Ҫул-йӗр
![]() Пӗлтӗрхи пӑлхав. musprome.my1.ru сайтри сӑн Дача тапхӑрӗ пуҫланнӑ май хулаҫум пуйӑссемпе ҫӳрекен те йышланнӑ. Ҫавна май «Шупашкар — Канаш» ҫулпа ҫӳрекен пассажир пуйӑсӗсенче вакунсене нумайлатнӑ. Чукун ҫул ӗҫченӗсем 12 миллион компенсаци илӗҫ. Билет хакӗсем хальлӗхе малтанхи пекех: 10 ҫухрӑмшӑн 24 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Малашне Шупашкартан Канаша тунтикунран пуҫласа эрнекунччен 2 вакун ҫӳрӗ. Канмалли кунсенче — 3. Аса илтерер: пӗлтӗр вакунсенче вырӑн ҫитменнипе дачӑна ҫӳрекенсем пӑлхав ҫӗкленӗ: рельссем ҫине ларнӑ та пуйӑса тапранса кайма чӑрмантарнӑ. Ун чухне вӗсене кирлӗ вырӑна автобуспа лартса янӑ. «Содружество» компани ертӳлӗхӗ кӑҫал кунашкалли пулмасса шанать. Вакунсенче вырӑн пурне те ҫитмелле-мӗн. «Содружество» компанин Канашри участокӑн пуҫлӑхӗ Владимир Горохов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе ҫакӑн чухлӗ вакун хушни ҫителӗклӗ. Вокзал фойинче билет паракан 2 автомат вырнаҫтарнӑ, ҫавӑнпа черет тӑрса хӑшкӑлмалла мар. Ҫак хатӗрпе усӑ курма пӗлменнисене кассирсем пулӑшаҫҫӗ. Терминал тӑрринче унпа мӗнле усӑ курмаллине ӑнлантарса ҫырнӑ. Дачӑна ҫӳрекенсенчен чылайӑшӗ — ватӑ ҫынсем. Анчах терминалпа усӑ курма йывӑр мар иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Гуманитари институтне пынӑ студентсем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен филологи енӗн ӑстаҫисем — чӗлхеҫӗсемпе сӑмахҫӑсем — И.Я. Яковлев ячӗллӗ педуниверситетри чӑваш уйрӑмӗн 1-мӗш курс студенчӗсене ӗҫлӗ тӗлпулӑва йыхравларӗҫ. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ тӗлпулӑвӑн тӗллевӗ — студентсем хушшинче ӑслӑлӑх туртӑмлӗ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, вӗсене тӗпчев ӗҫне явӑҫтарасси тата ӑсчах пулма хӑнӑхтарасси. Институт ӗҫченӗсем пултаруллӑ яш-кӗрӗме Ӑслӑлӑх канашӗн пӳлӗмӗнче йышӑнчӗҫ. Кунтах чӗлхеҫӗсемпе сӑмахҫӑсен юлашки 3 ҫулта тухнӑ кӗнекисемпе кӑларӑмсен ятарлӑ куравӗпе паллашма май пулчӗ. Студентсем 50 томпа кӑларма палӑртнӑ сӑмахлӑх пуххин ҫӗнӗ кӑларӑмӗсемпе, 7 томлӑ ӑнлантару словарӗн 2 кӗнекипе, 2 томлӑ вырӑсла-чӑвашла словарьпе тата ытти ӑслӑлӑх ӗҫӗсемпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Институт директорӗ Юрий Исаев, чӗлхе тӗпчевҫисем Александр Кузнецов, Алевтина Долгова, Геннадий Дегтярёв, сӑмахлӑх тӗпчевҫисем Вячеслав Ендеровпа Надежда Ильина институт ӗҫӗ-хӗлӗпе, ӑслӑлӑх шыравӗнчи ҫитӗнӳсемпе йывӑрлӑхсем пирки каласа пачӗҫ. |
Раҫҫейре
![]() Андриян Николаев ячӗллӗ ҫӑлтӑра вырнаҫтараҫҫӗ Андриян Николаев космонавт пурӑннӑ тӑк кӑҫал 85 ҫул тултарӗччӗ. Акан 12-мӗшӗнче Космонавтика кунне халалласа ҫӗршывра тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Виҫӗмкун, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Ярославль хулинче ентешӗмӗре Андриян Николаева халалласа уяв пулнӑ. Валентина Терешкова ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ центрӗнче — Раҫҫейри ҫамрӑк планетарисенчен пӗринче — Андриян Николав ячӗллӗ ҫӑлтӑра вырнаҫтарнӑ. Уява паллӑ мӑшӑрӑн хӗрӗ Елена Терешкова хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ҫитнӗ. Ярославльти планетари умӗнчи космонавтсен аллейине пӗлтӗр йӗркеленӗ. Космоса пӗрремӗш хӗрарӑм вӗҫнӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа пирвайхи ҫӑлтӑрсем вырнӑҫтарнӑ. Вӗсем — Валентина Терешкова, Валерий Быков, Алексей Леонов ячӗллисем. Акӑ халӑ Андриян Николаев ҫӑлтӑрӗ аллейӑна пуянлатнӑ. Леонид Черкесов Чӑваш Енре Андриян Николаевран паллӑрах ҫын ҫуккине, ӑна кашни ҫемьере хисепленине каланӑ. Ярославльпе Шупашкара чылай япала ҫывӑхлатать. Шупашкарта та Ярославльти пекех планетари тӑвӗҫ. Унта Валентина Терешкова тата ытти космонавт валли те вырӑн пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Деклараци кампанийӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 44,5 пин ҫын хӑйсен тупӑшӗ пирки пӗлтернӗ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 4 процент нумайрах. Кӑҫал миллионерсен йышӗ ӳснине палӑртнӑ-мӗн. Ҫӳлерех асӑннӑ вӑхӑт тӗлне 1,6 пин деклараци 1 миллион тенкӗ ытла тупӑш пулнине палӑртнӑ. Ку ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан, 11,7 процент нумайрах. Икӗ декларант 100 миллионран пуҫласа 500 миллион тенкӗ таран тупӑш пулнине палӑртнӑ. Иртнӗ ҫул ака уйӑхӗ тӗлне пӗр ҫын ҫеҫ ҫакнашкал тупӑш кӑтартнӑ. Налук служби деклараци тӑратакансен йышӗ ӳснине халӑх культура енчен аталаннипе сӑлтавлать. Тата граждансене ку енӗпе ҫине тӑрсах илӗртеҫҫӗ. Налук службинче кӑҫал уҫӑ алӑксен кунӗ икӗ хут иртнӗ. Ҫак акци вӑхӑтӗнче 4 пин ытла деклараци тӑратнӑ. Сӑмах май, деклараци тӑратма тивӗҫ ҫынсен ҫакна ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районен команди ЧР Вӗренӳ министерствин «Эткер» центрӗнче ачасен «Ҫухатма юраманни пирки» экологи театрӗсен республика конкурсӗ иртнӗ. Унта пӗтӗмпе Вӑрмар, Елчӗк, Красноармейски, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенечи, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи 12 команда хутшӑннӑ. Ача-пӑча ушкӑнӗсене жюри тӗрлӗ енчен хакланӑ: актер пултарулӑхне, жанрсене, тематикине, костюмсене. Эксперт комиссине командӑсен сценарийӗсем, ҫамрӑк артистсем тыткӑнланӑ. Елчӗк районӗн шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ «Эксперимент» театр студийӗ республика конкурсӗнче 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Елчӗк шкулӗн ушкӑнӗн «Сказка о том, как Иванушка-дурачок святой источник в селе Яльчики защищал» (чӑв. Айван Иван Елчӗкри сӑваплӑ ҫӑлкуҫа хӳтӗлени пирки калакан юмах) постановки жюри пайташӗсене килӗшнӗ. Театр студийӗн ертӳҫи — Валентина Сергеевна Мартынова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «ЭКА» симӗс юхӑм «Ҫурхи ырӑлӑх эрне» акципе килӗшӳллӗн И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студенчӗсем, «ЭКА» симӗс юхӑм, «Малютка» ача ҫурчӗн территорийӗнче тирпей-илем кӳнӗ. «Ҫурхи ырӑлӑх эрни» акци ҫулсерен ака уйӑхӗн 14-20-мӗшӗсенче иртет. «Малютка» ача ҫурчӗн территорине тирпей кӳрес ӗҫе И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн технологипе экономика, психологипе педагогика, историпе филологи, физкультура факультечӗн студенчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем икӗ сехете яхӑн ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. «ЭКА» симӗс юхӑмӑн территори штабӗн ертӳҫи Татьяна Трофимова каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен «Малютка» ача ҫурчӗн ӗҫченӗсем пулӑшу ыйтнӑ. «Эпир кӗреплесемпе ҫулҫӑ турарӑмӑр, ача пахчи умӗнчи клумбӑсене йӗркене кӗртрӗмӗр», — тенӗ Татьяна Трофимова. Шӑматкунлӑха 20 ҫын ытла хутшӑннӑ. «ЭКА» симӗс юхӑм калаҫман-илтмен ачасен 3-мӗш коррекци шкулӗ умӗнче те тирпейленӗ: карта сӑрланӑ, туратсене, ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем унта вӗренекен ачасемпе хутшӑнма, вӗсемпе туслӑх йӗркелеме тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тӗрӗслевҫӗсем хунавсне тӗрӗслеҫҫӗ Кашни отрасльте ӗҫлекенсен хӑйсен тивӗҫӗ те, республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерстви, ав, вӑрман хуҫалӑхӗсен питомникӗсене тӗрӗслени пирки пӗлтерет. Канаш, Йӗпреҫ тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи питомниксене специалистсем ушкӑнпа пухӑнса кайсах хакланӑ. Йышра маларах асӑннӑ министерствӑра тӑрӑшакансемсӗр пуҫне федерацин «Рослесозащита» (чӑв. Раҫвӑрманхӳтӗлев) патшалӑх учрежденийӗн филиалӗн вӑрмансене сыхлас енӗпе тӑрӑшакан пайӗн специалисчӗсем те пулнӑ. Комисси калчасен тӑрӑмне кӑна мар, техника ҫуркуннехи тата ҫуллахи ӗҫсене хатӗррине те тӗрӗсленӗ. Унсӑр пуҫне специалистсем кирлӗ хатӗр-хӗтӗр пуррипе ҫуккине, вӑрлӑх склачӗсене пӑхнӑ, пестицидсене епле упарнине хакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, тӗрӗслевҫӗсем лару-тӑру аваннине палӑртнӑ. Хунавсем те чирлине асӑрхаман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Элкере халалланӑ электронлӑ куравӑн пӗр пайӗ Ыран И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультетӗнче «Поэт, ҫыравҫӑ, гражданин…» 13 сехет те 30 минутра электронлӑ документаци куравӗ уҫӑлать. Ӑна республикӑн Патшалӑх истори архивӗн ӗҫченӗсем Ҫемен Элкер поэт ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ. Виртуаллӑ курав Элкерӗн фондӗнчи хутсем тӑрӑх хатӗрленӗскер теҫҫӗ. Виҫӗ пайран тӑракан курава тематикине тата хронологие кура уйӑрнӑ иккен. Унта, сӑмахран, вӑл хушмата улӑштарни, Ленин орденне твиӗҫни, РСФСР Верховнӑй Совечӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш созывӗнче депутат пулни таранах каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе вӑл 18-мӗш хут иртет. Культура пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑмсенчен пӗри азербайджан композиторӗ Фикрет Амиров кӗвӗленӗ «Тысяча и одна ночь» балетпа уҫӑлнӑ. Хайлава чӑваш сцени ҫинче Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ, пӑр ҫинчи тата эстрадӑри чылай шоу авторӗ Давид Авдыш лартнӑ. Дирижер пульчӗ умне Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Нестерова тӑнӑ. Вокалти эпизодсене Любовь Казанцева хормейстер ертсе пынӑ. Балетӑн тӗп партийӗсенче Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Айдар Хисамутдинов, Андрей Субботин, Анна Серегина, Марианна Чемалина, Анастасия Абрамова, Дмитрий Поляков, Булат Гатин, Ольга Сапаркина тата ыттисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дипломли — Геннадий Шатохин ваккат Нумаях пулмасть Мускавра Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй институчӗпе тачӑ ҫыхӑну тытакан экспертсен ҫӗршыври пӗрремӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта «халӑх ырлӑхӗшӗн» тӑрӑшакан ваккатсемпе юристсем пухӑннӑ. Халӑх ырлӑхӗшӗн тени тӳлевсӗр тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Тав сӑмахӗлле тӑрӑшакансен ӗҫне усламҫӑсен ҫӗршыври тӗп хӳтӗлевҫи Борис Титов пысӑка хурса хакланӑ иккен. Тӳлевсӗр пулӑшу кӳрекенсен ӗҫне йӗркелеме ҫӗршыв шайӗнче ятарлӑ саккун пулсан лайӑххине те палӑртса хӑварнӑ иккен хайхи. Ҫапла тусан пӗрлехи стандартсене палӑртма май килмелле. Форумра ҫӗршыври 25 эксперта дипломсемпе чысланӑ. Ҫав йыша Чӑваш Енри ваккат Геннадий Шатохин та лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |