Хулара
![]() Шупашкар хулин Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче велопарковкӑсем пулӗҫ. Ҫак шухӑш епле ҫуралнӑ-ха? Ара, пӗлтӗр пирӗн республикӑна Раҫҫей регионӗсем йышӗнче спортпа чи тусли тесе йышӑнчӗҫ-ҫке. Анчах республика ҫыннисем сывӑ пурнӑҫпа ытларах туслашчӑр тесен спортӑн тӗрлӗ тӗсне аталантармалла. Администраци ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн Шупашкарта велоспорта ҫул пама тӗллевленнӗ. Велосипедистсене меллӗрех пултӑр тесе ятарласа вӗсем валли стоянкӑсем тума палӑртнӑ. Мускав районӗнче хӑшӗ-пӗрине туса пӗтернӗ ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн «Г» корпусӗ, «Электроприбор» тулли мар яваплӑ общество, «Элара» АУО умӗсенче велопарковкӑсем пур. Малашне вӗсене тата нумайлатӗҫ. Велостоянка эскизӗсене, вӗсене ӑҫта вырнаҫтармалли плана администраци йышӑннӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗнчере
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Каннӑра иртнӗ тӗнче форумӗнче Итали архитекторӗпе Микеланджело Лентинипе Шупашкар аталанӑвӗн концепцине сӳтсе явнӑ. Паллӑ архитектор тӗп хулари кану паркӗсен аталанӑвӗпе кӑсӑкланнине ӗҫлӗ тӗл пулусенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри — Мадридри парк проекчӗ. Рим архитекторӗ Шупашкарти Лакрей вӑрманӗн тата «Шупашкар: 500 ҫул» паркӑн малашлӑхӗ пуян пулассине палӑртнӑ. Вӑл ҫак кану вырӑнӗсен хӑйнеевӗрлӗхне, вӗсем ҫынсене илӗртнине палӑртнӑ. Микеланджело Лентини ыйтусене вырӑнта сӳтсе явмашкӑн Чӑваш Ене килме хатӗр. Шупашкар та аталанма талпӑнать. Куҫман пурлӑх тытӑмӗнче ертсе пыракан экспертсемпе ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ, строительствӑпа архитектурӑра ҫӗнӗ технологисем алла илеҫҫӗ. Шупашкар форумра хула инфратытӑмӗн аталанӑвӗн стратеги проекчӗсене, строительство, кану, хӑна ҫурчӗсен бизнесӗн сферисенчи ҫӗнӗлӗхсене кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвай районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсем ветерансемпе тӗл пулассине йӑлана кӗртнӗ. Вырӑнтисем шкулсенчи учительсемпе вӗренекенсем «Юнашар пурӑнакан ветеран» акци ирттереҫҫӗ тесе хыпарлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра шкул ачисем кил-тӗрӗшре кӑна мар, сӑвӑсем вуласа параҫҫӗ иккен. Нумаях пулмасть Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи шкул ачисем Алексей Иванов ватӑ патӗнче пулнӑ. Вӑл — педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫын. Ачасем Алексей Иванович кил хушшине юртан тасатса панӑ. Ватӑ ачасене кӑна мар, шкул коллектвине те чунтан тав тунӑ. Ҫапла пулӑшни, ун шучӗпе, гражданла яваплӑха ӳстерет, ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет. Ольга Григорьева, Денис Иванов, Ольга Никифорова, Ольга Николаева, Павел Тимофеев, Андрей Гурьев, Петр Гурьев, Алла Яковлева уйрӑмах палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Каферех вилнӗПӑтӑрмахсем
![]() Инкек пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта хулара пурӑнакан 44 ҫулти арҫын канма пынӑ. Бильярдла вылянӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ. Кӑштахран вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Лӑпкӑн тӗлӗрекен ҫынна ыйхӑран вӑратса никам та кансӗрлес темен курӑнать. Кафене хупма вӑхӑт ҫитсен унта ӗҫлекенсем ӑна вӑратма пӑхнӑ. Анчах лешӗ сас-чӳ паманнине кура аптӑранӑ персонал васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекенсене чӗнсе илнӗ. Тухтӑрсем 44-ри арҫын вилнине палӑртнӑ. Ку тӗслӗхпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Арҫынна такам вӗлернин йӗрри-паллине вӗсем асӑрхаман иккен. Ҫапах та вӗсем экспертсен татӑклӑ сӑмахне кӗтеҫҫӗ. Вара тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче Чӑваш Ен ҫыннисем укҫа тупӑшӗ 32,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав уйӑхсенчипе танлаштарсан хальхи тупӑш 7,6 процент ӳснине Чӑвашстат пӗлтернӗ. Укҫа тӑкакӗ тупӑшран 6,2 процент пысӑкрах иккен. Ыттине кивҫен илнӗ тесе шухӑшламалла-тӑр вара… Ӗҫ укҫин пысӑк пайне, 84 процентне, тавар туянма тата пулӑшушӑн тӳлеме тӑкакланӑ-мӗн. Кирек епле пулсан та тӳлемелли парӑмсемпе татӑлма тупӑшӑн 8,8 проценчӗ кайнӑ. Вӑтам ӗҫ укҫи кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 12,9 пин тенке ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ ыран «тӳрӗ лини» ирттерет. Вӑл ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра потребитель правипе ҫыхӑннӑ ыйтусене специалистсенчен уҫӑмлатма май килӗ. Ҫынсен ыйтӑвӗсене Шупашкар хула админситрацийӗн потребитель рынокне тата предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Фасиха Исхаковна Солдатова хуравлӗ. Унпа пӗрле Роспотребнадзор управленйиӗн, потребительсен правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен общество организацийӗсен пайташӗсем те ыйтусене уҫӑмлатма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ. «Тӳрӗ лини» номерӗ — 8 (8352) 23-50-06. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑвай районӗнче пурӑнакан 43 ҫулти П. хушаматлӑ хӗрарӑма тепӗр ҫынна йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Сучӗ хальлӗхе пулман-ха — айӑплавне вырӑнти район прокурорӗ ҫирӗплетнӗ. Харкашу пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Ун чух вӑл тата хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын паллакансем патӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Кӗвӗҫӗве пула иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те арҫынна ҫурӑмран чикнӗ. Пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ кил хуҫисене хӗрарӑм арҫын сӗтеле лектерсе савӑт-сапана ватрӑмӑр, арҫын ун ҫине персе анчӗ тесе суйнӑ имӗш. Кайран вӗсем киле тухса кайнӑ. Анчах арҫынна йывӑрлатса кайнине кура хӗрарӑм тухтӑрсене чӗннӗ. Шур халатлисем вӑхӑтра пулӑшу кӳнине кура ӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Хӗрарӑм арҫынна суранлатнине йышӑнмасть-мӗн-ха. Прокуратура вӑл унччен те, 2007 ҫулта, алла ҫӗҫӗ ярса илнине пӗлтерет. Ун чух вӑл ӑна кӑкӑртан ҫӗҫӗпе чикнӗ, уншӑн ларса тухнӑ. | ||
Культура
![]() Паян, пушӑн 17-мӗшӗнче, Куславккари «Пчелка» ача пахчине Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Ахальлисем мар: Пукане театрӗ! Пӗчӗккисем «Люблю ромашки» (чӑв. «Салтак тӳмми чечекне юрататӑп») спектакль курнӑ. Ачасем постановка сӑнарӗсемпе пӗрле савӑннӑ, хурланнӑ. Пукане постановкисем пӗчӗккисене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. Ара, ача теттепе выляса ӳсет-ҫке. Тетте «чӗрӗлни» вара шӑпӑрланшӑн — чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш. Пӗчӗккисем хӑйсене юмаха лекнӗн туйнӑ. Ҫак ача пахчин шӑпӑрланӗсем Пукане театрӗн спектаклӗсемпе уйӑхсерен киленеҫҫӗ. Вӗсем артистсене татах хӑнана кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Пушӑн 14-мӗшӗнче ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин кӑҫалхи Республика кунне уявлас енӗпе йӗркелӳ комитечӗпе лару ирттернӗ. Тӗп мероприятисем Шупашкарта тата Комсомольски районӗнче пулӗҫ. Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн администрацин ертӳҫи Александр Иванов тӗп мероприятисен программипе паллаштарнӑ. Яланхи пекех «Раҫҫей регионӗсем — ҫирӗп аталану» экономика форумӗ, «Регионсем: чикӗсӗр хутшӑну» курав, фейерверксен фестивалӗ, халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, «Руҫ ӑстисем» алӗҫӗсен конкурсӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ» иртӗ. Александр Иванов ҫак мероприятисем ҫулран ҫул лайӑхланса пынине палӑртнӑ. Республика кунне халалланӑ спорт, культура мероприятийӗсем ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шупашкарта Атӑлҫи федераци округӗнче Культура ҫулталӑкӗ уҫӑлнине уявлӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев муниципалитетсем Республика уявне мӗнле хатӗрленнине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район-хула ертӳҫисемпе чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра — республикӑри социаллӑ ушкӑнри ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине те. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пурӑнмалли 24 пин тӑвакал метра хута янӑ. Ҫулталӑк вӗҫне ку кӑтарту 850 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашмалла. Кун пирки ЧР ҫурт тӑвӑм министерӗ Олег Марков пӗлтернӗ. Социаллӑ ушкӑнри ҫынсене кӑҫал ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе хыснасенчен укҫа уйӑрӗҫ. Акӑ ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу паракан федераци программипе килӗшӳллӗн 2014 ҫулта республика бюджетӗнчен 210 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Вырӑнти хыснасем 63 миллион парӗҫ. Федераци хыснинчен 126 миллион тенкӗ ҫитмелле. Кунсӑр пуҫне республика хыснине 95 ветерана пулӑшу памашкӑн 100 миллион тенкӗ ытла килӗ. Ветерансем, сусӑрсем, сусӑр ача ӳстерекен ҫемьесем валли 51 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 85,8 миллион тенкӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене уйӑрӗҫ. Кӑҫал 253 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Кун валли 244 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкарта тӑлӑхсем валли 61 хваттер пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |