Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Муркаш районӗнче ҫак ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри акцин вырӑнти тапхӑрӗ иртнӗ. Конкурса ҫамрӑксен хастарлӑхне ӳстерес, ҫӗршывӑн хальхи вӑхӑтри ыйтӑвӗсене татса пама хутшӑнтарас тӗллевпе ирттернине пӗлтереҫҫӗ.

Проекта хутшӑнакансен, пултарулӑха тӑватӑ направленипе кӑтартмалла пулнӑ. Кам хӑш енпе вӑйлӑ темелле ӗнтӗ. Экологи енӗпе пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене никам та тивӗҫмен. Виҫҫӗмӗшне Москакассинчи вӑтам шкул тухнӑ. «Социаллӑ ыйтусем» направленипе Орининӑри шкул ҫӗнтернӗ, иккӗмӗшӗнче — ҫатракассисем, виҫҫӗмӗшӗнче — сыпайкассисем. «Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем» ятлипе виҫҫӗмӗш вырӑнпа кӑна хавхалантарнӑ. Ӑна шатракассисем аван хатӗрленӗ тесе йышӑннӑ. «Гражданла пуҫару» направленире муркашсене тата чуманкассисене палӑртнӑ — вӗсем пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна никама та паман.

Районта ҫӗнтернисен хӑйсен ӗҫӗсене республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлеме тивӗ.

 

Республикӑра

Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пирӗн республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» 18-мӗш ыркӑмӑллӑх марафонӗ уҫӑлнӑччӗ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмне Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн гендиректорӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Кислов ертсе пырать.

Марафона хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтра 2 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Унсӑр пуҫне ача-пӑча ҫи-пуҫне паракансем, ача-пӑча лагерьне кайма путевка уйӑракансем тупӑннӑ.

Кӑҫалхи марафонӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — уҫӑ кӑмӑллисем укҫана смс-хыпарсем янипе те куҫарма пултараҫҫӗ. «НИМЕ» (шӑп ҫапла, чӑвашла!) тесе ҫырмалла та 4647 номер ҫине ямалла. «Тепӗр чухне эпир укҫа куҫарассишӗн почтӑна е банка кайма е ӳркенетпӗр, е вӑхӑт хӗсӗкки пӗтерет», — тет Юрий Кислов. Кун пек вара килте е ӗҫре ларсах укҫа куҫарма май пур. Пӗр смс-хыпаршӑн 55 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ. Хыпара татти-сыпписӗр ярсан та юрать — чару ҫук.

 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ялӗнчи культура центрӗнче хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ ҫӗр уҫма хутшӑннӑ ҫынсенчен пӗринпе, Михаил Ивановпа, тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна ҫӗнӗ ҫӗр уҫнӑранпа 60 ҫ-ул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.

Михаил Иванов 1959-мӗш ҫулта, ун чух вӑл вун тӑххӑрти каччӑ пулнӑ, ҫӗнӗ ҫӗр уҫма тухса кайнӑ. Вӑл Казах ССРӗнчи Макински районти «Амангельды» совхоза лекнӗ. Унта ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл Ял хуҫалӑх механизацийӗн Сталин училищинче тракториста вӗреннӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, тӑрӑшӑвне кура ӑна унтах хӑварасшӑн тенӗ. Анчах тӑван кил туртӑмӗ вӑйлине кура вӑл икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн таврӑннӑ та «Звезда» колхозра тракториста кӳлӗннӗ. Кӑштахран ӑна машинӑпа трактор паркӗн юсав мастерскойӗн ертӳҫине лартаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ.

 

Хулара

Пушарпа кӗрешекенсем Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Коньки ҫинчи ҫӑлавпа пушар флешмобӗ» ятлӑ профилактика акцийӗ иртнӗ.

Стадиона ярӑнма пухӑннисене Чӑваш Енӗн пушарпа кӗрешекен тӗп инспекторӗ Николай Петров саламланӑ май инкек е пушар пулсан часрах 1 е 112 номерсемпе шӑнкӑравлама чӗнсе каланӑ. «Пулӑшӑва мӗн чухлӗ хӑвӑртрах чӗнетӗр, профессилле ҫӑлавҫӑсем ҫавнӑ чухлӗ иртерех ҫитеҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл.

Акцие хутшӑнакансем валли тӗрлӗ конкурс йӗркеленӗ. Вӗсем коньки ҫине тӑрса футбол мечӗкне хӑваланӑ, пушар ҫаннине туртассипе тупӑшнӑ, хоккей туйипе шайба ҫапса кӗртессипе ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин ячӗпе пылак апат-ҫимӗҫпе хавхалантарнӑ.

Флешмоба хутшӑннӑ Константин ятлӑ ҫӳллӗ пукане инкекрен ҫӑлӑнмаллине вӗрентекен хутсене валеҫсе панӑ, ачасемпе тата аслисемпе сӑн ӳкерӗннӗ.

Сӑнсем (26)

 

Ҫул-йӗр

Кӑҫал хӗл ӑшӑ тӑнипе тата ҫӗрлехи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури хӑвӑрт ылмашса тӑнипе ҫулсем ытти ҫулхинчен маларах ванма пуҫлани пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Ҫул-йӗрҫӗсем ҫанталӑк яри ӑшӑтасса кӗтмен — юсама тытӑннӑ. Ҫакӑн валли сивӗ асфальтпа усӑ кураҫҫӗ иккен. Ҫапла, ун пекки те пур.

Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле районӗсенче юсанӑ та ӗнтӗ. Шӑтӑк-путӑка сапланӑ вырӑнсене виҫнӗ те пӗтӗмӗшле 119 тӑваткал метрпа танлашнине палӑртнӑ. Хӑйсем пӑхса тӑракан ҫул ҫинче юсава «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «Ликта» обществӑсем пурнӑҫланӑ. Юсава ятарлӑ ҫул-йӗр техникине явӑҫтарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫак хыпарпа паллашсан чӑваш халӑх юмахӗ «Лаша шырани» аса килчӗ. Унта пӗр ҫын хӑйӗн айӗнчи утне виҫӗ кун шыранӑ тет. Вӑрнар районӗнчи пӗр хӗрарӑмпа та ҫакнашкалтарах пӑтӑрмах пулса иртнӗ.

50 ҫулти хӗрарӑм тырӑ ӑшне пытарнӑ пурлӑхне — 130 пин тенке — шыраса хӑшкӑлнӑ. Тупайман. Паллах, самаях пысӑк укҫана вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. ЧР ШӖМӗн «Вӑрнар» уйрӑмӗн ӗҫченӗсен кӗреҫе тытса укҫа пытарнӑ савӑта шырама тивнӗ вӗт. Районти уголовлӑ шырав уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Николаев каланӑ тӑрӑх, укҫана ҫав вырӑнтах тупнӑ. Хӗрарӑм пурлӑхне шыранӑ чухне савӑта шаларах тӗксе янӑ ҫеҫ. Сехри хӑпнӑ ахӑртнех, часрах йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://21.mvd.ru/news/item/2054884/
 

Хулара

Украинӑра пурӑнакан вырӑс ҫыннисене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта митинг йеркелеме палӑртнӑ. Ҫак шухӑша Шупашкар хула депутчӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов шухӑша ырланӑ.

Ларура Шупашкар ҫыннисене Крымра пурӑнакансене гуманитарӗ пулӑшӑвӗ пама, ҫавна май митинг ирттерме сӗннӗ. Леонид Черкесов хула халӑхне юлташлӑ ҫӗршывра мӗн пулса иртни чӑннипех те пӑшӑрхантарнине палӑртнӑ. Ларӑва пухӑннисене Шупашкарпа Севастопольти авиаци базин Хура тинӗс флочӗн ҫыхӑнӑвӗ пирки аса илтернӗ.

Леонид Черкесов митинга ҫитес вӑхӑтра йӗркелессине каланӑ. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫак эрнери пӗр канмалли кун пулӗ. Аса илтеретпӗр: Крымра Чӑваш Енра ҫуралнӑ 2,5 пин ҫын пурӑнать.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗн вулавӑшӗ «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вулакан кӗнеке» республика конкурсне яланах хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» курав йӗркеленӗ. Вулакансем шорт-хута ҫырнӑ, ҫапла майпа авторсен 2012 ҫулта кӑларнӑ чи вуланакан хайлавӗсене палӑртнӑ.

Ача-пӑча кӗнекисен йышӗнче Юрий Сементерӗн «Килӗр, килӗр, кайӑксем» пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Аслӑ ӳсӗмрисен литератури хушшинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» кӗнеки ҫӗнтернӗ.

Чи нумай кӗнеке вулакана тупса палӑртас тӗллевпе вулакансен ыйтӑмне ирттернӗ, формулярсене тишкернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ушкӑнсемпе уйӑрнӑ. 7–14 ҫулсенчисен йышӗнче 4-мӗш класс вӗренекенӗ Наташа Прокопьева палӑрнӑ. Вӑл 190 кӗнеке вуланӑ. 15–22 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче 11-мӗш класс хӗрачи Антонина Хузанкаева ҫӗнтернӗ. Аслӑраххисен йышӗнче ача пахчинче воспитатель пулӑшуҫи пулса ӗҫлекен Оксана Афанасьева чи маттурри пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ҫуркунне ҫитнӗ май кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем валли йӑва шыраҫҫӗ. Ҫунатлӑ тусӑмсене эпир те пулӑшаятпӑр-ҫке. Ачасем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле вӗллесем хатӗрлеме пултараҫҫӗ.

Етӗрне районӗнчи Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ «Кашни кайӑка — ҫурт» экологи акцийӗ йӗркеленӗ. Ӑна кайӑксене ҫурт тупма пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ара, ҫунатлӑ тусӑмсене йӑва тупса чӗпӗсем кӑларма ҫӑмӑл мар-ҫке. Акци пуш уйӑхӗн 11–26-мӗшӗсенче пулӗ. Унта ҫемьесем, ушкӑнсем, уйрӑм ҫынсем, учрежденисемпе организацисем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ. Конкурсҫӑсене асӑрхаттараҫҫӗ: вӗллесене йывӑҫене сиенлетмесӗр ҫакмалла.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсен чи лайӑх канашӗ» конкурсӑн пӗтӗмлетнӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче Хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗсен республикари правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне шӑпах унта ҫирӗплетнӗ.

Кӑҫал Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева саламланӑ май вӗсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫленине палӑртнӑ. Хӗрарӑмсен канашӗн членӗсем ҫивӗч ыйтусемпе ӗҫлеҫҫӗ. Любовь Дмитриева хӗрарӑмсен канашӗ хула пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ.

Кунсӑр пуҫне конкурсра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен ытти юхӑмне те палӑртнӑ. Тӗслехрен, «Ҫемье йӑлине тата пуянлӑхне упрасси, ҫирӗплетесси» номинацире Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. «Тӑван ене юратнӑшан, упранӑшӑн» номинацире Етӗрне районне палӑртнӑ. Сыва пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗрарӑмсен канашне палӑртнӑ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫине тата наминацире палӑрнисене ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн ырӑ кӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3348, 3349, 3350, 3351, 3352, 3353, 3354, 3355, 3356, 3357, [3358], 3359, 3360, 3361, 3362, 3363, 3364, 3365, 3366, 3367, 3368, ... 3842
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тӗллев палӑртмалла: хӑш чухне кӑтартӑва ҫӗнсе илес ӗҫ мар, результачӗ пӗлтерӗшлӗрех. Туссемпе хутшӑну яках мар: хӑвӑра кӑштах сиввӗн тытнине тӗрӗс мартарах ӑнланӗҫ. Вӗсемшӗн эсир мӑн кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатӑр.

Пуш, 04

1970
55
Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...