Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Вӑрнар районӗнчи 1-мӗш шкулта Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ Иван Никифоров ҫуралнӑранпа 104 ҫул ҫитнине хатӗрленме тытӑннӑ. Вӑл чылай ҫул педагогикӑра ӗҫленӗ. Вӑрнарта пурӑннӑ. 94 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ Иван Никифоров ячӗпе хисепленсе тӑрать.

Асӑну кунӗ тӗлне шкул вулавӑшӗнче «Эпир асра тытса пурӑнатпӑр» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта Никифоровпа ҫыхӑннӑ материалсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе, статьясемпе паллашма май туса панӑ.

Шкулта викторина, класс сехечӗсем, ҫавра сӗтелсем, математика олимпиада, хаваслисемпе тавҫӑруллисен конкурсне ирттерме палӑртаҫҫӗ.

Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Иван Никифоров ҫуралнӑ кун, мӗнпур класра ун пирки аса илсе калаҫу ирттереҫҫӗ.

 

Вӗренӳ Саминара хутшӑннисем
Саминара хутшӑннисем

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян, кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче, «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхине паха шайра тата тухӑҫлӑ вӗрентесси» семинар иртнӗ.

Семинарта чӑваш чӗлхине хальхи вӑхӑтра аталантармалли майсем пирки калаҫнӑ, ҫавӑн пекех «Г.Н. Волков академикӑн чун-чӗм еткерлӗхне шкулсенче вӗрентесси», «Ачасен пуплевӗн лексика пуянлӑхне ӳстересси», «Класс тулашӗнчи ӗҫсем чӑваш чӗлхине вӗренес туртӑма витӗм кӳни» тата ытти доклада итленӗ.

«2014 ҫул — Культура ҫулталӑкӗ. Ҫавна май пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем тӑван культурӑпа, историпе мухтанма-мӑнаҫланма тытӑнсан, йӑла-йӗркене тытса пырсан халӑхӑмӑр та, чӗлхе те сыхланса юлатех. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — семинара хутшӑннисем ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/50.html
 

Ял хуҫалӑхӗ

Ӗнер Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн малашнехи аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва унта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем пухӑннӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх самай пулӑшу кӳнине палӑртнӑ. Сӑмахне цифрӑсемпех ҫирӗплетнӗ — иртнӗ ҫул асӑннӑ отрасль валли республикӑра пӗтӗмпе 2,45 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. 2012 ҫулхипе те танлаштарса пӑхнӑ: укҫа виҫи 19 процент хутшӑннӑ.

Ял хуҫалӑхӗнче аш-пӑш тата сӗт туса илни ҫулталӑкӗпех тупӑш кӳнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та фермӑсене малашне те юсаса-ҫӗнетсех тӑмалла. Сӗт-ҫӑва тирпейлесе республика тулашне ӑсатассине те йӗркелемелле. Михаил Игнатьев сӗт отрасльне мӗн чухлӗ усламҫӑна явӑҫтарни тӑрӑх район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен ӗҫне хаклама май пуррине те систерсе хӑварнӑ. 3–5 ҫулта ял хуҫалӑхне пысӑк укҫаллӑ пӗр инвестора та явӑҫтарайман тӑк, район админстрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитереймест тесе пӗтӗмлетме юрассине палӑртнӑ.

Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов иртнӗ ҫул 23 фермӑна юсанине е ҫӗнӗрен туса лартнине пӗлтернӗ.

Малалла...

 

Республикӑра

Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсен тӗрлӗ категорине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑйсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн.

Аса илтеретпӗр, паян Чӑваш Енре ачасен хӑйсен хӳтӗлевҫи, ҫын правине хӳтӗлессипе тепӗр ҫын тар тӑкать, виҫҫӗмӗшӗ вара усламҫӑсене хута кӗрет. Вӗсене кашнинех хысна шучӗпе тытса тӑраҫҫӗ. «Юрӗ, ачасемпе ҫынсене хӳтӗлеччӗр-ха. Усламҫисене тата мӗн уполномоченнӑйӗ? Тен, уполномоченнӑйсен уполномоченнӑйне туса хумалла мар-и тата?» — йӗплерӗҫ юлашкин кирлӗлӗхӗ пирки иккӗленнӗ май хӑшӗсем.

Уполномоченнӑйсемпе паян тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев ҫак институт тухӑҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Пулӑшма мӗнпур инстанцире хирӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫынсем хайхисем патне кайнине палӑртнӑ.

Этем правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен Юрий Кручинин пӗлтӗр ун патне пынисенчен 80 проценчӗ федераци органӗсен территори пайӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн ҫитнӗ. Правӑна хӳтӗлекенсем пирки евитлекенсем нумай-мӗн. Социаллӑ сферӑна илсен, ҫынсем ҫурт-йӗр илес ыйтупа канӑҫсӑрланаҫҫӗ.

Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов вара пурнӑҫ лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем 45-мӗш маршрутӑн автобусӗ
45-мӗш маршрутӑн автобусӗ

Шупашкар хула администрацийӗпе Чӑваш Енӗн монополипе кӗрешекенӗсем маларах хӑйне евӗр тавлашӑва кӗрсе кайнӑ-ха. Кунта сӑмах хулари 45-мӗш маршрут пирки пырать. Тавлашӑвӗ вара ҫав маршрута камӑн тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ.

Пассажирсене турттаракан предприятие палӑртма уҫӑ конкурса 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчех ирттернӗ-ха. Анчах унта хутшӑнма юрӑхлине пӗрне кӑна тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Апла пулин те каярах асӑнӑн маршрута урӑх предприятие панӑ. Конкурса хутшӑнма тивӗҫҫи айккинче шӑхӑрса юлнӑ.

Монополипе кӗрешекенсем ҫакӑнпа килӗшме пултарайман. Тӗрӗсмарлӑха кура кӑлтӑка пӗтерме — конкурса хутшӑннӑ общетсвӑпа килӗшӳ ҫырма ыйтса — хут та шӑрҫаланӑ. Шупашкар хула администрацийӗ хӑйӗннех пенӗ — яхӑнне те яман. Унтан та ытларах — монополипе кӗрешекенсен йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр Арбитраж суднех ҫитнӗ. Нумаях пулмасть суд та монополипе кӗрешекенсене майлӑ йышӑну кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.fas.gov.ru/news/12322
 

Хулара Шупашкарти 45-мӗш шкул / cheb.ru сайтри сӑн
Шупашкарти 45-мӗш шкул / cheb.ru сайтри сӑн

Монополипе кӗрешкен республикӑри служба Шупашкарти харӑсах икӗ шкул тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи вӗренӳ заведенийӗсем конкуренцие хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫе пысӑк банксенчен пӗрин («Перекет банкӗ») тата ачасен ашшӗ-амӑшӗн заявленийӗ тӑрӑх пуҫарса янӑ.

Хула шкулӗсенче апат ҫинишӗн ачасем аллӑн укҫа тӳлес йӑларан пӑрӑннӑ ӗнтӗ. Тӳлевпе унта лартса панӑ ятарлӑ терминалсем урлӑ татӑлаҫҫӗ. Шупашкарти 45-мӗш вӑтам тата 2-мӗш лицейре пысӑках мар пӗр банк («Авангардӑн») терминалӗсем лараҫҫӗ иккен. Тепӗр тесен, сӑмахӑмӑр кредит учрежденийӗ пӗчӗккипе пысӑкки пирки мар-ха. Чи кирли ӗҫне тутӑр. Тавӑҫ тӑратакан тепӗр банкӗ хӑйне сирсе хӑварнишӗн кӑмӑлсӑрланнине ӑнланма пулать-ха. Ашшӗ-амӑшӗшӗн, калӑн, пӗр мар-им? Вӗсене ку лару-тӑрура кӑмӑлсӑрлантарни вара — ашшӗ-амӑшне асӑннӑ банкӑн кредит карттине илме ыйтни. Уншӑн комисси те сахал мар тӳлемелле иккен. Карттӑ ҫухалас-тӑвас пулсан та кӗсьене самай ҫӳхетме тивӗ.

Конкуренцие хӳтӗлесси пирки калакан саккуна пӑсни патне таврӑнсан, асӑннӑ банк реклами влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫакӑнса тӑрать иккен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.fas.gov.ru/news/12324
 

Чӑвашлӑх Этнокультура паркӗн паянхи сӑнӗ / В. Андреев ӳкерни
Этнокультура паркӗн паянхи сӑнӗ / В. Андреев ӳкерни

Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗн ыйтӑвӗпе паян Чӑваш Республикин культура, национальноҫсемпе архив ӗҫӗсен министерствинче ӗҫлӗ тӗлпулу иртнӗ. Калаҫӑва ирттерме министерствӑн этноконфесилле хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Казаков Сергей Димитриевич, кӳлепеҫӗ Вячеслав Эткер (вӑл кӳлепесен макечӗсене илсе килнӗ), Чӑваш наци культурин «Сӑвар» аталану фончӗн ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пухӑннӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех телефонпа Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артамонов Сергей Геннадьевич хутшӑннӑ.

Калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх парка малтанхи вырӑнтах йӗркелеме шут тытнӑ, тӗп сӑнар вырӑнӗнчи юпана ҫех тӳрлетсе каялла вырнаҫтарӗҫ. Халӑх имӗш юпара сӑнарланӑ ҫунатсене мӑйрака пек йышӑнать — ҫавна май хӑй каласа панӑ тӑрӑх Вячеслав Эткер улшӑнусем кӗртме килӗшнӗ.

Сӑмах май, эпир те, Чӑваш халӑх сайчӗ ятӗнчен ӗнер Чӑваш наци конгресне ку ыйтупа пулӑшӳ кӳме ҫыру янӑччӗ. Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗ пирки унсӑр та калаҫса татӑлма май тупни пире паллах савӑнтарать.

Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗ тума пуҫланӑ вырӑнтан юнашарти мӑнастир пупӗ хистенипе тӗп кӳлепене — юпана — кӑларса илсе склада кайса хунӑччӗ.

Малалла...

 

Персона Александр Магарин
Александр Магарин

Чӑваш Республикин информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх Наци телерадиокомпанин пуҫлӑхӗ пулма Наци вулавӑшӗн Кӗнеке палати пайне ертсе пыракан Александр Магарина суйланӑ. Вӑл ытти кандидатсенчен ытларах балл пухма пултарнӑ.

Аса илтеретпӗр, пуҫлӑха пӗлтӗр маларах та суйласа пӑхрӗҫ, анчах ӗҫ тухмарӗ. Пӗрремеш суйлавра Александр Магарин ячӗ те пурччӗ, анчах ун чухне вӑл суйлав комиссине темшӗн кӑмӑла кайман. 2013 ҫул вӗҫнелле министерство тепӗр суйлав ирттерме шут тытрӗ. Ку хутӗнче 8 кандидат хутшӑннӑ. Александр Магаринсӑр пуҫне Владимир Иванов (Наци телерадиокомпанин продюсерӗ), Татьяна Ильина («Ҫапла пултӑр» кӑларӑма ертсе пыраканӗ), Александр Кириллов (Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫлекен), Марина Карягина (паллӑ сӑвӑҫ, телекӑларӑмсен ертӳҫи), Анастасия Степашина («РТВ-Регион» ТМЯП ӗҫ тӑвакан директорӗ), Сергей Степченко (Августа Уляндина упӑшки, «Такси 24 Казань» ТМЯП тӗп директорӗ), Юлия Стройкова (Наци телерадиокомпанин директор ҫумӗ) пулнӑ.

Наци телерадиокомпанине пурӗ 2 радио тата пӗр телеканал кӗрет: «Наци радиовӗ», «Тӑван радио» (103,5 хум ҫинче Шупашкарта итлеме пулать), «Наци телекуравӗ».

Малалла...

 

Ҫул-йӗр Владимир Якунинпа Дмитрий Медведьев / Дмитрий Астахов тунӑ сӑн / РИА Новости
Владимир Якунинпа Дмитрий Медведьев / Дмитрий Астахов тунӑ сӑн / РИА Новости

Дмитрий Медведьев йышӑннипе хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула тӑвассине ӳлӗме куҫарнӑ тет — кун пирки «Коммерсантъ» ҫырать. Ку йышӑнӑва тӑкаксем ытла пысӑк пулнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хайхи укҫи-тенкине унсӑр та перекетлӗрех усӑ курма тивет те ку чукун ҫул валли ҫитмессе те пултарасран шикленеҫҫӗ ахӑр. Тем тесен те ӑна тума триллион ытла (>1 000 000 000 000) тенкӗ кирлӗ пулать тенӗччӗ.

Хальхи вӑхӑтра РЖД президенчӗ Владимир Якунин ҫак проектӑн ҫӗнетнӗ вариантне хатӗрлесшӗн иккен — унпа килӗшӳллӗн чукун ҫул компанийӗ Мускавпа Улатимӗр хушшинче хӑвартлӑхлӑ ҫул тӑвасшӑн. Ку хутӗнче пӗтӗм тӑкаксене вӗсем хӑйсем ҫине илесшӗн. 384 милиардлӑх ларать пулин те патшалӑхран укҫа ыйтмасӑр тӑвасшӑн.

Аса илтеретпӗр, хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула Мускавпа Хусан хушшинче 2018 ҫулта иртекен тӗнче шайӗнчи футбол чемпионачӗ тӗлне тӑвасшӑнччӗ. Унӑн пӗтӗмешле тӑршшӗ 770 ҫухрӑм пулмаллаччӗ. Вӑл пирӗн республика ҫӗрӗсем тӑрӑх та иртмеллеччӗ. Енчен те унччен Хусана ҫитме 11 сехет ҫурӑ кирлӗ пулсан, хӑвартлӑхлӑ чукун ҫулпа ҫав вӑхӑт виҫӗ сехет ҫурӑччен чакарӑнӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2014/01/16/norail/
 

Республикӑра

Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗ Ҫемен Элкер ячӗллӗ премин иртнӗ ҫулхи лауреачӗсене палӑртнӑ. Ӑна «Советская Чувашия» хаҫат ӗҫченӗ Елена Зайцева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанире тӑрӑшакан Ольга Туркай тивӗҫ тесе йышӑннӑ. Зайевана «Пысӑк ҫемье» проекта тытса тӑнӑшӑн чысланӑ. Туркай вара «Килти вулавӑш» радиокӑларӑм ярӑмӗпе преми илме пултарнӑ.

Журналистсен тепӗр премийӗ Леонид Ильин радиожурналист ячӗпе хисепленсе тӑрать. Унӑн кӑларӑмӗсене (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) тата сассине аслӑраххисем халӗ те астӑваҫҫӗ-тӗр. Ку премие ял хуҫалӑх тата ҫутҫанталӑка сыхлас темӑна ҫутатакансене чыслаҫҫӗ. Ильин премине «Хыпар» хаҫат журналистне Юрий Михайлова тата Етӗрне район администрацийӗн вырӑнти радио валли кӑларӑмсем хатӗрлекен Лилия Петровӑна парас тенӗ.

Никольский ячӗллӗ преми те пур-ха. Ӑна чӑваш халӑх чӗрӗлӗвне тата халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн пама йышӑннӑ. Темиҫе ҫул каялла вӑл премие Тутарстанри «Сувар» хаҫат тивӗҫнӗччӗ. Хальхинче вара никама та чысламан.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1615.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3429, 3430, 3431, 3432, 3433, 3434, 3435, 3436, 3437, 3438, [3439], 3440, 3441, 3442, 3443, 3444, 3445, 3446, 3447, 3448, 3449, ... 3880
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...