Вулавӑшсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне ылмаштарса пынине эпир пурте сисетпӗр. Ара, халӗ ҫынсем унчченхиллех алла кӗнеке тытсах ларасшӑн мар. Вуласан та тӗнче тетелне кӗрсе кайса шӗкӗлчеҫҫӗ, е тӗрлӗ планшет тӑрӑх вулаҫҫӗ. Республикӑн наци вулавӑшӗ, ав, чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне ӑша хывтарма шут тытнӑ. Кружока Евгения Жачева тӗрӗ ӑсти ертсе пырӗ. Евгения Николаевна тӗрӗ композицине ӑсталама хӑнӑхтарӗ. Алла пуҫласа йӗппе ҫип тытакансене вӑл тӗрлӗ пусма тата ҫип вӑрттӑнлӑхне уҫса парӗ. Кружок хӑш кун ӗҫлени пирки каланине информацире асӑрхамарӑм та, анчах каҫхи улттӑра пуҫланни пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Юпан пӗрремӗш кунӗсем Улатӑрта 11 ҫамрӑк мӑшӑра пӗрлештернӗ. Ҫак кӗрхи кунсенче хӑйсен юратӑвне пӗр тӗвве ҫыхса «арӑм», «упӑшка» статусне 11 хӗрпе 11 каччӑ илнӗ. Ҫак эрнен хӑйне майлӑ тӗлӗнтермӗш мӑшӑр ятне Владимирпа Екатерина Белоусовсем тивӗҫнӗ. Авӑнӑн 4-мӗшӗнче, Владимирӑн ҫуралнӑ кунӗнче хӗрпе каччӑ пӗрлешӳ кӗрменне заявлени панӑ, тепӗр уйӑхран вара, юпан 5-мӗшӗнче, Екатеринӑн ҫуралнӑ кунӗнче ҫамрӑк мӑшӑра ҫырӑнтарнӑ. Ҫапла вара мӑшӑрсен ҫуралнӑ кунӗсем ҫамрӑк ҫемье ҫуралнинче пысӑк витӗм кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Театр ӳнерне юратакансене Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра иртмелли ҫак пулӑм чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ кӳрессе шанас килет. Тӗп хуламӑрти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта нихӑҫан пулман балет кӑтартӗҫ. Ҫапла-ҫапла, кинотеатрта. Унччен чӑваш сцени ҫинче пулман та спектакльсем мар пулӗ те, анчах тӗлӗнтермӗшӗ — балета 3D форматпа кӑтартни. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче П. Чайковскин «Щелкунчикне» кӑтартӗҫ, 22-мӗшӗнче — А.Аданӑн «Жизельне», 29-мӗшӗнче каллех П. Чайковскин балетне — ун чухне «Акӑш кӳллине» курма май килӗ. 3D форматлӑ балета 19 сехетре кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗрлӗрен кино-сериал таврашӗсенче час-часах ушкӑнсем пӗр-пӗрин хушшинчи хирӗҫӗве пӑшал тытса татса панине асӑрхама тивет. Киносенчи лайӑхах мар ӗҫ-пуҫа чӑн пурнӑҫра та курма пулать иккен. Ҫакна нумаях пулмасть Шупашкарта пулса иртнӗ пӑтӑрмах ҫирӗплетнӗ. Юпан 4-мӗшӗнче каҫ кӳлӗмре Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗлтерӗшсӗр сӑлтавпа тытӑҫу пулса иртнӗ, унта вара сӑмахлассипе, чышкӑлассипе кӑна ҫырлахас темен, пӑшал та алла илнӗ. Кун ҫинчен республикӑри ШӖМ управленийӗ пӗлтерет. Ведомство кӑтартӑвӗсемпе килешӳллӗн, икӗ ушкӑн кафере апатланнӑ вӑхӑтра хирӗҫсе кайнӑ пулнӑ. Кафери хурал йӗркене пӑсакансене тӳрех урамалла хӑваласа кӑларса янӑ. Анчах ӗҫ-пуҫ кунпа вӗҫленмен-ха. Яшсем ҫурт кӗтесси еннелле пӑрӑннӑ та хирӗҫӗве малалла тӑснӑ. Нумай та пулмасть пӑшал сасси илтӗнсе кайнӑ. 35 ҫулхи «Оса» сусӑрлакан пистолет хуҫи пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑнтан чи малтан тарнӑ, анчах кайран ҫав-ҫавах полицине шӑнкӑравласа янӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх пӑшала алла илме ӑна хӑйӗн ҫине ҫӗҫӗпе килекен ҫамрӑксем хӗтӗртнӗ иккен. Паяна ку информацие тӗрӗслеҫҫӗ, хальлӗхе хирӗҫӳре ҫӗҫӗ таврашӗ усӑ курнине полицире ҫирӗплетмеҫҫӗ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашсен культурипе, чӗлхипе, этногенезӗпе пирӗн республика ҫыннисем кӑна мар Мускавсем те кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Ҫак кунсенче Раҫҫейӗн тӗп хулинче хӑйӗн ӗҫне тӳллевсӗр чӑваш шкулӗ пуҫланӑ. Пӗрремӗш занятийе Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ панӑ ирекӗпе Чӑваш Республика элчи — Леонид Волков — ирттернӗ. Вӑл итлекенсене чӑваш халӑхӑн этногенезӗпе историйӗ ҫинчен каласа панӑ, наци культурин, ҫырулӑхӑн, юрӑ-кӗввин уйрӑмлӑхӗсене уҫса панӑ тата чӑваш чӗлхин этимологине ӑнлантарса панӑ. Малашне, ҫулталӑк тӑршшӗпе ятарлӑ курссен преподователӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетне пӗтернӗ Евгений Степанов пулать. Асӑннӑ курссене усламҫӑсем, журналистсем, менеджерсем, вӗренекенсем, шкул ачисем, ҫав хушӑрах Мускав авиаци институчӗн аспиранчӗсем тата Мускавпа Мускав облаҫӗнче пурӑнакан Пӗтӗм Раҫҫей тулаш суту-илӳ академийӗн вӗрентекенӗсем ҫырӑннӑ. Итлекенсем шутне 15 ҫултан пуҫласа 50 ҫулсенчи ҫамрӑксемпе аслӑ ӑру ҫыннисем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ ҫыншӑн чӑннипех те чун ыратӑвӗ. Нухрачӗ пулсан ту та ларт е тыт та туян кӑна-ха. «Кӗмӗлӗ» хӗсӗккисен вара мӗн тумалла тет? Пухмалла, ҫирӗпрех тытмалла тетӗр-и? Енчен шалӑвӗ ҫӑкӑр ҫиме тата ҫӗтӗк ҫӳресрен тӑхӑнмалӑх кӑна ҫитсен... Красноармейскинче нумай хваттерлӗ ҫурт купалама пуҫланӑ. Вӑл Ленин урамӗнче пулӗ. Ҫурт номерӗ — 70/1. Унта пӗтӗмпе 59 хваттер пулӗ. Вӗсенчен вуннӑшне ишӗлекен ҫуртсенче пурӑнакан ҫемьесене уйӑрса пама палӑртаҫҫӗ. Апла тӑк шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ ҫемье ӳлӗмрен ҫын ретлӗ условире пурӑнма тытӑнӗ. Ҫитес ҫул, сӑмах май, Красноармейскинче ун пек виҫӗ ҫуртри ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарма шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗсем ытти чух та хутпа ручкӑсӑр пурӑнмаҫҫӗ-ха. Анчах ҫав атрибутсене хальхинче вӗсем парта хушшине ларнӑ май тытнӑ. Хӑйне евӗр пӗлӳ тӗнчине кӗрекеннисем — республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн специалисчӗсем. Вӗсен тӗллевӗ — хӑйсен квалификацине ӳстересси. 30 сехет хушшинче вӗсем мӗн вӗреннине кайран тепӗр хут аса илме тивӗ — ара, курс хыҫҫӑн вӗсен аттестаци витӗр тухмалла-ҫке. Тӗп тема — управлени ӗҫне хутсемпе тивӗҫтересси иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
«Чӑваш Ен аграрийӗсем ҫӗрле те ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ», — тесе хыпарланине курма тиврӗ тӗнче тетелӗнчи ресурссенчен пӗринче ҫак кунсенче. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ, ҫанталӑкӗ ҫула пӳлсе пычӗ те, ҫак кунсенчи уяр ҫанталӑкпа хресчен ҫӗрле те усӑ курма ӑнтӑлнинчен тӗлӗнмелли ҫук ӗнтӗ. Ара, лартса ӳстерсе, ҫумласа-эмеллесе тӑкаклан-тӑкаклан та кайран хирте хӑвар-ха... Ял хуҫалӑх предприятийӗсене аслӑ классенче вӗренекенсем, социаллӑ сферӑра тата ытти хӑш-пӗр отрасльте тӑрӑшакансем пулӑшма тухнӑ. Республикӑн аграри ведомстви те айккине пӑрӑнман. Унта ӗҫлекенсем иртнӗ шӑматкун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Смак-Агро» тулли мар яваплӑ обществӑна тухса кайнӑ. Унта вӗсем 12 тонна кишӗр кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж тата Верховнӑй судне пӗрлештерес шухӑшлӑ. Тивӗҫлӗ саккун проектне Патшалӑх Думине тӑратнӑ. Саккун проектне йышӑнсан Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж сучӗ пӗтерсе унӑн хальхи тивӗҫӗсене РФ Верховнӑй суд яваплӑхӗ тухса хурӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ валли ҫур ҫул ҫитмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Асӑннӑ саккун проектӗнче прокуратурӑна пырса тивекен улшӑнӑва та палӑртнӑ иккен. Паянхи куна илсен, ҫӗршывӑн тӗп прокурорӗ кам пулассине Раҫҫей Президенчӗ сӗннипе Федераци Канашӗ пӑхса тухать. Саккуна улшӑну кӗртсен, тӗппрокурорӑн ҫумӗсене те ҫапла йӗркепе пукан шанса памалла. Регионсен прокурорӗсене Раҫҫей Президенчӗ лартма тата ӗҫрен хӑтарма пултарӗ. Халӗ вӗсемпе ҫӗршывӑн тӗппрокурорӗ хуҫаланать. Саккуна улшӑну кӗртсен тӗппрокурор федераци субьекчӗсемпе килӗшсе татӑлнӑ кандидатурӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне сӗнӗ. Районсемпе хула прокурорӗсене вара тӗппрокурор лартма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Халех мар. Саккуна улшӑну кӗртсен. Калаҫӑвӗ вара лицейсенче, бакалавриат, специалитет тата магистратурӑра вӗренекенсем пирки пырать. Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн Патшалӑх Думине «Культура ҫинчен Раҫҫей Федерацийӗнчи саккунсен никӗсӗсем» текен федераци саккунне улшӑну кӗртме сӗнӳпе тухакансем пулнӑ. Музее тӳлевсӗр ҫӳремелли йӗрке унччен пулнӑ-ха. Аслӑ шкулсенче пӗлӳ туптакансене ун чух патшалӑх тата муниципалитет музейӗсене ирӗклӗн кӗрсе тухма чарман. Хӑй вӑхӑтӗнчи ырӑ йӑлана тавӑрас тени маларах пулкаланӑ та, анчах саккунне йышӑнман. Хальхинче ҫак пуҫару епле вӗҫленнине каярах курӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |