Ял пурнӑҫӗ
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Ӑна усӑ курман ҫӗрсене палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ун пеккисен «йӗрӗ» ҫине ҫынсем тӗллесе кӑтартни тӑрӑх ӳкӗҫ. Инвентаризаци «ялсен ҫӗрӗсем» шутланакан категорири ҫӗрсене пырса тивӗ. Хӑйне евӗр ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерме палӑртнӑ: пӗрремӗшӗнче усӑ курман ҫӗрсене тупса палӑртӗҫ. Ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курман ҫӗр пирки те тепӗр кӳршӗ-аршӑ ним мар ҫӑхавлӗ тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Иккӗмӗш тапхӑрта, ку ӗҫе юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ирттерме йышӑннӑ, ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗсен базине хатӗрлӗҫ. Инвентаризаци 2015 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗччен пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш Ен» общество пӗрлешӗвӗ вырӑнта ирттеркен йӑлана кӗнӗ «Нумай нациллӗ Мурман» курава хастар хутшӑннӑ. Куравра хулапа облаҫри нацисен культура пӗрлешӗвӗсем хӑйсен экспоначӗсене кӑтартнӑ. Наци пуянлӑхне ҫын ҫине кӑларассишӗн наци тумтирӗсене те, йӑлара усӑ куракан япаласене те илсе пынӑ. Наци уявӗсем иртнӗ чух ӳкернӗ фотосене те курава кӑларнӑ хастарсем. Мурманскри чӑвашсем те ыттисенчен кая юлман. Кая кӑна та мар, ҫынтан юличчен муртан юл тенешкелех тӑрӑшнӑ. Курава пынисем валли вӗсем «чӑваш сӗтелӗ» патне йыхравланӑ. Унта «АККонд» фабрикӑн, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн апат-ҫимӗҫӗ тата «Букет Чувашии» савутӑн квасӗ пулнӑ. Мероприятие пухӑннисене «Чӑваш Ен» культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Валериан Гаврилов Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗн Николай Угасловӑн саламне вуласа панӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн 1–11-мӗш класӗсенче вӗренекенсем Культура ҫулталӑкне халалланӑ фольклор фестивальне хутшӑнчӗҫ. Вӑл ялти информаципе культура центрӗнче иртрӗ. Фестивалӗн тӗллевӗ — ачасене халӑх йӑли-йӗркине упрама, тӑван чӗлхене юратса вӗренме хавхалантарасси. Чӑваш халӑхӗ авалтанпах хӑйӗн тӗлӗнмелле пуян культурине, йӑли-йӗркине куҫ пек упранӑ, ӑруран ӑрӑва парса пынӑ. Ваттисен пилӗпе чӑваш ҫынни кун-ҫулне сыпӑнтарса пынӑ. Мӗншӗн тесен пирӗн несӗлсем сӑмахлӑха, юрра-ташша, тӗрре яланах пысӑка хурса хакласа пурӑннӑ. Ҫакӑнта вӗсен тараватлӑхӗ, ҫынлӑхӗ, сӑпайлӑхӗ, ӗҫченлӗхӗ, тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ аталанса пынӑ. Вӑл ламран лама куҫса пирӗн патӑмӑра та ҫитнӗ. Хӑш-пӗр йӑла-йӗркесем вара паян кун та упранса юлнӑ. Паллах, чылайӑшӗ ӗлӗкхи сӗмне ҫухатнӑ. Апла пулсан та халӑх манмасть вӗсене. Чи малтанах сцена ҫине кӗвентеллӗ маттур та чипер хӗр ачасем чӑвашӑн илемлӗ кӗввипе ҫӑмӑл утӑмсемпе курӑнса кайрӗҫ. Вӗсем чӑваш ҫи-пуҫӗпе, сӑпайлӑхӗпе тыткӑнларӗҫ. Фествале 6-мӗш класра вӗренекенсем — Светопольская Иринӑпа Мартышкин Сергей ертсе пычӗҫ. |
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Республикин культура министрӗ Вадим Ефимов Украинӑри Севастополь хулинчи чӑваш наци культура обществин элчисемпе тӗл пулнӑ. Асӑннӑ министерствӑн сайтӗнчи хыпарта курнӑҫу пирки кӗскен ҫырса пӗлтерни тӑрӑх, министр ҫӳлерех асӑннӑ обществӑн общественноҫпа ҫыхӑну тытакан ертӳҫин ҫумӗпе Владимир Мочаловпа курнӑҫни паллӑ. Унпа вӗсем Чӑваш Енпе Крымпа тата Севастополь хулипе ӑн культура тата туризм енӗпе ҫыхӑну тытас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Наци электрон вулавӑшӗн хыпарӗсем» электрон журналӗ кӑларнӑ. Ӑна вырӑссен паллӑ ученӑйӗ, этнографӗ, фольклорисчӗ, ҫутта кӑлараканӗ Василий Магницкий ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Наци электрон вулавӑшӗ Магницкий пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ 50 ытла копие пухнӑ. Хӑй вӑл Етӗрне хулинче 1839 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑвашсем хушшинче темиҫе теҫетке ҫул ӗҫленӗ ӑсчах чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗ. Чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнографине нумай тӗпченӗ. Этнографи пирки каласан, ӑна халӑх правин, ҫемье тата общество йӑли-йӗрки, авалхи чӑваш тӗнӗ, вӗсен пурнӑҫӗ кӑсӑклантарнӑ. Чӑваш халӑхӗн историлле факчӗсене тата пурлӑх культурине тӗпченипе пӗрлех Магницкий паха археологи тӗпчевӗ нумай хӑварнӑ. Унӑн ӗҫӗсем вӑл пурӑннӑ вӑхӑтрах чылай хаҫат-журналта пичетленнӗ. Статьясенче вӑл чӑвашсене хӳтеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлевҫин кунӗнче Мурманск облаҫӗнчи «Чӑваш ен» культура обществин делегацийӗ Северодвинск хулин портӗнче тӑракан «Ушаков адмирал» эскадра миноносецӗ ҫинче пулса курнӑ. Хӑнасене хисеп туса карап ҫинче ялав ҫӗкленӗ, митинг ирттернӗ. Чӑваш культура обществин ертӳҫи Валериан Гаврилов Тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑракан яшсене, ҫав шутра чӑваш каччисене те, уяв ячӗпе саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу суннӑ. Мурманскри «Шупашкар» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Дмитрий Осипов вара карап экипажне телевизор тата тӑван республикӑра туса кӑларнӑ пылак ҫимӗҫ парнеленӗ. Карап командирӗ Олег Гладкий 1 ранг капитанӗ чӑваш ачисем хӗсметре маттур пулнине палӑртнӑ, чи хастаррисене черетлӗ звани парасси ҫинчен хушу вуласа панӑ. Карап историйӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн уяв кают-компанире тӑсӑлнӑ. Хӑнасем моряксене тепӗр пысӑк парне тунӑ — чӑваш юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Итлекенсем Светлана Абрашкина юрӑҫа уйрӑмах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тав тунӑ. Концерт вӗҫленсен делегаципе пӗрле килнисем чӑваш ачисемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулса калаҫнӑ, кам ӑҫтан пулнине ыйтса пӗлнӗ. Паллах, пурте хутшӑнайман ҫак калаҫӑва — хӗсметре-ҫке! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Трак тӑрӑхӗнчи ӑмӑртуран Паян район шайӗнчи «Чӑваш пики» Муркаш тата Тӑвай районӗнче иртмелле. Унччен эпир тӑвайсем хӑйсен ӑмӑртӑвне ыран ирттересси пирки пӗлтернӗччӗ, анчах информацие ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн конкурс паян иртмелле иккен. Чӑваш наци конгресӗ хыпарланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра район шайӗнчи ӑмӑртусене вырӑнтисем ирттереҫҫӗ. Енчен та малтанхи ҫулсенче вӗсене ЧНК ыйтнипе, конгресс пулӑшнипе йӗркеленӗ пулсан — кӑҫал ЧНК ӗҫченӗсене йыхравламаҫҫӗ те. Чӗннӗ-и, чӗнмен-и — конгресс районсенчи илем ӑмӑртӑвӗсене ҫитсе килесшӗнех. «Чӑваш пикине» хӑйсемех ирттерме пуҫланин сӑлтавӗ пирӗн шутпа Культура ҫулталӑкӗпе ҫыхӑннӑ — илем ӑмӑртӑвӗсене районта культурӑпа ҫыхӑннӑ мероприятисен йышне нумайлатас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ. Ытти ҫулсенче ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл вӗсемшӗн, паллах, ҫӗнӗ мероприяти мар. Ҫапла май иртнӗ ҫулсенче конгресс тунӑ ӗҫсен вӑрлӑхӗ шӑтса тухнӑ теме пулать. Пирӗн вара, ҫак пулӑма ырламалла ҫеҫ — хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме пуҫлани чӑвашлӑх туйӑмне те ӳстерет. |
Апат-ҫимӗҫ
![]() Наци апат-ҫимӗҫне хатӗрленипе пӗрлех «Хура ешчӗк» номинаци те пулӗ. Ҫапла, Чӑваш Енӗн кулинарсен ассоциацийӗ республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствипе пӗрле Ҫамрӑк поварсен кулинарсен кубокне ирттерет. Кунне те палӑртса хунӑ — пушӑн 15-мӗшӗнче. Ӑна шеф-поварсен Пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗ хӳттинче йӗркелеҫҫӗ-мӗн. Конкурса хутшӑнакансене Шупашкарти коопераци институчӗн апат-ҫимӗҫ технологийӗн лабораторийӗнче пухаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва 3-шер ҫынтан: 2 поварпа 1 кондитертан — тӑракан ушкӑнсем хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен пӗрне капитан туса хурӗҫ. Хальлӗхе кимле палӑртнӑ ушкӑнсен хушшинче хамӑр патрисемсӗр пуҫне пензӑсемпе йошкар-оласем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 2014 ҫула Раҫҫейре Культура ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Великобритани вара кӑҫалхи ҫула «Год Великобритании в России» (чӑв. Аслӑ Британири Раҫҫей ҫулӗ) ят панӑ. Шӑпах ҫавӑнпа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхесене вӗрентекенсем шкул ачисем хушшинче юрӑсен фестивальне ирттерчӗҫ. Фестивале районти кашни шкулах хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ҫамрӑк юрӑҫсем пухӑннисене хӑйсем юратнӑ юрӑҫсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, вӗсен юррисене шӑрантарчӗҫ. Районти шкулсенче хрантсус тата акӑлчан чӗлхисене вӗрентеҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулти 2-мӗш, 4-мӗш тата 10-мӗш классенче вӗренекенсем Валерий Алексеевич Ефимов вӗрентекен ертсе пынипе «Манӑн кушакӑм, Манӑн ашакӑм тата Сена» ятлӑ хрантсус юррисене шӑрантарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта 5 вӗрентекен акӑлчан тата хрантсус чӗлхисене вӗрентет, кашниех концерта тӗрлӗ класс вӗренекенӗсене явӑҫтарнӑ. Питӗркассинчи вӑтам шкулӑн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Сергей Фадеев шӑрантарнӑ акӑлчан юрри куракансен чунне тыткӑнларӗ. Шулюри 6-мӗш класс вӗренекенӗсем Валера Кудряшов, Костя Солдаткин, Саша Шуськин тата Коля Жидков Юрий Гурьянов ертсе пынипе Битлз ансамблӗн артисчӗсене сӑнарласа сцена ҫине матроссен костюмӗпе тухрӗҫ, юррипе чуна тыткӑнларӗҫ. |
Раҫҫейре
![]() Крымпа ҫыхӑннӑ Раҫҫейпе Украина хушшинчи хирӗҫтӑру МИХсен анине те куҫрӗ — ирӗклӗрех кӑларӑмсене хӗсме пуҫларӗҫ. Ӗнер тетелти «Лента.ру» хаҫатӑн тӗп редакторне ӗҫрен хӑтарнӑччӗ пулсан паян Роскомнадзор сӗннипе темиҫе сайта хупса хунӑ. Вӗсен шутне «Грани.ру», «Каспаров.ру» тата ЕЖ.ру кӗнӗ. Ҫавӑн пекех Алексей Навальнӑйӑн кун кӗнекийӗ уҫӑлмасть. Паянах Украинӑра тухса тӑракан «Коммерсантъ» хаҫат хупӑннӑ — кӑна укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑрлӑх тухнипе сӑлтавланӑ. Тӗрӗслев органӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Грани.ру», «Каспаров.ру» тата ЕЖ.ру йӗркене пӑсма, саккуна пӑсса масӑллӑ мероприятисене хутшӑнма чӗннӗ иккен. Хупнин сӑлтавӗ ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗрисен хыпарланӑ тӑрӑх «Эхо Москвы» сайт «Акадо» провайдер урлӑ уҫӑлмасть. Сӑмах май «Лента.ру»-ран чылай журналист хӑй ирӗкӗпе ӗҫрен тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |