Раҫҫейре
![]() Медведьевпа Путин / Дмитрий Азаров тунӑ сӑн Кремль сайтӗнче паян Владимир Путинӑн Хушӑвӗ пичетленнӗ — ун тӑрӑх вӑл хӑйӗн тата РФ премьер-министрӗн Дмитрий Медведьевӑн ӗҫ укҫине 2 хут ытла — 2,65 хут таран — ӳстернӗ. «Ведомости» хаҫат тӗпченӗ тӑрӑх уйӑхсерен Дмитрий Медведьевӑн 215 пин тухса пынӑ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн — 280 пин (малашне 742 пин пулӗ?). Пӗлтӗр депутатсен ӗҫ укҫине хӑпартнӑ хыҫҫӑн Тӗп ертӳҫӗсен уйӑхри ӗҫ укҫин виҫи пӗчӗкрех пулса юлнӑ. Аса илтеретпӗр, авӑн уйӑхӗнче депутатсемпе министрсен ӗҫ укҫине ӳстернӗ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри 420 пин патнелле илме пуҫланӑ. Паянхи Хушусем вара ҫак танмарлӑха — министрсемпе депутатсем Президентран ытларах илнине — пӗтерӗҫ пулмалла. Ахаль халӑх пирки калас пулсан, нумай пулмасть ватлӑхпа паракан пенсие те хӑпартнӑ. Сӑмахран, Чӑваш Енри ватӑсен пенсийӗ нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑтамран 615 тенкӗ хӑпарнӑ. Вӑтам пенси виҫи пирӗн тӑрӑхра — 10,2 пин тенкӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗш кунӗнче тата 1,017 хут хӑпартнӑ — ку вӑл хушма 150–200 тенкӗ. Ватӑсен пенсине Путинӑн пек ӳстерес пулсан вӑтам пенси виҫи пирӗн тӑрӑхра 27 пинрен те иртнӗ пулӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Юсанӑ ҫул-йӗр Республикӑра урапа (машин) ҫулӗсене юсасси малалла пырать. Ҫанталӑк ӑшӑтиччен вӗсене сивӗ асфальт сарса сапланӑ. 7 пин тӑваткал метр ытла лаптӑка ҫӗнетме 699 тонна ытла ҫавӑн йышши асфальт тухса кайнӑ иккен. «Чӑвашавтодор» тата «Автодорсервис» обществӑсем регион, муниципалитетсем тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче 587 тӑваткал метр юсанӑ. Маларах асӑннӑ организацисемсӗр пуҫне хуласенче «Строй ТЕК», «Ликта», «Стройсервис» тулли мар яваплӑ обществӑсем юсав ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн электронлатнӑ варианчӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантне ирттересси пирки черетлӗ лару иртрӗ. Унта ӗҫ епле пынине сӳтсе яврӗҫ тата хӑш-пӗр ҫӗнӗ шухӑшсене пӑхса тухрӗҫ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗтӗмешле 300 ытла ҫын валли вырӑн йӗркелесшӗн, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче — 250 ҫын валли. Ҫавӑн пекех, ҫырас кӑмӑллисем валли вырӑн ҫитмесен, Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче те аудиторисем уйӑрма палӑртнӑ. Диктант текстне вуламашкӑн пӗр 10 ҫын тупасшӑн, акан 21-мӗшӗнче вӗсемпе ятарлӑ заняти ирттерес шухӑшлӑ. Ҫӗнӗ шухӑшсем те пулчӗҫ. Сӑмахран, диктант ҫырма лариччен аудитори умӗнче чӑваш халӑхӗн гимне, «Алрайн кайми аки-сухине» янратма сӗнчӗҫ. Кӑна ырларӗҫ, ҫавӑн пекех ҫыракансен пӳлӗмӗсенче Чӑваш Республикин ялавне те вырнаҫтарсан аван пулӗччӗ терӗҫ. Ларӑва Чӑваш наци телерадиокомпанин директорӗ Александр Магарин та хутшӑнчӗ. Вӑл Пӗтӗм чӑваш диктантне наци радиовӗпе тата наци телевиденийӗпе итлеттерме тата кӑтартма шантарчӗ. |
Хулара
![]() Паянхи кӳлмек / Н. Плотников тунӑ сӑн Шупашкар кӳлмекне тата Хӗрлӗ тӳреме ҫӗнетмелли проект ӗҫсене тумашкӑн 34 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Вӗсенчен 8 миллон тенки республика тата муниципалитет хыснисенчен пулӗ. Транспорт, инженери инфратытӑмне, Шупашкарӑн тӗп пайне реконструкцилеме палӑртнӑ. Ҫаксене 2019 ҫул тӗлне, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ уяв валли, вӗҫлемелле. Аса илтерер: кӳлмеке тата Хӗрлӗ тӳреме ҫӗнетес концепци пӗлтӗр пуҫланнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, 213 пин тӑваткал метр лаптӑка ҫӗнетӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Тӗп парка, залива «Шупашкар: 500 ҫул» паркпа, Лакрей вӑрманӗпе турист тата велосипед маршручӗпе пӗрлештерме палӑртнӑ. Проекта пурнӑҫлакан Испани архитекторӗ Хосе Асебильо ку концепци хальлӗхе шухӑш кӑна пулнине пӗлтернӗ. Шупашкарӑн ҫӗнелмеле, анчах унӑн хӑйнеевӗрлӗхне ҫухатмалла мар-мӗн. Архитектор шухӑшӗпе, Хӗрлӗ тӳремре К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗпе тата культура-курав комплексӗпе юнашар икӗ павильон пулмалла. Тӳрем варринче вара – пысӑк экран. Хосе Асебильо тӳреме ҫапла майпа ҫӗнетме шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Наталья Калягина Пӑрачкаври вӑтам шкулта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗн район шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Пӑрачкав районӗнчи ултӑ педагог хутшӑннӑ. Конкурса пӗтӗмлетсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем палӑрнӑ. Район шайӗнче Наталья Калягина ҫӗнтернӗ. Вӑл Пӑрачкаври шкулта математика предметне вӗрентет. Кудеихӑри вӑтам шкулта историпе обществознани предмечӗсене ертсе пыракан В.Курвичев иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Мишуковӑри шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен И.Ермакова тата Напольнӑри вырӑс тата мӑкшӑ чӗлхин учителӗ К.Кулясова виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. «Педагог хавхаланӑвӗ» номинацире Ряпинскри вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ В.Карпова ҫӗнтернӗ. «Педагог шыравӗ» номинацире Сыресинск шкулӗнчи географи учителӗ С.Муданова мала тухнӑ. Призерсемпе лауреатсене дипломсемпе чысланӑ. Наталья Александровна Калягина вара Пӑрачкав районне «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иван Николаев тата ЧР ШӖМӗ шыракан хурах Шупашкарта пурӑнакан Иван Андреевич Николаева шыраҫҫӗ. Вӑл 1995 ҫулта ҫуралнӑ. Каччӑ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман. Ӑҫта вӑл? Никам та пӗлмест. Хӑй 18–20 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ — 176 сантиметр. Тӗреклӗрех, ҫӳҫӗ кӗске, хура тӗслӗ, куҫӗсем хӑмӑр. Уйрӑмлӑх палли хырӑм ҫинче пур. Унта 30 сантиметр таршшӗ суран йӗрӗ. Иван килтен кайнӑ чухне тӗттӗм тӗслӗ сӑран куртка (пилӗкӗ таран), тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар, тӗттӗм тӗслӗ сӑран кроссавка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫумӗнче докуменстем пулнӑ. Иван Николаев ӑҫта пулнине пӗлекенсене 24-20-72, 24-20-73 е 02 (карас телефонран — 020) телефонсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта йывӑр преступленисем тунӑ арҫынсене палӑртасшӑн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен пӗри 20–25 ҫулсенче, вӑтам кӗлеткеллӗ, 160–165 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗсем хӑмӑр. Хура тӗслӗ кӗске куртка (капюшонпа), тӗттӗм шӑлавар, кроссовка тӑхӑннӑ. Иккӗмӗшӗ 25–30 ҫулсенче, вӑтам кӗлеткеллӗ, пичӗ ҫинҫе, куҫ харши ҫӑра. Хӑй хӑмӑртарах тӗслӗ куртка, ҫыхнӑ ҫута калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрне районӗнчи Анат Мучар вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн «Вулакансен жирийӗ» курав-диалог ӗҫленӗ. Унта 2012 ҫулта чи вуланакан кӗнкесем кӗнӗ: В.Кузьминӑн «Вӗҫев»; Геогргий Красновӑн «Ҫӑлтӑр ҫинчен аннӑ чӑвашсем»; Сергей Павловӑн «Тӗтре»; Нелли Петровскаян «Тухатмӑш»; Геннадий Кабаковӑн «Пурнӑҫ хакӗ»; Хветӗр Уярӑн «Близ Акрамова»; Александр Артемьевӑн «Салампи». Кашни кӗнеке вулакан паллине тивӗҫнӗ. Вулакансен кӑмӑлне Н.Петровскаян «Тухатмӑш» тата В.Кузьминӑн «Вӗҫев» кӗнекисем килӗшнӗ. Курава 18 ҫын хутшӑннӑ. Анат Мучар вулавӑшӗнче ачасемпе «Тусна кӗнеке сӗн» литература вӑййи иртнӗ. Ӑна ача-пӑча литературине пропагандӑлас тӗлӗшпе йӗркеленӗ. Мероприятире 2012 ҫулта тухнӑ кӗнекесене — Александр Лукашинӑн «Ту качакин юрри» тата Елен Нарпин «Салтак тӳмипе талпиҫен» хайлавӗсене — вуласа тишкернӗ. Ачасем хайлавсем тӑрӑх ӳкернӗ, викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ команди Белгород хулинче Раҫҫейри аслӑ шкулсем хушшинче армспорт енӗпе чемпионат иртнӗ. Унта 46 аслӑ шкулти 160 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — тӗнче тата Европа чемпионачӗ Хетаг Дзитиев (Ҫурҫӗр Осети) тата Иван Матюшенко (Мускав хули). Чемпионата И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн пӗрлештернӗ команди те кайнӑ. ЧР Спорт министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта журналистика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекен Олеся Игнатьева палӑрнӑ. Вӑл 80 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшса чи маттурри пулнӑ. Олеся ҫак кӑтартупа иккӗмӗш ҫул савӑнтарать. Хӗрӳ ӑмӑртура вӑл Аланири Яна Кодзаевӑна тата Калининград облаҫӗнчи Злата Литвинӑвана ҫӗнтернӗ. Юридици факультетӗнче вӗренекен Эльмира Алеева 65 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ЧПУ команди 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сывпуллашу саманчӗ / Николай Плотников тунӑ сӑн Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллӑ чӑваш драматургӗпе Николай Терентьевич Терентьевпа сывпуллашрӗҫ. 11 сехет тӗлне халӑх чылайӑн пухӑнчӗ. Сывпуллашу мероприятине ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов ертсе пычӗ. Сӑмах калакансен йышӗнче Валерий Туркай сӑвӑҫ, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, Канаш районӗн ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Кипеч, Чӑваш халӑх артистки Вера Кузьмина, профессилле ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Павлов тата ыттисем пулчӗҫ. Тухса калаҫнӑ чухне вӗсем Николай Терентьевичӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ, чӑваш халӑхӗшӗн сахал мар вӑй хунӑшӑн ырӑпа асӑнчӗҫ. Паллӑ драматурга тӑван ялӗнче пытарӗҫ. Терентьев Николай Терентьевич 1925 ҫулхи акан 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. А.В. Луначарский ячӗллӗ ГИТИСра чӑваш студинче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш паташлӑх педагогика институтӗнче, А.М. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче литература курсӗнче вӗреннӗ. |
Вӗренӳ
![]() Шкул тумӗсем Чылай шкулта ачасем ятарла формӑпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакна нумайӑшӗ ырланине илтме тӳр килнӗ ахӑртнех. Ара, илемлӗ тум ҫат тытакан джинс шӑлаварсенчен самай лайӑхрах-ҫке. Нумаях пулмасть шкул тумӗсен хӑтлавӗ иртнӗ. ЧР Экономика министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Вӗренӳ институтӗнче шкул ачисем валли тум ҫӗлекен фирмӑсемпе канашлу-хӑтлав иртнӗ. Ҫакнашкал мероприяти Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи вӗренӳ учрежденийӗн ертӳлӗхӗпе кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче те иртнӗ. Хальхинче тӗп хуларан аякри шкулсен ертӳҫисене чӗннӗ. Хӑтлава «Рассвет-ОВАС», «Пир-авӑр фабрики», «KAYSAROW», «Элита», «Аврора» ателье» фабрикӑсем хутшӑннӑ. Унта кашни хӑйӗн продукцйӗпе паллаштарнӑ. Ачасем тумсене тӑхӑнса кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |