Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ

Куславкка районӗнчи Кунер ялӗн ҫыннисемшӗн кану кунӗ чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Кунти информаципе культура центрне Тутар Республикинчи Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫитнӗ. Лӑк тулли зал хӑнасене хавас пулнӑ.

Хаклӑ хӑнасене Кунер ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ В.В.Юсов, «Семенов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов, информаципе культура центрӗн директорӗ Б.Я.Федоров ӑшӑ сӑмахсемпе кӗтсе илнӗ.

Концерта 25 ҫын хутшӑннӑ. «Чӗкеҫ» чӑваш халӑх ансамблӗн пултарулӑхӗ Кунер ҫыннисене тыткӑнланӑ. Концерт 2 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗнчи «Настроение» (чӑв. Кӑмӑл) инструмент ушкӑнӗ Ҫырчаллӑ артисчӗсемпе танах пулнӑ. Вӗсем те сцена ҫине тухнӑ: концерта вӗҫленӗ. Чӑваш юрри янӑрасан артистсем зала тухса куракансемпе ташланӑ.

Концерт вӗҫленсен ансамбль ертӳҫи Елена Кандюкова Кунер ял тӑрӑхӗн халӑхне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн тав тунӑ, малашне те тӗл пулма шантарнӑ.

 

Республикӑра

Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва ҫемье вулавӗн библиотеки «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсне вунӑ ҫул ытла хутшӑнать. Кӗнеке куравӗ вулакансен кашнинчех ҫӗнӗ, кӑсӑклӑ литературӑпа савӑнтарать. Кӑҫал унта 2012 ҫулта тухнӑ 15 хайлав кӗнӗ.

Нарӑс уйӑхӗнче библиотекӑра «Кӗнеке вулатпӑр — 2012» курав йӗркеленӗ. Вулавӑша ҫӳрекенсене вӗсене вуласа тухма, килӗшнӗ хайлав пирки ҫырса пӗлтерме сӗннӗ.

1–4-мӗш класра вӗренекенсем вара ача-пӑча кӗнекисемпе паллашнӑ, вӗсене сасӑпа вуланӑ. Шӑпӑрлансем Лев Кадкинӑн «Ослиный мост», Светлана Гордеевӑн «Весёлая карусель», Людмила Васильевӑн «Зайкина семья» хайлавӗсене тимлӗн итленӗ.

Чылай автор ҫак конкурса пӗр хут кӑна хутшӑнман. Вӗсен йышӗнче — Улькка Эльмен, Сергей Павлов, Аркадий Казанов, Ордем Гали, Людмила Сачкова тата ыттисем. Кураври кӗнекесем вулакансен кӑмӑлне кайнӑ. Вӗсем — чӑвашла повеҫсемпе калавсем: Сергей Павловӑн «Тӗтре», Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Аркадий Казановӑн «Ырату», Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», В.Кузьминӑн «Вӗҫев» тата ытти хайлавсем. Вырӑс хайлавӗсене ытларах ҫаксене килӗштереҫҫӗ: П.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен черетлӗ ҫар призывӗ пуҫланнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, РФ хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйне 154 пин салтак кӗрӗ.

Кӑҫал салтаксем валли улшӑнусем пулӗҫ. «Новости» рекламӑпа информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫӑл ҫар комитечӗсенче хӗсмете каякансене алла сӗрмелли крем, душра ҫӑвӑнмалли крем, шӑл пасти, шӑл щетки, хырӑнмалли станок тата гель, дезодорант, алшӑлли парӗҫ.

Салтаксене портянкӑсемпе атӑ вырӑнне нускипе, хӗллехи тата ҫуллахи берцӑсемпе, аялти ӑшӑ тумпа тивӗҫтерӗҫ. Ҫар билечӗсӗр пуҫне ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакана электронлӑ картта парӗҫ. Вӑл унпа ӗмӗр тӑршшӗпех пулӗ. Картта ҫинче гражданин ҫар тивӗҫне ӑҫта пурнӑҫлани, хӑш чаҫран куҫни, мӗнле хӗҫ-пӑшалпа ӗҫлеме пӗлни пирки тата ытти информаци пулӗ. Пӗтӗмпе 58 информаци: салтакӑн кӗлетке калӑпӑшӗнчен пуҫласа ашшӗ-амӑшӗн ячӗ-шывӗ таранах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Чӑваш чӗлхи

Пушӑн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков тата ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов Мускавра йӗркеленӗ чӑваш чӗлхин курсне ҫитсе курнӑ.

Аса илтерер: пирвайхи заняти пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче иртнӗ. Вӗрентекенӗ — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн журналистика факультетне пӗтернӗ, чӑваш культурипе историне тӗпчекен Евгений Степанов. Заняти эрнере пӗр хут — шӑматкун — иртет. Хальлӗхе курса тӗрлӗ ӳсӗмри 20 ҫын ҫӳрет. Унта Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынсем кӑна мар, ӗмӗрӗпех Мускавра пурӑнакансем те (вӗсем чӑвашсемпе ниепле те ҫыхӑнман) ҫӳреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Мускав авиаци институчӗн преподавателӗ Сергей Иванов курсра вӗренет. Вӑл хӑйӗн диссертацине хӳтӗлеме хатӗрленнӗ вӑхӑтра та занятисене сиктермен.

Владимир Иванов чӑваш чӗлхипе ытти наци ҫыннисем те кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Вӑл Чӑваш Республикинче ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентме хирӗҫ пулнине кулянса палӑртнӑ. Ҫакна илтсен курссене ҫӳрекенсем акӑ мӗн каланӑ: ачасем темиҫе чӗлхе пӗлни хӑйсемшӗнех усӑллӑ пулнине, ку вӗренӳре пулӑшнине аслисен чухламалла.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Вӗренӳ

Чӑваш Енре IT-специалистсем ҫителӗксӗрри — ҫивӗч ыйту. Ҫак ҫитменлӗхе тӳре-шара пӗтересшӗн.

2014–2015 вӗренӳ ҫулӗнче аслӑ шкулсемпе професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче ҫак специалистсем валли тӳлевсӗр 926 вырӑн уйӑрма палӑртнӑ. Ку хальхипе танлаштарсан 22,7 процент нумайрах. Абитуриентсем аслӑ шкула 12 специальноҫпа, професси пӗлӗвӗ паракан учреждение 7 специальноҫпа вӗренме кӗме пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енре IT-специалистсене И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, Шупашкарти политехника институчӗ, Шупашкарти электро-механика колледжӗ, Шупашкарти механика-технологи техникумӗ тата Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗ хатӗрлет. Ытларах ҫак енӗсемпе тӳлевсӗр вырӑн уйӑрнӑ: «Информатика тата шутлав техники» (ЧПУ), «Прикладной информатика» (ЧПУ тата ЧППУ), «Компьютер системинчи програмлани» (Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗ), «Компьютер системи тата комплексӗ» (Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗ).

2015-2016 вӗренӳ ҫулӗнче Раҫҫейре информаци технологийӗсен тытӑмӗнчи специальноҫсене вӗренмелли тӳлевсӗр вырӑнсене 34 процент ӳстерме палӑртнӑ.

РФ коммуникаципе ҫыхӑну министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври информаци технологине 2018 ҫулччен аталантарас тесен 350 пин специалистран кая мар хатӗрлемелле.

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Шупашкар районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ҫуракине хатӗрленсе техникӑна юсассипе паян тӑрӑшаҫҫӗ. Лару-тӑрӑва Гостехнадзорӑн тата Россельхозцентрӑн районти инспекторӗсем вырӑна ҫитсе тӗрӗслеҫҫӗ. Пӗр кунхине вӗсем, тӗслӗхрен, «Атлашевский» кооперативра, «Атлашевская» агрофирмӑра тата «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» уйрӑмӗнче пулнӑ.

«Атлашевский» кооперативра 19 трактортан 16-шне техтӗрӗслеве кӑларма тӑратнӑ, вӗсенчен 14-шӗ тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ. «Атлашевская» агрофирмӑра шутра тӑракан 7 трактортан 6-шне техосмотр валли йӗркеллӗ хатӗрлесе ҫитернӗ. «Ольдеевская» агрофирмӑн «Герой» филиалӗнче 13 трактор. Анчах унта техосмотр валли 6-шне кӑна тӑратнӑ, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ тухайнӑ. Техосмотр тухайман техникӑна тепӗр хут акан 11-мӗшӗнче пахалӗҫ.

Ҫураки терӗмӗр те, маларах асӑннӑ хуҫалӑхсенче минераллӑ им-ҫама ҫителӗклӗ янтӑланине пӗлтереҫҫӗ. «Ольдеевская» агрофирма 230 тонна туяннӑ, «Атлашевский» кооператив — 220 тонна. Вӑрлӑх кирлӗ чухлӗ таран пур-мӗн. Ҫунтармалли-сӗрмелли материала та хуҫалӑхсем майӗпен туянаҫҫӗ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейӗн чи лайӑх хулине палӑртма каллех конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. «Раҫҫей хули» интернет-конкурса пуҫласа 2012 ҫулта ирттернӗччӗ. Ун чухне «наци символӗ» ята Смоленск хули тивӗҫнӗччӗ. Пӗлтӗрхи конкурсра малтисен йышне тӳрех Шупашкар тухнӑччӗ. Уншӑн сасӑлакансем ҫулталӑк тӑршшӗпех йышлӑ пулнине кура ҫӳлти ретре пынӑччӗ.

Кӑҫал та сасӑлава тӗнче тетелӗпе усӑ куракансен хушшинче ирттерме йышӑннӑ. Хальлӗхе Шупашкар малти виҫӗ хула хушшинxе пырать иккен. Юлашки икӗ эрнере вӑл пӗр позицие ҫухатнӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулишӗн хальлӗхе 40 пине яхӑ ҫын сасӑланӑ.

Пӗрремӗш вырӑнта Ӗпхӳ хули пырать. Иккӗмӗш вырӑнта — Майкоп. Шупашкар хыҫҫӑн Калининградпа Красноярск пыраҫҫӗ. Чылай ҫын юратакан Питӗр тата ҫӗршывӑн тӗп хули Мускав малти вунӑ хула йышне те кӗмен.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫанталӑка пӗлме йывӑр та, ҫапах та синоптиксем ӑна прогнозлама тӑрӑшаҫҫӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проектӑн авторӗ Владимир Михайлов ака уйӑхӗ ытти ҫулхинчен сулхӑнрах пулассине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кӗҫӗр республикӑра сывлӑш температури 9–7 градус таран сивӗ пулмалла. Анчах Яндексра пӗлтернине ӗненсен, ун чухлех сивӗ мар — 3 градус кӑна.

Апла-и, капла-и, анчах маларах каланӑ Владимир Михайлов шучӗпе ака уйӑхӗнче Чӑваш енре сывлӑш температури ытти ҫулхинчен 2–3 градус сулхӑнрах тӑрӗ. Ҫумӑр ҫӑвассипе-ҫумассине илес тӗк, вӑл виҫене ҫывӑх пулмалла теҫҫӗ.

 

АКА
01

Эпӗ хамах режиссёр
 Karssem | 01.04.2014 21:10 |

Культура

Муркаш районӗнче «Эпӗ хамах режиссер» ятпа иртнӗ видеороликсен конкурсне пӗтӗмлетрӗҫ. Район 70 ҫул тултарнине халалланӑ конкурс 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен пычӗ. «Ӗмӗр савнӑ тӑван район» номинацире пӗрремӗш вырӑна Татьяна Андреева тухрӗ, вӑл «Шурча вӑрҫи пулнӑранпа 170 ҫул» видеоролик калӑпланӑ. «Ҫӑкӑр суха кассинчен пуҫланать» номинацире «Садра, пахчара» ролик чи аванни пулчӗ. Авторӗ Степан Борзаев. «Манӑн хуҫалӑхӑн чапӗ» номинацире район администрацийӗн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗнтерчӗ. Ушкӑн хӑйсен ӗҫӗ — хӗлӗ ҫинчен ролик калӑпланӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре социаллӑ сетьсем валли «Жэка» онлайн вӑййа хӑтланӑ. Ун пирки ӗнер иртнӗ пресс-конференцире каласа кӑтартнӑ. Вӑл энергие перекетлекен хальхи вӑхӑтри технологисемпе паллаштараканскер иккен.

Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче ку вӑйӑ питӗ ансат тесе пӗлтереҫҫӗ. Ӑна аслисем те, ачасем те ҫӑмӑллӑнах ӑша хываяҫҫӗ иккен. Вӑйӑ коммуналлӑ тӳлеве епле чакармалли ҫинчен каласа кӑтартать. Ҫурта тӗплӗн юсамалли майсемпе те паллаштарать. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри пӗлӳлӗхе ӳстерет.

Вӑййа ӑс-тӑна тӗрӗслекен тест евӗр те усӑ курма пулать теҫҫӗ. «Жэка» Раҫҫейри пурнӑҫа ҫывӑх иккен.

 

Страницӑсем: 1 ... 3363, 3364, 3365, 3366, 3367, 3368, 3369, 3370, 3371, 3372, [3373], 3374, 3375, 3376, 3377, 3378, 3379, 3380, 3381, 3382, 3383, ... 3880
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 26

1928
97
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...