Республикӑра
![]() «Хӗрарӑмсен пултарулӑхӗ чикӗсӗр — 2014» проект пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енри тӗрлӗ хуларан, районтан 19 ҫын килнӗ. Жюри вӗсенчен 11 финалиста суйланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсемпе чысланӑ. Жюри — Игорь Милосердов, Дмитрий Капустин, Алексей Белов — проекта хатшӑнакансене тав сӑмахӗ каланӑ. Финалистсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ҫӗнӗ Шупашкарти Абукина Татьяна Витальевна, Александрова (Самойлова) Татьяна Вячеславовна, Павлова Светлана Станиславовна, Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи Алексеева Ираида Николаевна, Шупашкарти Борисова Наталия Викторовна, Мартынова Татьяна Валерьевна, Кӳкеҫри Кутузова Наталия Юрьевна, Ҫӗмӗрлери Лаптева Ольга Константиновна, Плахова Юлия Валерьевна, Комсомольски ялӗнчи Митюкова Людмила Аркадьевна, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи Коробко Татьяна Михайловна. Кашнинех хаклӑ парнесемпе чысланӑ. Проект йӗркелӳҫисемпе сывпуллашнӑ чухне конкурсҫӑсем вӗсене тав тунӑ, ҫитес ҫул ҫак проект пирки хӑйсен пултаруллӑ юлташӗсене каласа кӑтартма, явӑҫтарма тӑрӑшма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӗлтерӳ
![]() Пуш уйхӗн 11-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра Раҫҫей тата Украина халӑхӗсен туслӑхӗн фестивалӗ Пӗтӗм тӗнчери X Кокель вулавӗсемпе уҫӑлӗ. Фестивале Украинӑпа Раҫҫей 360 ҫул ҫыхӑну тытнине тата Т.Г.Шевченко паллӑ кобзарь ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кокель вулавӗсен программи ӑслӑлӑхри тата культурӑри пулӑмсемпе пуян. 14 сехетре Ӑсчахсен канашӗн залӗнче (вӑл университетӑн ҫӗнӗ корпусӗнче вырнаҫнӑ) «Ӳнерҫӗ халӑх туслӑхӗн ҫирӗплӗхӗнче мӗнле вырӑн йышӑнать» темӑпа ҫавра сӗтел ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи, Украинӑри наци университечӗсен ӑсчахӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тата Украинӑн культурӑпа ӳнерсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем пулӗҫ. Ӑслӑлӑх форумӗнче Чӑваш Енри, Украинӑри гуманитари ӑсчахӗсем пӗрле ӗҫленин пӗтӗмлетӗвӗсене тӑвӗҫ. Вӗсем ЧПУ тата Харьковри университет хатӗрленӗ ӗҫсемпе ылмашӑнӗҫ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ӳнер искусствин факультечӗ хатӗрленӗ «Туслӑх кӑшӑлӗ» музыка вернисажӗ Кокель вулавӗсене хутшӑнакансене тӗрлӗ халӑхӑн музыка культурипе паллаштарӗ. Раҫҫейӗн тата Украинӑн хальхи ӳнерҫисен «Туслӑх асамат кӗперӗ — Радуга дружбы — Веселка дружби» куравӗ (унта 40 картина) глобализаци вӑхӑтӗнче наци культурисен ҫыхӑнӑвне вӗренмелли-тӗпчемелли лаборатори пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() Республика сыватӑшӗсенче ҫӗнӗ мелпе операцисем ирттерме пуҫлани пирки эпир маларах та сире пӗлтернӗччӗ. Сывлӑх анинчен акӑ ҫӗнӗ хыпар та ҫитрӗ — республикӑн клиника пульницинче кӑкӑр тӗлӗнчи вырӑна операци тӑвакан хирургсем халиччен туман меслетпе операци ирттернӗ. Video-assisted thoracic surgery теҫҫӗ иккен ӑна специалистсем. Ансатрах чӗлхепе ӑнлантарма пӑхсан ҫакӑ тип пыра видеотораскопилле мелпе пластика операцийӗ тунине пӗлтерет темелле-тӗр. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче тип пырӑн сылтӑм енчи пайӗнчи шыҫҫа каснӑ. Чирлӗ хӗрарӑм ҫав вырӑнти аденомӑпа аптӑранӑ иккен. Шыҫҫа пӗтермелли операци тунӑ хирургсем ӳте 5–10 миллиметр тӑршшӗ каснипех яваплӑ операцие пурнӑҫланӑ. Операци епле пынине видеомелпе сӑнаса тӑнӑ. Унччен апла операцие тӑвас тесен кӑкӑр стенкине пысӑккӑн касма тивнӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, операци сӗтелӗ ҫине лекнӗ хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять, ӑна пульницӑран кӑларма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Асӑну ӑмӑртӑвӗСпорт
![]() Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пӗрҫырланти Культура ҫуртӗнче Урапакасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ, ҫулталӑк каялла йывӑр чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ Сергей Станиславович Григорьева асӑнса районти командӑсем хушшинче волейбол вӑййисем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва Сергей Станиславовичӑн ҫемьипе Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗ пӗрле йӗркелерӗҫ. Сергей Станиславович хӑй вӑхӑтӗнче Тимирязев ячӗллӗ колхозра ултӑ ҫул хушши тӗп энергетик, унтан икӗ ҫул хушши колхоз председателӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ҫӗршыври чи йывӑр вӑхӑтра — колхозсем арканнӑ ҫулсенче — 1991-2000 ҫҫ. тӑхӑр ҫул хушши Тимирязев ячӗллӗ колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ. Ялсене газ кӗртессипе, ялсем хушшине асфальтлӑ ҫул сарассипе тимленӗ. Унтан ӑна Етӗрне хулине энергетик пулма чӗнсе илнӗ, 2000 ҫултанпа пурнӑҫран уйрӑлса кайичченех Чӑваш энергосбыт компанин Етӗрнери филиалӗн директорӗ пулса тӑрӑшнӑ. Вӑл чылай ҫул хушши район депутачӗ пулнӑ, ял халӑхне кулленхи ыйтусене татса пама хатӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче аслӑ ҫулхисем валли темиҫе ҫул ӗнтӗ ретро ташӑ клубӗ ӗҫлет. Ӑна кашни эрне кун вунӑ сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ирттереҫҫӗ. Ретро-клуба пӗтӗм хуларан ӳркенмен ватӑсем пухӑнаҫҫӗ. Унта вӗсем чун туличчен ташлаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе паллашаҫҫӗ, кӑмӑлтан калаҫаҫҫӗ. Вӗсем валли конкурссем те йӗркелеҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе паллашма та май пур. Культура мероприятийӗсенче арҫынсем яланхиллех сахалтарах-мӗн-ха. Ҫапах та хӗрарӑмсем кичемленсе лармаҫҫӗ теҫҫӗ унта пулса курнисем — хуллен кӗвӗ янӑраса кайсан вӗсем хӑйсемех мӑшӑррӑн тӑрса ташлаҫҫӗ. Ретро-клуб мероприятисене тӗрлӗ тематикӑпа йӗркеленине те палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Тӗнчере
![]() Америкӑри тинтерех уҫӑлнӑ пӗр компани пӑрӑхри шывран самантра хӗрлӗ эрех тума вӗренсе ҫитнӗ. «Тӗлӗнтермӗш машина» хӗрлӗ эрехе виҫӗ кунта хатӗрлеет иккен. Ун валли иҫӗм ҫырли е ҫырла материалӗ, юмах тути калакан япаласем, шыв кӑна кирлӗ иккен. Ҫавсене хутӑштарнӑ хыҫҫӑн хутӑш йӳҫнине ятарлӑ приложени тӑрӑх сӑнаса ларасси кӑна юлать теҫҫӗ. «Тӗлӗнтермӗш машинӑна» шухӑшласа кӑларакансен пӗри, Филипп Джеймс ятлӑ ҫын, хайхи хатӗр лавккара 20 доллар ытла тӑракан хӗрлӗ эрехе пӗр ик долларпах кӑларма май панине пӗлтернӗ-мӗн. Анчах ҫак эрехе нумай упраймӑн — 2 эрнерен ытла тытсан пӑсӑлать. Аппарат технологине пысӑк вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ иккен. Пӗр кӗленче хакӗ 499 доллар тӑрать теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Татьяна Евдокимова Раҫҫейӗн Ҫыхӑну, информаци технологийӗсен тата массӑлла коммуникацисен сферине тӗрӗслесе тӑракан службин республикӑри управленийӗн ертӳҫи пулма Татьяна Евдокимована ҫирӗплетнӗ. Хушӑва, сӑмах май, ҫӗршывӑн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви кӑларать. Роскомнадзорӑн Атӑлҫи федераци округӗнчи Управленйиӗн ертӳҫи Анатолий Селезнев ҫӗнӗ пуҫлӑха Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа паллаштарнӑ. Тӗрӗсрех, Михаил Васильевичшӑн Татьяна Евдокимова ҫӗнӗ ҫын мар-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Президент Администрацийӗнче те ӗҫленӗ. Наци радиовӗнче директорта, Наци телерадиокомпанийӗнче ертӳҫӗ ҫумӗнче ӗҫленӗ. Татьяна Львовна, сӑмах май, Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ умӗн (унӑн пӗрремӗш номерӗ 1996 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ) «Хӑвӑн депутату ҫинчен каласа кӑтарт» республикӑри конкурса пӗтӗмлетрӗ. Ӑна хаҫат редакцийӗсӗр пуҫне чӑваш парламенчӗпе тата «Чӑваш Ен» фондпа пӗрле ирттерчӗ. Чыслава республикӑн Журналистсен пӗрлӗхӗн конференц-залӗнче йӗркелерӗҫ. Унта конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе номинанчӗсене йыхравларӗҫ. Вӗсене чыслама ҫӗнтерӳҫӗ конкурс ӗҫӗн геройӗсем — тӗрлӗ шайри депутатсем пухӑнчӗҫ. Чӑваш парламенчӗнчи халӑх тарҫисене илсен Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Петр Краснов, Медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫи Вячеслав Александров, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн ертӳҫи Юрий Кислов, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫи Валерий Петров пухӑнчӗҫ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчен Патшалӑх Канашне суйланнӑ Валерий Шигашев килсе ҫитейменнине кура вӑл хӑй ячӗпе саламлама ыйтнӑ. Депутатсем муниципалитет тата ял тӑрӑхӗн шайӗнчисем те пулаҫҫӗ те, чи лайӑх ӗҫсен шутне вӗсем ҫинчен ҫырнисем те кӗнӗ. | ||
Республикӑра
![]() Ӗмӗр ӗмӗрлесси — уй урлӑ каҫасси мар. Пирӗн асатте-асаннесем, кукаҫи-кукамайсем тертлӗ пурнӑҫ самай курнӑ, апла пулин те вӗсем ӳпкелешмеҫҫӗ. Вут-ҫулӑм витӗр тухнӑскерсем, вӑрҫӑ вахӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи выҫлӑха чӑтнӑскерсем хуҫӑлман — малаллах талпӑннӑ. Вӗсем — ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх. Елчӗк районӗнче пурӑнакан кинемейсем пирки ҫак сӑмахсем. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ умӗн Елчӗкре кун кунлакан Вера Ястребова — 100 ҫул, Агафия Иванова 90 ҫул тултарнӑ. Вӗсене Елчӗк ял тӑрӑхӗн админситрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Блинов тата Елчӗк район администрацийӗн ӗҫченӗ Ирина Аникина РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн ятӗнчен саламланӑ. Кашни ветеранӑн пурнӑҫӗ — хӑйне евӗр истори. Вӗсем пирки нумай каласа кӑтартма пулать. Тыл тата ӗҫ ветеранӗсен паттӑрлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫас ҫук. Вӗсем ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пултӑрччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен кунне халалланӑ мероприяти иртнӗ. Ҫак куна кашни ҫул пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Ӑна паллӑ тумашкӑн халӑхсем хушшинчи ПЕН-клубӑн 48-мӗш конгресӗнче йышӑннӑ. Вӑл 1986 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 12–18-мӗшӗсенче иртнӗ. Паллах, Чӑваш Енре те ҫак куна уявламасӑр иртмен. Музее пухӑннисем пурнӑҫран уйрӑлнӑ поэтсене аса илнӗ, хальхи чӑваш литератури пирки калаҫнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Иосиф Дмитриев халӑх йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартнӑ. Мероприяти кӑсӑклӑ иртнӗ. Уяв каҫӗнче арҫынсен хорӗ чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |