Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫак хыпарпа паллашсан чӑваш халӑх юмахӗ «Лаша шырани» аса килчӗ. Унта пӗр ҫын хӑйӗн айӗнчи утне виҫӗ кун шыранӑ тет. Вӑрнар районӗнчи пӗр хӗрарӑмпа та ҫакнашкалтарах пӑтӑрмах пулса иртнӗ. 50 ҫулти хӗрарӑм тырӑ ӑшне пытарнӑ пурлӑхне — 130 пин тенке — шыраса хӑшкӑлнӑ. Тупайман. Паллах, самаях пысӑк укҫана вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. ЧР ШӖМӗн «Вӑрнар» уйрӑмӗн ӗҫченӗсен кӗреҫе тытса укҫа пытарнӑ савӑта шырама тивнӗ вӗт. Районти уголовлӑ шырав уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Николаев каланӑ тӑрӑх, укҫана ҫав вырӑнтах тупнӑ. Хӗрарӑм пурлӑхне шыранӑ чухне савӑта шаларах тӗксе янӑ ҫеҫ. Сехри хӑпнӑ ахӑртнех, часрах йӗрке хуралҫисене чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Украинӑра пурӑнакан вырӑс ҫыннисене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта митинг йеркелеме палӑртнӑ. Ҫак шухӑша Шупашкар хула депутчӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов шухӑша ырланӑ. Ларура Шупашкар ҫыннисене Крымра пурӑнакансене гуманитарӗ пулӑшӑвӗ пама, ҫавна май митинг ирттерме сӗннӗ. Леонид Черкесов хула халӑхне юлташлӑ ҫӗршывра мӗн пулса иртни чӑннипех те пӑшӑрхантарнине палӑртнӑ. Ларӑва пухӑннисене Шупашкарпа Севастопольти авиаци базин Хура тинӗс флочӗн ҫыхӑнӑвӗ пирки аса илтернӗ. Леонид Черкесов митинга ҫитес вӑхӑтра йӗркелессине каланӑ. Малтанлаха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫак эрнери пӗр канмалли кун пулӗ. Аса илтеретпӗр: Крымра Чӑваш Енра ҫуралнӑ 2,5 пин ҫын пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхӗн вулавӑшӗ «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вулакан кӗнеке» республика конкурсне яланах хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» курав йӗркеленӗ. Вулакансем шорт-хута ҫырнӑ, ҫапла майпа авторсен 2012 ҫулта кӑларнӑ чи вуланакан хайлавӗсене палӑртнӑ. Ача-пӑча кӗнекисен йышӗнче Юрий Сементерӗн «Килӗр, килӗр, кайӑксем» пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Аслӑ ӳсӗмрисен литератури хушшинче Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Чи нумай кӗнеке вулакана тупса палӑртас тӗллевпе вулакансен ыйтӑмне ирттернӗ, формулярсене тишкернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ушкӑнсемпе уйӑрнӑ. 7–14 ҫулсенчисен йышӗнче 4-мӗш класс вӗренекенӗ Наташа Прокопьева палӑрнӑ. Вӑл 190 кӗнеке вуланӑ. 15–22 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче 11-мӗш класс хӗрачи Антонина Хузанкаева ҫӗнтернӗ. Аслӑраххисен йышӗнче ача пахчинче воспитатель пулӑшуҫи пулса ӗҫлекен Оксана Афанасьева чи маттурри пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫуркунне ҫитнӗ май кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем валли йӑва шыраҫҫӗ. Ҫунатлӑ тусӑмсене эпир те пулӑшаятпӑр-ҫке. Ачасем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле вӗллесем хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Етӗрне районӗнчи Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ «Кашни кайӑка — ҫурт» экологи акцийӗ йӗркеленӗ. Ӑна кайӑксене ҫурт тупма пулӑшас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ара, ҫунатлӑ тусӑмсене йӑва тупса чӗпӗсем кӑларма ҫӑмӑл мар-ҫке. Акци пуш уйӑхӗн 11–26-мӗшӗсенче пулӗ. Унта ҫемьесем, ушкӑнсем, уйрӑм ҫынсем, учрежденисемпе организацисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ. Конкурсҫӑсене асӑрхаттараҫҫӗ: вӗллесене йывӑҫене сиенлетмесӗр ҫакмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсен чи лайӑх канашӗ» конкурсӑн пӗтӗмлетнӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче Хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗсен республикари правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне шӑпах унта ҫирӗплетнӗ. Кӑҫал Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева саламланӑ май вӗсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫленине палӑртнӑ. Хӗрарӑмсен канашӗн членӗсем ҫивӗч ыйтусемпе ӗҫлеҫҫӗ. Любовь Дмитриева хӗрарӑмсен канашӗ хула пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ. Кунсӑр пуҫне конкурсра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен ытти юхӑмне те палӑртнӑ. Тӗслехрен, «Ҫемье йӑлине тата пуянлӑхне упрасси, ҫирӗплетесси» номинацире Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. «Тӑван ене юратнӑшан, упранӑшӑн» номинацире Етӗрне районне палӑртнӑ. Сыва пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗрарӑмсен канашне палӑртнӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫине тата наминацире палӑрнисене ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн ырӑ кӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Муркаш районӗн Калайкасси вӑтам шкулӗн йӗлтӗр ҫулӗ ҫинче Чӑваш Ен чемпионне Юрий Федотова асӑнса XII йӗлтӗр эстафети иртнӗ. Ҫак спорт мероприяйӗн сумӗ ҫулран-ҫул ӳҫет. Кӑҫал акӑ ӑмӑртӑва Муркаш, Шупашкар, Етӗрне, Элӗк, Красноармейски районӗсенчи, Шупашкар хулинчи шкулсен командисем килнӗ. Ку кӑна мар: тупашӑва Мари Республикин спортсменӗсем те ҫитнӗ. — Паянхи ӑмӑрту Олимп ҫулталӑкӗнче иртнипе паллӑ. Мероприяти тухӑҫлӑ пуласса иккӗленместӗп, — тенӗ Юрий Федотовӑн пиччӗшӗ, Шупашкарта Муркаш районӗн ентешлӗхне ертсе пыракан Александр Федотов. Тупӑшура сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — РФ спорт мастерӗ, Сиднейре иртнӗ Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утассинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ Владимир Андреев. Вӑл ӑмӑртӑва Олимп факелне йӑтса килнӗ, унпа кашниех сӑн ӳкерӗнме пултарнӑ. Аслӑрах ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче Элӗк районӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Калайкасси шкулӗ, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫатракасси шкулӗ тухнӑ. Вӑтам ӳсӗмрисен йышӗнче Калайкасси шкулӗ маттур пулнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Элӗк тата Красноармейски районӗсем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Савӑнӑҫлӑ хыпар! Пирӗн республика федерацин «Ҫурт-йӗр» тӗллевлӗ программин «Ҫамрӑк ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси» подпрограммӑна хутшанмашкӑн суйлав витӗр тухнӑ. ЧР Ҫурттӑвӑм министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак программӑн хутшӑнма тивӗҫ Раҫҫей субъекчӗсен палӑртнӑ. 2014 ҫулта ҫӗнтерӳҫӗ пулмашкӑн Чӑваш Ене суйланӑ. Ку пирӗн республикӑна федераци хыснинчен укҫа-тенкӗ илме май парать. Унпа ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнмалли ҫурт-йӗр уславийӗсене лайӑхлатма пултараҫҫӗ. Министерство пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен валли 126 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку ҫамрӑк 600-700 ҫемьене ҫуртпа тивӗҫтерме ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи техника инвентаризацийӗн бюровӗн директорне контрафактлӑ программӑсем усӑ курнӑшӑн суд тунӑ. Предприяти «AutoCad 2002», «AutoCad 2007», «AutoCad 2011» программӑсен оригиналӗпе мар, суя версийӗпе усӑ курнӑ иккен. Ҫакӑ ӗҫ пахалӑхне витӗм кӳмен те, анчах асӑннӑ программӑна шутласа кӑларнӑ фирмӑна 870 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн. Суя программӑсемпе усӑ курнӑшӑн директора автор правине ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пӑснӑ тесе ҫулталӑклӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ӗнер, пушӑн 10-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче Республика депутачӗн Валерий Павловӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсем хушшинче эстафета иртрӗ. Ӑмӑртӑва Етӗрне, Элӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсен ҫамрӑк спортсменӗсем хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах Валерий Павлов Василий Вазина 10 ҫухрӑм чупассипе республикӑра иртнӗ ӑмӑртура 3-мӗш вырӑн йышӑннӑшӑн Республикӑри Физкультурӑпа спорт министерствин дипломӗ парса чысларӗ. Йӗлтӗрҫӗсем ҫулӗсене кура хӗрачасемпе арҫын ачасем хушшинче тупӑшрӗҫ: 2000 ҫулта кун ҫути курнисемпе вӗсенчен кӗҫӗнреххисем, 1998–1999 ҫҫ тата 1996–1997 ҫҫ. Унтан ӑмӑртӑва аслисем хутшӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти паллӑ суту-илӳпе кану центрӗсенчен пӗри, «Каскад-Сити», мускавсен аллине куҫнӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн коммерцилле куҫман пурлӑх сайчӗ «Арендатор.ру» пӗлтернӗ иккен. «Каскад-Ситин» ҫӗнӗ хуҫи «Praktika Development» ятлӑ Мускаври компани малашне ҫуртпа хуҫаланма тытӑнӗ. Ҫав шута, паллах, тара парасси тата пурлӑхпа ытти майпа усӑ курасси йӑлтах кӗрет. Маркетинг ӗҫ-хӗлне те мускавсем йӗркелесе пырӗҫ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи компание Булат Шакиров юрист-правовед (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Интерполта 5 ҫул ӗҫленӗ, каярах IKEA текен компанире тӑрӑшнӑ) ертсе пырать. Асӑннӑ предприяти стратегилле консалтинг, коммерци концепцине хатӗрлес, ҫурт-йӗре проектлас тата тӑвас, эксплуатацилес тата профессилле управлени ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |