Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнче предприятисемпе организацисен хушшинче ӗҫ сыхлавӗ енӗпе конкурс иртнӗ. Ӑна иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗл тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ. Конкурса ӗҫре суранланассине тата професси чирӗпе аптӑрассине чакарас тӗллевпе ирттернине палӑртаҫҫӗ. Паян Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӳлӗмне конкурс ҫӗнтерӳҫисене йыхравланӑ. Районӑн культурӑпа кану центрӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Пенси фончӗн районти управленийӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Питеркасси ял тӑрӑхӗ. Вӗсем район чысне республикӑри ҫавӑн йышши конкурсра хӳтӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунӗ тӗлне, ӑна ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ, Вӑрнар район пульницинче шӑнкӑрч вӗлли ӑсталассипе конкурс ирттернӗ. Чи лайӑх ӑстана сывлӑх учрежденийӗн тӗп тухтӑрӗн Николай Тенюковӑн парнисемпе чыслама йышӑннӑ. Пульницӑра ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗ йӗри-тавра хурӑнсемпе хырсем йышлӑ ӳсеҫҫӗ. Апла тӑк вӗллесене ҫакма вырӑн пур. Хӗрарӑм тухтӑрсене мӑшӑрӗсем пулӑшнине пытармаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 10 вӗлле ӑсталанӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшне пульницӑна комплекслӑ пӑхса тӑракан рабочи хатӗрленӗ. Тӗп парнепе вара Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӗренекен Артем Евстафьева чыслас тенӗ. Унӑн амӑшӗ, Людмила Евстафьева, пульницӑра функци диагностикин врачӗ пулса ӗҫлет. Вӑл — вырӑнти профком ертӳҫи те. Сӑнсем (27) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрле хулинчи 2-мӗш вӑтам шкулти ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем «Эп — тӗпчевҫӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑннӑ. Ӑна шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем куҫӑнсӑр тура 638 тӗпчев ӗҫӗ тӑратнӑ. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫӑн тур иртнӗ. Унта Чӑваш Енри 15 районпа 5 хуларан 165 ача хӑйӗн ӗҫӗпе тупӑшӑва тухнӑ. Куҫӑн тур икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче ачасем тӳресене хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, иккӗмӗшӗнче ӗҫсене хӳтӗленӗ. Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем «Физика» тата «Естествознани» секцисемпе хутшӑннӑ. Андрей Чебутов шыв хӑҫан тӑвалла юхни пирки ӑнлантарса панӑ, Матвей Ефимов вӗлле хурчӗ ӳрӗккипе кахаллине тишкернӗ. Вӗсен иккӗшӗн те ӗҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти хула стоматологийӗн поликлиники наци ҫи-пуҫӗн уявне ирттернӗ. Культура ҫулталӑкне халалланӑ мероприятие паян ӗҫлекен тухтӑрсемпе пӗрлех ветерансене те йыхравланӑ. «Хулари медицина отраслӗ тӗрлӗ наци ҫыннисенчен тӑрать. Уяв тӗллевӗ — ӗҫтешсем хушшинче килӗшӳпе ҫураҫӑва хуҫалантарасси», — тенӗ поликлиникӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Яковлева. Уявра чӑвашсен ҫи-пуҫӗн историйӗ, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата ытти ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Наци тумтирӗн уявне художество ӳнерӗсен «Паха тӗрӗ» фирми те хутшӑннӑ. Вӑл хӑйӗн коллекцийӗнчи ҫи-пуҫа кӑтартнӑ. Уявра юрӑ-ташӑ та пулнӑ. Вырӑнти ӳнер шкулӗн «Чарлан» ансамблӗ хуткупӑспа вылянӑ, Шупашкар районӗнчи «Шордан» фольклор ансамблӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Чӑваш туйӗн йӑли-йӗркипе те паллаштарнӑ уявра. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Раҫҫейӗн Тӗпчев комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хӗсметрен пӑрӑнакан каччӑсен портретне хатӗрленӗ. Асӑннӑ ведомство 2013–2014-мӗш ҫулсенчи пуҫиле ӗҫсене тишкернӗ те ҫартан ытларах чух камсем пӑрӑнма хӑтланнине палӑртнӑ. Хайхин сӑнарӗ ҫапларах: ытларах чух вӑл — ял каччи, ҫын ӗнси ҫинче пурӑнакан, ниҫта та тӗпленсе ӗҫлеменскер. Ҫар комиссариатне пырассинчен пӑрӑнса ҫӳрекенӗн ҫулне те палӑртнӑ — ҫак списока 22 ҫулхисем лекеҫҫӗ иккен. Ҫартан пӑрӑннине вӗсем Раҫҫейӗн ҫарӗнче хӗсметре тӑрас килменнипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн. Хӗсметрен пӑрӑнма хӑтланнисен тӗлӗшпе, сӑмах май, пӗлтӗр кӑна 25 ӗҫ пуҫарнӑ, кӑҫал — 12. Ҫартан тарса ҫӳрекенсене 10 пин тенкӗрен пуҫласа 120 пин тенкӗ таран штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Д.И. Захаров иртнӗ ҫулта ӗҫлени пирки ял халӑхне каласа кӑтартнӑ. Пуху «Чӑвашавтодор» предприятин Карачурари уйрӑмӗн столовӑйӗнче иртнӗ. Пухӑва районта ӗҫлекенсем — Пенси фончӗн Управленийӗн пуҫлӑхӗ А.М. Исаева (вӑл Шупашкар район пуҫлӑхӗ те шутлать) Федерацин налук службин районсем хушшинчи 5-мӗш инспекцийӗн вырӑна тухса тӗрӗслекен пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ С.Г. Башмаков тата ыттисем — пырса ҫитнӗ. А.М. Исаева пенси законодательствинчи ҫӗнӗлӗхсем пирки каласа кӑтартнӑ, хӗрарӑмсен республикӑри канашӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Пухура ыйтусем те пулнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен Европа тата Еврази енӗпе ӗҫлекен патшалӑх секретарӗ Виктория Нуланд Молдави чиккине ҫирӗплетме укҫа уйӑрса парассине пӗлтернӗ. Ку тӗллевпе АПШ 10 миллион доллар парать иккен. Молдавире «лару-тӑру ансат мар. Ҫавӑна эпир Молдавине малтан шантарнӑ укҫа ҫумне 10 миллион доллар хушса парас терӗмӗр», — тесе каланӑ Нуланд Кишиневра иртнӗ пресс-конференцире. Патшалӑх секретарӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен ҫапла утӑмӗ енсен стратегилле хутшӑнӑвӗпе килӗшсе тӑнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри ҫынсен Пӗтӗм тӗнчери театр кунне паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та уява сиктермен. Чи малтанах Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.П.Казанцев саламланӑ. Вал «Ару» халӑх театрӗн ертӳҫине М.Г.Лебедевӑна малашне те пултарулӑхра пысӑк ҫитӗнӳсаем тума ӑнӑҫу суннӑ. Уява халӑх театрӗн ветеранӗсене чӗннӗ: В.Н.Никишин, В.А.Андреев, Н.Д.Маруськина, Ф.А.Машугин. Кашниех хӑй вӑхӑтӗнче постановкӑсене хутшӑннӑ самантсене аса илсе каласа кӑтартнӑ. Ун чухне театра ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ В.Н.Никишин ертсе пынӑ. Халӗ Виталий Никитич тивӗҫлӗ канура пулсан та юратнӑ ӗҫӗпе кӑсӑкланать. Вӑл театр пурнӑҫӗпе интересленет, ун валли тата халӑх театрӗ ҫумӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен «Султаш» театр ушкӑнӗ валли пьесӑсем ҫырать. Вӗсем ҫак пьесӑсемпе республика шайӗнчи конкурссене, фестивальсене хутшӑнса малти вырӑнсене тивӗҫеҫҫӗ. Пӗтӗм тенчери театр кунӗнче ял ҫыннисем В.Н.Никишинӑн «Кӳршӗсем» пьесине курнӑ. Дарья рольне Екатерина Лебедева вылянӑ. Марья — Мария Лебедева, Петр — Петр Казанцев пулнӑ. Камит пурне те килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Раҫҫее майлӑ хастарсем Донецк облаҫӗн статусне палӑртмалли референдум ирттерме ыйтаҫҫӗ. Харьковра Ирӗклӗх лапамӗнче вара Украина, Раҫҫей, Совет Союзӗн тата Георгиевски ялавӗсемлӗ ҫынсем митинга пухӑннӑ. Вӗсем Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ автономийӗ йӗркелеме ыйтнӑ. Донецкри митинг Ленин лапамӗнче пуҫланнӑ. Вӗсем «Раҫҫей», «Донецк — вырӑс хули» тесе харӑссӑн кӑшкӑрнӑ. Ленин лапамӗнчен халӑх Ленинла Комсомол паркӗ патӗнчи тӗп урам енне кайнӑ, Донбаса ирӗке кӑларнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххи хунӑ. Акци чукун ҫул вокзалӗ патӗнче вӗҫленнӗ. Харьковри митинга пухӑннисем хальхи Кейӳ влаҫне хирӗҫ тӑмалли пирки чӗнсе каланӑ. Унта пухӑннисем вырӑс чӗлхине иккӗмӗш патшалӑх чӗлхи евӗр йышӑнмалли пирки те сӑмах хускатнӑ иккен. Митингра «Раҫҫей — пире ҫӑл», «Пирӗн чӗлхе — вырӑс», «Беркута — мухтав», «Сылтӑм сектор — ҫын вӗлеренсем», «Харьков референдум ыйтать», «Харьков Таможня Союзӗшӗн» йышши плакатсемпе тӑнӑ. Митинг Одессӑра та иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи сесси «Хавал» пӗрлӗх Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлнелли сессие чӑвашла ирттерме сӗнсе ҫырупа тухнӑ. «Чӑваш Республикин Конституцийӗпе республикӑра икӗ чӗлхе: чӑвашла тата вырӑсла — пӑхса хӑварнӑ. Апла тӑк чӗлхесене усӑ курассипе нимӗнле чӑрмав та пулмалла мар. Ҫавӑнпа та эпир Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлнелли сессие чӑвашла ирттерме ыйтатпӑр», — тенӗ иккен ҫырура. «Енчен те чӑваш чӗлхие патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе хут ҫинче кӑна каламастпӑр пулсан Патшалӑх Канашӗн сессине ҫулталӑкра пӗрре кӑна мар, тӑтӑшах чӑвашла ирттермелле», — тесе каланӑ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫата асӑннӑ организацин пайташӗсенчен пӗри. Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче (ун чухне Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑ) паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑвашла пӗлменнисем валли «хавалҫӑсем» синхронлӑ куҫару йӗркелеме сӗнеҫҫӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат сесси вӑхӑтӗнче чӑвашла калаҫма хӑтланни 2011 ҫулта хирӗҫ-тӑрупа вӗҫленнине аса илтерет. Ун чух Чӑваш наци конгресӗн президентӗнче тӑрӑшакан Геннадий Архипов чӑвашла калаҫни хӑш-пӗр депутата килӗшмен иккен, вӗсем ӑна вырӑсла калаҫма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |