Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин ертӳҫи Валерий Комиссаров Пуш уйӑхӗн 13–16-мӗшӗсенче Германири Лейпциг хулинче ҫулсерен иртекен «Leipziger Buchmesse» кӗнеке куравне Раҫҫей делегацийӗн йышӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑннӑ. Ярмӑрккӑна издательство ертӳҫи Валерий Комиссаров хӑй ҫитсе килнӗ. Курава чӑвашсем «Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству», «Узоры, цвет, символика. Народное искусство и художественные промыслы современной Чувашии», «Чувашская кухня» кӗнеке-альбомсене, «Халӑх ӑстисен опытӗнчен» ярӑмпа кӑларнӑ «Чувашская вышивка», «Чувашские вышивки и куклы Т. Шарковой», «Чувашский мир Терентия Дверенина», «Чувашская резьба по дереву», «Чувашское узорное ткачество» тата ытти кӗнекене илсе кайнӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви хыпарланӑ тӑрӑх, Раҫҫей стенчӗпе пирӗн ҫӗршывӑн Лейпцигри Генконсульствин вице-консулӗ Маргарита Гореликова та паллашнӑ. Чӑвашра кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесене вӑл, сӑмах май, ырӑ сӑмахпа хакланӑ. Ярмӑркка пынӑ вӑхӑтрах «Вулакан Лейпциг» фестиваль иртнӗ май вулакансемпе 300 ытла автор тӗл пулнӑ. Курава вара 160 пин ытла ҫын хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Чӑваш кӗнеке издательствин ертӳҫин Валерий Комиссаровӑн шучӗпе Германири кӗнеке ярмӑркки чи малтанах — вулама юратакансен, ҫав шутра ҫамрӑксен, уявӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Иккӗшӗ пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннӑ-ши тесе пуҫ вататӑр пулӗ те, анчах Канаш хӗрӗсем теннисла вылянине Пӗтӗм Раҫҫейре наркотика хирӗҫле иртекен «Сывлӑхшӑн тата ачамӑрсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн» тата «Ҫамрӑксем — сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркишӗн» акцисен шучӗпе корт умне тӑнӑ. Ӑмӑртӑва Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи Культура аталанӑвӗн тата вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче ирттернӗ. Теннисла выляс шухӑшлӑ хӗрсене асӑннӑ учреждени ертӳҫи Юлия Николаева пухнӑ. Теннис ракеткине тытнисем вӑйӑ кӑмӑла кайнине, ӳлӗмрен те корт умне тӑма хирӗҫ маррине палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗлти ял вулавӑшӗнче «Шанчӑк» клуб членӗсем алса-нуски ҫыхма тата кӗнекесене тишкерме пуҫтарӑннӑ. Ал ӑстисем ҫекӗлпе ача платйи ҫыхма хӑнӑхнӑ. Ӗҫ вӑрттӑнлӑхне Любовь Порфирьева хӑнӑхтарнӑ. Валентина Иванова вара ҫавра сӗтел ҫитти епле ҫыхмаллине кӑтартнӑ. Алла ҫекӗл тытиччен ҫеҫпӗлсем республикӑра ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекене палӑртассипе ирттерекен конкурса тишкернӗ. Ҫынсене чи килӗшекеннисен шутне А. Кипечӑн «Тамӑкри ача сасси», В. Кузьминан «Вӗҫев», Н. Петровскаян «Тухатмӑш», А. Казановӑн «Ырату», У. Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Л. Филиппован «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» кӗнекене палӑртнӑ. «2012 ҫулта кӑларнӑ чӑваш авторӗсен хӑш кӗнеки сире ытларах килӗшрӗ?» ыйтӑва ҫынсем Л. Филиппован «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрчӗ» тесе пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак ыйтӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ видеоконференцире хускатнӑ. Ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпа муниципалитетсен тата ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисен парӑмӗ икӗ хут ӳснӗ. Шӑп та лӑп эрне каялла, сӑмахран, ҫав укҫа виҫи 640 миллион тенке ҫитнӗ. Пуринчен ытла парӑмлисем — Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсем тата Улатӑрпа Шупашкар хули. «Хӑш-пӗр муниципалитетра тепӗр хысна организацийӗсем парӑмсене пухса пыраҫҫӗ. Вӗсем газпа пӗрех тивӗҫтерӗҫ, ҫурта ӑшӑ ҫитӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ вӗсем. Анчах малашне апла тумӑпӑр. Пире хамӑрӑн пуҫлӑхсем парӑмлисене газпа тивӗҫтерессине хӗсме хушу панӑ. Пачах чарса лартма та пултаратпӑр», — палӑртса хӑварнӑ республикӑри пысӑк газ предприятийӗн ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин тӗп пайӗ ҫырмаллӑ-ҫатраллӑ пулнине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Ак, Республика тӳремӗнченех тухӑҫалла утса кай — 200 метртан ҫырмана пырса тӑрӑнӑн. Енчен те унта унччен уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем ларнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра ҫурт-тӑвӑм компанийӗсем ҫавнашкал ҫырмаллӑ вырӑнсене те усӑ курма тытӑнасшӑн. Ак, сӑмахран, «Старко» фирмӑн проектнех илес. «Ҫӗр айӗнчи хула» ят панӑ проект пӗтӗмешле 7,4 гектар йышӑнӗ. Ун тӑршшӗ 454 метр, сарлакӑшӗ 163 метр пулӗ. Вӑл Кайбулкӑн сулахай юппи юхса иртекен ҫырмара Юрославль урамӗпе ҫуммӑн вырнаҫмалла. Пӗтӗмӗшле 15–20 метр тарӑнӑш пулӗ. Чи тӗпӗнче урапасем лармалли вырӑн хатӗрлӗҫ, унта пурӗ 3 300 ытла машин ларма пултарӗ. Ҫӳлерех суту-илӳ лаптӑкӗсем вырнаҫмалла — вӗсен пӗтӗмешле калӑпӑшӗ 37 пин тӑваткал метра ҫитмелле (танлаштарма: МТВ-центр суту-илӳ ҫуртӗнче пурӗ 85 пин). Ҫавӑн пекех 30 пин ытла тӑваткал метр офис пӳлӗмӗсем валли, 81 пин — пурӑнмаллисем валли туса лартӗҫ. Комплексра ҫуран ҫӳрекенсем валли бульвар та йӗркелеме палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле унти ҫуртсене 6 черетпе ҫӗклесе пӗтересшӗн. Проекта «Сфера» хатӗрленӗ. Архитекторсем: Удяков С. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пулла ҫӳреме юратакана нимле ҫанталӑка та пӑхса тӑмӗ-ха. Элӗксем ҫапах та пӑр катса пулӑ тытассипе ӑмӑртма шут тытнӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттерекен ӑмӑртӑва кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут пысӑкрах йышпа пухӑннӑ иккен. Пулӑҫсем ирхи ҫиччӗрех пуҫтарӑннӑ. Кӑҫал пулӑ питӗ кутӑнлашать, вӑлтана йӑпӑр-япӑр ҫакланмасть те Ассакасси ялӗ патӗнчи пӗвере тытса пӑхас тенӗ. Тупӑшмалла пулӑ тытнӑ чух пӗлтӗр ҫанталӑк вӑйлӑ ҫилпе тата юр ҫунипе кансӗрленӗ. Кӑҫал пуш уйӑхне пӑхмасӑрах ҫумӑр лӳшкеме пуҫланӑ. Ҫӗнтерес туйӑмпа пынӑ ҫынна ҫав хӑраттӑр-и вара! Пулӑҫсем тӑватӑ номинацире: «Чи нумай тытни», «Чи хӑвӑрт пулӑ», «Чи пысӑк пулӑ», «Чи пысӑк шӑтӑк» ятлисенче, тупӑшнӑ. «Чи хӑвӑрт пулӑ» текенни пуринчен малтан ҫаклатмаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тума «Хӗлхем» спорт шкулӗнче директор ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Леонтьева ӑннӑ. Уйӑрса панӑ вӑхӑтра — виҫӗ сехет ҫурӑ хушшинче — Мӑн Ямаш шкулти вӑй-хал культурине вӗрентекен Евгений Назаров вӑлтине пуринчен ытла пулӑ ҫакланнӑ. Чи пысӑк пулӑ спорт шкулӗн директорне Валерий Сергеева ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Ҫакӑн пирки пяан вӗсем Суту-илӳпе промышленноҫ палатине пухӑнса сӳтсе явнӑ. Унта усламҫӑсем тата банкирсем пырса ҫитнӗ. Укҫа хӑй хайне ҫухатса пыни, тенке долларпа тата европа танлаштарса пӑхсан унӑн тӑрӑмӗ епле пуласси, банкран кредит илме ҫӑмӑллипе йывӑрри, монополилле ура хуракан самантсем пирки те унта калаҫнӑ. Тинтерех усламҫӑ ҫулӗ ҫине тухнисене ҫӑмӑл маррине, сӑмахран, Ҫӗмӗрлери сӗтел-пукан хапрӑкӗнчен килнӗ Андрей Кузнецов палӑртса хӑварнӑ. Хастар кредит ставкисем пысӑккишӗн тата усси сахалтарах патшалӑх программисемшӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ. Банксен вара яланхиллех хӑйсен сӑмах-юмахӗ. «Кивҫен илекен шанчӑклӑ заемщиксем республикӑра паян сахал», — тенӗ пӗр банкӑн управляющийӗн ҫумӗ Роман Барабанов. Усламҫӑсем те, банкирсем те Украинӑри кризис Раҫҫее витӗм кӳретех тенӗ. Анчах ҫавӑнтан епле тупӑш курасси пирки шухӑшламалла. Суту-илӳ палатин вице-президенчӗ Анатолий Князев шучӗпе ҫынсенчен ытларахӑшӗ хамӑр патра туса илекен тавара куҫ хывма тытӑнӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем тавар хакӗ ӳсессине, тавар туянаслӑх шайӗ чакассине палӑртаҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Родион Мясников Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Родион Мясникова улталама пӑхнӑшӑн тесе айӑпланӑ. Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран ҫынсене куҫарма уйӑрнӑ 5,5 миллион тенке вӑрлама хӑтланнӑ тесе пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Родион Мясникова 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче арестленӗччӗ. Экономика тата укҫа-тенкӗ енпе ӗҫлекен унӑн ҫумне Иосиф Яковлева та тытса чарнӑччӗ. Ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тӗпченӗ. Ӗҫ материалӗсем тӑрӑх калас тӑк, 2011 ҫулта хула администрацине энергокомпани ҫӗнӗ подстанци тума ыйтупа пынӑ пулать. Анчах подстанцие тӑвас ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пурӑнмалли ҫурт ларнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ энергетиксене ҫынсене хӑйсен шучӗпе хваттерпе тивӗҫтерме сӗннӗ. Ун хыҫҫӑн Мясниковпа унӑн ҫумӗ Яковлев ҫурта кивӗ ҫуртран ҫынсене куҫармалли программӑна кӗртнӗ теҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тӳресем хӑйсен хваттерӗсене хаклӑрахпа сутса унта Канаш ҫыннисене пурӑнма ярас тӗв тунӑ пулать. Родион Мясникова суд хупса хума йышӑннипех пӗрлех 200 пин тенкӗлӗх штраф панӑ. Яковлева та 200 пин тенкӗлӗх штарфланӑ тата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Андрей Кулагин депутат Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» сайт Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Дотацилле ытти регионти евӗрех эрех кӑларассине ӳстерме Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи ЛДПР фракцийӗн ертӳҫи Андрей Кулагин сӗнет-мӗн. Хӑй шухӑшне вӑл республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев парламент партийӗсен пайташӗсемпе тӗл пулнӑ чух каланӑ пулать. Хӑй сӗнекен мерӑсем, Кулагин депутат шучӗпе, Чӑваш ен хыснине налукпа тултарма пулӑшмалла. «Суйлавҫӑсене кӑсӑклантаракан ыйтусене» тӗлпулӑва хутшӑннӑ ытти депутат та хускатнӑ. Ҫавсен йышӗнче РФКП фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫи Игорь Моляков, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов, Галина Николаева сенатор пулнӑ. Михаил Игнатьев вара «халӑх тарҫисене» республикӑн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче хыснана тӳрлетӳсем кӗртме сӗнессине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ правительствӑн пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗлӗ пирки отчет тӑвӗ. Черетлӗ сесси, сӑмах май, ыран пуҫтарӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗпхӳре пурӑнакансем унти Чӑвашсен вырсарни шкулӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрупа кӑмӑлсӑр-мӗн. Пӗлтӗрхи кӗркунне асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ йышӑнакан 19-ӗмӗрти ҫурта сутлӑха кӑларнӑччӗ. Ҫак йышӑнӑва хула администрацийӗ ҫурт ишӗлме пуҫланипе ҫыхӑнтарнӑччӗ. Кӑҫалхи нарӑсра иртнӗ аукционта ҫурта Нефтекамск хулинчи Марат Хафизов усламҫӑ тара илнӗ. Тара илесси ҫинчен калакан килӗшӳре арендатор ҫурта хӑй ҫурчӗпе юсаса ҫӗнетессине каласа хӑварнӑ. 187,7 тӑваткал метрне Чӑвашсен вырсарни шкулне валли памалла, ыттине хӑй пӗлнӗ пек усӑ кураять. Халӗ Ӗпхӳри чӑвашсем ҫурта юсанӑ вӑхӑтра шкулӑн унтан тухса кайма тивесрен шикленеҫҫӗ иккен. Ӑна ыран иртекен пухура сӳтсе явмалла. «Чӑваш ачисемпе аслисем 22 ҫул ӗнтӗ ку шкула ҫӳреҫҫӗ. Вӗсемшӗн вӑл тӗлӗнмелле сывлӑшпа тулнӑ тӑван ҫурт пулса тӑнӑ, — тенӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн председателӗ Алиса Федорова. — Кунта Ӗпхӳри чӑвашсен чунӗ пурӑнать. Ку стенасем аслӑ ҫутта кӑларакана Павел Миронова астӑваҫҫӗ. Енчен пирӗн шкула урӑх ҫӗре куҫарсан хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене Чӑваш вырсарни шкулне илсе ҫӳреме пӑрахӗҫ, ҫакӑ вара чӑваш ачисем тӑван халӑхӑн культурипе йӑли-йӗркине вӗренессине япӑх витӗм кӳме пултарать». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |