Вӗренӳ
![]() 2013 ҫулта «Просвещение» издательство кӗҫӗн классем валли 12 вӗренӳ кӗнекине чӑвашла куҫарса кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем ҫак ӗҫе кӑҫал та малалла тӑснӑ, 16 предметпа ӗҫ тетрачӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — математикӑпа тӑван тавралӑх предмечӗсем. Тӗслӗхрен, «Тӑван тавралӑх» ӗҫ тетрачӗ 2 пайран тӑрать. Килте ӗҫлемешкӗн «Ӑслӑлӑх дневникӗ» хушма кӑларӑм та пур. Унти заданисене ача килте ашшӗ-амӑшӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпех пурнӑҫлӗ. Математика тетрачӗ ачасене урокра, ушкӑнпа, класспа е килте ашшӗ-амӑшӗпе хӑй тӗллӗн хатӗрленме май парӗ. Унти материалсем М.И.Морон, М.А.Бантовӑн, С.И.Волковӑн, С.В.Степановӑн «Математика» кӗнекипе пӗр килет. Кунта учебникри кашни темӑпах заданисем пур. Тетрадьре тӗрӗслев заданийӗсем кӑна мар, ачасене кӑсӑклантаракан, ӑс-танне, логика шухӑшлавне аталантаракан хӑнӑхтарусем те пур. Вӗрентекен урок умӗн хӑнӑхтарӑва учебникрен е тетрадьрен илмеллине суйлама та пултарать. Тетрадьсем чӑвашла тухнӑ учебниксене тата пуянлатӗҫ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин шухӑшӗпе, пичетленӗ ӗҫ тетрачӗсем задание пурнӑҫланӑ чухне вӑхӑта перекетлеме май параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сиенленнӗ троллейбус Шупашкарта каллех… пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Хальхинче — троллейбуссене. Ку ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре пулса иртнӗ. Общество транспорчӗ Граждан урамӗнчи ункӑран инҫех мар пынӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра палламан ҫын е ҫынсем пеме тытӑннӑ. Ҫавна май троллейбуссен чӳречисем ҫӗмӗрӗлнӗ. Телее, аманнисем пулман. Аса илтерер: кӑҫал ҫакнашкал пӑтӑрмах тӑватӑ хут пулнӑ. Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче маршрут таксине пенӗ. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вара ҫав урамрах Васкавлӑ медпулӑшу машинине пневматика пӑшалӗнчен пенӗ. Кунсӑр пуҫне полицейскисем пушӑн 19-мӗшӗнче тӗп хулари Октябрь: 50 ҫул урамӗнчи пӗр ҫурт балконӗнчен картишри машинӑсене пеме тытӑннӑ виҫӗ ҫынна (вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакансем пулнӑ) тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир пуҫарнӑ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса майӗпен ӗҫсем килсе тӑра пуҫларӗҫ-ха. Паянхи кун тӗлне вӗсен йышӗ 20 ҫитрӗ. Ӗҫсем Муркаш, Куславкка, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗрпӳ хулисенчен ҫитрӗҫ. Республика тулашӗнчисем те айккинче тӑрас темен — Тутарстанри Пӑва районӗнчи Тутиел шкулӗнчен 5 видеосӑвӑ ҫитрӗ. Тӑрӑшса тунӑ ӗҫсем те пур, ахаль ҫырнисем те. Пурне те малти вырӑна тухма ӑнӑҫу сунатпӑр! Кашни 20 видеосӑвӑпа «Шкул ТВ» каналӗнче паллашма пулать: www.youtube.com/playlist?list=PLhm2wH_6q1BLcLWij46nFSfNk58vw2kE_. Хутшӑнакансен йышӗпе паллашас тесен ҫак документа (Google Docs-ра хатӗрленӗ, пурте курма пултараҫҫӗ) уҫма пултаратӑр. Асаилтеретпӗр, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле пуҫартӑмӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Митрополит Варнава Пӗрремӗш хут Чӑваш тӑрӑхне лексен Вырӑс православи чиркӗвӗн митрополичӗ Варнава кунта ҫӑпаталлӑ чӑвашсене тӗл пулнӑ иккен. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнчи «Православие и мир» (чӑв. Православипе тӗнче) портала интервью панӑ чухне каланӑ. Корреспондент чӑвашсем пирки ыйтсан Варнава ҫапларах хуравланӑ пулать: «Вӗсем ырӑ та ӗҫчен. Эп килнӗ чухне чылайӑшӗ ҫӑпатапа ҫӳретчӗҫ. Йывӑҫ кашӑкпа пӗр хуранран ҫиетчӗҫ. Халь вара таса, кашӑкӗсем те вилкисем те пур вырӑнта та пур». Малалла ҫапларах сӑмах хушнӑ: «Ун чухне... Пӗррехинче пӗр ялти чиркӗве ҫитрӗм, ун чухне ҫамрӑкччӗ-ха. Унта вара нихҫан ҫуман ҫивиттине куртӑм, ӑна (тахҫан) ҫӗҫӗпе кӑна хырнӑ пек туйӑнчӗ. Выртрӑм (вырӑн ҫине) та шутларӑм: ҫук, малашне хампа пӗрле тасине илсе ҫӳрӗп». Ку хӑш ялта тата миҫемӗш ҫулта пулса иртнине митрополит асӑнман. Варнава митрополит Кисан облаҫӗнчен пирӗн пата 1976 ҫулта килнӗ, ун чухне вӑл 45 ҫулта пулнӑ. Сакӑр ҫул вӑл епископ пулса ӗҫленӗ, 1984 ҫулта архиепископ таран хӑпарнӑ. 2001 ҫулта вӑл Шупашкар тата Чӑваш миторполичӗн вырӑнне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пӗлтӗрхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчипе танлаштарсан ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хакӗ 2,4 процент хакланнӑ; унччен усӑ курни — 0,1 процент. Ҫак хисепсене республикӑн Чӑвашстачӗ пӗлтернӗ иккен. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗре илсен, элитлӑ хваттерсем уйрӑмах хакланнӑ-мӗн. Вӗсене туянас тесен унчченхинчен 5,9 процент нумайрах кӑларса хума тивет. Лайӑхлатнӑ тата вӑтам пахалӑхлӑ хваттерсем 2,8 тата 2,1 процент хакланнӑ. Иккӗмӗш рынокри (ку вӑл маларах унта пурӑннӑ тенине пӗлтерет) ҫурт-йӗр хакне те тишкернӗ. Ун йышши элитлӑ тата лайӑхлатнӑ пахалӑхлӑ хваттер хакӗ чакнӑ. Пит нумаях та мар та, ҫапах та 0,6 тата 0,4 процент йӳнелнӗ. Вӑтам шайри ҫурт-йӗр 1,3 процент хакланнӑ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗрӗн 1 тӑваткал метрӗ 41,6 пин тенкӗпе танлашнӑ, иккӗмӗш рынокра — 41,5 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов Нумаях пулмасть Пушкӑртстанри Стерлӗ хулинче тӗрӗк филологийӗн конференцийӗ иртнӗ. Мероприяти теми ҫапларах пулнӑ: «XXI ӗмӗрти тӗрӗк филологийӗ: ыйтусемпе малашлӑх». Унӑн пленарлӑ пайне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Александр Кузнецов хутшӑннӑ. Стерлӗри конференцире вӑл «XX-XXI ӗмӗрсенчи чӑваш чӗлхин функцийӗ» тухса калаҫнӑ. Тӗрӗк филологийӗн конференцине Ӗпхӳри, Хусанти, Мускаври, Питӗрти, Якутскри, Тӗменри, Ханты-Мансийскри, ҫавӑн пекех Казахстанпа Турцири ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Пӗтӗмпе 100 ытла тухса калаҫакан пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Аслӑ Пӑла Тимеш шкул сайчӗ Нумаях пулмасть Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри рейтингӗн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ пулнӑ. 2011-мӗш ҫултанпа йӗркелекенскер хальхи — 6-мӗш пӗтӗмлетӳ. Сайт танлашӑмне ку хутӗнче 2014 ҫулхи хӗллехи уйӑхсенче тишкерни тӑрӑх хатӗрленӗ. Ҫурҫул каяллахипе танлаштарсан танлашӑма хутшӑнакансен йышӗ 69 процент нумайланнӑ иккен. Унта Раҫҫейӗн 80 субъектӗнчи 3 211 шкул хутшӑннӑ. Пысӑк пахалӑхлӑ сайтсен шутне 605-ӗн кӗнӗ. Шкул сайчӗсен пӗтӗм Раҫҫейри танлашӑм координаторӗ Елена Королева пӗлтӗрхипе танлаштарсан рейтинга хутшӑнакансен йышӗ кӑна мар, сайтсен пахалӑхӗ те ӳснине палӑртнӑ. Асӑннӑ рейтинга Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут хутшӑнать иккен. Пӗрремӗш рейтингра вӑл «Чи лайӑх шкул сайчӗ — 2010» диплома тивӗҫнӗ. Хальхинче вӑл Чӑваш Енре пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Атӑлҫи Федераци округӗнче — 34-мӗш, Раҫҫейре — 492-мӗш. Аслӑ пӑла Тимеш шкул сайчӗн администраторӗ информатика учителӗ А.Г. Пласкин шутланать. Чи чӑвашла районтан пулин те сайта чӑвашла йӗркелемен ҫав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Асамат кӗперӗ» центрта Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче «Чӑваш халӑхӗн ӑсӗпе илем тӗнчи» курав уҫӑлнӑ. Экспозицире — ЧР халӑх ӳнерҫин, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Моисей Спиридоновӑн 60 ытла ӗҫӗ. Курава Культура ҫулталӑкне халалланӑ. Моисей Спиридоновӑн 20 ҫулта (1920–1945 ҫулсенче) акварельпе ӳкернӗ ӗҫесенче чӑваш тӗррин орнаментне, эрешлесе тӗртнӗ пире, вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑ капӑрлӑха, йывӑҫран касса тунӑ хатӗр-хӗтӗре сӑнланӑ. Уйрӑмах качча каякан хӗрӗн ҫитти, каччӑ тутӑрӗ, хӗрарӑм кӗпи, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр, пиҫиххи, арҫын халачӗ пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ эрешсене сурпансем ҫинче кӑтартнӑ. Вӗсене Моисей Спиридонов Чӑваш Енри районсене экспедицисене ҫӳренӗ вӑхӑтра пуҫтарнӑ. Моисей Спиридонов — живописец, портретҫӑ, график, ӗлӗкхи тӗрӗсене пухаканӗ, чӑваш орнаменчӗн тӗпчевҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раиса Михайловӑн ӗҫӗсем Куславкка районӗнчи Кунер ялӗнче пурӑнакан ҫынсем ал ӗҫне юратаҫҫӗ. Ҫакна курав та ҫирӗплетет. Кунерти информаципе культура центрӗнче Культура ҫулталӑкне халалласа чӑваш наци тӗррин «Хӗрарӑм аллин ӑшши» курав йӗркеленӗ. Мӗн кӑна ҫук-ши кунта: тӗрленӗ тутӑрсем, сӗтел ҫиттисем, салфеткӑсем, ал шӑллисем… Орнамент пуян, тӗссем вара — йӑлана кӗнисем. Ҫакна пӗтӗмпех пӗр хӗрарӑм ӑсталанӑ. Вӑл — Кунерти ветерансен ҫурчӗн заведующийӗ Раиса Николаевна Михайлова. Курава ҫитнисене уйрӑмах тӗрленӗ минтер илӗртнӗ. Курава чӑваш тӗррин илемне туйма вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() «Антонина» — сцена синче Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шӑмӑршӑри культура аталанӑвӗн центрӗнче ачасен «Антонина» халӑх ансамблӗ юбилейла концерт лартӗ. «Антонина» 20 ҫул тултарнӑ! 1994 ҫулта районти культура ҫуртӗнче ачасен «Антонина» хореографи ансамблӗ йӗркеленнӗ. Ушкӑн ертӳҫи паянхи кунччен те — Антонина Васильевна Нефедова. 1999 ҫулта халӑх пултарулӑхӗнчи йӑлана сыхлама, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн хореографи ансамбльне халӑх ятне панӑ. Ушкӑн сумлӑ ҫак ятпа паянхи кунччен ҫӳрет. «Антонина» халӑх ансамблӗ хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать. Ташшисем ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлаҫҫӗ. Репертуарӗ пуян: вырӑс, украин, тутар, еврей, чикан халӑхӗсен ташшисем пур (Шӑмӑршӑ район сайчӗ чӑвашлисем пурри пирки пӗлтермест). Ачасем эстрада ташшисене та аван ташлаҫҫӗ. «Антонина» республика, район шайӗсенче иртнӗ конкурссенче пӗрре май ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |