Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Чӑвашлӑх

Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснисем «Ҫавал» ентешлӗх 20 ҫул тултарнине паллӑ туса савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ. Кун пирки ЧНК сайчӗ пӗлтерет.

Ҫӗрпӳсене саламлама чи малтан ентешлӗх ертӳҫи Владимир Егоров тухнӑ. Вӑл паллӑ радиожурналист, Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурамал ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Чӑваш радиора вӑй хунӑ, хальхи вӑхӑтра наци радиовӗнче тӑрӑшать. Саламлакансен йышӗнче ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов, Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина пулчӗҫ, вӗсем районӑн чи маттур та хастар ывӑл-хӗрне Хисеп хучӗсемпе парнесем парса хавхалантарчӗҫ. Шупашкарти коопераци институчӗн ректорне Валерий Андреева вара уйрӑм чыс турӗҫ — районӑн депутатсен пухӑвӗ иккен ӑна «Ҫӗрпӳ районӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята тивӗҫтернӗ.

Юрӑ-кӗвӗпе вара чылай ушкӑн кӑмӑла ҫӗклерӗ — уява килнисен кӑмалне уйрӑмах Чиркӳллӗ Ямашри «Ямаш» фольклор ушкӑнӗ ҫӗклерӗ. Ҫавӑн пекех «Цивиляночка», «Шурвар» ушкӑнсем те пулчӗҫ. Ача-пӑчасем те пултарулахпа савӑнтарчӗҫ — «Ҫавалсене» саламлама Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗнче ӑс пухакан ачасем ҫитнӗччӗ.

Эпир те Ҫӗрпӳ районӗн ентешлӗхне 20 ҫула ҫитнӗ ятпа саламлатпӑр!

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/40.html
 

Пӑтӑрмахсем

Арӑмӗпе упӑшки ҫӳпҫипе хупӑлчи тесе тӗрӗсех каланӑ ҫав ӗнтӗ ваттисем. Пӗрле ӗҫекенсем пирки те хӑш чух ҫапла калама юрать-тӗр.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пӗр кунӗнче Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче 39-ти хӗрарӑмпа арҫын хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ӳсӗрскерсене йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта йӗркеллӗ тытмалли пирки асӑрхаттарма пӑхнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тесе вӗсене шалти ӗҫсен пайне илсе кайма тӑнӑ. Ҫакӑншӑн кӑмӑлсӑрланнӑ хӗрарӑм полицире ӗҫлекен хӗрарӑмпа ҫапӑҫма тапранса кайнӑ — пуҫран чышкӑпа темиҫе хутчен ҫапса янӑ.

Аллине ирӗке яракан ӳсӗр хӗрарӑм Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче кухня ӗҫченӗнче тӑрӑшаканскер пулнӑ иккен. Ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Политика

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ РФ Патшалӑх канашӗн тата ҫӗршыв аталанӑвӗн палӑртнӑ кӑтартӑвне сӑнакан комисси ларӑвне хутшӑннӑ. Ларӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ.

Унта, тӗпрен илсен, социаллӑ экономика пурнӑҫ аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗршыв шайӗнчи хушусем епле пурнӑҫланнине тишкернӗ. Палӑртнине, Владимир Путин шухӑшӗпе, федераци влаҫӗсем те, регионсем те пурнӑҫа кӗртсе пынӑ. Президент влаҫ органӗсемпе тӗрӗслев енӗпе ӗҫлекен общество организацийӗсем килӗштерсе ӗҫлени пӗлтерӗшлине палӑртнӑ.

Журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Путин указӗсене пирӗн патра епле пурнӑҫлани пирки чарӑнса тӑнӑ. «Ҫул карттипе ҫыхӑннӑ мӗнпур мероприятие — ун пеккисем 9 пулнӑ — эпир пурнӑҫласа пыратпӑр. 37 хушӑва Раҫҫейӗн Тӗрӗслев управленийӗ сӑнаса тӑнӑ, 17-шне пурнӑҫа кӗртнӗ», — тесе пӗлтернӗ вӑл.

 

Политика

Чӑваш Енӗн гражданла пуҫарусен комитечӗ республккӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине ятран пӗлесшӗн иккен. Асӑннӑ комитет ҫакна Чӑваш Енӗн парламентне халӑхӑн сахал пайӗ шаннипе сӑлтавланӑ-мӗн. Социологи тӗпчевӗ ҫынсен 29,3 проценчӗ кӑна асӑннӑ органа шанать иккен, шанманнисем вара — 40,1% имӗш. Саккун кӑларакан органа ҫавӑн чухлӗн шанманни Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ историйӗнче пуҫласа палӑрнӑ имӗш.

Мӗншӗн ҫапла пулса тухнине Гражданла пуҫарусен комитечӗ ҫынсем депутатсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлменнипе ҫыхӑнтарнӑ. Кашни депутат вӑл е ку йышӑнушӑн епле сасӑланине тӗнче тетелӗнче ятран кӑтартма пуҫлани ку лару-тӑрура аван пулмалла-мӗн.

Асӑннӑ комитет сӗнекен мелпе Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче усӑ кураҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Мускав хула думин тата хӑш-пӗр регион парламенчӗсенче те ӑна пурнӑҫа кӗртнӗ. Тен, Чӑваш Енри «халӑх тарҫисем» те ку информацие хӑйсен суйлавҫисене пӗлтерме хаваспах килӗшӗҫ-и?..

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1579.html
 

Пӗлтерӳ

Чӑваш ӑслӑлӑхпа ӳнер халӑх академийӗ конкурс ирттерме шухӑшланӑ. Ӑна генеологи йывӑҫне хатӗрлекенсем хушшинче йӗркелӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче ун пеккине 2003 тата 2007-мӗшсенче ирттернӗ. Анчах малтан вӑл республика шайӗнче пулнӑ, хальхинче вара ытти регионта пурӑнакансен ӗҫӗсене те йышӑнаҫҫӗ.

Конкурса шухӑшласа кӑларакансем ҫынсем йӑх-тымарпа кӑсӑкланасси юлашки ҫулсенче ӳссе пырать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑх-несӗлсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланни этем хӑйне хӑй ӑнланасси ӳссе пынин палли тенӗ-мӗн конкурс положенийӗнче.

Йӑх-несӗл йывӑҫне ӳкерсе конкурса хутшӑнма никама та чармаҫҫӗ. Анчах унта сахалтан та улттӑмӗш-ҫиччӗмӗш тымар таран кӑтартни кирлӗ. Йывӑҫа алӑпа та ӳкерме юрать, электрон хатӗрсемпе хатӗрлесен те йышӑнӗҫ. Авалхи сӑнӳкерчӗксемпе тата иллюстрацисемпе пуянлатсан аван. Конкурса ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетмелле.

ХУШНИ: ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Валерий Клементьев ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, конгресс ку конкурса хутшӑнмасть. Хыпарти информацие эпир ҫав тӗлӗшпе ҫӗнетрӗмӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1581.html
 

Вӗренӳ Максим Михайлов
Максим Михайлов

Нумаях пулмасть республикӑра «Театр юбилейӗсем — 2013» инҫет олимпиади иртнӗ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗскере хальхинче СССР халӑх артисчӗ Максим Михайлов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Олимпиадӑна хуласемпе районсенчи хушма пӗлӳ парас енӗпе ӗҫлекен музыка тата ӳнер шкулӗсенче ӑс пухакансене тата республикӑри культура училищинче вӗренекенсене явӑҫтарнӑ. Ӗҫсене тӗрлӗ ене пӑхса хакланине пӗлтереҫҫӗ: литературӑпа ӗҫлеме пултарнине, ӗҫсене илемлетнине кура, ыйтӑва хуравлани тӑрӑх, материала уҫса панине шута илсе...

Проекта Тӑвайӗнчи ӳнер шкулӗнче вӗренекен Анастасия Григорьева хутшӑннӑ. Вӑл унта тӗп парнене — Гран-прие ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш композиторӗсемпе классик-композиторсен пултарулӑхӗпе ӑна Светлана Глухова преподаватель паллаштарнӑ иккен.

 

Экономика

Чӑваш Енре пурлӑх хуҫисем ытларах чухне хӗрарӑмсем иккен. Кун пирки Росреестрӑн республикӑри управленийӗ хыпарлать. Вӗсене мӗнпур хваттерпе ҫурт-йӗр, ҫӗр участокӑн, ытти пурлӑх пурӗ 615,6 пин штук тивет иккен. Арҫынсен харпӑрлӑхӗнче вара — 575,1 пин кӑна.

Хӑш хулапа районта лару-тӑру еплине тишкернӗ те, этемлӗхӗн черчен ҫурри ҫине ҫыртарнӑ пурлӑх Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Канаш, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле районӗсенче уйрӑмах нумаййине асӑрханӑ. Куславкка, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче хӗрарӑмсен пурлӑхӗ арҫынсеннинчен пушшех те самай-мӗн. Кунта асӑнман ытти районта вара арҫынсем ҫине ҫыртарни нумайрах иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://to21.rosreestr.ru/news/4781745/
 

Политика Культура министрӗ ыйтупа килнӗ хӑнана йышӑннӑ кун
Культура министрӗ ыйтупа килнӗ хӑнана йышӑннӑ кун

Шӑматкун Михаил Игнатьев ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ — туризма спорт министерствинчен илсе культура министерствине пӑхӑнтарнӑ.

Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спорт министрӗ Сергей Мельников хӑйӗн сӑмахӗнче ҫак улшӑнӑва ырланӑ — ҫурҫӳрев тем тесен те культурӑпа ытларах ҫыхӑннӑ тесе пӗлтернӗ. Ун шучӗпе чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе культурин эткерлӗхӗ пирӗн пата килекен туристсемшӗн ыттисенчен кӑсӑклӑрах имӗш. Ҫавӑн пекех вӑл «Этникӑлла Чӑваш Ен» туристсен кану кластерне туса ҫитерсен ҫулҫӳревҫӗсем пирӗн пата чылайӑн килессе шанать имӗш. Ун валли кӑҫалтанпа федераци хыснинчен те укҫа уйӑрма пуҫланӑ имӗш.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1578.html
 

Культура Куравра. Тимӗр Акташ сӑнӗ
Куравра. Тимӗр Акташ сӑнӗ

Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче кӑсӑклӑ курав иртнӗ — Палтай Микуҫӗ 50 ҫул тултарнӑ ятпа хатӗрленӗскер. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх унта паллӑ ӳнерҫӗ хатӗрленӗ япаласемпе паллашма май пулнӑ — тимӗр укҫасемпе, тумтирсемпе, ытти тӗрлӗ эрешсемпе.

Юбилей ячӗпе саламлама чылай ҫын пуҫтарӑннӑ — сӑмах каланӑ май Микуҫ Палтайне Митта Ваҫлей ячӗллӗ медале ӑсталама пултарнӑшӑн тав тунӑ. Ҫавӑн пекех ӳнерҫӗн ҫитӗнӗвӗсене те палӑртнӑ — унӑн ӗҫӗсене Чӑвашра ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пысӑк хаклаҫҫӗ иккен. Саламлакансен йышӗнче Николай Лукианов, Вера Кузьмина, Илле Иванов, Сархан Семёнов, Владимир Алмантай, Праски Витти, Марина Карягина, Владислав Николаев, Тимӗр Тяпкин тата ыттисем пулчӗҫ.

Балтаев Николай Михайлович 1963 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. Паллӑ ӳнерҫӗ тимӗре илемлетес енпе ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтенче вӑл Павловори ӳнер училищинче, В. Мухина ячӗллӗ ӳнерпе промышленноҫӗн аслӑ училищинче пӗлӳ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх культура институчӗнче халӑхӑн ӳнер пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ пулса вӑй хурать.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Пирус тавраш сиенлӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет. Сывлахӗ те сиенленет, укҫи те тӑкакланать. Нумай пулмасть пӗр Шупашкар ҫыннипе укҫа енчен тӑкаклӑ пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен. Пируспа ҫыхӑннӑскер.

Хайхи усламҫӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ — Мускав ҫынни пируса йӳнӗпе сутнӑ иккен. Унпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн пирусне Мускав кайса илмелли пирки пӗлтернӗ. Пирӗн усламҫӑ хӑварт кӑна тӗп хулана ҫитнӗ, анчах сутӑҫпа тӗл пулма май килмен, ҫавах та лешӗ шанчӑка ҫухатмалла мар тесе пӗлтернӗ имӗш — пирус туянас тесен укҫине куҫармалла ҫеҫ, вӑл вара тавара тарнспорт компанипе ярса парӗ. Шупашкар ҫынни килӗшнӗ, ахӑртнех усламне тӑвасшӑн ҫуннӑ пулинех.

Мускаври ҫын тавара чӑн та ярса панӑ, анчах та усламҫӑ кунта курупкасене уҫсан унта кирпӗч ҫеҫ пулнине курнӑ. Ҫапла май Шупашкар ҫыннин самай хаклӑ хакпа кирпӗч туянма тивнӗ.

Халь ку ӗҫпе тӗрӗслев пырать. Ултавҫӑна шыраҫҫӗ...

 

Страницӑсем: 1 ... 3439, 3440, 3441, 3442, 3443, 3444, 3445, 3446, 3447, 3448, [3449], 3450, 3451, 3452, 3453, 3454, 3455, 3456, 3457, 3458, 3459, ... 3880
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 24

1937
88
Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ.
2014
11
Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...