑксем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Солтан Шиганов — халӑх инструменчӗсемпе вылякан ӑста Шӑмӑршӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьел вӑтам шкулӗнче нумаях пулмасть тӑватӑ халӑх ҫыннисен юрри-кӗвви янӑранӑ. Ачасем патне Хусан хӑни килсе ҫитнӗ. Вӑл — педагог тата халӑх музыка инструменчӗсемпе вылякан Солтан Шиганов. Хусан ҫынни ачасен умӗнче «Халӑх кӗвви-ҫемми халӑхсен шӑпине кӑтартни» темӑпа лекци ирттернӗ. Калаҫу тӗллевне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурине тата лирикине чӗртсе тӑратассипе, аталантарассипе тата упраса хӑварассипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ачасем нукай курайӗ, тальянка епле янӑранине хаваслансах итленӗ-мӗн. Тӑватӑ тӳмеллӗ пӗчӗк купӑспа, сӑрнайпа, икӗ шӑтӑклӑ йывӑҫ курайпа тата ытти тӗрлӗ инструментпа та ачасем кӑмӑлтан паллашнӑ. Тӗлпулура чӑваш, вырӑс, тутар тата ҫармӑс юррисем, ташӑ ҫеммисем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑвашла ята ҫухатнӑ «Лакомка» Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсем епле вырнаҫнине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Сумлӑ комиссие ҫул-йӗр инспекторӗсем тата инженери коммуникацийӗсене пӑхса тӑракан организацисен ертӳҫисем кӗнӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, сӑмахран, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Маклыгин ертсе пыракан ушкӑн Калинин районӗнчи 9 вырӑна ҫитсе пӑхнӑ: «Гастелло урамӗ», «Лакомка», «Ача-пӑча медицина центрӗ», «Больница комплексӗ», «Пролетари урамӗ», «Ҫӗнӗ автовокзал», «Энергозачасть», «Шупашкарти трикотаж», «Спартак» стадион» ятлӑ чарӑнусене. Хула тӳрисене тӗрӗслеве пуҫарма хулара пурӑнакансем ҫӑхавлани хистенӗ. Ҫынсем чарӑнусем майлӑ вырнаҫманни е автоҫула ытла ҫывӑххи пирки пӑшӑрханнӑ. Кунта сӑмах халь тӑваканнисем пирки пырать. Вӗсем юр-ҫумӑртан хӳтӗлекенскерсем кӑна мар, суту-илӳ павильонӗллӗскерсем те. Ҫапла чарӑну тума ҫӗр лаптӑкне Шупашкар хула администрацийӗ аукцион урлӑ тара панӑ. Чӑн та, халӑх ахальтен шалӑпламан иккен. Хальхи вӑхӑтри нормативсенче чарӑнусем ҫулран 3 метртан ҫывӑхрах пулмалла мар тесе палӑртнӑ иккен. Йӗркепе килӗшсе тӑманнисене нормативпа «ҫураҫтармалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |