Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫутҫанталӑка упрама ачасене шкул саккинчех вӗрентеҫҫӗ. Куславкка район шӑпӑрланӗсем тавралӑха упрама, ӑна тасалӑхра тытма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем плакатсем ҫинче кӑтартнӑ. Куславкка районӗнчи ҫамрӑксен «ЭКА» экологи юхӑмӗ «Экологи плакачӗ» район конкурсӗ ирттернӗ. Конкурс Куславкка районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсен ҫумӗнче иртнӗ. Ӑна ачасене ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ мероприятисене ытларах илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ. Кокурсра тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен ӗҫӗсем пулнӑ. Унта кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те, аслӑраххисем те хастар хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашни ӗҫ хӑйне евӗр пулнинчен тӗлӗннӗ. Кашни ача «Экологи» темине хӑйне евӗр ӑнланать-мӗн. Пейзажсем, юханшывсем, вӑрмансем… Кашни ӗҫ ҫутҫанталӑк илемне уҫса кӑтартать. Хӑшӗ-пӗри вара хулан ҫӳп-ҫаппа тулнӑ урамӗсене сӑнланӑ, тавралӑха тасатма чӗнсе каланӑ. Район шайӗнче иртнӗ конкурса 16 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. Чи хастаррисен йышӗнче: Куславккари 3-мӗш шкул, Тӗрлемес вӑтам шкулӗ, «Асамат кӗперӗ» ача пахчи… Конкурса пӗтӗмпе 150 ӗҫ тӑратнӑ. Комисси членӗсем вӗсене пӑхса тухсан 6 номинацире 20 вырӑн пама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пулӑҫсем пухӑннӑ. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Тӗп хулара «Шупашкарта пулӑ тытни» уҫӑ фестиваль иртнӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Леонид Черкесовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн чылай пулӑҫӑ тупӑшнӑ. Кӳлмеке Чӑваш Енри хуласемпе районсенчи хастарсем пухӑннӑ. Ҫавӑн пекех кӳршӗ тӑрахрисем те ҫитнӗ теҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене, куракансене Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов саламланӑ. Вӑл уҫӑ сывлӑшпа киленесси — пулӑ тытасси — халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнине палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва уйрӑм ҫынсем кӑна мар, ҫемьесем те хутшӑннӑ. Леонид Черкесов вӗсене чунран тав тунӑ, пурне те ӑнӑҫу тата лайӑх кӑмӑл суннӑ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн ҫӗнтӗрӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртнӑ: «чи нумай пулӑ тытакан», «чи пысӑк пулӑ тытакан», «чи ҫамрӑк пулӑҫ», «ӑста пулӑҫ» тата «чи хастар хӗрарӑм пулӑҫ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Укҫа тесен шапа та аллине тӑснӑ», — теҫҫӗ те… Чӑнах та, кама илӗртмӗ-ши вӑл? Укҫа самай нумай пулсан тата… Ҫапла, суд приставӗ чӑтса тӑрайман: ют ҫын нухратне кӗсйине чикнӗ. Патӑрьелти тӗпчев уйрӑмӗ Елчӗк районӗнчи суд приставӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑйӗн валли илнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчев уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пӗр ҫын хӑйӗн парӑмне татмашкӑн пристава 61 пин тенкӗ тыттарнӑ. Хӗрарӑма пысӑк ҫак укҫа астарнӑ-тӑр: кӗсйине чикнӗ. Халӗ пӑтӑрмах тӗлӗшпе ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫине-ҫинех… Мӗн пирки тетӗр-и? Каллех пушар пирки. Хальхинче пӑтӑрмах Етӗрне районӗнче пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14.45 сехетре ҫӑлав службине пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти ҫыннӑн вите-сарайӗ ҫунма тытӑннӑ. Чи малтан вырӑнти пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем тата хур курнӑ ҫыннӑн ентешӗсем ҫитнӗ. Вӗсем хыҫҫӑн — РФ ИӖМӗн пушарнӑйӗсем. Брандмейстерсем ҫулӑма тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Пушар сарай тӑррине тата ун ҫинчи утта тӗп тунӑ. Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 12 сысна ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм мӗн сӑлтавпа тухнӑ-ха? Электрооборудование тӗрӗс мар тунӑран. Кабельсене йӗркене пӑхӑнмасӑр вырнаҫтарнӑ, лампӑсем ҫинче плафон пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑннӑ Алексей Пантелеймонов раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкар тӑрӑх йӑтса чупнӑ факела савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори музейне парнеленӗ. Алексей Пантелеймонов ҫав аслӑ шкулта вӗренет, Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Университет ректорӗ Андрей Александров каччӑна XI Паралимпиадӑра ӑнӑҫу суннӑ. Алексей унта волонтер пулӗ. Парнеленӗ факел студентсене лайӑхрах вӗренме, спортпа туслашма хӗтӗртӗ. Унччен, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче, Яманакра йӗлтӗрпе чупас енӗпе район турнирӗ иртнӗ. Спортсменсем пӗртӑван Анатолий, Алексей, Виталий Львовсен парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Унта Олимп факелне Шупашкарта йӑтса чупнӑ Алексей Пантелеймонов та хутшӑннӑ. Каччӑ факела ЧПУ музейне парнеленине ырламалла ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнче Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Хӗле ӑстатпӑр» уяв вӑхӑтӗнче ял тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑксем хушшинче «Ҫӑматӑ-шоу» иртнӗ. Элӗкри фонтан умӗнче ҫаматӑсен куравӗ пулнӑ. Мӗнли кӑна пулман-ши унта? Ҫамрӑксен тавракурӑмӗ пуян ҫав. Палӑртмалла: Сочири Олимп вӑййисене халалланӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ ҫын та унта пулнӑ. Кунтах илемлетнӗ ҫуна вырнаҫнӑ. Лилия Никифорова ертӳҫӗ (Ҫамрӑксен правительствин пайташӗ) хушнипе командӑсем эстафетӑна хатӗрленнӗ, Ҫамрӑксен правительствин председателӗ Светлана Егорова старт парсан ҫӑматӑ тӑхӑннӑ ҫамрӑксем малалла чупнӑ. Ҫамрӑксем ҫавӑн пекех кулинарире те ӑмӑртнӑ: «Икерчӗрен те икерчӗ» конкурс валли икерчӗ хатӗрленӗ. Какайпа, тӑпӑрчӑпа, пулӑ вӑлчипе, хӑймапа, пылпа… Чылайӑшӗ тутлӑ икерчӗпе киленнӗ. Жюри членӗсем тӗрлӗ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Чӑваш Сурӑмри ҫамрӑксен канашӗ «Хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан ҫӑматӑ» номинацире ҫӗнтернӗ. Йӑлкӑшсем «Хӑвӑрт чупакан ҫӑматӑ» ята тивӗҫнӗ. Ыттисем те тӗрлӗ номинацире палӑрнӑ. Сӑнсем (19) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗм тӗнчери граждан оборонин кунне уявланӑ май ИӖМ ӗҫченӗсем Ҫӗмӗрлери пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсене пушар хӑрушлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Ачасем умӗнче Ҫӗмӗрлери тата Ҫӗмӗрле районӗнчи тӗрӗслев ӗҫӗ пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Сабанцев, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн иструкторӗ Светлаа Николаева тухса калаҫнӑ. ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене Ҫӗмӗрле районӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмахсем пирки каласа кӑтартнӑ, ҫулӑм тухасран мӗнле асӑрханмалли пирки пӗлтернӗ. Пултарулӑх ҫурчӗн воспитанникӗсем пушар тухас пулсан хӑйсене мӗнле тытмаллине вӗреннӗ. Мероприятире пушар вӑхӑтӗнчи хӑрушсӑрлӑх тематикипе конкурссем, тупӑшусем, вӑйӑсем ирттернӗ. Юлашкинчен ИӖМ ӗҫченӗсем ачасене ҫак темӑпах мультфильм кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне ҫулсерен нарӑсӑн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӗлхе халӑх культурине упрама пулӑшать. ЮНЕСКО палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫулсенче тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри ҫухалма пултарать. Классика хӑҫан вуланине астӑватӑр-и? Александр Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсене хӑҫан тишкернӗ? Астумастӑр-и? Тӳрех ан пӑшарханӑр. Наци вулавӑшӗнче ҫак кӗнекесен «страницисене» уҫса пӑхма май пур. Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ умӗн Наци библиотекин электрон вулавӑшӗ электронлӑ вӗренӳ ресурсне хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин революцичченхи тӗпчевӗсене, чӑвашла тухнӑ кӑларӑмсене халалланӑ. Унта тӗрлӗ кӗнекен электронлӑ копиисем пур. Вӗсен йышӗнче — чӑваш букварӗсем, классика литературин чӑвашла куҫарӑвӗсем. «Чӑваш чӗлхи. Анне чӗлхи. Манӑн тӑван чӗлхе» виртуаллӑ куравра 27 кӗнекен электронлӑ копийӗ пур. Электрон ресурсне кӗнӗ кӑларӑмсем Наци библиотекин фончӗсенче упранаҫҫӗ. Курав виҫӗ кун ӗҫленӗ хушӑра блогра ӑна 200 ҫын ытла пӑхнӑ. Вӗсем — Раҫҫейрен, АПШран, Турцирен, Германирен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫемье ҫавӑрни — сӑваплӑ ӗҫ. Анчах, шел те, хӑшӗ-пӗри пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлать. Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ыйтӑм ирттернӗ. Шупашкар ҫыннисем мӗн сӑлтавпа ытларах уйрӑлаҫҫе-ха? Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пурнӑҫ ҫине расна пӑхни уйрӑлма хӗтӗртет-мӗн. Ҫак сӑлтава 35-шӗ палӑртнӑ. 25 ҫын кӑмӑлсем пӗр килменнине кӑтартнӑ. Теприсем хӑйсен кил-ҫурчӗ пулманшӑн уйрӑлаҫҫӗ-мӗн. Ҫакна 10-ӑн палӑртнӑ. 5 ҫемье мӑшӑртан пӗри юттипе улталанӑшӑн арканнӑ. Ыйтӑма аноним мелӗпе ирттернӗ. Пӗтӗмпе 55 анкета пулнӑ. Эппин, пӗр-пӗрне чӑнах та юратни, хисеплени ҫеҫ ҫемье ҫирӗплӗхне сыхласа хӑварать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сусӑрсене патшалӑхӑн учрежденийӗсене тата ытти харпӑрлӑхлӑ организацисене кӗрсе ҫӳреме май туса парасси пирки калаҫаҫҫӗ-ха. Тахҫантанпах. Анчах Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч. Темиҫе ҫул каялла ҫак темӑпа материал хатӗрленӗччӗ те, яваплисем ун чух Совет самани вӑхӑтӗнче туса лартнӑ ҫуртсенче сусӑрсен нушине шута илменнине пӗлтерни аса килет. Ара, вӑл вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра таса-сывӑ ҫынсем кӑна ҫуралнӑ пулать те, сусӑрсем лавккана кӗрсе тухассине, вӗсен ҫӳҫ кастарма каяс килнине, мунча кӗрес килнине, аптекӑна тухса эмел туянмаллине тата ҫавӑн йышши вун-вун ыйтӑва шутах хурсах кайман. Ятарлӑ ҫуртсем туса панӑ-ха… Юлашки ҫулсенче патшалӑх пирӗн хушӑмӑрта сусӑрсем те пуррине аса илчӗ темелле. Предприяти-организацисене кӗме пандуссем вырнаҫтарма пуҫларӗҫ. Анчах вӗсенчен хӑшӗсене ячӗшӗн кӑна тунӑн туйӑнать. Чирлӗ ҫын мар, сывви те хӑшӗсемпе хӑй тӗллӗн хӑпараймӗ. Ҫак пӗтӗмлетӗве Этем правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй аппарачӗ Кручинин Йӗпреҫре пулнӑ чух тепӗр хут курса ӗненнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |