Хулара
![]() Ӗнер, пушӑн 11-мӗшӗнче, Шупашкарти ҫӗр лаптӑкӗсемпе усӑ курас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Чи малтан хула администрацин архитектурӑпа хула строительствин управленийӗ панӑ заявкӑна — Энгельс урамӗнчи икӗ хутлӑ ҫурта (18-мӗш ҫурт) реконструкцилесе нумай функциллӗ центр тӑвассине — пӑхса тухнӑ. Вӑл Шупашкар центрӗнче вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа унӑн хулари Мускав районӗн ҫыннисене тӗрлӗ пулӑшу памалла. Унтан Богдан Хмельницкий урамӗнчи автозаправка пирки калаҫнӑ. Унта газ блокӗ вырнаҫтарма ыйтнӑ. Виҫҫӗмӗш ыйту — Граждан урамӗнчи 53-мӗш ҫуртри кафе тӗлӗшӗпе. Ҫурт хуҫисем каланӑ тӑрӑх, ӑна ҫӗнетмелле. Шупашкарти электроаппарат завочӗн пулнӑ производство ҫуртне (унӑн чӳречисем «Каскад» суту-илӳ центрӗ еннелле тухаҫҫӗ) суту-илӳ офис центрӗ тума шухӑшланӑ. Ҫавӑн пекех Мичман Павлов урамӗнчи пушӑ ҫӗр лаптӑкне гараж боксӗ валли уйӑрма ыйтнине пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта халӑха турттаракан транспортӑн чарӑнӑвӗнчи хӑш-пӗр павильонсене ылмаштарма палӑртнӑ. Пӗтӗмпе тӗп хулара тӑрӑллӑ 360 чарӑну шутланать. Вӗсенчен 20-ӗшне ҫитес вӑхӑтра улӑштарма палӑртнӑ. Алюмини профилӗнчен тата кантӑкран тунӑ ҫӗнӗ чарӑнусем Шупашкар сӑнне илемлетӗҫ. Вӗсене Питӗрти организаци шухӑшласа кӑларнӑ. Производство ҫав хуларах вырнаҫнӑ. Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче «Дорэкс» АУО директорӗ унта ҫитсе килнӗ, производствӑпа, продукци пахалӑхӗпе паллашнӑ. Тӗлпулура хак, чарӑнусене хӑҫан вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Юлашкинчен Шупашкар тата Петербург организацийӗн ертӳлӗхӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн организаци Шупашкар валли 20 павильон хатӗрлӗ. Предприяти павильонсен пахалӑхӗ ҫирӗп пулнине ӗнентерет. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн йышши чарӑнусем ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмахсенчен те сыхлама пултараҫҫӗ. Ун ҫине автотранспорт кӗрсе кайсан вӑл авӑнать, машина ҫапӑннин вӑйне чакарать. Тепӗр пахалӑх та пур. Павильона кирек мӗнле вырӑнта та хӑвӑрт лартма пулать: 20 минут ҫеҫ кирлӗ. Кантӑкӗ нӳрӗке, ҫиле, юра витӗр ямасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ — ҫӗнӗ конкурс пуҫаратпӑр! Вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ятлӑ пулӗ! Видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне хуть те хӑш ӳсӗмрисем хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем та, ҫамрӑксем те, ҫитӗннисем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те. Видеокамера умӗнче сирӗн чӑваш чӗлхине халалланӑ, чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ сӑвва вуламалла ҫеҫ. Хальхи вӑхӑтра видео ӳкерекен хатӗрсем чылай пулнине шута илсен — смартфонпа та, видеокамерӑпа та, ахаль телефонпа та тума пулать — ку сирӗншӗн йывӑрлӑх пулмӗ тесе шутлатпӑр. Видеосӑвӑсене эпир вулав ӑсталӑхӗ, видео пахалӑхӗ тата фон пахалӑхӗ тӑрӑх 1–10 балл парса хаклӑпӑр. Хаклакансен йышӗнче «Сӑвар ТВ» ӗҫченӗсем, Надежда Кириллова артистка тата ыттисем пулӗҫ. Сӑвӑ вуланӑ видеона сирӗн пӗр-пӗр видеохостинга хӑвсамӑрӑн вырнаҫтармалла пулӗ, пире, ӑмӑртӑва йӗркелекенсене, ҫав видео каҫмине кӑна ярса памалла. Йывӑрлӑхсем пулсан civmih2@narod. |
Тӗнче тетелӗ
![]() Паян Чӑваш Енри хӑш-пӗр провайдерсем YouTube видеохостинга хупса хунӑ. Ирхине «Чебнет» урлӑ уҫӑлман тет, анчах каярах уҫнӑ пулать. Хальхи вӑхӑтра «Ростелеком» тата «Инфолинк» провайдерсем урлӑ уҫӑлмасть. Сӑлтавӗ видеохостингри хӑш-пӗр видеосене Роскомнадзор реестрне кӗртнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ — вӗсен шутне Валерия Новодворскаяпа Константин Боровойӑн видеочӗнӗвӗсем кӗнӗ. Генпрокуратура вӑл ролике чарма хушнӑ хыҫҫӑн уйрӑм страницӑна хупма пултарайман хӑш-пӗр провайдерсем пӗтӗм ресурса чарса лартнӑ. Пӗр-пӗр ресурса суда ҫитермесӗр Генпрокуратура кӑҫӑлхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чарса лартма пултарать. Сӑмахран, нумай пулмасть Украинӑри пӑлхаварпа ҫыхӑннӑ «Контактри» 13 пӗрлешӗве-ушкӑна хупса хунӑччӗ. YouTube урлӑ республикӑра чылай видео вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсен шутне наци телерадиокомпанийӗ те кӗрет — хайсен кӑларӑмӗсене вӗсем чылай чухне унта лартаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех «Сӑвар ТВ» тетелти телеканал та унтах вырнаҫнӑ — видеохостинга хупнӑран вӗсен материалӗсемпе халь паллашма май ҫук. Ҫавах та ҫывӑх вӑхӑтра YouTube ресурса ирӗклессе шанас килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Раҫҫей Крыма ҫар кӗртессине хирӗҫ Шупашкарта пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пикет иртнӗ. Ӑна «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче йӗркелесси пирки РПР-ПАРНАС тата «5 декабря» партисен регионти уйрӑмӗсем пӗлтернӗ. «Украинӑра пулса иртекен лару-тӑру пире пӑшӑрхантарать. Раҫҫей влаҫӗсем вырӑсла калаҫакан халӑха хӳтӗлеме тесе суверинитетлӑ ҫӗршыва хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарсем илсе кӗртес тенине лӑпкӑн сӑнама пултараймастпӑр», – тет иккен РПР-ПАРНАСӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн членӗ Дмитрий Семенов. Ун шучӗпе пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин формӑллӑ тата Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем Крыма хӳтӗлемелли отряд тесе «сӗмсӗррӗн тата вӑтанмасӑр суять». Телевизорпа тискер фашист-бандеровецсем вырӑсла калаҫакансен вӗлернӗ евӗр пӗлтереҫҫӗ, анчах ку вӑл апла мар тенӗ Семенов. «Манӑн вырӑсла калаҫакан, Хӗвелтухӑҫ тата Хӗвеланӑҫ Украинӑра пурӑнакан тӑвансемпе паллаканӑмсем Раҫҫей телевиденийӗпе кӑтартнине ан ӗненӗр теҫҫӗ. Украинӑна хирӗҫле риторика пӗр тӑван халӑхсене пӗр-пӗрне курайми туса яма, Раҫҫее Пӗтӗм тӗнчерен сивӗтме пултараҫҫӗ», – ҫапла шухӑша палӑртнӑ маларах асӑннӑ хастар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Муркаш районӗнче ҫак ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри акцин вырӑнти тапхӑрӗ иртнӗ. Конкурса ҫамрӑксен хастарлӑхне ӳстерес, ҫӗршывӑн хальхи вӑхӑтри ыйтӑвӗсене татса пама хутшӑнтарас тӗллевпе ирттернине пӗлтереҫҫӗ. Проекта хутшӑнакансен, пултарулӑха тӑватӑ направленипе кӑтартмалла пулнӑ. Кам хӑш енпе вӑйлӑ темелле ӗнтӗ. Экологи енӗпе пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене никам та тивӗҫмен. Виҫҫӗмӗшне Москакассинчи вӑтам шкул тухнӑ. «Социаллӑ ыйтусем» направленипе Орининӑри шкул ҫӗнтернӗ, иккӗмӗшӗнче — ҫатракассисем, виҫҫӗмӗшӗнче — сыпайкассисем. «Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем» ятлипе виҫҫӗмӗш вырӑнпа кӑна хавхалантарнӑ. Ӑна шатракассисем аван хатӗрленӗ тесе йышӑннӑ. «Гражданла пуҫару» направленире муркашсене тата чуманкассисене палӑртнӑ — вӗсем пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна никама та паман. Районта ҫӗнтернисен хӑйсен ӗҫӗсене республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пирӗн республикӑра «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» 18-мӗш ыркӑмӑллӑх марафонӗ уҫӑлнӑччӗ. Раҫҫейри ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмне Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн гендиректорӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Юрий Кислов ертсе пырать. Марафона хутшӑнакансем хальхи вӑхӑтра 2 миллион тенкӗ ытла пухнӑ. Унсӑр пуҫне ача-пӑча ҫи-пуҫне паракансем, ача-пӑча лагерьне кайма путевка уйӑракансем тупӑннӑ. Кӑҫалхи марафонӑн тӗп уйрӑмлӑхӗ — уҫӑ кӑмӑллисем укҫана смс-хыпарсем янипе те куҫарма пултараҫҫӗ. «НИМЕ» (шӑп ҫапла, чӑвашла!) тесе ҫырмалла та 4647 номер ҫине ямалла. «Тепӗр чухне эпир укҫа куҫарассишӗн почтӑна е банка кайма е ӳркенетпӗр, е вӑхӑт хӗсӗкки пӗтерет», — тет Юрий Кислов. Кун пек вара килте е ӗҫре ларсах укҫа куҫарма май пур. Пӗр смс-хыпаршӑн 55 тенкӗ те 30 пус илеҫҫӗ. Хыпара татти-сыпписӗр ярсан та юрать — чару ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ялӗнчи культура центрӗнче хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ ҫӗр уҫма хутшӑннӑ ҫынсенчен пӗринпе, Михаил Ивановпа, тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна ҫӗнӗ ҫӗр уҫнӑранпа 60 ҫ-ул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ. Михаил Иванов 1959-мӗш ҫулта, ун чух вӑл вун тӑххӑрти каччӑ пулнӑ, ҫӗнӗ ҫӗр уҫма тухса кайнӑ. Вӑл Казах ССРӗнчи Макински районти «Амангельды» совхоза лекнӗ. Унта ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл Ял хуҫалӑх механизацийӗн Сталин училищинче тракториста вӗреннӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, тӑрӑшӑвне кура ӑна унтах хӑварасшӑн тенӗ. Анчах тӑван кил туртӑмӗ вӑйлине кура вӑл икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн таврӑннӑ та «Звезда» колхозра тракториста кӳлӗннӗ. Кӑштахран ӑна машинӑпа трактор паркӗн юсав мастерскойӗн ертӳҫине лартаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пушарпа кӗрешекенсем Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Коньки ҫинчи ҫӑлавпа пушар флешмобӗ» ятлӑ профилактика акцийӗ иртнӗ. Стадиона ярӑнма пухӑннисене Чӑваш Енӗн пушарпа кӗрешекен тӗп инспекторӗ Николай Петров саламланӑ май инкек е пушар пулсан часрах 1 е 112 номерсемпе шӑнкӑравлама чӗнсе каланӑ. «Пулӑшӑва мӗн чухлӗ хӑвӑртрах чӗнетӗр, профессилле ҫӑлавҫӑсем ҫавнӑ чухлӗ иртерех ҫитеҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл. Акцие хутшӑнакансем валли тӗрлӗ конкурс йӗркеленӗ. Вӗсем коньки ҫине тӑрса футбол мечӗкне хӑваланӑ, пушар ҫаннине туртассипе тупӑшнӑ, хоккей туйипе шайба ҫапса кӗртессипе ӑмӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществин ячӗпе пылак апат-ҫимӗҫпе хавхалантарнӑ. Флешмоба хутшӑннӑ Константин ятлӑ ҫӳллӗ пукане инкекрен ҫӑлӑнмаллине вӗрентекен хутсене валеҫсе панӑ, ачасемпе тата аслисемпе сӑн ӳкерӗннӗ. Сӑнсем (26) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫал хӗл ӑшӑ тӑнипе тата ҫӗрлехи тата кӑнтӑрлахи сывлӑш температури хӑвӑрт ылмашса тӑнипе ҫулсем ытти ҫулхинчен маларах ванма пуҫлани пирки эпир маларах ҫырнӑччӗ-ха. Ҫул-йӗрҫӗсем ҫанталӑк яри ӑшӑтасса кӗтмен — юсама тытӑннӑ. Ҫакӑн валли сивӗ асфальтпа усӑ кураҫҫӗ иккен. Ҫапла, ун пекки те пур. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Ҫӗмӗрле районӗсенче юсанӑ та ӗнтӗ. Шӑтӑк-путӑка сапланӑ вырӑнсене виҫнӗ те пӗтӗмӗшле 119 тӑваткал метрпа танлашнине палӑртнӑ. Хӑйсем пӑхса тӑракан ҫул ҫинче юсава «Чӑвашавтодор», «Воддорстрой», «Автодорсервис», «Ликта» обществӑсем пурнӑҫланӑ. Юсава ятарлӑ ҫул-йӗр техникине явӑҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |