Вӗренӳ
![]() Шупашкарта «Созвездие» центр «Наци пуянлӑхӗ — 2014» пӗтӗм тӗнчери инҫет интернет конкурсӗ ирттерме палӑртнӑ. Вӑл ытти хӑш-пӗр конкурсран уйрӑлса тӑрӗ. Фестивале Ҫӗр чӑмӑрӗнчи кирек мӗнле вырӑнтан та пӑхма май пулӗ. Йӗркелӳҫӗсем конкурса тӗнче тетелӗнче онлайн мелӗпе кӑтартма палӑртнӑ. Фестивале яланхи пекех 5–17 ҫулсенчи пултаруллӑ ачасем хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Еврокурав тата Ҫӗнӗ хум финалисчӗсем. Хальлӗхе конкурсҫӑсен списокӗ паллӑ мар-ха, мӗншӗн тесен заявкӑсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Конкурс Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1–4-мӗшӗсенче Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пулӗ. Конкурсҫӑсем тӗрлӗ номинаципе жанра хутшӑнӗҫ: «Ҫӗршыв патриочӗсем», «Вокал», «Хореографи тата мода театрӗ», «Ӳнер сӑмахӗ». Конкусҫӑсене Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври вокал тата хореографи ӳнерӗсен профессионалӗсем хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне халалланӑ пресс-конференцире ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова кӑҫал Роспотребнадзор тимлӗ пулассине пӗлтернӗ. Чӑваш Ене ППЭ вӑхӑтӗнче федераци инспекторӗсем килӗҫ. Пӗлтӗр шкултан вӗренсе тухакансем ППЭре пысӑк балсем пухни сисчӗвлентернӗ-мӗн. Ун чухне пирӗн выпускниксем Раҫҫейри лидерсен йышнӗ кӗнӗччӗ. Светлана Петрова каланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзор мӗншӗн иккӗленни паллӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре ППЭ правилисене пӑснӑ виҫӗ ача ҫеҫ ҫакланнӑ. Анчах шкултан вӗренсе тухакансем тӗнче серепинче чӑн-чӑн КВМсене (контрольпе виҫев материалӗсем) тупма та пултарнӑ-мӗн. Ҫапла майпа вӗсем экзамена хатӗрленсе, хуравсене пӗлсе килнӗ имӗш. Иккӗленӗве тата акӑ мӗн вӑйлӑлатать: ачасем халӑх тетелӗсенче педагогсене шпаргалкӑсемпе улаталани, экзаменра вӗрентекен пулӑшни пирки ҫыраҫҫӗ. Министр ҫумӗ кӑҫалхи ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, экзамен тытмалли вырӑнсенче видеосӑнав, металл шыракан аппарат лартӗҫ. Тӗрлӗ вӑхӑт поясӗсем валли КВМсем расна пулӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсене тӗнче серепинче шыранин усси ҫук-мӗн. Ҫитменнине, Роспотребнадзор тӗнче серепине суя КВМсем вырнаҫтарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Елчӗк район прокурорӗ Василий Николаев (сулахайри) ертсе пыракан коллектив субботникра Октябрь урамӗнче вырнаҫнӑ районти прокуратура умӗпе утса иртме кӑмӑллӑ тесе пӗлтерет Елчӗк район администрацийӗ. «Саккун хушнипе пурӑнма хистекен прокуратура ӗҫченӗсем хӑйсем те кулленхи пурнӑҫри кашни кунхи ӗҫе пысӑк яваплӑха туйса пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ. Иртнӗ кунсенчи уяр ҫанталӑкпа усӑ курса ушкӑнпа тухса территорие тирпей-илем кӗртни те ҫакнах ҫирӗплетсе пачӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем ыттисенчен маларах, районта ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче экологи уйӑхӗ пуҫланичченех тума ӗлкӗрчӗҫ», — шӑрҫаланӑ райадминистраци сайтӗнчи информацире. «Ҫуркуннехи илеме маларах курас килнипе вӑхӑта васкатса урама тасатма, тирпейлеме тухрӑмӑр», — тенӗ иккен прокуратурӑра тӑрӑшакансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула влаҫӗсем велосипедпа ҫӳрекенсем юлашки вӑхӑтра йышланса пынине асӑрханӑ. Ҫак транспорт хатӗрӗн лайӑх енӗсен шутӗнче хӑвӑрт ҫитме май килнине, ӑна туянма йӳннине, усӑ курма ансатне, сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшнине асӑнаҫҫӗ. Анчах вырӑна ҫитсен ӑна ӑҫта лартса хӑвармалла-ха? Хуҫасӑр тӑраканскере атту куҫ хывакансем те часах тупӑнӗҫ. Шупашкарта велосипедпа ҫӳрекенсем валли ятарлӑ парковкӑсем тутарасшӑн. Калинин район администрацийӗн ӗҫченӗсем хӑйсен территорийӗнчи суту-илӳ предприятийӗсен территорийӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. «Мега Молл» суту-илӳ центрне «Спортмастер» лавкка енчен кӗнӗ ҫӗрте, «Мегастроя» «Мега сад» енчен кӗнӗ тӗлте, «Лента» суту-илӳ комплексӗ патӗнче ятарлӑ вырӑнсем пур иккен. «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ те велосипедсене ҫӑрана питӗрсе илмелли вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Унпа вӑл хӗлле усӑ курмасть, ҫуркунне вара кӑларать. «Шупашкар» универмаг, «Дар»–«Шупашкар» пасар» общество, «Кӗрӗк», Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи авторынок, Кӑнтӑр пасарӗн, «Метро» суту-илӳ центрӗн, «ОВАС», «Диапазон», «Тройка» ертӳҫисем те велосипедпа ҫӳрекенсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме хатӗр-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫуллахи каникулта ачасене канма кайма путевка илме заявкӑсене кӑҫал икӗ тапхӑрпа йышӑнӗҫ. Ҫакна асӑннӑ ҫырусене хӑй тӗллӗн йӗркелекен программӑна «шеллесе» тунӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна лекекен тиеве пӗчӗклетесшӗн-мӗн. Тата заявкӑсене йышӑнакан программӑна ҫӗнетнӗ иккен. Ҫапла вара ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗсене икӗ тапхӑрпа йышӑнассине республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова ашшӗ-амӑшне шелленипе сӑлтавланӑ. Пӗлтӗр харӑс йышӑнма тытӑннине пула программӑра чӑрмавсем пулса иртнӗ пулать те ҫавна май ашшӗ-амӑшӗ тан мар условие лекнӗ. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче заявленисене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Чӑваш Енри социаллӑ реабилитаци центрӗсенче йышӑнӗҫ. Тепӗр эрнерен, акан 19-мӗшӗнче, ытти муницпалитетра пухма тытӑнӗҫ. Маларах заявка панисене чаплӑрах вырӑнсене лекӗҫ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар, пурне те пӗр пек валеҫӗҫ тесе ӗнентернӗ министр ҫумӗ нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире. Хула тулашӗсенчи лагерьсенче пӗтӗмпе кӑҫал 15279 ача канӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 15 процент нумайрах. Ашшӗ-амӑшне путевка хакне хысна шучӗпе 5 процентран пуҫласа 50 процент таран саплаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Акан 18-мӗшӗнче (ку кун эрнекуна лекет) Шупашкарти Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Тӑвай ентешлӗхӗн кунӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра. Тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Программӑра: Тӑвай районӗнчен тухнӑ паллӑ юрӑҫсен концерчӗ, Тӑвай райповӗ туса кӑларакан апат-ҫимӗҫӗн суту-куравӗ, алӗҫ ӑҫтисен куравӗ. Тӑвайсем пурне те уява йыхравлаҫҫӗ! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ваттисен ҫурчӗн заведующийӗ Людмила Федорова ҫӗнӗ тухӑҫшӑн савӑнать Шупашкар районӗнчи Шӑмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем хушма хуҫалӑх та тытаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен теплица та пур. Унта халӗ кӑҫал пӗрремӗш тухӑҫ — симӗс сухан — туса илнине пӗлтереҫҫӗ. «Вӑл — витамин ҫӑлкуҫӗ. Ӑна эпир салата та яратпӑр, яшкана та», — теҫҫӗ иккен ҫуртра ӗҫлекен социаллӗ ӗҫченсем. Шӑмӑшсем теплицӑпа кӑна мар, ҫурт чӳречисене те тивӗҫлипе усӑ кураҫҫӗ иккен. Хӑяр, помидор тата пӑрӑҫ калчи ӳссе ларнӑ. Вӗсене теплицӑна куҫарма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Кӗҫех ытти пахчаҫимӗҫ те: редис, укроп, салат тата петрушка — ӳссе ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шарапаш шывӗ Вӑрмар районӗнчи Шӑхальте пурӑнакансем Шарапаш юханшывӗ урлӑ кӗпер туса парасса кӗтеҫҫӗ. Ҫак ыйтупа вӗсем Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинех ҫитнӗ. Асӑннӑ ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре ҫул-йӗре тытса тӑрасси ҫинчен 2007 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ 257-мӗш номерлӗ федераци саккунӗпе тата 2003 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче йышӑннӑ вырӑнти хӑй тытӑмлӑха тытса тӑрасси ҫинчен калакан саккунпа килӗшӳллӗн вырӑнти ҫул-йӗре тытса тӑрасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ шутланать. Ҫав шутра, паллах, — вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчи кӗпере тӑвасси те. Тепӗр майлӑ каласан укҫине те вырӑнти хыснаран уйӑрмалла. Вӑрмар район администарцийӗ Шӑхальте ҫул тума проект хатӗрленӗ иккен. Шарапаш юханшывӗ урлӑ каҫакан вырӑнта шыв юхма тимӗр бетон пӑрӑх хурса хӑварасшӑн. Вырӑнти хысна ҫуккине кура Вӑрмар район администрацийӗ ҫав ҫула тӑвассине Республикӑн инвестици программине кӗртме ыйтса республикӑн Транспорт министерствине тухнӑ иккен. Транспорт министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, объектсене республикӑн Экономика министерстви Инвестици политикин канашӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх палӑртать имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ялта шыв ҫук чухне ҫырмана каясси кӑна юлать Ҫӗрпӳ районӗнчи Рынкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ун пек ӗҫре тӑрӑшакансене ҫӑмӑл мар, вӗсен ӗҫ-хӗлне тӗрӗслекенсем тем чухлех теҫҫӗ-ха. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ял халӑхне икӗ эрне шывсӑр лартнӑшӑн айӑплаҫҫӗ. Ҫынсем шывсӑр ларнӑ фактпа прокуратура ӗҫ пуҫарнӑ. 146 килти 322 ҫын шывсӑр ларнӑшӑн малтан прокуратура асӑрхаттарнӑ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ те маттур тесе ырламан. Яваплӑх виҫине суд палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре Тутарстанра пурӑнакан теплоход капитан-механикне айӑпланӑ. Маларах вӑл хӑйӗн хӗрарӑм-ӗҫтешӗ тӗлӗшпе хӑй тӗллӗн суд ирттернӗ пек пулса тухнӑ. Ӗҫӗ-пуҫӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ун чухне теплоход ҫинче укҫа ҫухалнине сиснӗ. Ҫав кун ҫынсем ӗҫ укҫи илнӗ. Карапӑн капитан-механикӗ укҫа вӑрри пӗрле ӗҫлекен 40-ри хӗрарӑм-матрос тесе шутланӑ. Вӑрра тупас тесе вӑл карап ҫинчен кайма пурне те чарнӑ. Хӗрарӑм итлес тменнине кура капитан унӑн укҫине туртса илнӗ. Капла хӑтланни килӗшмен енне хӗрарӑм карап компанийӗн ертӳҫисем патне шӑнкӑравлама пӑхнӑ. Анчах арҫын телефона та туртса илнӗ. Харкашу вырӑнне полицин лини пункчӗн ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Капитан-механика пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 25 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Матросран туртса илнӗ укҫана та, теелфона та тавӑрса памалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |