Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем удобрени туянма тытӑннӑ. Кӑрлачӑн 18-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ предприятисемпе 7,5 пин тонна минераллӑ удобрени кӳрсе килме килӗшӳ тунине пӗлтернӗ. Ҫав шутран 5 пин тоннине кӳрсе килнӗ иккен Апат-ҫимӗҫ фончӗ 15 пин тоннӑран кая мар кӳрсе килме ӗмӗтленет иккен. Апат-ҫимӗҫ фончӗ пирки каласан, удобрени хакӗн тӳлевне ҫуррине кайран хӑйне тырӑ сутнин шучӗпе илме килӗшет-мӗн. Е ӗне выльӑх е сысна какайӗ парсан та килӗшет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Иртнӗ ҫул республикӑн пурлӑхне тара панипе хыснана 1 миллиард тенкӗ ытла кӗнӗ иккен. ЧР Пурлӑх министерстви ҫак цифрӑна 2012 ҫулхипе танлаштарса кӑтартнӑ та, хисеп 1,9 хут ӳснине асӑрханӑ. Тупӑшӑн ытларах пайӗ патшалӑх пурлӑхне тата ҫӗре тара панипе килет-мӗн. Налук мар тупӑшсенчен чӗрӗк пайне яхӑн, тӗрӗсрех, 24 проценчӗ, ҫапла майпа кӗнӗ. Маларах асӑннӑ ведомство мӗн чухлӗ ҫӗрпе ытти пурлӑха тара панине цифрӑсемпех кӑтартса парать. Ҫулталӑк тӑршшӗпе куҫман пурлӑха 76,7 пин тӑваткал метр тара парасси пирки килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫӗр лаптӑкӗсене илсен, 7,34 пин гектар тара пама 231 килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 92,6 проценчӗ, — ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. «Патшалӑх пурлӑхне тата республика хыснин укҫи-тенкине тухӑҫлӑ усӑ курас тесе пӗлтӗр Чӑваш Енри патшалӑх учрежденийӗсен сетьне реорганизациленипе оптимизациленӗ», — тенӗ хыпарта. Ҫапла туни пӗр пек ӗҫпе аппаланакан, тухӑҫӗ вара ытлашши сисӗнсех кайман предприятисене пӗтерме май панӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ҫавӑн йышшисене пӗрлештерсе пӗр учреждени туса янипе «кӗмӗле» перекетленӗ. Иртнӗ ҫул реорганизациленӗ патшалӑхӑн 44 учрежденийӗ хушшинче 14-шӗ автономилле предприяти пулнӑ: вӗсенчен 5-шерӗшӗ — вӗрентӳпе культурӑра, 4-шӗ — сывлӑха сыхлас ӗҫре; 12 хысна предприятийӗнчен вӗрентӳрисем — 7, сывлӑх сыхлавӗнче — 10, спортра — 4, культурӑра — 2; реорганизацие лекнӗ хысна пердприятийӗсенчен пурте, 7-шӗ те, сывлӑха сыхлас енӗпе тӑрӑшнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пултаруллӑ ӗҫченсенчен пӗрисене чысланӑ самант Паян республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне — Раҫҫей тата чӑваш пичечӗн кунӗсене — паллӑ тунӑ. Уяв Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче иртнӗ. Фойере яланхиллех МИХсем, издательствӑсем тата карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем (пичет кунӗпе вӗсем хӑш енчен ҫыхӑннине ӑнлансах пӗтереймерӗмӗр те… Юрӗ, пурне те пӗлмесен те) хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе паллаштаракан куравсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн стенчӗ умӗнче вара тележурналистсем ӑна тӳрӗ эфирта уяв ячӗпе саламлама май туса панӑ. Михаил Игнатьев пресса кирек хӑҫан та халӑх шухӑшне йӗркелекен инструмент пулса тӑнине палӑртнӑ. Республикӑн Правительствипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем вара МИХсемшӗн уҫӑ пулма, пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки вӑхӑтра пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ тенӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл журналистсене гражданла активлӑ позици йышӑннӑшӑн, тӑван республикӑна юратнӑшӑн, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пырассине сарнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш Ен влаҫӗ хӑйне тӗрӗс критикление те кӑмӑлланине палӑртса хӑварнӑ Элтепер. Сӑнсем (80) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта иртнӗ ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче «550 ырӑ ӗҫ» марафон ирттерме йышӑннӑ. Вӑл паян кун та малалла тӑсӑлать. Ҫавна май Шупашкарти 26-мӗш ача-пӑча пахчине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантарасси» учреждени ертӳҫин ҫумӗ Елена Фарфоровская пырса ҫитнӗ. Паллах, пушӑ алӑпа мар. Ачасене вӑл Шупашкарта ырӑ ӗҫсем туни, ятарлӑ акцисемпе маарфонсем ирттерни пирки каласа кӑтартнӑ. Асӑннӑ учреждение ҫӳрекен Валерия Никонова ашшӗ-амӑшӗ ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫынсене тав туса сӑмах та каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Кӳкеҫре чӑвашсен облаҫри ҫар комиссарӗ пулнӑ пӗрремӗш ҫынна, Иван Ефимова, хисеплесе асӑну хӑми уҫнӑ. Вӑл асӑннӑ районти Юртукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗн пысӑк пайне патшалӑх службине халалланӑ. 1920–1925 ҫулсенче Чӑваш облаҫӗн пӗрремӗш комиссарӗ пулнӑ. Ҫак должноҫе шанса панӑ чух вӑл 24 ҫулта кӑна пулнӑ. «Такам паллакансем пулнӑ-тӑр, ҫавӑнпа ун пек должноҫе шаннӑ пулӗ», — тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Ун чух тӑван-пӗтен тӑрӑх суйласси йӑлара пулман теҫҫӗ. Иван Ефимов хӑйне евӗр шухӑшлама пултарнипе репсубликӑра ҫар ӗҫне ертсе пыма тивӗҫнӗ. Кайран вӑл 10 ҫул Сталин лагерӗсенче ларнӑ. Ирӗке тухсан Шупашкарта пурӑннӑ. Кунта ҫакна та палӑртса хӑварар: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Кӳкеҫре чӑвашсен пирвайхи прокурорне Александр Лбова халалласа район прокуратурин ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми уҫнӑччӗ. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн Таллинн хулинчи (Эстони) наци культура обществисен «Лира» пӗрлешӗвӗ «Полет Синей птицы» (чӑв. Телей кайӑк ҫулӗпе) ҫамрӑк талантсен ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Вӑл кӑҫалхипе Эстоние 21-мӗш хут пухӑннӑ — конкурс ҫулсеренех иртет. Хальхинче унта Раҫҫейрен, Беларуҫран, Латвирен тата Эстонин тӗрлӗ хулинчен килнӗ конкурсантсем ӑмӑртнӑ. Нарвӑри «Нарспи» чӑваш обществинчен Алина Кузнецова хутшӑннӑ — ҫӗнтерупе таврӑннӑ. Анне ҫинчен чӑвашла юрӑ жюрине те килӗшнӗ, куракансене кӑмӑлне те кайнӑ. Ҫапла май вӑл «Наци культурине упранишӗн» диплома тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кил хуҫи Людмила Данькова Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнче хӑйне евӗрлӗ музей пур иккен — нумай пулмасть ун пирки «Чӑваш Ен» телеканал каласа панӑ. Ку музея килсен унпа паллашма кӑна мар май пулӗ, кил хуҫи — Людмила Данькова — хӑналаса та ярӗ. Хӑнасене кунта яланах чӑваш юрри-ташшисемпе кӗтсе илеҫҫӗ. Килӗнче те авалхи япаласем нумай. Ку музея тӑвас шухӑш имӗш 6 ҫул каялла ҫуралнӑ — хӑйӗн упӑшкипе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӑна килне йӗркеленӗ. Авалхи япаласене те Людмина тахҫанах пухать имӗш — сахал мар пухӑннӑран музей йӗркелесси ҫуралнӑ та. Хӑш-пӗр япаласене кӳршӗсем те илсе килсе панӑ. Чи кӑсӑклӑ япаласен шутӗнче ҫак хӑна музейӗнче (ҫапла ят памалла пуль?) 1876 ҫулхи сӑра пичкипе ҫӑпата пур. Ҫавӑн пекех музей 1900 ҫулсенче кӑларнӑ кӗнекесемпе пуян. Ӗҫлекен патефон та кунта пур. Музея хӑнасем килсех тӑраҫҫӗ. Аякран килнисем те пулкалаҫҫӗ. Хӑш-пӗр кун ҫемьисемпех килсе пурӑнаҫҫӗ — пӗлтерет вырӑнти культура ҫуртӗнче ӗҫлекен кил хуҫи. Пӗрре ҫапла цирк артисчӗсем те хӑнара пулнӑ иккен — вара музейпе ҫӗменсем те, тилӗсем те паллашнӑ. Яла ҫити ҫул ҫукки ҫеҫ пӑшӑрхантарать Людмила Даньковӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкарти «Промтрактор» савута хирӗҫ пысӑк индустри паркне тума тытӑннӑ. Тахҫанах палӑртнӑ ӗҫсене тинех тума пуҫӑннӑ теме пулать. Чи малтанах шыв пӑрӑхӗсемпе шӑк-пӑх пӑрӑхӗсене вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫаврӑнса каймалли ҫул ӑҫта пулассине те палӑртмалла. Ун хыҫҫӑн индустри паркне газ ҫитерӗҫ тата электроэнергипе тивӗҫтерӗҫ. Ку ӗҫсене ҫуркуннесене хатӗрлесе ҫитересшӗн иккен — ҫапларах республикӑраи капиталлӑ ҫурт тӑвӑм управленийӗн директорӗ Владимир Громов шантарнӑ. Республика правительстви инфраструктурӑна кӑна туса парӗ — ҫурчӗсене предприятисем хӑйсем хӑпартӗҫ. Ӑҫта мӗн туса лартасси пирки каласан вырӑнӗсене те палӑртса хунӑ иккен. Пурӗ 10 лаптӑк уйӑрнӑ. 7 компани ӗҫе пуҫӑнма хатӗр, тепӗр виҫҫӗшӗ аукцион ирттерессе кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Клуб хатӗрленӗ япаласен пуххи / Н. Плотников тунӑ сӑн Ӗнер, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче «6х7» галерейӑра Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулавӑшӗн центрӗнче ӗҫлекен «Тӗрӗ тӗнчи» чӑваш тӗррин клубӗ хатӗрленӗ ӗҫсен куравӗ уҫӑлнӑ. Ку клуб хӑйӗн ӗҫне 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче пуҫланӑ. Ӑна пуҫлас тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче нумай вӑй Валентина Минеева хунӑччӗ. Паянхи куна илес пулсан клуба вулавӑш ӗҫченӗ Кузнецова Надежда Михайловна ертсе пырать. Унта тӗрлӗ ҫулсенчи ҫынсем ҫӳреҫҫӗ — шкул ачисенчен пуҫласа канӑва тухнисем таранах. Надежда Михайловна тӑрӑшнипе ҫак клубра хатӗрленӗ ӗҫсем республикӑри ӑмӑртусене те, Чӑваш Ен тулашӗнчисене те сахал мар хутшӑнаҫҫӗ. Ӗҫсене тӑратнипе кӑна мухтамалла мар ӗнтӗ — вӗсем чылай чухне ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗреҫҫӗ. «6х7» галерейӑри курав килсен эсир алшӑллисемпе те, тутӑрсемпе те паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех кӗрӳ тутрисем те, хӗрарӑм тумтирӗ те унта пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |