Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Апат-ҫимӗҫ

Вӑл е ку регионта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ апат-ҫимӗҫ хакӗ еплине Раҫҫейӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви хакланӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи тӑрӑма танлаштарса пӑхнӑ та ӑҫта хаксем мӗн чухлӗ ӳснине палӑртнӑ.

Хаксем Курган облаҫӗнче, Ненец тата Ханты-Мансийск автономи округӗсенче тата Чечен Республикинче тата Чӑваш Енре ытти ҫӗртинчен сахалрах ӳснӗ иккен.

Сӑмах май, иртнӗ уйӑха пӗлтӗрхи авӑнпа танлаштарса пӑхсан та пирӗн патра хаксем питӗ хӑпарса кайнӑ тееймӗн — эпир хаксене аван ҫӑварлӑхлакан ҫирӗм регион шутне лекнӗ.

 

Ӳнер

Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 2–4-мӗшӗсенче илем индустрийӗн «Ылтӑн коллекци» XVII уҫӑ фестивалӗ иртмелле. Ӑна республикӑн Экономика министерствипе тӗп хула администрацийӗ ырланипе йӗркелеҫҫӗ.

Фестиваль тӗллевӗн шутне ҫынсене хитре тӑвассишӗн тӑрӑшакан ҫамрӑк та пултаруллӑ специалистсене — косметологсене, визажистсене, парикмахер-стилистсене, художник-модельерсене, дизайнерсене палӑртассине кӗртеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӗҫре ҫӗнӗ технологисене анлӑрах сарасса, специалистен професси шайне ӳстерме май килессе шанаҫҫӗ иккен.

Тӗп мероприяти чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртмелле.

 

Хулара

«Хырӑм хыр тӑрне хӑпартнӑ», — текен каларӑш ваттисем хушшинчен ахальтен мар ҫӳрет иккен. Кӑна, нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ пулӑм ҫирӗплетнӗ. Ку хутӗнче вара хырӑм тӑрантарас нушта арҫына хыр тӑрне мар, ҫурт тӑрне хӑпартма хӗтертетнӗ.

Совет урамӗн 15-мӗш ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хӑй куҫӗпе темле арҫын «Дубрава» лавккан тӑрринче шашлык ӑшаланине курнӑ.

— Вырсарникун, юпан 13-мӗшӗнче 10–15 минут хушши палламан арҫын лавкка тӑрринче какай ӑшаласа тӑчӗ. Шашлыкӗ пиҫсе ҫитсессӗн хайхи ҫын иккемӗш хутра вырнаҫнӑ хваттере кӗрсе ҫухалчӗ, — каласа парать хӗрарӑм.

Ҫӗнӗ Шупашкарти РФ ОМВД штаб пуҫлӑхӗ Александр Алексеев палӑртнӑ тӑрӑх ку ӗҫ-пуҫа администрацилле йӗрке пӑсӑвӗ тесе хаклама пулать. Вара ашкӑнчака 500–2 500 тенкӗлех штрафлама е 15 кунлӑх хупса лартма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66171
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫак кунсенче республикӑра халӑхсем хушшинчи кайӑксене тӗпчес кунне халаласа ирттернӗ акцин пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствийӗн тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх 1 910 вӗренекенпе вӗренӳ учрежденийӗн ӗҫченӗсем 19 районта кайӑксен перепиҫне ирттернӗ.

Перепиҫе хутшӑнакансем вара ҫак икӗ кун хушшиче 56 тӗрлӗ 41 267 кайӑка шутласа кӑларма пултарнӑ. Ҫак перепиҫӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх курак — чи нумай тӗл пулакан кайӑк тӗсӗ, ҫак икӗ кун хушшиче 18 003 курака шутласа кӑларнӑ. Хыҫҫӑн уй ҫерҫисем — вӗсем 6 704, ула курак — 3 184 штук, чана — 2 938 тата ял ҫерҫие — 2204.

Ҫырава сайра-хутра тӗл пулакан, республикӑри Хӗрлӗ кӗнекери кайӑксем те кенӗ: тӑрна, ылтӑн ҫурка, орлан-шурхӳре, уй лунӗ, хура улатакка.

Пӗтӗмӗшле Раҫҫейре волонтерсем кӑҫал 1,2 миллион кайӑк яхӑн шутласа кӑларнӑ. Ҫапла майпа Раҫҫейри кайӑксене сыхлас пӗрлешӗвӗ пирӗн ҫӗршыв чӗретлӗ акцийӗн чемпионӗ пулса тӑнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1396.html
 

Пӑтӑрмахсем

Этем йӑнӑшмасӑр пурӑнаймасть ӗнтӗ. Анчах тунӑ йӑнӑша вӑхӑтра тӳрлетме пӗлес пулать. «Йӑрӑм ҫулпа» («Зебра») каҫакан ачана ҫапса каякан водитель ҫакна чухлайман иккен, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑнтан тарас тенӗ.

Ку ӗҫ юпан 11-мӗшӗнче, 14:15 сехетсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш корпус 1/34 ҫурт хирӗҫ пулса иртнӗ. 10 ҫулхи ача «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑнӑҫлӑ каҫасси пулайман ӗнтӗ унӑн, шӑпӑрлан урапа айне лекнӗ. Водителӗ вара те хӑраннипе те урӑх сӑлтавпа чарӑнса ачана пулӑшас темен, хӑвӑртлӑха ӳстернӗ те малалла чуптарнӑ. Сусӑрланнӑ ачана вара пульницӑра тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ.

Патшалӑх автоинспекцийе ҫак пӑтӑрмаха курма май лекнисене ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтать: 62-65-27 (Шупашкарти Раҫҫейӗн ОБ ДПС ГИБДД УМВД шырав уйрӑмӗ) е 24-07-70 (ГИБДД хурал пайӗ).

 

Политика Пухура. Илья Алексеев сӑнӗ
Пухура. Илья Алексеев сӑнӗ

Иртнӗ шӑматкун Хусанта иртнӗ 1552 ҫулта хулана хӳтӗлекенсене аса илнӗ кун Чӑвашран та унта хутшӑнни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хайхи ку хыпар «Про город» хаҫата та ҫитнӗ курӑнать, вӗсем ку тӗлӗшпе мӗн шутлани пирки ЧНК ҫыннинчен ыйтса пӗлнӗ иккен.

Кам хуравлани паллӑ мар, анчах Хусанти пухӑва «самозванецсем» пулни пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗ ятӗнчен: «Эп сире ӗнентеретӗп, ку митингра наци конгресӗн ялавӗпе самозванецсем пулнӑ. Пухура эпир унта хутшӑнма йышӑну туман», — тенӗ вӑл ҫын. Те чӑвашӗсене самозванец теесшӗн пулнӑ, те ЧНК ялавӗпе тухнисене. Чӑннипе вара ЧНК ялавӗ унта пулман та. Кунашкал хуравсене вуланӑ май Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑхӑмӑра хӳтӗлес вырӑнне тӳре-шарана тӗксе илессинчен сыхланине чӑн та ӗненетӗн.

Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-секретарӗ Михаил Васняцкий вара Чӑваш Ен ялавӗпе Хусанта ҫав митингра пулни патшалӑх символӗсене чыссӑрлатнипе танлаштарнӑ. Пӗлес килет — патшалӑх ялавӗсем халӑхӑн е влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсен ҫеҫ-и? Уйрӑм ҫынсем нивушлӗ Чӑваш ҫӗрне мухтаса чӑваш ялавӗпе усӑ курма тивӗҫ мар (Чӑваш Ен ялавне йӑтса утакана Республика кунӗнче тытса чарни те пулкалать пирӗн тӗп хуламӑрта)?

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66173
 

Культура

Нумаях пулмасть Ӗпхӳ хулинчи вырсарни шкулӗнче кӑҫал ҫичӗ чӗлхепе пичетленнӗ «Нарпси» поэмӑн хаклавне ирттернӗ.

Аса илтеретпӗр, ҫичӗ чӗлхепе кун ҫути курнӑ кӗнекене вырӑсла (Б. Иринина куҫарнӑ), тутарла (Ш. Муддарис), пушкӑртла (Мустай Карим хутшӑннипе Р. Кали куҫарнӑ), украинла (Я. Шпорта), пӑлхарла (Н. Марангозова), венгрла (А. Рона-Таш хутшӑннипе А. Беде куҫарнӑ) кӑҫал пичетленӗ. Ҫапла кӑларма Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай шут тытнӑ иккен. Вӑлах — кӗнекене хатӗрлекенӗ тата редакторӗ.

Кӗнеке хуплашкине Чӑваш халӑх ӳнерҫи Владимир Агеев 1973 ҫулта ӳкернӗ «Нарспипе Сетнер» ӳкерчӗк илемлетет. Кӗнекене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, литература критикӗ тата публицист Атнер Хусанкай ҫырнӑ «Нарспи ҫути» статья вӗҫлет.

 

Спорт

Паян, юпан 14-мӗшӗнчӗ, Китай ҫӗршывӗнчи Вуси хулинче ухӑран перессипе ҫамрӑксем хушшинче иртекен тӗнче чемпионачӗ пуҫланнӑ. Унта вара 18–20 ҫулхи ҫамрӑксемпе 17 ҫулхи е каярах ҫулхи кадетсем хутшӑнаҫҫӗ. Ӗнер официалла тренировка иртнӗ, паян вара старт ҫаврӑмӗ пуҫланнӑ та. Ӑмӑртура спортсменсен ФИТА Раунд (4 дистанцире 144 хут пени + финал) упражнени витӗр тухмалла пулнӑ.

Раҫҫей чысне асӑннӑ ӑмӑртусенче ҫамрӑксен наци пӗрлӗхлӗ ушкӑнне кӗнӗ 24 спортсмен хӳтелет, вӗсен шутӗнче пирӗн ентеш те пур — И.Солдатова ячӗллӗ ухӑран перес ӑталӑха вӗрентекен СДЮСШОР вӗренекенӗ Елена Елизарова. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗн, Валерий Яриков хӳтипе вӗренекен ентеш ухӑран перессипе хутшӑнать.

Ӑнӑҫу сунатпӑр!

 

Спорт

Ача-пӑчапа ҫамрӑксен самбо тата дзюдо енӗпе Олимп резервӗн республикӑри ятарлӑ спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптакан яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ Грецири Салоники хулинче самбо енӗпе иртекен тӗнче первенствине хутшӑннӑ.

Европа первенствинче мала тухнӑ Максим Иванов унта 68 килограма ҫитичченхи виҫерисен хушшинче ылтӑн медале ҫӗнсе илейнӗ. Тӗнче первенствинче хӗрсем хушшинче пӗлтӗр мала тухнӑ Эдера Лаврентьева кӑҫал Украина хӗрне выляса янӑ. Ҫапах та вӑл «кӗмӗле» тивӗҫнӗ. Дебютантсем те ӑмӑртуран пушӑ алӑпа таврӑнман. Унтан та ытларах — Наталия Степанова та, Владимир Алексеев та хӑйсен виҫе категорийӗсенче «кӗмӗл» медаль ҫӗнсе илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗн ҫынни килти выльӑх-чӗрлӗхе ӗрчетме ӗмӗт тытнӑ та, унӑy шухӑшӗсене суд ырламан. Ырламанни сӑлтавсӑр мар ӗнтӗ. Хайхи шӗремет выльӑха туянассипе аппаланас мар тенӗ, ҫавӑнпа та ют ҫын вӑкӑрӗпех хуҫаланнӑ.

Йӗрлев ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 2-мӗшӗнче асӑннӑ арҫын ҫырмара кӑкарнӑ выльӑха курнӑ та йӗри тавра ҫын куҫӗ ҫуккине кура ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса илсе кайнӑ. Вӑкӑре вара имшеркке пулман, йывӑрӗшӗпе кӗлеткине кура ӑна 35 000 тенкӗпех хакланӑ.

— Выльӑх хуҫи вӑкӑр ҫухалнине асӑрхасан, тӳрех полицие хут ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем вара вӑррине те, вӑкӑрне те тупса панӑ, — пӗлтереҫҫӗ прокуратурӑра.

Ҫапла вара суд пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх хайхи арҫын малтан та вӑрлас ӗҫпе аппаланине кура 4 ҫуллӑх пӗтӗмӗшле режимла юсав колоние лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/66105
 

Страницӑсем: 1 ... 3342, 3343, 3344, 3345, 3346, 3347, 3348, 3349, 3350, 3351, [3352], 3353, 3354, 3355, 3356, 3357, 3358, 3359, 3360, 3361, 3362, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 08

1873
151
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
76
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
65
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...