Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче «Чӑваш Республикин социаллӑ-экономика атласӗ» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта республикӑмӑр администраципе территори тӗлӗшӗнчен епле пайланни, кунти ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ, ҫыннисем, пурнӑҫ шайӗ, кӑсӑклӑ тата ытти япала пирки уҫӑмлатса панӑ.

Атласа кун ҫути кӑтартма И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика тата социаллӑ географи кафедрин ӗҫченӗсем Ю.Р. Архипов профессор ертсе пынипе ҫине тӑнӑ-мӗн. Кӗмӗл енчен вара Никӗс тӗпчевӗсен Раҫҫей фончӗ пулӑшнӑ. Кӗнекене «Вырӑс географи обществи» Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн гранчӗпе пичетленӗ.

 

Политика Яков Ярушкович
Яков Ярушкович

Ҫапли-ҫапла та, анчах вӗҫӗнчен шутласан. Томск хула мэрне ӗнер, юпан 13-мӗшӗнче, вырсарникун суйланӑ. Томск облаҫӗн Чӑваш культура автономине 18 ҫул ертсе пыракан Тутарстан чӑвашӗ пурӗ те 0.71% (2 500 ытла ҫын!) сас ҫеҫ пухма пултарнӑ. Суйлав фондӗнче унӑн пӗр пус та пулманнине шута илсен, тен, ку кӑтарту пӗчӗкех те мар.

Томск мэрӗ пулассишӗн пурӗ 8 кандидат тупӑшнӑ. Ҫӗнтерессе вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчен тӑратнӑ Иван Кляйн мала тухнӑ — вӑл пурӗ 62,23% пуҫтарнӑ иккен. Суйлава пурӗ Томск хула ҫыннисенчен 20,80% ҫеҫ хутшӑннӑ пулать.

Мульдияров Яков Ярушкович Тутарстанри Элмет районне кӗрекен Багряж ялӗнче ҫуралнӑ. Томска вӑтам шкул пӗтерсессӗн куҫнӑ — кунта вӑл ҫурт-йӗр тӑвӑт институтӗнче пӗлӳ илнӗ, тӗрлӗ ҫурт-йӗре юсаса ҫӗнетес ӗҫре тӑрмашнӑ. Хальхи вӑхӑтра 62 ҫулхи Яков Мульдияров Томск ҫумӗнчи Кисловка посёлокӗнче пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1395.html
 

Республикӑра

Шкул тулашӗнчи ӗҫпе тӑрӑшакан «Эткер» центрӗ Пӗтӗм Раҫҫейри таврапӗлӳҫӗсен вулавӗн ҫамрӑк турисчӗсен — краеведсен республикӑри куҫӑнсӑр тапхӑрне ирттернӗ. Конкурса Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенчи, ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенчи ачасем 29 ӗҫ тӑратнӑ.

Конкурса ҫитернӗ материалсене ултӑ номинаципе хакланӑ. Вӗсене «Ентешсем», «Тӑван тӑрӑхӑн летопиҫӗ», «Ҫар историйӗ», «Литература краеведенийӗ», «Педагогика тата краеведени», «Этнографи» ят панӑ. «Ҫар историйӗнче» Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗренекен Ярослав Пласкин ҫӗнтерни пирки пӗлтерет Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн официаллӑ сайчӗ.

 

Республикӑра

Ача-пӑчана савӑнма нумай та кирлӗ мар вӗт. Муркашри шӑпӑрлансемшӗн нумаях пулмасть ҫавӑн пек кӑсӑклӑ мероприяти пулса иртнӗ. Район центрӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вӗсем валли интерактивлӑ шоу йӗркеленӗ.

Тӗрӗссипе, шоуна Санкт-Петербург хулинчи ҫӳллӗ пуканесен «Парадиз» театрӗ кӑтартнӑ. «Вовочкӑн ҫӗнӗ тӗлӗнтермӗшӗсем» ят панӑскер вӑхӑтӗнче шӑпӑрлансене мультфильмсенчи паттӑрсем стена ҫине чӗнсе кӑларса тӗрлӗ вӑйӑ выляттарнӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ. Ача-пӑча валли дартс вӑййи те ирттернӗ, батут ҫинче сикме май килнӗ. Юлашкинчен мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнарпа юнашар тӑрса асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.

 

Республикӑра

Ача-пӑча правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов эрнекун Хӗрлӗ Чутайра пулнӑ. Унта вӑл ҫынсене тӗрлӗ ыйтупа йышӑннӑ.

Ачасен республикӑри тӗп хӳтӗлевҫи патне пулӑшу ыйтса тӑватӑ ҫын пынӑ. Ыйтусенчен ытларахӑшӗ тӑлӑхсен ыратӑвӗпе ҫыхӑннӑ — сӑмахран, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессипе. Кунсӑр пуҫне алиментран пӑрӑнакансем пирки те сӑмах хускатнӑ.

Уполномоченнӑй патне йышӑнӑва пынисене ҫавӑн пекех район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ Алексей Порфирьев тата опекӑпа попечительство секторӗн заведующийӗ Алевтина Дадюкова итленӗ. Тӳре-шара ҫынсене хурав панӑ, ҫивӗчрех ыйтусене епле татнине Вячеслав Рафинов хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх предприятийӗсем выльӑх-чӗрлӗх фермисене хӗле хатӗрлессипе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте шартламана кӗтсе илме хатӗр те ӗнтӗ, тепӗр ҫӗрте ӑна-кӑна тумалли вак-тӗвексем пур-ха.

Ӗҫе вырӑнсенче епле йӗркеленине район шайӗнчи комисси тӗрӗслесе ҫӳрет. Красноармейскинче те ҫаплах. Нумаях пулмасть, акӑ, вӑл «Красное Сормово» (чӑв. Хӗрлӗ Сурӑм) тулли мар яваплӑ обществӑна кайса курнӑ. Унта 200 пӑру тытмалӑх вите юсассипе тар тӑкаҫҫӗ иккен. Шӑратса ҫыпӑҫтармалли ӗҫ-пуҫ кӑна юлнине пӗлтернӗ-мӗн вырӑнтисем. Яманакри сӗт-ҫу ферминче вара хӗле кӗме хатӗр. Апат та ҫителӗклех: 3,3 пин тонна сенаж; 1,1 пин тонна куккурус силосӗ тата 300 тоннӑна яхӑн утӑ хатӗрленӗ. Паянхи кун кашни ӗнерен талӑксерен вӑтамран 15 килограмм сӗт суса илеҫҫӗ-мӗн.

«Волит» тулли мар яваплӑ общество выльӑхӗсен те хӗллехи кунсенчен шикленме сӑлтав ҫук. «Караево» хуҫалӑх та Кӳлхӗрринчи сӗт-ҫу ферминче тӑрӑшсах ӗҫлет иккен — вак-тӗвек юсав кӑна юлнӑ.

Сӑнсем (4)

 

Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Эльвира Жиглаева Мускавра иртнӗ усрав ҫемьесен Пӗтӗм Раҫҫейри форумне хутшӑннӑ. Унта тӗрлӗ регионти усрав ашшӗ-амӑшӗ — пурӗ 900 ҫын — пырса ҫитнӗ.

Мероприяти ҫак уйӑхӑн 6–9-мӗшӗсенче иртнӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Союзсен ҫуртӗнчи Колонна залӗнче уҫнӑ. Мероприятие Раҫҫей Правительствин председателӗн ҫумӗ Ольга Голодец тата РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Леванов хутшӑннӑ.

Форумра усрава илекен ҫемьесене патшалӑх епле пулӑшни пирки калаҫнӑ, тӑлӑхсемпе пӗр чӗлхе тупмалли меслетсене тата ытти хӑш-пӗр саманта сӳтсе явнӑ.

Сӑнсем (10)

 

Ҫак ятпа Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлти «Культура аталанӑвӗн тата вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗ» бюджет учрежденийӗнче калаҫу сехечӗ ирттернӗ. Унта камсене чӗнни пирки ял тӑрӑхӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информацирен ӑнланса илме йывӑртарах-ха. Анчах ачасемпе калаҫу ирттернӗ тенине шута илсен вырӑнти шкулта вӗренекенсем-тӗр тесе тӗшмӗртме пулать.

Мероприяти вӑхӑтӗнче аслисем эрех-сӑра сиенӗ пирки ӑнлантарнӑ. Ҫакна ӑша хывтарма плакатсемпе ваттисен сӑмахӗсем тӑрӑх тӑрӑшнӑ.

 

Йӗпреҫ районӗнче ҫак кунсенче ятарлӑ рейд иртет. «Ҫурт-йӗр —2013» ят панӑскер юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫланнӑ та шӑп та лӑп пӗр уйӑха пырӗ. Ун вӑхӑтӗнче пушар хуралӗн ӗҫченӗсем, полицейскисем ял-ял тӑрӑх ҫӳресе йӗрке тӑвӗҫ. Ҫапла-ҫапла.

Вӗсем хӑвӑрт хӗмленекен япаласем ҫурт-йӗр йӗри-тавра йӑваланса выртманнине, хуралтӑсенче, ҫенӗкре плафонлӑ лампӑсемпе усӑ курнипе курманнине пӑхӗҫ. Кивӗ пӑрлаукпа усӑ куракансене ӑна васкавлӑн ылмаштармалли пирки асӑрхаттарӗҫ, мӑрьесен тӑрӑмне те хаклӗҫ, кил таврашӗнче пакур, кӗреҫе, витре тата ытти пулмаллине аса илтерӗҫ. Йывӑҫ тураттисем ҫутӑ пӑралукӗнчен пӗр метртан кая мар инҫӗшре пулмалли пирки те, тен, пурте пӗлмеҫҫӗ-тӗр.

 

Вӗренӳ

Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулта илемлӗ вулакансен «Янӑравлӑ сӑмах» районти конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут йӗркелекен конкурса хальхинче паллӑ сӑвӑҫсене — Итали поэчӗ Франческо Петрарко ҫуралнӑранпа 710 ҫул ҫитнине, вырӑс поэчӗсен Николай Асеевӑн 125 ҫулхине, Юлия Друнинапа Эдурад Асадовӑн 90 ҫулхисене халалланӑ.

Конкурса тӗрлӗ шкулта ӑс пухакан 102 ача хутшӑннӑ. Вӗсен илемлӗ вулавне классем тӑрӑх пайласа хакланӑ. 4–6-мӗш классенче вӗренекенсенчен Первомайскинчи вӑтам шкулти Екатерина Шурякова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. 7–9-мӗш классем хушшинче Аслӑ Чементи Кристина Иванова тата Шӑнкӑртамри Асия Валитова ҫӗнтернӗ. 10–11-мӗш классенчен Первомайскинчи Александра Романова тата Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Оксана Салмина пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3343, 3344, 3345, 3346, 3347, 3348, 3349, 3350, 3351, 3352, [3353], 3354, 3355, 3356, 3357, 3358, 3359, 3360, 3361, 3362, 3363, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 08

1873
151
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
76
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
65
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...